Хыпар 84 (28401) № 11.11.2025

11 Чÿк, 2025

Физика, хими, биологи сумĕ ÿсет

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура «2025-2026 çулсенчи тапхăрта çурт-йĕре хутса ăшăтма хатĕрлесси» инцидентпа килĕшÿллĕн палăртнă мероприятисене мĕнле пурнăçланине тишкерчĕç.

Ыйтăва çапла инцидент шайĕнче тишкерни, паллах, тема çивĕчлĕхĕпе çыхăннă. Строительство министрĕ Владимир Максимов палăртнă тăрăх, хĕле хатĕрленсе çитнине çирĕплетекен паспортсене нумай хваттерлĕ мĕн пур çурт, социаллă объектсем пурте илнĕ ĕнтĕ. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕччен муниципалитетсен те çак документ пулмалла. 19-шĕн вăл пур. Тата тăваттăшĕн илмелле. Министр иртнĕ хĕле чылай округ çак паспортсăрах ирттернине аса илтерчĕ — хальхинче апла пулмалла мар. Владимир Михайлович палăртнă тăрăх, иртнĕ тапхăрта авариллĕ 76 ларутăрăва шута илнĕ. Çав шутра ăшă энергийĕ, вĕри шыв парса тăрасси «такăннă» тĕслĕх уйрăмах нумай — 34. Халĕ ку енĕпе кăткăс тĕслĕхсем çук. Сивĕ тапхăрта пăтăрмахсенчен сыхланма, вĕсене сирсе яма 208 бригада йĕркеленĕ — пĕтĕмпе 1062 çын. Вĕсем кирек хăш вăхăтра та васкавлă мерăсем йышăнма хатĕр. Çурт-йĕре хутса ăшăтасси планпа пăхнă режимпа пурнăçланать. Олег Николаев паспортсăр муниципалитетсен ертÿçисенчен çак документа илес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен пайăррăн ыйтрĕ. Шупашкар хулинче СУОР котельнăйĕ тата 2,5 километр тăршшĕ ăшă сечĕ тĕлĕшпе ыйтусем пулнă та — иртнĕ эрнекун тивĕçлĕ мĕн пур документа панă, хатĕрлĕхе çирĕплетмелли çеç юлнă. Хĕрлĕ Чутай округĕнче те асăрхаттарусене сирнĕ. «Материалсене Патшалăх технадзорне панă-и?» — ыйтрĕ Олег Алексеевич. «Паян ăсататпăр», — пулчĕ хурав. Çĕрпÿ, Çĕмĕрле округĕсен влаçĕсем те Патшалăх технадзорĕпе тачă çыхăнура пулнине çирĕплетрĕç — çывăх кунсенче паспорт парасса шанаççĕ.

