- Чăвашла верси
- Русская версия
Карантина пăрахăçланă
Патăрьел районĕнчи Крепков урамĕнче тата Комсомольски районĕнчи Явăшра кайăк-кĕшĕк грипĕн паллине тупса палăртнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн августăн 8-мĕшĕччен карантина 21 куна хупнăччĕ. Çавна май ялсене кайăк-кĕшĕк илсе кĕме, вĕсенчен турттарса кайма вăхăтлăха чарнă. Сăнав зонине палăртса мониторинг ирттернĕ, ытти мероприятие пурнăçланă.
21 кун иртнĕ май асăннă тăрăхсенче карантина пăрахăçланă. Хальхи вăхăтра лару-тăру еплерех-ши вĕсенче? Кун пирки Патăрьел районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕпе Петр Ефимовпа çыхăнтăмăр. «Лару-тăру халĕ кунта лайăх. Анчах та амак пирки пĕрре те манма юрамасть. Карантина пăрахăçланă пулсан та 3 уйăх /ноябрĕн 10-мĕшĕччен/ чару мерисене пурнăçламалла. Апла пулсан районти пасарта е тата ытти çĕрте чăх-чĕп, хур-кăвакал сутма юрамасть. Мĕншĕн тесен усал чире республикăри 8 районта, 11 вырăнта тупса палăртнă.
Карантина пăрахăçланă пулсан та амак алхаснă урамра пурăнакансен чĕрĕ кайăк-кĕшĕке, хур-кăвакала, инкубаци çăмартине сутма, çак лаптăкран илсе тухма юрамасть. Ку тĕлĕшпе халăха районти хаçат тата сайт урлă тĕплĕ ăнлантаратпăр. Вĕсенче тĕрлĕ информаци вырнаçтаратпăр. Унсăр пуçне халăхпа тĕл пулса калаçатпăр. Тав Турра, ку тĕлĕшпе ял халăхĕ пире малтанах ăнланчĕ, хирĕçÿ- харкашу пулмарĕ. Эпир мĕн каланине йăлтах пурнăçларĕ. Шар курнисем пурте компенсаци илчĕç», — терĕ Петр Ильич.
Комсомольски районĕнчи Явăшри лару-тăру та кăсăклантарчĕ. Çавна май Комсомольски районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕпе Сергей Васильевпа калаçрăмăр. Вăл та вырăнти лару-тăру пирки Петр Ефимов пекех тĕплĕ ăнлантарчĕ. Вете-ринарсем Правительство хушăвне вăхăтра пурнăçланăран Явăшсем те амакран хăтăлнă. Анчах та усал чир пирки манма юраманнине пурин те асра тытмалла.
«Усал хыпар утпа çÿрет», — теççĕ. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинче уртаракан чире тупса палăртнă. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе асăннă ялта карантин тапхăрне йĕркеленĕ.
Комментари хушас