Кĕвĕçÿ те, эрех те пĕтерет

Шупашкарти Ленин районĕн следстви уйрăмĕ 2016 çулта 184 уголовлă ĕç пуçарнă, 105 йывăр тата уйрăмах йывăр преступление тишкернĕ, вĕсен йышĕнче — çын вĕлернипе пусмăрлани, хур туни, коррупци сĕмĕлли тата ытти те.

Пĕлтĕр уçăмлатнă уголовлă пысăк ĕçсен йышĕнче — Шупашкарта 22 çулти хĕре вĕлернĕ тĕслĕхе тĕпчени. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 19 çулти йĕкĕт ăна тара илсе пурăнакан хваттерĕнчех вĕлернĕ. Ĕçе хăвăрт та тĕрĕс йĕркелени айăплине кĕске хушăрах шыраса тупма май панă. Следствипе район сучĕ палăртнă тăрăх, хĕр патĕнчи хăна кĕвĕçÿ туйăмне шăнăçтараймасăр тусне сахалтан та 28 хутчен çĕçĕпе чикнĕ. Хĕр, паллах, çийĕнчех вилнĕ. Каччă вара тарса пытаннă. Вилене хваттер хуçи тупнă.

Преступление чăнах та асăннă çамрăк тунине çирĕплетме суд 11 тĕрлĕ экспертизи ирттернĕ. Психиатри тĕлĕшĕнчен те. Каччăна ăс-тăн енчен чирлĕ теме сăлтав тупăнман. Унăн çирĕп режимлă колонире 9 çул ирттермелле пулĕ.

Çын сывлăхне ятарласа сиен кÿнĕрен вилнĕ тĕслĕхсем те пур. Акă хулара пурăнакан 25 çулти каччă тĕлĕшпе те уголовлă ĕç çак сăлтавпах пуçарнă. Хăйĕн килĕнче 43 çулти пĕлĕшĕпе хăналаннă вĕсем. Спиртлă шĕвек ĕçнĕ май ÿсĕрĕлнĕ те тавлашма пуçланă. Тарăхнăскер юлташне хĕнесе пĕтернĕ, кун хыççăн ăна под˜ездăн картлашки патне тухса хунă. Кунта ăна кÿршисем курнă та васкавлă пулăшу чĕннĕ. Анчах йывăр сурансене: пуç мимипе шăмми вăйлах аманнă, темиçе аяк пĕрчипе ытти шăмă та хуçăлнă, органĕсем те пăсăлнă — пула çамрăк вилсе кайнă.

Ку тĕслĕхре те тĕрлĕ экспертиза тума тивнĕ, айăпланаканăн çирĕп режимлă колонире 9 çул ирттерме тивĕ.

Влаç представителĕсене пусмăрлани те тĕл пулать. 35 тата 36 çулсенчи пĕр тăвансем те çак сăлтавпах айăпа кĕнĕ. 35 çулти хĕрарăм патне суд приставĕсем килнĕ. Исполнени производствипе вăл — 1 миллион та 900 пин тенкĕ кивçенре. Анчах пиччĕшĕпе иккĕшĕ кăмăлсăрланса пакунлисене хăвалама пуçланă. Приставсенчен пĕри алăк хупăниччен урине лартса ĕлкĕрнĕ. Ăна хĕстерме те тăрăшнă-ха. Кун хыççăн арçын суд тепĕр приставне тумтирĕнчен ярса тытса бетон урайне ÿкернĕ. Анчах айăпланакансене тытса чарнă. Уголовлă майпа малтан та икĕ хутчен айăпланнине шута илсе кивçенрине — пĕтĕмĕшле режимлă колоние 5 çуллăха, пиччĕшне 1 çул та 9 уйăхлăха ăсатма йышăннă.

Çул çитменнисем е вĕсен тĕлĕшпе тунă преступленисене те тимлĕх уйăратпăр. Акă следовательсем пухнă материалсем тăрăх суд 20 çулти çамрăка темиçе статьяпа та айăпланă. Унăн вăрланăшăн, алхаснăшăн тата пусмăрласа укçа ыйтнăшăн явап тытса пĕтĕмĕшле режимлă колонире 4,5 çул кирпĕч шутлама тивĕ.

Çамрăк хулари пĕр колледжра вĕренекен 3 ачаран 500 тенкĕрен пуçласа 2 пин тенкĕ таранах ыйтнă, памасан хĕнессипе хăратнă. Шар курнисем çавăнпах мĕнпур укçине кăларса панă. Пĕррехинче вăл пĕрин алă пÿрнине хуçнă, теприне пуçĕнчен çапнă, лешĕ тăнсăр пулса ÿкнĕ. Çакăнпа усă курса вăл урайне тĕшĕрĕлнин кĕсйинчен 3 пин тенкĕ кăларса илнĕ. Кунсăр пуçне пĕрин кĕсье телефонне тăпăлтарнă, çавна май тата 6 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Айăпланакана уголовлă майпа малтан та 2 хутчен явап тыттарнă. Асăннă преступленисене тунă чухне условлă срок пĕтменнине те асăнмалла. Çавăнпах вĕренÿ организацийĕн етÿçине те ку тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемеллине асăрхаттарнă.

Юлашки вăхăтра нумай çамрăк саккуна çăмăллăн пуяс тĕллевпе пăсать. Аслă шкулсенчен пĕринче вĕренекен 18 çулти çамрăк та укçа-тенкĕллĕ пулассишĕн наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне «кĕнĕ». Вăл наркăмăша вăрттăн вырăнсенчен илсе кайнă та пайласа тата çĕнĕ вырăнсене хунă. Наркотика ăçтан илмеллине вăл палламан çынсем электрон майпа янă çырусенчен пĕлсе тăнă. Хушăва пурнăçласа çĕнĕ 10 вырăн тупнă.

Пирĕн уйрăм çыннăн ар хутшăнăвĕн ирĕклĕхне, тивме юраманлăхне хирĕç тăвакан преступленисене те тишкерет. Следстви уйрăмĕ пухнă материалсем тăрăх 29 çулти каччăпа 35 çулти хĕрарăма суд айăплă тесе йышăнчĕ. Çын сывлăхне ятарласа сиен кÿнĕрен виççĕмĕшĕ вилнишĕн тата ушкăнпа каварлашса ар хутшăнăвĕллĕ пусмăрла ĕçсем тунăшăн айăпланă вĕсене.

Пĕлĕшсем 31-ти тусĕ патĕнче хăнара пулнă. Эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн иккĕшĕ виççĕмĕшне хĕненĕ. Çапни-тапни çитмен, пушă эрех кĕленчипе те çапнă. Лешĕ тăнсăр пулса ÿксен арçынпа хĕрарăм ăна пусмăрланă та.

Арçынна кÿршисем икĕ кунтан асăрханă. Кун пирки право хуралне тата васкавлă пулăшăва пĕлтернĕ. Анчах çăлма май килмен, вăл темиçе кунран реанимацире вилнĕ. Арçынпа хĕрарăм малтан та уголовлă майпа 3 тата 4 хутчен айăпланнине палăртмалла. Хĕрарăм тĕрмере 9 çул пурăннă. Хальхинче вĕсен çирĕп тата пĕтĕмĕшле режимлă колонире 9 тата 10 çул ирттермелле пулĕ.

А.ШАРИН,

РФ СК ЧР СУ Шупашкарти

Ленин районĕн следстви уйрăмĕн ертÿçи.

А.ШАРИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.