Эмелсен хакĕсен мониторингĕн ыйтăвĕпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова сăмах илчĕ. Амбулатори, госпитальсен сегменчĕсенчи хаксем, хамăрăн тата ют çĕршывсенче туса кăларнă эмелсен хакĕсем — кашнинех уйрăммăн тишкернĕ. Авăн уйăхĕнчи ÿсĕм пысăк мар — Раççейри вăтам шайран кăшт пĕчĕкрех. Пурăнма кирлĕ эмелсен хакĕсем вара улшăнман та. Çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмĕшле ÿсĕм 4,1% танлашнă. «Хаксем хăпарасран сыхланса тăвакан ĕç тивĕçлĕ кăтарту кÿрет. Ку бюджет укçипе тухăçлă усă курассине те тÿррĕнех пырса тивет», — терĕ кун пирки Олег Николаев. Канашлура тишкернĕ тепĕр тема — 2025 çулта пĕтĕмĕшле вăтам вĕрентÿ программисемпе ирттернĕ аттестаци кăтартăвĕсем. Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Гришин кăçал экзаменсене йышăнма 56 пункт йĕркеленине аса илтерчĕ. Уççăнлăха, об±ективлăха тивĕçтерме çак ĕçе шкултан вĕренсе тухакансен ашшĕ-амăшне те явăçтарнă — 200 çын ытла. Пĕтĕмпе вара экзамен тыттарма 5 пин ытла çын хутшăннă. Тĕрĕслев йĕркеллĕ, пăтăрмахсăр иртнĕ. Максим Юрьевич кăçал вырăс чĕлхипе тата математикăпа çыхăннă экзаменсене 11-мĕш классен 96% ытла йышĕ ăнăçлă тытнине çирĕплетрĕ. Вăтам балл Раççейри кăтартуран пысăкрах. Физика, хими, биологи предмечĕсене экзамен тытма суйласа илнисен йышĕ хушăннине палăртма кăмăллă. Ку енĕпе Красноармейски, Çĕрпÿ, Куславкка, Çĕнĕ Шупашкар, Элĕк çамрăкĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Çак экзаменсене ăнăçлă тытнисен йышĕ те пысăк. Математикăпа вăтам балл 66,7-пе танлашнă, химипе — 63,6, физикăпа — 68,7, биологипе — 61,3. Чи пысăкки — Красноармейскисен. «Педагогсем, эпир çине тăрса ĕçлени тивĕçлĕ кăтарту кÿнине курма кăмăллă», — терĕ Олег Николаев. Нумай çамрăк хамăр патрах малалла вĕренме шут тытни те — кăмăллă пĕтĕмлетÿ. Кăçал Чăваш Енĕн 4186 яшĕпе хĕрĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Çав шутра 2327-шĕ республикăри аслă вĕрентÿ заведенийĕсене суйласа илнĕ. Çапах пăшăрхантараканни те çук мар. Олег Алексеевич аслă шкулсене вĕренме тĕллевлĕн кĕмелли квотăсемпе усă курас ыйтăва çĕклерĕ. Ял хуçалăх специалисчĕсем тĕлĕшпе хурламалли çук — аграри университечĕ квотăсене 100% тултарнă. Ытти енĕпе вара ĕç-пуç лайăх тееймĕн. Техника специальноçĕсем тĕлĕшпе япăх — «строительсен, промышленноçăн вузсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелле». Социаллă блок тĕлĕшпе вара лару-тăру, регион ертÿçи калашле, «питĕ япăх». Педуниверситет пулăшнипе муниципалитетсене кирлĕ педагогсемпе туллин тивĕçтерме пулать — квотăпа усă курасси вара япăх. Çавна май Олег Алексеевич муниципалитетсен пуçлăхĕсен ĕçне тиркерĕ: «Эсир ĕç паракансем шутланатăр вĕт. Эпир стипендисемпе çыхăннă лару-тăрăва шайлаштартăмăр. Пĕрисем питĕ сахал, теприсем кăшт ытларах тÿлетчĕç — пурне те 3 пин тенкĕ тÿлемелле турăмăр. Çамрăк педагогсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли майсене йĕркелерĕмĕр. Инструментари пур — унпа тĕрĕс усă курмалла кăна». Сăмах культура институтне те пырса тиврĕ. Олег Николаев шучĕпе, унăн аталану институчĕ, культура ыйтăвĕсемпе компетенцисен центрĕ пулса тăмалла. Вăл республикăн аслă шкулĕ пулнине кура — пушшех. Хальлĕхе институтăн çак тĕллевсемпе çыхăннă ĕçĕ ăна тивĕçтермест. Çавна май вăл çак темăпа стратеги сессийĕ йĕркелемеллине палăртрĕ — «квотăсемпе япăх ĕçлерĕмĕр тенипе кăна çырлахмалла мар». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Салтак тутăрĕ – хÿтлĕх палли

Вăхăт иртнĕ май кирек хăш халăхăн та хăш-пĕр йăли манăçнинчен тĕлĕнмелле мар ĕнтĕ — пурнăç вырăнта тăмасть. Анчах çакна та ăнланмалла: йăлапа пĕрлех халăх историйĕн пĕр пайĕ çухалма пултарать. Ĕлĕк, сăмахран, кашни йăхăн хăйĕн палли пулнă. Ăна тутăр çине те тĕрленĕ. Чăваш тĕрĕпех питĕ нумай калама пултарнă çав. Салтак тутăрĕн вара хăйĕн асамлăхĕ те пуррине ĕненеççĕ халăхра. Ахальтен мар-тăр Республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ хатĕрленĕ проект Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Çавна май проекта хутшăнакансем республикăри паллă ăстасем патĕнче тутăр тĕрлеме вĕренчĕç.

