Тантăш

Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче 180 вĕренекен ăс пухать. Вунă ял ачи çÿрет кунта: Упамса, Шăхач, Кĕçĕн Чемен, Çĕньял, Хурама Тăвар, Анат Тăрмăш, Çăл Атăк, Тури Тăрмăш, Турхан тата Шăмăршă районĕнчи Кучек ялĕнчен. Кÿршĕ ялсенчен автобуссем турттараççĕ. Шкул пурнăçĕ нихăçан та тунсăхлă мар.

Хăш-пĕр шкул ачине итлетĕп те шухăша путатăп. Предметсене юратса ăса хывнисĕр пуçне шкул пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ вĕсем. Тавра курăмне аталантарма тĕрлĕ мероприятие хутшăнма ăнтăлаççĕ. Ку çеç-и?

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра пĕчĕккисем валли Рената Волкова хатĕрлекен «Шăпăрлан» кăларăм Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çине тухать. Хальхинче унта «Хыпар» издательство çурчĕн «Тетте» журналăн авăн уйăхĕнчи кăларăмĕ çинчен пĕлме пулĕ. Мĕнпе тĕлĕнтерĕ-ши кĕрхи «Тетте»? Кун пирки Валентина Федорова корреспондент пĕлтерĕ.

Pages

Subscribe to Тантăш