Кашни саманан хăйĕн хакĕ
23 Sep, 2016 | Хыпар | Хула | Самана

Совет тапхăрĕнче апат-çимĕçпе промышленноç таварĕсен хакĕсем мĕнле улшăннă-ха? Ыйтăва 1979-1987 тата 1988-1994 çулсенче рес­публикăн хаксен енĕпе ĕçлекен пат­шалăх комитечĕн председателĕ пулнă Николай Яковлевич ЯКОВЛЕВ хуравлать.

Н.Я.Яковлев Шупашкар районĕнчи Урай Макаç ялĕнче 1934 çулта çуралнă, вăрçă ачи. Мускаври коопераци институтĕнчен, партин Чулхулари шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1953-1979 çулсенче Етĕрне райпотребсоюзĕн, Чăвашпотребсоюз экспедиторĕпе товаровечĕ, Чăваш АССР суту-илÿ министерствин аслă товаровечĕ, Шупашкар промторгĕн директорĕн заместителĕ, КПСС обкомĕн инструкторĕ, суту-илÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ, Министрсен Совечĕн пай пуçлăхĕ пулнă. Пенсие кайсан /1994 ç./ кăçалчченех Шупашкарти коопераци институчĕн экономика кафедрин доцентĕнче вăй хунă. Экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, наукăпа методикăн 98 ĕçĕн авторĕ. Ĕçри ÿсĕмлĕ кăтартусемшĕн ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ят, патшалăхăн ытти наградине парса хавхалантарнă.

Сăмакун юхтарма тиврĕ

— 1941-1945 çулсенче апат-çимĕçпе промышленноç таварĕсем мĕншĕн хакланнă?

— Вĕсен патшалăх тата коммерци хакĕсене çирĕплетнĕ. Пĕрремĕшне нормăланă, тавар талонпа сутнă. Унпа колхозниксем усă курайман. Вĕсем хуçалăхран тырă, ытти апат-çимĕç ĕçлесе илнĕ. Патшалăх хакĕпе сутмалли йĕркене пăхăнманшăн сутуçăсене явап тыттарнă. Коммерци хакĕсем темиçе хут пысăкрах пулнă. Халăхăн пысăкрах пайĕ вĕсемпе тавар туянайман. Промышленноç халăха кирлĕ продукци вăрçăчченхинчен чылай сахалрах, чи малтанах хĕç-пăшал, çар валли тавар туса кăларнă. Лавккасем ассортимент пĕчĕккипе палăрса тăнă. Колхозниксене алла укçа паман. Хăйсене кирлине пасарта вăл-ку япалапа улăштарса илнĕ. Учительсемпе медĕçченсене çеç алла ĕç укçи панă.

— Н.Вознесенский тĕпчевçĕ «Военная экономика СССР в период Отечественной войны» кĕнекере пĕр кĕленче шурă эрех лавккара — 30, пасарта — 400-500, пĕр буханка хура çăкăр пасарта — 150-200, В.Иванов писатель хăйĕн дневникĕнче Чулхулара пĕр стакан вир — 25, табак — 30-50, пĕр литр шурă эрех 450 тенкĕ тăни çинчен çырнă. М.Зефировпа Д.Дегтев «Все для фронта» кĕнекере провинцири пасарта пĕр кĕленче шурă эрехшĕн — 1000, Мускаври пасарсенче унран хаклăрах та ыйтнине, ку хĕç-пăшал тăвакан завод рабочийĕн уйăхри ĕç укçинчен те пысăкраххине палăртнă. Д.Ваулин летчик, кашни уйăхра ĕç укçи 2,5 пин тенкĕ илнĕскер, 1945 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче юлташĕсемпе тĕп хулари «Москва» ресторанта пĕр кĕленче шурă эрех тата пĕр буханка çăкăр 500-шер тенкĕлле туяннă. Пирĕн çынсем эрех туянайнă-ши?