Ăсталăх класĕсем пĕр уйăх ытларах ĕçлерĕç. Вĕсене Чăваш Республикин халăх ÿнер промыслисен ăсти, культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Любовь Вазюкова, халăх ÿнер промыслисен ăсти Надежда Кузнецова, Республикăри ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕн педагогĕ тата РФ çамрăксен политикин сферин хисеплĕ ĕçченĕ Светлана Лотова ертсе пычĕç. Проекта хутшăнакансем пурĕ 63 тутăр тĕрленĕ. Çак ĕçсенчен йĕркеленĕ ятарлă курав чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш тĕррин музейĕнче уçăлчĕ. — Салтак тутăрĕсене тĕрлеме вĕрентмешкĕн йĕркеленĕ ăсталăх класĕсен тĕллевĕсенчен пĕри — çак йăлана тавăрасси. Ăна питĕ сахал тĕпченĕ. Ĕлĕк рекрута 25 çуллăха кайнă. Çавна май салтака ăсатас йăла темиçе кун пынă. Мĕншĕн тесен таврăнакан сахал пулнă. Ун чухнехи салтак тутăрĕсем паянхи кунччен упранса юлманпа пĕрех. Çав тутăр çине йăх паллине тĕрленĕ — салтакăн хăй ăçтан пулнине асра тытса тăмалла, таврăнса йăха тăсмалла пулнă. Пирĕн проект паянхи кун пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен эпир çамрăксене ятарлă çар операцине ăсатнă май вĕсене хăюлăх, паттăрлăх, каялла ырă та сывă çаврăнса çитме, йăха малалла тăсма сунатпăр, – терĕ «Йăх паллисем: управçă тутăрсем» проект командинче ĕçлекен Светлана Гордеева. Экспозицире кивĕ салтак тутăрĕсем те, хальхи ĕçсем те вырăн тупнă. Курава уçма Канаш, Патăрьел, Етĕрне округĕсен фольклор ансамблĕсем хутшăнчĕç, рекрут йăли-йĕркин сыпăкĕпе паллаштарчĕç. — Паян эпир грант проектне пĕтĕмлететпĕр çеç мар, хамăрăн чĕре ăшшине сирĕнпе пайлатпăр. Пирĕн тав сăмахĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлекен кашни салтак патне çиттĕр. Салтака тутăр парнелессипе çыхăннă авалхи йăла паян çĕнĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ, — терĕ культура министрĕ Светлана Каликова. Палăртмалла: 2022 çулта Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Валерий Степанов ятарлă çар операцине кайнă чухне Светлана Анатольевна ăна салтак тутăрĕ парнеленĕ. Валерий Николаевич киле таврăннă ĕнтĕ, анчах çав тутăртан нихăçан та уйрăлман, паян та пĕрлех чиксе çÿрет. Курава уçнине халалланă мероприятире те икĕ çамрăка салтак тутăрĕ пачĕç. Ильфар Айнетдинов тата Сергей Петров кĕçех çар тивĕçне пурнăçлама кайĕç. «Çак тутăрсем пире упрĕç, эпир вара Тăван çĕршыв лăпкăлăхĕшĕн сыхă тăрăпăр», — терĕ Сергей. Сăмах май, курав чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕччен ĕçлет. Унпа кирек кам та паллашма пултарать. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Вăл – сценăн ылтăн фончĕ»

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕн, Чăваш халăх артисчĕн, Раççей патшалăх премийĕн лауреачĕн Валентина Ситовăн юбилей каçĕ иртрĕ.

