Чăвашла верси
Русская версия
Тантăш 13 (4982) № 09.04.2026
Çамрăк ăсчахсем чăнлăха шырарĕç
Нумаях пулмасть Муркаш округĕнчи А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнче «Сăмах хăвачĕ» фестиваль иртнĕччĕ. Чăн-чăн чăваш ачисен уявĕ çĕр ытла вĕренекене пухрĕ ун чухне. Чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсен пĕлтерĕшне ӳстересси, тăван сăмахлăх пуянлăхне уçса парасси, малалла аталантарасси конкурс-фестивалĕн тĕп тĕллевĕ пулнăччĕ. Асăннă шкул каллех тĕрлĕ тăрăхри ачасене хăйĕн ытамне илчĕ, кунта акан 3-мĕшĕнче «Чăнлăха шыраса» тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕ иртрĕ. Ку ăмăрту 4-мĕш хут çамрăк ăсчахсене Калайкасси шкулĕнче пуçтарчĕ. Тарават та ĕçчен Муркашсем хăнасене ытти чухнехи пекех хавас кăмăлпа, çăкăртăварпа кĕтсе илчĕ.
ИКĔ ЧĔЛХЕ ЯНĂРАРĔ
Кăçал конкурса республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен /çав шутра Мари Республикинчи 3 шкултан\ 166 тĕпчев ĕçĕ тăратнă. 200 ытла ача хутшăнма кăмăл тунă. Ку ăмăртура вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсене чăвашла та, вырăсла та çырма, хӳтĕлеме пултарчĕç. Ăслăлăх уявĕнче икĕ чĕлхе те уççăн янăрарĕ. «Чăнлăха шыраса» конкурса йĕркелекенĕсем — Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕ тата Калайкасси шкулĕ. Хăнасене Татьяна Ершова директор саламларĕ, тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ, ачасене мал утăмлă, хастар пулма сунчĕ. Тĕпчев ĕçне пĕчĕклех кӳлĕнни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ. Муркаш округĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин тĕпчев ĕçĕсене тăван халăх кун-çулĕпе, культурипе çыхăнтармалли, тĕпчевсем ытларах пулмалли пирки каларĕ. «Чăнлăха шыраса» конкурс чăваш халăх гимнĕпе уçăлчĕ. Пурте ура çине тăрса «Алран кайми аки-сухи» юрра шăрантарчĕç. Ăмăрту 12 лапамра, 9 секцире иртрĕ. Вĕренекенсен ĕçĕсене Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн ĕçченĕсем хакларĕç. Таса чăвашла, ирĕклĕн калаçакан ачасене асăрхамасăр хăвармарĕç. Тăван тăрăхпа, чăваш культурипе çыхăнтарнă ĕçсем чылай пулни савăнтарчĕ. Тĕпчевсем пуян, тĕрлĕрен пулнине, конкурс шайĕ çултан-çул ӳссе пынине палăртрĕç тӳресем. Чăвашлăха сарас тата хальхи пурнăç сĕмне кĕртес тесе тăрăшакан Элтияр Александров хастар çамрăк конкурса килнĕ муттурсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Ачасем ăна тимлесе итлерĕç, ăнланчĕç, чăвашлăха упрама, тăван чĕлхене мала хума шантарчĕç.
МУРКАШСЕМ — ЫРĂ ТĔСЛĔХ
«Муркашсенчен кашнинчех тĕлĕнсе таврăнатăп. Хăнасене яланах тарават кĕтсе илеççĕ, ĕçе тĕплĕ тăваççĕ. «Чăнлăха шыраса» конкурс ачасене чăвашлăхпа кăсăкланма, тăван тăрăха, халăх йăли-йĕркине лайăхрах пĕлме май парать. Конкурса 166 тĕпчев ĕçĕ тăратнă. Муркашсем — пуриншĕн те ырă тĕслĕх», — ачасен пултарулăхне хакланă май хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Раиса Сарпи поэт. Шкул ачисен тĕпчев ĕçĕсен «Чăнлăха шыраса» конкурсĕ çӳллĕ шайра иртрĕ. Вырăнти историе асра тытмаллах, тăван халăх йăли-йĕркипе культурине тĕпчемеллех. Тăван халăх историне пĕлекен чĕлхерен те пăрăнмĕ. Çакна калам: тĕпчев ĕçĕсем çыракан, чăваш культурипе, историйĕпе кăсăкланакан ачасен йышĕ çултан-çул ӳссе пыни савăнтарчĕ.
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментари хушас