Сусăр пулни ĕмĕте пурнăçлама чарман
Тăваттăмĕш пепкине чĕри айĕнче йăтса çÿрекен Надежда ун чухне декрета тухайман-ха. Вăл колхоз ĕнисене сунă. Мăн хырăмлă хĕрарăм çăнăх миххи те, силос карçинкки те, сĕт бидонĕсене те йăтнă. Ĕçрех аптăраса ÿкнĕ. Фермăра ĕçлекен упăшки ăна больницăна васкавлăн леçнĕ.
Укçа-тенкĕ çитмен
Авăнăн 2-мĕшĕнче ирхине Куславкка районĕнчи Кутемерти Никитинсен тăваттăмĕш ачи Галя çут тĕнчене килнĕ. «1200 грамм тайрĕ. Вăхăтсăр çуралнăскерĕн сасси те çукчĕ. 1990 çулта больницăра хальхи пек чаплă хатĕрсем пулман. Кувез /ăшă тытса тăракан, кислород паракан «инкубатор»/ ларатчĕ, анчах вăл ĕçлеместчĕ. Пепкене грелкăпа ăшăтрĕç. Пĕрех ăна сивĕччĕ. Кайран шăнса пăсăлчĕ те пневмони çаклатрĕ, реанимацие лекрĕ. Сывалсан ÿт хушмашкăн больницăна хучĕç. Унта икĕ уйăх выртрĕ. Мана ачапа пĕрле вырттарман. Эпĕ шăнкăравласа сывлăхĕпе кăсăклансах тăтăм. Чÿк уйăхĕнче Гальăна кăларассине пĕлтерчĕç те таксипе илсе килтĕмĕр», — аса илчĕ Надежда Петровна. Педиатр калани тÿрре тухнă: хĕрача тăтăш чирленĕ, шăнса пăсăлнă, ÿслĕкпе аптăранă. «Ачан куçĕ курмасть пек туйăнать, тетте кăтартсан та пăхмасть», — тенĕ ватă кукамăшĕ Галя пирки. Амăшĕ ăна ĕненмен: «Вăхăтсăр çуралнăран çапла вăл, чапрас куçĕ кайран йĕркене кĕрет», — тенĕ.
2-ри хĕрĕ Галя тата çулталăкри ывăлĕ Дима пĕр харăс чирлесен Надежда Петровна вĕсемпе больницăна выртнă. Çамрăк педиатра хĕрачан куçĕ иккĕлентернĕ, ăна окулиста кăтартма сĕннĕ. Ватă тухтăр «катаракта» диагноз лартнă. Кайран, Шупашкара тĕрĕсленме кайсан тин, Гальăн ретинопати /сетчатка сиенленни/ чирĕ пулнине пĕлтернĕ. «Мускава операцие ячĕç. Темшĕн каяймарăмăр. Укçа-тенкĕ çитмен, кĕçĕнни те кăкăр ачиччĕ…» — аса илчĕ амăшĕ. Гальăна ытларах 9 çул аслăрах аппăшĕ Эльза пăхнă. Вăлах ăна ĕмкĕче пăрахса куркаран сĕт ĕçме хăнăхтарнă, ÿсерехпе шутлама вĕрентнĕ, шкулла вылянă… Килте никампа хăварма çук чухне Гальăна амăшĕ хăйĕнпе пĕрле ĕçе, хăмла татнă çĕре е шкула урай çума, илсе кайнă. Пукане тытса çÿренĕ чухнех хĕрача юрланă. Радиопа, телевизорпа илтнĕскерсене хăвăрт астуса юлнă.
Хулана, канфет çиме…
8 çула çитсен Гальăна Шупашкарти интернат шкула илсе кайнă. Вăл патакпа 10 таран шутланă, сăвă каланă, «Ветер с моря дул» юрра шăрантарнă. «Санран артистка тăватпăр», — тенĕ ăна йышăну комиссийĕнчисем. Авăн уйăхĕнче хулари шкула çÿреме, тăван килтен аякра пурăнма тивни пирки Гальăна килтисем темшĕн каламан. Тен, вăл хирĕç пуласран, кулянасран хăранă? Нихăçан та хулара пулса курманскере: «Марина аппа патне каятăн, тутлă канфетсем çиетĕн», — тесе астарнă. Амăшĕ ăна хитре тумлантарса хулана илсе кайнă. «Эпир аннен йăмăкĕ, Марина аппа, патĕнче çĕр каçрăмăр. Тепĕр кунхине сисетĕп: вокзала мар, урăх çĕрелле утатпăр. Шкула кĕтĕмĕр. Эпĕ пĕтĕмпех ăнлантăм. Аппа, шăллăм, атте- анне çумра пулмĕç тесе кулянса кайрăм та линейкăрах макăрма тытăнтăм. «Анне, ан кай!» — йăлăнтăм эпĕ. «Лавккана кайса килетĕп», — тесе хăварчĕ. Хăй вара килмерĕ… Пĕрремĕш урок музыка пулчĕ. Юрлатăп-юрлатăп та йĕретĕп. Виктор Николаевич вĕрентекен çирĕп сасăпа: «Ман анне 25 çул çук, эпĕ макăрмастăп-çке», — тени вăрçнă пек туйăнчĕ те тата куççуль тăкрăм. Каникулта килсен тăван килтен уйрăлма йывăрччĕ, хулана каяс килместчĕ. Эпир пуян пулмасан та пĕртăвансемпе туслă çитĕннĕ. Ун чухне атте-анне укçа тытса курманпа пĕрех. Ĕçленĕшĕн тырă-улăм паратчĕç. Ыраш çăнăхĕнчен икерчĕ ăшаланине астăватăп. Çăкăра та анне килте пĕçеретчĕ», — ачалăхне куç умне кăларчĕ Галя. 6-7-мĕш классене çитсен кăна вăл интернат пурнăçне хăнăхнă. Хĕрача хитре юрланине кура концертсене хутшăнтарнă. 8-мĕш класранпа вăл музыка шкулне çÿреме тытăннă. Ирина Алексеевна преподаватель ăна нумай пулăшнă, фортепьяно калама та вĕреннĕ. Унпа пĕрле Хусанти конкурса та çитнĕ. Пулас юрăçăн çулĕ уçăлса пынă. Ăна Куславкка хулин кунĕнче юрлама район пуçлăхĕ чĕннĕ. «Грамотăсемпе, тав хучĕсемпе пÿлĕмри стенана çыпăçтарса тултарма пулать, вăл Раççейри нумай хулана çитсе курчĕ, — хĕрĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине палăртрĕ амăшĕ. — Хăюлăхĕ пур çав унăн. Çакă ăна ура çине тăма, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама пулăшрĕ». Интернат хыççăн Галина Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Çур ĕмĕрне ялта пурăнса ирттернĕ амăшĕ кил-çурта пăрахса хĕрне пулăшма Шупашкара куçса килнĕ. Вахтера вырнаçнăскере общежитире пÿлĕм панă. Упăшки те унран юлман, вăл та хулара ĕç тупнă.