Валентина Петровна 1960 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Петр Иванович вырăнти хуçалăхра — трактористра, амăшĕ Евдокия Федоровна фермăра ĕçленĕ. Валентина пĕчĕкренех йăрă хĕрача пулса ÿснĕ. Вăл тăхăр уйăхрах утма, ирех калаçма пуçланă. Шкулта та лайăх вĕреннĕ, çитĕнÿсемпе палăрнă. Анчах хĕре пĕр пулăм канăç паман: мĕншĕн-ха вăл тантăшĕсенчен самай çÿллĕрех? 8-мĕш класран вĕренсе тухнă чухне Валентина 168 см пулнă, 10-мĕш класра пĕлÿ илнĕ чухне вара — 171 см. Патăрьелти вăтам шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн малалла ăс пухма хулана тÿрех кайман. Çемьере асли пулнăран шăллĕпе йăмăкне пăхмалла пулнă. Каярахпа вара Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçлеме вырнаçнă. Унта хĕр пир тĕртекен 3-мĕш цехра мотальщицăра тăрăшнă. «Питĕ пысăк шалу илме пуçларăм. Анне фермăра вăй хурса та ун чухлĕ илсе курман пулĕ. Яла кайнă чухне кил-йыш валли пысăк сумкăпа туллиех кучченеç илсе каяттăм», — аса илет иртнĕ кун-çулне Валентина Петровна. Чăваш хĕрĕсемпе каччисене Мускаври театр институтне вĕренме ямалли студи йĕркеленĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн, 1978 çулхи кĕркунне, Чăваш Енри 13 каччăпа 7 хĕр Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр институтне вĕренме кайнă, вĕсен йышĕнчех Патăрьел хĕрĕ Валентина Ситова та пулнă. Пилĕк çул питĕ хăвăрт иртнĕ. 1983 çулта çамрăк артистсем Чăваш патшалăх академи драма театрне таврăннă. Валентина Петровна 45 çул асамлă çак сцена çинче куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Тĕрлĕ сăнара чунĕ витĕр кăларса калăплать. Вĕсенчен хăшне-пĕрне аса илер-ха: Пинерпи /П.Осиповăн «Айтар»/, Анастасия Петровна /А.Островскин «Белугин авланни»/, Петровна /И.Бунинăн «Чунсене чĕпĕтет çил-тăман»/, Акулина /Л.Толстойăн «Çын куççулĕ çĕре ÿкмест»/, Люся /Н.Угаринăн «Пулаймарăм санăн мăшăру»/, Ольга /М.Карягинăн «Телей кайăкĕ»/… Театр искусствине пысăк шая çĕкленĕшĕн Валентина Ситовăна сумлă ятсемпе, премисемпе чысланă. 2004 çулта Арсений Тарасовăн «Инçет телей çути» спектаклĕнчи Лисук сăнарĕшĕн вăл Раççей Федерацийĕн Патшалăх премине илме тивĕçнĕ. 2005 çулта вара ăна — «Чăваш халăх артисчĕ», 2019 çулта «Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ» ятсемпе чысланă. Валентина Петровна сцена çинче кăна мар, кулленхи пурнăçра та хастар. Вăл пахчара ĕçлеме юратнине, тăван яла, амăшĕ патне, час-часах çăмăл машинăпа кайса çÿренине асăнчĕç ентешĕсем юбилей каçĕнче. Çавăн пекех Валентина Ситова çывăх тăванне Петĕр Çиттана халалласа кĕнеке те кăларнă, социаллă сетьсенче те хастарлăх кăтартать. Пултаруллăскере саламлама театра халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн директорĕ Елена Николаева коллектив унпа яланах мăнаçланнине пĕлтерчĕ. «Вăл — сценăн ылтăн фончĕ, маттур хĕрарăм, — терĕ Елена Васильевна. — Театр пурнăçĕ сирĕншĕн аслă та вăрăм пултăр. Куракансене савăнтарма çирĕп сывлăх сунатпăр». Çавăн пекех юбиляра Патăрьел округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Патăрьел ентешлĕхĕн пайташĕсем саламларĕç, Тав çырăвĕ парса хавхалантарчĕç. «Валентина Петровна, эсир — тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын. Сирĕн сăнарсене курса тĕлĕнетпĕр, вĕсем — ĕмĕрлĕхе. Манăçми рольсем татах та нумай пулччăр», — ырă сунса саламларĕ ăна Рудольф Васильевич. «Унра мĕн чухлĕ çирĕплĕх, ĕçченлĕх, хăватлăх, шăнăрлăх, — малалла тăсрĕ калаçăва Марина Карягина çыравçă. — Сцена çинче те çавăн пек сăнарсем калăплать вăл. Владимир Путин аллине кашнийĕнех чăмăртама май килмест пулĕ. Ăна пурнăçлама миçе пăт тар тăкмалла? Вĕсем вара çак чыса, РФ Патшалăх премине илме, ушкăнпа тивĕç пулчĕç. Артистсен пурнăçĕ пĕрре те çăмăл мар. Вĕсем чун-чĕрене кисрентерекен сăнарсем хатĕрлеççĕ. Хăйсен пурнăçне пире халаллаççĕ. Театр сирĕншĕн, пирĕншĕн пурăнать. Тăвансем, çак искусствăна юратăр. Вăл — сĕм авалхи искусство тĕсĕ. Эппин, театр — кирлех», — терĕ Марина Карягина. Юбиляра çавăн пекех Чăваш Республикин Театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем, Чăваш халăх артисчĕсем Елена Харьковăпа Ирина Архипова саламларĕç. Асăннă пĕрлешĕвĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç. «Хăватлă сăнарсем калăплама, халăха савăнтарма пире Турă вăй-хăват патăр!» — пиллерĕ Елена Харькова ĕçтешне. Саламсем хыççăн сцена çине «Ай, мăнтарăн çилтăманĕ» камит тухрĕ. Унта Валентина Ситова Паша кинемей сăнарне калăпларĕ. Куракансем ăна тăвăллăн алă çупса юбилей ячĕпе тепĕр хут саламларĕç. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Унта тăван енпе çыхăннă кашни япала хаклă»