— Вăл лавккара хаклă тăман пулин те нумайăшĕ илеймен, мĕншĕн тесен укçа пулман. Çынсем, çав шутра анне хушнипе эпĕ те, 10 çулти ача, сăмакун юхтарнă. Вăл килти хуçалăх ыйтăвĕсене татса пама кирлĕччĕ. Ăна сахалрах юхтарччăр тесе 1960 çулсенче 0,5 литр кĕрекен шурă эрехе 2,12 тенкĕ таран йÿнетрĕç.

Укçа йÿнелчĕ

— Коммерци хакĕсене хăçан пăрахăçланă?

— 1947 çулта, çĕршывра укçа реформине пурнăçа кĕртнĕ май. Кашни 10 тенкĕрен 1 тенкĕ хăварса патшалăх хакне 10 хут йÿнетнĕ. Пĕтĕм тавара патшалăх хакĕпе сутма тытăнчĕç. Мĕншĕн? Çав çул промышленноç производствин тата халăха кирлĕ тавар калăпăшне вăрçă умĕнхи шая çитернĕ. 1954 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен хаксене çуллен йÿнетнĕ — халăх савăннă. Çынсем ĕç укçи ытларах илнĕ, тавар нумайрах туяннă.

— Сталин вилнĕ хыççăн хаксем мĕнле улшăннă?

— Вĕсене çулталăк пуçламăшĕнче йÿнетме пăрахрĕç. Партипе правительство тĕп апат-çимĕçпе промышленноç таварĕн хакĕсене пĕр шайра тытса тăчĕ, хăшĕ-пĕрин çеç улшăнчĕ. Ытларахăшĕн 1992 çулчченех нумай улшăнман. 1961 çулран ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ хура çăкăр — 14, 1-мĕш сортлă шурă çăкăр — 18, чи паха шурă çăкăр 20 пусчĕ. Пĕр буханка çăкăр хальхи пек 0,6 килограмм е унран та çăмăлрах мар, пĕрре тайнă.

— Хрущев реформисем мĕнпе асра юлчĕç?

— 1961 çулта услам çупа ашăн курттăммăн тата ваккăн сутмалли хакĕсене 30 процент ÿстерчĕ. Ку йышăну вăхăтлăха терĕç. Унччен кашни килограмм какай — 1,6, услам çу 2,7 тенкĕччĕ, 1,9 тата 3,2-3,5 тенкĕ турĕç. Сăлтавĕ — ял хуçалăх организацийĕсенчен туянакан ашпа сĕтĕн сутлăх хакне ÿстернинче.

— Çĕршыва Горбачев ертсе пынă çулсенче эрех хакĕсем мĕнле йĕркеленчĕç?

— Шурă эрехĕн пĕр кĕленчине 10 тенкĕлле талонпа сутма тытăнчĕç. Улма-çырларан хĕрлĕ эрех тума, столовăйсенче эрех сутма чарчĕç, ăна сутлăха сахалрах кăларчĕç, алкоголь сĕнекен лавккасен йышне пĕчĕклетрĕç. «Чебоксарский» совхозра, Çĕрпÿри сăра, Шупашкарти пылак шыв завочĕсенче хĕрлĕ эрех тума пăрахрĕç. Талонпа алкоголь сутнине, туй тума вырăнти влаç пĕрер ещĕк панине аслăрах çултисем астăваççĕ ĕнтĕ. Эрехе хĕснине пула республика, район-хула бюджетне тупăш чылай сахалрах кĕчĕ. Брежнев саманинче алкогольрен унта куçаракан акцизсен тÿпи 25 процент йышăннă. Халĕ вăл 6 процентпа çеç танлашать. «Столичная», «Пшеничная», «Водка» спиртне çĕрулмирен е тырăран Етĕрнепе Сĕнтĕрвăрри завочĕсенче хатĕрленĕ, тулашран турттарман. Эпĕ канашлусене хутшăнма кайсан ытти регионтан Мускавра пуçтарăннă министрсене пахалатса юхтарнă «Столичная» эрехпе хăналаттăм. Техĕмлĕ тутишĕн мухтатчĕç. 1970 çулсен вĕçĕнче ăна хаклатса 4,12 тенке çитерчĕç.

Председатель

йÿнĕлле туянса юлнă

— 1980 çулсенчи хаксем патне таврăнар-ха.

— Халăха кирлĕ тавар туса кăларакан предприятисем йышланчĕç, вĕсен производстви нумай ÿсрĕ, çынсен тупăшĕ татах ÿсрĕ, вĕсем тавар нумайрах туянчĕç. Хаксем пысăк пулман, анчах халăха тавар çитмен. Ыйтăва тивĕçтерессишĕн вырăнти предприятисене халăха кирлĕ продукци туса кăларма хушрĕç. Вĕсем задание мĕнле пурнăçланине комиссисем тĕрĕслесе тăнă. Çапла тавар нумайрах хатĕрленĕ. Шупашкарти «Чебоксарец» лавкка республикăра тата чикĕ леш енче туса кăларнă продукци тĕсĕсене кăтартнă. Çынсем пахалăха пăхса туянма тăрăшнă.

— Мĕнле таварсем çитмен?

— Телевизор, автомашина, япала çумалли машина, сĕтел-пукан, холодильник, кавир, костюм, атă-пушмак, хĕрарăм тумтирĕ тата ытти тавар. Ятарлă лавккасенче черете тăракансен списокне пухнă. Сутуçăсем ăна пăхăннине халăх контролĕ тĕрĕсленĕ.

— Çын урлă сиксе туяннă тĕслĕхсем пулнă-и?

— Пулнă. Сăмахран, кашни çулталăк пуçламăшĕнче патшалăх дефицит таварсене /хрусталь, ылтăн япала, кавир, автомашина, ювелир изделийĕ, паха эрех, пирус-табак тата ытти те/ хаклатнă. Хушăва ман пата Мускавран çулталăк вĕçĕнче çитернĕ. Мĕн чухлĕ хаклатассине район-хулана маларах пĕлтертĕмĕр, çак ĕçе йĕркелеме комиссисем çирĕплетме, кивĕ хакпа сутмашкăн чарăнма ыйтрăмăр. Пĕтĕм ĕçе вăрттăн йĕркеленĕ. Çапах та Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромăн» рабочисене тивĕçтерекен пайĕн заведующийĕ Кувшинова хула ĕçтăвкомĕн председательне кăрлачăн 1-мĕшĕнчен дефицит хакланассине вăрттăн систернĕ, илсе юлма сĕннĕ — лешĕ туяннă. Йĕркене пăхăнманни татах пулнă, халăх контролĕ вĕсене тăрă шыв çине кăларнă.

— Хрущев вăхăтĕнче хула çыннисем валли çăкăр кирлĕ чухлĕ пĕçернĕ-и?

— Вăл çитмен. Ялсенче ытларахăшĕ килте пĕçернĕ. Çăкăрпа туллин тивĕçтерес тĕллевпе лавккасенче çăнăх сутма чарчĕç, ăна пĕтĕмпех çăкăр пĕçерме ячĕç. Шупашкарти виçĕ лавккара сутнă. Çăнăха «тĕллевсĕр салатса пĕтернĕшĕн» пищеторг директорĕн çумне Митина ĕçрен хăтарчĕç. 1960 çулсенче халăха кирлĕ апат-çимĕç хакĕ пĕр шайра тăчĕ.

— Производствăна ÿстерессишĕн мĕнле майпа усă курнă?

— Тавар туса кăларакансене çĕнĕ тата модăпа килĕшсе тăракан тавара 20 процент таран хаклатса икĕ çул сутма ирĕк панă. Пухăннă укçана продукци туса кăларма янă. Лавккасем икĕ çулран хушма хаксăрах ĕçленĕ.

Яла аталантарма

тăрăшнă

— Аграрисене аталантарма мĕнле меслетсем суйласа илнĕ?

