Тантăш 1 (4970) № 15.01.2026

15 Кăрлач, 2026

Пирĕн чи çывăх туссем

Чăваш ачисен юратнă «Тантăш» хаçачĕ çак эрнере 95 çул тултарчĕ. Унăн малтанхи ячĕ «Пионер сасси» пулнă. Çак ятпа вăл 1931 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче тухма пуçланă. Унăн пĕрремĕш редакторĕ — Илья Алтын-Баш. Тăлăх ӳснĕ вăл. Ачасен нушине лайăх ăнланнă. «Чăваш пионерĕсемпе ĕç халăх ачисене социализм строительствине кирлĕ таран хутшăнтармалла!» — текен чĕнӳпе пуçланнă хаçат.

ЖУРНАЛИСТ САХАЛ ПУЛНĂ

— Епле хаваслă кĕтсе илчĕ ăна ачапăча. Кĕске вăхăтрах хаçат тиражĕ те чылай ӳсрĕ. Чухăнччĕ редакци. Ачасем çинчен çырма пултаракан журналист сахал пулнă, укçи те çитмен. Çапах пурпĕр ĕçленĕ. Алă усман. Йывăрлăхран тухма тăрăшнă, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ. Сывлăхне те шеллемен, — çапла аса илнĕ каярах Илья АлтынБаш. Мĕн тери йывăр вăхăт пулин те, хаçат тухма тытăнсан тепĕр виçĕ çултанах республикăри мĕн пур юнкора слета пуçтарнă «Пионер сасси» редакцийĕ Чăваш ачисене калама çук пысăк уяв йĕркелесе панă. Хаçат 1941 çулхи çĕртме уйăхĕччен кашни эрнере тухса тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан «Пионер сассине» вăхăтлăха хупнă. Кăларăма 1966 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен кăларма тытăннă. 1991 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара «Пионер сасси» «Тантăш» ятпа пичетленме тытăннă. Ун чухне хаçат редакторĕ Мария Мареева пулнă. «Тантăш» хаçат — Раççей тата республика шайĕнчи конкурссен лауреачĕ тата çĕнтерӳçи, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Ен Комсомолĕн премийĕн лауреачĕ. Историе илес тăк, çак тапхăрта темĕн те пулнă: çӳлелле çĕкленни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тухма чарăнни, çĕнетӳ тапхăрĕнчи финанс тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем, редакторсем улшăнни… Çапах та «Тантăш» паянхи кунччен ачасен чи çывăх та хаклă тусĕ пулса юлать. Сăмах май, хальхи паллă чăваш писателĕсемпе журналисчĕсен йышĕнче «Пионер сасси» лауреачĕсем те пур: Юлия Силэм, Надежда Смирнова, Сергей Павлов, Африкан Соловьев, Алексей Леонтьев, Валерий Алексеев, Мария Пыркина, Сергей Полкачев.

ÇĂКАЛĂХ ШКУЛНЕ ÇИТЕКЕННИ ÇУК

«Тантăш» хаçат паян та хăйĕн вулаканĕсене чи интереслĕ хыпарсемпе паллаштарать, çĕнĕ рубрикăсемпе хавхалантарать. Кашни кăларăмрах хастар юнкорсен сăвви-калавĕпе, статйизаметкипе паллашма май пур. Редакци тĕрлĕ конкурс-мероприяти ирттерет. Çулсеренех йĕркеленекен Çамрăк корреспондентсен слетне вара республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 100 ытла ача пуçтарăнать, тĕрлĕ ăсталăх класне çитсе хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатать. Кăçал ăна «Тантăш» хаçат 95 çул тултарнине халаллатпăр, уява çу уйăхĕнче ирттерме палăртрăмăр. Редакци пуçарнă «Юнкорăн ыйту пур» проект та пур «Тантăшăн», вăл хăйне майлă иртет, вĕренекенсене республикăри тĕрлĕ паллă çынпа тĕл пулма май парать. Çакна уйрăммăн палăртас килет. Йĕпреç округĕнчи Çăкалăх шкулĕн вĕренекенĕсем — пирĕн чи çывăх туссем. Вĕсен тĕрленчĕкĕсемпе заметкисене, сăвви-калавне хаçатăн кашни номерĕнчех курма пулать. Унта «Тантăшăн» 95 çулне халалласа шкулти вĕренекенсемпе ятарласа урок ирттернĕ, ачасене хаçат историйĕпе паллаштарнă, кайран саламлă çырусемпе открыткăсем, плакатсем хатĕрленĕ. Сăмах май, Çăкалăх шкулĕнче вĕренекенсем ĕлĕкрен хаçата хастар çырнă. Çавна май унтан нумай лауреат тухнă. Акă, Кошелевсен çемйинчен кăна — тăваттăн. Ксюша, Катя, Маша тата Ирина пĕр вĕçĕм «Тантăша» çырса тăнă, тăваттăшĕ те лауреат пулма тивĕçнĕ. Хăйсен пурнăç çулне культурăпа, вĕренӳпе çыхăнтарнăскерсем халĕ те пирĕн кăларăмпа туслă çыхăнура. Амăшĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Юлия Васильевна, тăрăшнипе пушшех те хаçатпа çывăх туслашнă. Юлия Кошелева тата Мария Орлова вĕрентекенсем халĕ те ку енĕпе питĕ хастар. Чăвашлăха малти вырăна хураканскерсем ачасене кашни кунах тăван чĕлхене упрама, юратма хистеççĕ, пичет кăларăмĕсемпе туслаштараççĕ. Çăкалăх шкулĕн кашни вĕренекенĕ сумлă юбилейпе — 95 çулпа — саламласа пирĕн пата çырусем, ӳкерчĕксем вĕçтерчĕ. Вĕсемпе хаçатăн 7-мĕш страницинче паллашма пултаратăр. Мĕнех, «Тантăш» хаçат малашне те ачасен чи çывăх тусĕ пулса юласса, вăл нумай-нумай çул пурăнасса питĕ шанатпăр! Ырă çул сана, «Тантăш»!

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.