Пур професси те лайăх, анчах çĕршыва сыхласси — пуринчен те пахи. Юнашар ларакан çамрăк арçын çине пăхатăп та — тĕлĕнетĕп: кашни сăмаха шухăшласа, виçсе калаçать, 30 çулта çеç пулсан та пурнăç, вăхăт хакне питĕ лайăх ăнланать. Пуплевĕ те тирпейлĕ, итленĕçем итлес килет. Чăн-чăн патриот, çитĕнекен ăрушăн тĕслĕхлĕ салтак.

Ĕмĕтсем çутă, шухăшсем çунатлă Сăмахăм Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьелĕнчи Юрий Мешков /сăн ÿкерчĕксенче/ пирки. 1995 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче кун çути курнăскерĕн шăпи мăн аслашшĕ-кукашшĕннипе пĕр евĕрлĕрех: вăрçă нуши-тертне лайăх пĕлет. Аслисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсемпе çапăçнă пулсан, Юрий хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче неонацистсемпе кĕрешет. Маларах вара ытти çĕрте те мирлĕ пурнăçа йĕркелесе яма хутшăннă. — Манăн мĕн пĕчĕкрен çĕршыва юрăхлă çын пулас килетчĕ. Ачаллах спортпа туслашнă. Чупасси, йĕлтĕрпе ярăнасси, шывра ишесси, турникран туртăнасси, футболла, хоккейла вылясси чун киленĕçĕ пулнă. Çынна пулăшас, чирленисене сиплес килетчĕ, çавăнпах пурнăçа медицинăпа çыхăнтарма шут тытрăм. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкултан 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина колледжĕнче малалла ăс пухрăм. 5 çултан фельдшер пулса тăтăм, — тесе пуçларĕ калаçăва Юрий Мешков. Професси илнĕ хыççăн салтака кайма ят тухнă. Ачаранах спецназра пулма шухăшланă каччăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Унта лекессишĕн хăй те сахал мар тăрăшнă: ÿт-пĕвне спортпа пиçĕхтернĕ, тĕрлĕ шайри ăмăртăва, «Зарница» вăййисене хутшăннă. Шупашкарта самолетран парашютпа ятарласа сикнĕ. Отборный пунктра Купер тесчĕ /ÿт-пÿ çирĕплĕхне ятарлă упражненисемпе тĕрĕслеççĕ/ витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн каччă десант çарне лекнĕ. Ростов облаçĕнче службăра çулталăк пулнă май тăван тăрăха таврăннă. Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Чунĕ çар ĕçĕ патнех туртнăран салтак аттине хывнăранпа уйăх çурă çитсен Тольяттири çар чаçĕпе контракт çырнă. — Эпĕ Мускавра çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртекен Çĕнтерÿ парадне пăхмасăр пĕр çул та сиктермен. Ача чухне пÿртре салтак пек утса çÿрени халĕ те куç умĕнчех. Пĕтĕм професси лайăх, анчах çĕршыва хÿтĕлекенсем, сыхлакансем те кирлĕ. Çавăнпах эпĕ çар ĕçне суйласа илтĕм. Хамăр тăрăхри ачасем мана малтанхи вăхăтра нумай пулăшрĕç. Кунта çĕнĕ хăнăхусене алла илнĕ хыççăн командировкăна ячĕç. Сăмах май, командировкăсем çур çула тăсăлаççĕ. Пĕрремĕш хут Ростов облаçĕнче пултăм. 