— Ял хуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕсене пысăклатнă, анчах потребительсемшĕн малтанхи шайрах хăварнă. Элеваторсем хуçалăхсенчен кашни килограмм ыраша хушма хакпа пĕрле 50 пуспа йышăннă. Лавккара унран пĕçернĕ пĕр буханка хура çăкăра 14 пуспах сутнă. Хуçалăхсенчен кашни литр сĕте хушма хакпа пĕрле 50 пуспа туяннă, потребительсене 24 пуспа кăна сутнă. Комбинатсем колхоз-совхозран чĕрĕ выльăха кашни килограмшăн хушма хакпа пĕрле 5 тенкĕлле йышăннă, лавккара ашне 2 тенкĕл­ле çеç сутнă. Ытти продукцин сутлăх хакне те ÿстернĕ. Çакă хуçалăхсене укçа ытларах ĕçлесе илме май панă.

— Ку суту-илÿ организацийĕсене пысăк тăкак кăтартман-ши?

— Апат-çимĕçе дотацилеме 1990 çулччен çĕршыв хыснинчен кашни çул 90 миллиард тенкĕ уйăрнă. 1980 çулта республикăри 305 колхозпа совхозран 25-шĕ çеç тупăшлăччĕ, ытти пĕчĕк рентабельлĕччĕ тата тăкаклăччĕ. Мĕншĕн? Сутлăх хак пĕчĕкчĕ, хăйхаклăх пысăкчĕ. Планран ирттерсе сутнăшăн 50 процент, чи паха, I тата II сортсемшĕн хушса тÿлеме тытăнчĕç. Вăкăр 400 килограмран ытларах тайсан 50 процент хушса тÿленĕ.

— Укçа ăçтан тупнă?

— Пĕр çулхине ял хуçалăх министрĕпе В.Агафоновпа пĕрле сутлăх хак валли тата хушса тÿлемелли укçа илес ыйтупа çыру хатĕрлерĕмĕр. Унпа Мускава Агафонов кайрĕ. РСФСР Хаксемпе ĕçлекен комитечĕ тата Ял хуçалăх министерстви пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕ. Хушма хаксем валли республикăна 144 миллион тенкĕ пачĕç. Çакăн хыççăн ял хуçалăхĕн рентабельноçĕ 36 процента çитрĕ, çулталăка 6 хуçалăх çеç тăкакпа вĕçлерĕ. Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен рентабельноçĕ — 75, çĕрулмин 40 процентпа танлашрĕ. Выльăх пăхакансем те рентабельлĕ ĕçлерĕç.

— Аграрисене ытти енĕпе мĕнле çăмăллăх панă?

— Вĕсене техника промышленноç предприятийĕсемпе танлаштарсан йÿнĕрех, унăн хăйхаклăхĕнчен пĕчĕкрех хакпа сутнă. Электроэнерги, газ, бензин-дизтопливо, ял хуçалăхне кирлĕ ытти материал йÿнĕччĕ.

— 1990 çулсен пуçламăшĕ мĕнпе асра юлчĕ?

— Министрсен Совечĕн Председателĕ Н.Зайцев 1990 çулта мана экономикăна рынок хутшăнăвĕсене куçармалли программăн хаксене йĕркелесе пымалли пайне хатĕрлеме хушрĕ. Ăна Аслă Канаш депутачĕсем йышăнчĕç. Тĕп апат-çимĕç тĕсĕсен 70 проценчĕн патшалăх хакĕсене малтанхи кăтартусене тĕпе хурса хăварма, 30 процентне ирĕклĕ хаксем лартма пăхнă. Депутатсем промышленноç таварĕсен çуррине патшалăх хакĕсене çирĕплетме, тепĕр çуррине рынок хакĕсемпе сутмашкăн-туянмашкăн ирĕк пама йышăнчĕç. Патшалăх 1992 çулран пуçласа хаксене ирĕке ячĕ. Апла пулин те 1994 çулхи раштав уйăхĕчченех комитет çăкăр, сахăр, çăнăх, тип çу, сĕт хакĕсене йĕркелесе тăчĕ. Влаç органĕсем вĕсене 1995 çулран пĕр шайра тытса тăма пăрахрĕç. Çапах та эпĕ тĕп апат-çимĕç, газ, электроэнерги, нефть хакĕсене патшалăхăн йĕркелесе тăмалла тесе шухăшлатăп.

 Юрий МИХАЙЛОВ калаçнăn

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.