Кайăксем пирки

22 Пуш, 2014

Чăваш Енри кайăксемпе туллин паллаштаракан кĕнеке пур-и? Хамăр тăрăхри çунатлă туссем пирки питĕ пĕлес килет. Анчах кăмăла тивĕçтерекен материал тупаймастăп.

С.АНИСИМОВ.

Элĕк районĕ.

Нумаях пулмасть "Чăваш Республикинчи кайăксем. 1 том" монографи кун çути курчĕ. Шел те, кĕнеке хальхи вăхăтра çак темăна çутатакан пĕрремĕш тата пĕртен пĕр ăслăлăх кăларăмĕ шутланать.

Кĕнекере республикăри кайăксен йышĕ, вĕсем пурăнакан вырăнсем, куçса çÿремелли, чĕпĕ кăлармалли вăхăчĕсем, сыхласси пирки калакан очерксем кĕнĕ. Кăларăма орнитологсем тата натуралистсем тунă сăн ÿкерчĕксемпе, карттăсемпе пуянлатнă. Ăслăлăх ĕçне туса хатĕрлекенсем - Раççейри кайăксене сыхлакан союзăн Чăваш Енри уйрăмĕн членĕсем. Кăларăма кун çути кăтартма Л.Воронов, О.Глушенков, Г.Исаков, Е.Осмелкин, В.Яковлев, А.Яковлев нумай тăрăшнă. "Чăваш Ен кайăкĕсем" кĕнекене кăларасси пирки иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнчех шухăшлама пуçланă. Ĕмĕте халĕ тин /"Сăрçи" заповедник нумай пулăшнă/ пурнăçа кĕртме май килнĕ.

Пĕрремĕш томра аист, фламинго, пеликан, хур, кăйкăр, чăх, тăрна евĕрлисем пирки вуласа пĕлме пулать. Хальхи вăхăтра ушкăн иккĕмĕш томпа ĕçлет. Унта çерçи йышшисен шутне кĕменнисем пирки каласа кăтартĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.