Галина 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Раççей тава тивĕçлĕ артистки Диана Гурцкая куç курман ачасем валли йĕркеленĕ «Шурă туя» фестивале хутшăннă. Паллă юрăçпа хĕр унчченех Мускавра «Останкино» студин Пĕрремĕш каналĕнче паллашнă. Ăна «Будьте добры» кăларăма хутшăнмашкăн Светлана Сорокина журналист чĕннĕ. Çавăн чухне Дианăпа дуэт юрлама май килни пысăк кĕтменлĕх пулнă. Тепĕр 4 çултан вĕсем фестивальте тĕл пулнă. Гальăна Мускаври Хусан вокзалĕнче Дианăран панă чечекпе кĕтсе илнĕ. Вĕсем репетици вăхăтĕнче тĕл пулнă. Гальăпа пĕр евĕрлĕрех шăпаллă Диана чăваш хĕрне ыталанă та: «Эсĕ професси тĕлĕшĕнчен питĕ ÿснĕ, аван юрлатăн!» — тесе хавхалантарнă.
Музыка училищи пĕтернĕ хыççăн Галя шухăша путнă: малашне мĕн тумалла? Ĕмĕрĕпех амăшне шанса пурăнаймĕ, хăйĕнех тапаçланмалла. 2013 çулта ăна Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн вокал уйрăмне вĕренме йышăннă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе вăл çурла уйăхĕнче Волоколамск хулинчи куç курманнисен реабилитаци центрне кайнă.
«Эсĕ ыттисем пек мар»
Çĕнĕ Шупашкарти Дмитрий Ластухин çуралнăранпах суккăр. Вăл Чулхулари интернат шкулта вĕреннĕ, кайран та унтах ĕçлесе пурăннă. Дима та Волоколамскри центрта каннă. Пĕрле вĕреннĕ хĕр пурăнакан пÿлĕме кĕрсен хайхискер кĕтесре шăп ларакан Гальăна асăрханă. Калаçкаланă та ăна каçхине уçăлса çÿреме чĕннĕ. Пике хирĕçленĕ. Тепĕр кунне каччă 5 кĕл чечекпе килнĕ. Галя пурпĕр унпа тухма килĕшмен. Ыттисем пек мар, сăпайлă хĕр Димăна кунран-кун ытларах килĕшнĕ. Пĕр уйăх центрта пурăннă хушăра вăл унăн кăмăлне çавăрма пултарнах. Дима — компьютер технологийĕсен специалисчĕ, преподаватель, куç курманнисене компьютерпа усă курма вĕрентет, халĕ культура институтĕнче вĕренет. Унтан таврăнсан Чулхулари ĕçĕсене вĕçлесе Çĕнĕ Шупашкара куçса килнĕ. Кĕркунне Гальăпа Дима пĕрле пурăнма тытăннă. 7 çул иртсен, пĕлтĕр, вĕсем хут уйăрттарнă. Дима 7 çултанпа хăй тĕллĕн çÿрет. Çавăн пек упăшка тупăнни Турă парни тесе шухăшлать Галя.
Шăпа ăна пурнăçăн кашни тапхăрĕнчех ырă çынсемпе тĕл пултарать. Пĕлтĕр Шупашкар хулин кунĕнче вăл Антонпа Виктория Макарскисен концертне курма килнĕ. Пĕрремĕш ретри хĕре Мускав артисчĕсем палласа илнĕ те сцена çине кăларнă, вĕсем пĕрле те, Галя пĕччен те юрă шăрантарнă. Кайран çав видеона хĕр Диана Гурцкая юрăç патне ахаль, паллашмалла кăна тенĕ пек, ярса панă. Гальăпа Дианăн упăшки çыхăнăва тухнă, вăл мĕнле пурăннипе кăсăкланнă. Галя институтран вĕренсе тухнине, диплом илнине пĕлтернĕ. Анчах ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе йывăрлăхсем сиксе тухнă-мĕн. Ку калаçу хыççăн вăхăт нумай та иртмен — Галя патне Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен шăнкăравланă, ăна ĕçе йыхравланă. Штатри ĕçе мар-ха, çапах куншăн та сусăр хĕр питĕ савăннă. Галина Никитина халĕ хорта юрлать. Пĕр вăхăт вăл ачасене те юрлама вĕрентнĕ. Педагог ĕçĕ те ăна питĕ килĕшнĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас