Кăткăс бизнеса та спортпа çыхăнтарма пулать
Çакна Виталий Дубиков усламçă хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетет
Шупашкарти «Крокус Авто» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕпе Виталий ДУБИКОВПА виçĕ çул каялла Раççейри предпринимательсен кунĕ умĕн курса калаçнăччĕ. Вăхăт унтанпа нумай та иртмен темелле, çапах усламçă пурнăçĕнче çĕнни самай пулнă иккен.
«Чăвашавтотранс» ĕçченĕсене илнĕ
— Транспорт реформин куçăм тапхăрне тÿссе ирттертĕмĕр, кроссфит спортĕнчен йывăр атлетикăна куçрăм, — çĕнĕлĕхсем пирки ыйтсан сăмах хушрĕ Виталий Геннадьевич.
Чăнах та, пĕлтĕр Шупашкарти транспорт тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулчĕç. ГАЗельсем вăтам тата пысăк автобуссемпе ылмашăнчĕç, маршрутсен схемисем çĕнелчĕç. Ку тиев вырăнти влаçпа пĕрлех пас-сажирсене илсе çÿрекенсем çине те тиенчĕ.
— Пĕтĕм ĕçе юлташăмпа Алексей Салминпа калаçса-килĕшсе пурнăçлатпăр. Вăл халăха илсе çÿрес енĕпе манран чылай маларах, 2003 çултах, вăй хума тытăннă. Транспорт реформине вăя кĕртме, хула аталанăвне инвестици хывма «Крокус Авто» самай пысăк тÿпе хыврĕ тесе шухăшлатăп. Хамăрăн укçапа, банксенчен кредитсем илсе 300 миллион тенкĕлĕх автобуссем туянтăмăр. Пĕр пайне арендăна патăмăр, — калаçăва тăсрĕ Элĕк районĕнчи Вутланта çуралнă, тĕп хулари Лапсар поселокĕнче ÿснĕ Виталий Дубиков. Калама кăна вĕт — епле пысăк укçа!
Шупашкар хула администрацийĕ ирттернĕ конкурссен условийĕсем тăрăх, кашни маршрутпа çÿрекен автобуссен йышĕнчех сусăрсем валли ятарласа туса кăларни пулмалла. Виталий Геннадьевич вара мĕн пур транспортах ятарлине туяннă — пассажирсене хăпарса-анма питĕ меллĕ. Кашнинчех — лармалли тата тăмалли 73 вырăн. МАЗ-206 маркăллă хăтлă автобуссем халĕ 52, 32 тата 42-мĕш маршрутсемпе çÿреççĕ.
— Паллах, автобуссем водительсемшĕн те меллĕ, кашнин çинчех — автомат курупка. Апла пулин те руль умĕнче ларса пыракансене кăмăллă пултăр, авари таврашран асăрханас тесе кондукторсене ĕçе илтĕмĕр. Вĕсене те, водительсене те панкрута тухнă «Чăвашавтотранс» предприятирен йыхравларăмăр, — каласа кăтартрĕ çынлăх туйăмĕсене яланах тĕпе хуракан усламçă. — Кашнинех çемйи пур, ачи-пăчине тăхăнтартмалла, тумлантармалла. Çавăнпа вĕсен нушине ăнлантăмăр. Е тата нумай çул тăрăшакан опытлă водительсем ĕçсĕр тăрса юлччăр-и? Ку та тĕрĕс мар.
Халĕ вăл — профессионал тренер
Виçĕ çул каялла кăна Виталий Дубиков кроссфитпа кăсăкланатчĕ, спортăн хăйне евĕрлĕ çак тĕсĕпе иртекен ăмăртусене хутшăнса вăй-хăват пухни пирки хавхаланса каласа кăтартатчĕ, акă вăл йывăр атлетикăна пуçĕпех парăннă. Çитменнине, спортăн çак тĕсĕпе кăсăкланать кăна мар, вăл Чă-ваш Республикинчи йывăр атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ пулса тăнă. Кĕске çак тапхăрта ку çитĕнĕве епле тума пултарнă вăл?
