Тантăш 4 (4824) № 02.02.2023

2 Нарăс, 2023

Телеграмра чат-бот хатĕрленĕ

Нумаях пулмасть «Система» ыр кăмăллăх фончĕ паракан стипендин пĕрремĕш конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртнă. Тупăшăва 46 пин шкул ачипе студент хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен 75-шĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Хастарсем пилĕк уйăх стипенди илсе тăрĕç. Унсăр пуçне вĕсемпе консультацисем ирттерĕç, аслă шкулсенче ăс пухакан студентсене компанисенче стажировка тухма май парĕç. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Шупашкар округĕнчи Çÿлтикасси шкулĕнче вĕренекен Глеб Ильин та пур. Вăл «Лифт в будущее» программăн стипендиачĕ пулса тăнă.

Платформа пирки юлташĕнчен пĕлнĕ

Глеб Ильин саккăрмĕш класра ăс пухать, час-часах тĕрлĕ конкурса хутшăнать. «Лифт в будущее» платформа пирки вăл ăнсăртран пĕлнĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче лагерьте каннă чухне ăна юлташĕ çак платформа пирки каласа кăтартнă. Çакăн хыççăн арçын ачан конкурса хутшăнас кăмăл çуралнă.

— «Лифт в будущее» платформа пирки илтсен унпа тĕплĕнрех паллашрăм, тÿрех регистрацилентĕм. Чи малтан ятарлă вĕренÿ курсĕсем тухмаллаччĕ. Вĕсем чылайччĕ, кашнийĕ хăйне май кăсăклăччĕ. Видеоуроксемпе паллашнă хыççăн илнĕ пĕлĕве анлăлатма хамăр тĕллĕн пурнăçламалли ĕçсем паратчĕç. Унта кăсăклă ыйтусене хуравламаллаччĕ, тĕслĕхпе çирĕплетмеллеччĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах компьютер умне лараттăм, ĕçсене пурнăçлаттăм. Профориентаци тата хăш-пĕр вĕрентÿ курсĕсенче спикер та пулчĕ. Унпа онлайн мелпе çыхăнса ĕçлерĕмĕр. Вăл йывăрлăхсене ăнлантарса пычĕ. Çавăн пекех пулас профессине суйлама та пулăшрĕ, — аса илчĕ Глеб. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА. 

♦   ♦   


«Водой пожар тушат: а умом предотвращают»

Пожарная безопасность – то, чему нас обучают с самого детства родители, учителя. Важно знать, как предотвратить пожар, что делать в случае экстренной ситуации. Главная служба, отвечающая за устранение возгораний – пожарная охрана. Как и у других сфер, у нее есть своя история, которая складывалась на протяжении многих лет.

В России ежегодно проводится конкурс «Знатоки истории пожарной охраны». Проводится он при поддержке МЧС России в дистанционном формате, поэтому принять участие может любой желающий в независимости от возраста и региона проживания.

Одним из участников данного конкурса стала жительница Чувашской Республики, кадет Чувашского кадетского корпуса ПФО имени Героя Советского Союза А.В. Кочетова Кира Шпынева. Ее результаты позволяют смело заявить, что она абсолютный знаток! Кира стала призером онлайн-квеста по истории пожарной охраны Чувашии, а также победителем супер-игры. 

Какой он – настоящий знаток?

Кире 14 лет, учится она в 8-ом классе, но успела уже многое. Со второго класса занималась одним из видов боевого искусства – карате, после поступления в кадетский корпус стала интересоваться тхэквондо. Девочка занимается с большим удовольствием, завоевывает первые места на соревнованиях и уже входит в сборную команду Чувашии по тхэквондо!

Любимые предметы Киры – математика и физика. Когда у ученицы есть свободное от школы время, она занимается самообразованием: проходит различные курсы, участвует в конкурсах и олимпиадах, изучает программирование. «Люди огненной профессии – герои, рискующие собственной жизнью и здоровьем ради спасения людей», – рассуждает кадет. Ее мечта – стать военным шифровальщиком. По мнению Киры, эта профессия очень важна в наше время, ведь она необходима для поддержания мира и порядка в нашей стране. <...>

Юлия КОЛЬЦОВА.

♦   ♦   


Тăван ял

Тăван ял, тăван тăрăх… Кашни çыншăн чи хакли, чи илемли вăл. Эпĕ Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски ялĕнче пурăнатăп. Ку тăрăха çичĕ ял кĕрет: Çĕньял Покровски, Пархикасси, Яранкасси, Мăн Кивпулăх, Вашук, Янту, Хосантай.

Кашни ялăн хăйĕн паллă вырăнĕсем, сумлă çыннисем пур. Çĕньял Покровски тăрăхĕ çинчен тавра пĕлÿçĕсем «Край родной Синьял-Покровский» икĕ томпа кĕнеке те пичетлесе кăларнă. Мĕн тери пуян вăл, темĕн те вуласа пĕлме пулать.

Манăн мăн кукамай, кукамай, анне те Çĕньял Покровскинчех çуралса ÿснĕ. Пирĕн ял вĕреннĕ çын нумай пулнипе палăрса тăнă. Пĕри тепринчен сумлăрах. Вĕсем çинчен эпĕ асăннă кĕнекере вуласа пĕлтĕм. РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕн Панфил Ефремовăн ячĕпе хисепленекен урам та пур ялта. Унăн вĕренекенĕсем пĕри тепринчен маттур пулнă. Пирĕн ентеш, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Юрий Ефремов наука ĕçĕпе ĕçленĕ тата нумай сăвă авторĕ те. Çĕньял Покровски çыннисем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе Леонид Семеновпа тата РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕпе Владимир Семеновпа мăнаçланаççĕ. Владимир Валентинович пирĕн шкула килсех çÿрет, ял çыннисене театр ушкăнĕпе пĕрле тĕрлĕ спектакльпе савăнтарать. Мĕнле савăнмăн çакăн пек пултаруллă çынсемшĕн! <...>

Таня МАКСИМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.