— Федераци президенчĕ Геннадий Иванов — питĕ çирĕп кăмăллă çын. Унăн вĕренекенĕсем республика шайĕнче кăна мар, çĕршыв, Европа чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Эпĕ вăл мĕн тери пултаруллă тренер иккенне унчченех пĕлнĕ, пĕлĕшсем каласа кăтартнине илтнĕ. Май тупса Геннадий Геннадьевич патне кайрăм. Вăл 40 çулалла çывхаракан арçын çине шанмасăртарах пăхрĕ. Нумаях пулмасть чăннине каларĕ: малтанхи вăхăтра хăптăр тесе вăл мана юри йывăр хăнăхтарусем тутарнă, — чунне уçрĕ профессионал тренер пулса тăнă усламçă.
Геннадий Иванов ертсе пыракан федераци чăннипех те пысăк çитĕнÿсем тăвать: Раççейри йывăр атлетсен пĕрлештернĕ командине 68 спортсмена кĕртнĕ, çак йышран 11-шĕ — Чăваш Ен çамрăкĕсем. Ирина Баймулкина, Яна Мохина, Наталья Шайманова тата ыттисем Раççей тата Европа шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнни пирки спорт хыпарĕсенче тăтăшах вуласа пĕлетпĕр. ЧР Спорт министерствин пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн те иртнĕ çул республикăри йывăр атлетсем, спортăн ытти тĕсĕнче ăмăртакансемпе танлаштарсан, чи нумай награда çĕнсе илнĕ: Европа шайĕнче — 9, пĕтĕм çĕршыв тупăшăвĕсенче 38 медале тивĕçнĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра тĕнче шайĕнче — 2, Раççейре — 19, федерацин Атăлçи округĕнче 5 медаль çĕнсе илнĕ, çĕршывăн 24 рекордне çĕнетнĕ.
— Пĕлтĕр Кивĕ Оскол, Салават, Дон çинчи Ростов, Владимир хулисенче иртнĕ тĕрлĕ шайри ăмăртусене хĕрсемпе, каччăсемпе пĕрле эпĕ те хутшăнтăм. Чăваш спортсменĕсене кирек ăçта та хапăл туса ăшшăн кĕтсе илеççĕ, мĕншĕн тесен пирĕн çамрăксем вăйлă, яланах малтисен йышĕнче, — палăртрĕ Виталий Дубиков. — Ытти регионти федерацисем те пирĕн хĕрсемпе каччăсене асăрхаса хăйсем патне илĕртме пăхаççĕ.
Вице-президент яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тĕрĕс çулран пăрăнасран та асăрхаса тăрать. Спорт спортах, кунта умлăн-хыçлăн темиçе кубок-чемпионатра çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрейменни те пулать. Кун пек чухне спортсменсен кăмăлĕ хуçăлать, вĕсен тренировкăсене те çÿрес килмест. Виталий Дубиков ун йышшисемпе чуна уçса калаçать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сăмахпа кăна мар, спорт хатĕрĕсем, витаминсем туянса парса хавхалантарать.
— Пирĕн тĕллев — çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси. Спортра юлаççĕ-и вĕсем, урăх тытăма куçса аталанаççĕ-и, чи пĕлтерĕшли — хăйсем кăмăллă пулччăр, çĕршыв малашлăхĕшĕн тăрăшчăр, — калаçăва вĕçлерĕ Раççейри йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕн Максим Агатиповăн аллинчен Хисеп грамоти илме тивĕç пулнă Виталий Дубиков. Сăмах май, вăл çывăх тусне те, «Крокус Авто» пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорне Алексей Салмина, спортпа туслаштарнă. Çакă усă панине асăрханă Алексей Петрович хăйĕн ачисене те — Димăпа Володьăна — футболпа, йĕлтĕрпе чупассипе, шывра ишессипе интереслентерсе янă.
Дмитрий АНДРЕЕВ.
Комментари хушас