2014 çулта Украинăри шăв-шав хыççăн пире унта илсе кайрĕç. Эпир чикĕре тăтăмăр. Таврăнсан çур çул чаçре пултăмăр. Çакăн хыççăн Сирие илсе кайрĕç. Сири çарĕн салтакĕсемпе хурахсемпе кĕрешрĕмĕр. Пуш хирте 5 уйăх пурăнтăмăр. Шыв çукчĕ, ăна 3-4 кунра е эрнере пĕрре вертолетпа илсе килсе паратчĕç. Кашни литрĕ шутраччĕ. Хăйăр тăманĕ тухсан питĕ йывăрччĕ. Алла тăссан вăл та курăнмастчĕ. Шăпах çавăн пек вăхăтра тăшман алхасма юрататчĕ. Салтаксем те çапăçусем вăхăтĕнче аманатчĕç. Эпĕ хамăрăннисене те, Сири салтакĕсене те пĕрремĕш пулăшу панă. Çавăншăн мана «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медальпе чысларĕç. Тепрехинче Таджикистана çул тăсăлчĕ. Вертолетпа Афганистан чиккине сыхланă. Эрнере 2-3 хут вĕçсе хăпараттăмăр, — терĕ Юрий Леонидович. Сирирен таврăнсан Беларуçра иртнĕ «Боевое братство» вĕренÿре пулнă, çавăн пекех хăйĕн пĕлĕвне те аталантарнă. Паян унăн «Тактика медицинин инструкторĕ» свидетельство пур. Вăл салтаксенчен пуçласа офицерсем таранах пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхтарать. 2020 çулта Арменипе Азербайджан хушшинчи хирĕç тăру та нумайăшне пăшăрхантарчĕ. Пашьел каччине унта та çитме пÿрнĕ. 2021 çулхи чÿк уйăхĕнче ăна Туçи Карабаха командировкăна янă. Икĕ çул çурă инженери çар батальонĕпе пĕрле отпуска каймасăр ĕçленĕ. Çĕр- çĕр гектара минăсенчен тасатнă. Кун пек чухне инкек тени салтаксемпе юнашарах çÿрени каламасăрах паллă. Çĕршыв хÿтĕлевçисем темле асăрханса ĕçлесен те сирпĕнсе аманнă тĕслĕхсем пулнă. Ентеш кашнинех вăхăтра пулăшу парса пурнăçне сыхласа хăварма тăрăшнă. Хастарлăхшăн ăна II степень «Çапăçури паттăрлăхшăн», «Тип çĕр çинчи çарсен ĕç-хĕлĕнче палăрнăшăн» медальсемпе чысланă. Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн Туллă-сăртлă тăрăхран таврăннă хыççăн Юрие бригадăн медицина пуçлăхĕ Украинăри ятарлă çар операцине кайнă май хăй вырăнне хăварнă. Салтаксене сипленисĕр пуçне документсене те йĕркене кĕртме тивнĕ. Ĕçе çиелтен тума хăнăхманскер кирлĕ хутсене çур çĕр иртиччен тирпейленĕ. Икĕ уйăх çурăран, 2024 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче, хăй те неонацистсене хирĕç кĕрешме тухса кайнă. — Тепĕр кун вырăна çитрĕмĕр. Вунă кунран малти линие кĕртрĕç. Тăшман пирĕнтен виçĕ çухрăмра çеç пулнă. Паллах, шиклентерет. Эпĕ те çынах вĕт! Анчах хăраса тăма май çук, эпĕ пулăшу памасан салтаксем вилме пултараççĕ, тăван килĕсене таврăнаймаççĕ. Вăрçă хирĕнче кашни çеккунт хаклă. Çак шухăшпа ĕçлетĕп. Пĕрремĕш пулăшу паракан пункт урлă миçе çын тухнине малтан çырса пыраттăм. Çур çулта 300-тен те иртнĕччĕ, кайран вара шутлама пăрахрăм. Эпир хамăр бригадăна çеç мар, ыттисене те йышăнатпăр. Спецназ пулнăран чи малта тăратпăр. Çăмăлрах аманнисем пункт патне хăйсемех килеççĕ, йывăртараххисене монокустăрма текеннипе е наçилккапа илсе тухаççĕ. Хам та шала кĕретĕп, пулăшу паратăп. Иккĕмĕш хут шала кĕрсен пире питĕ вăйлă пеме, сирпĕтме пуçларĕç. Эпир шкул çуртне йышăннăччĕ. Çавăн чухне 3-4 хут та вилĕмпе юнашарах пултăм, чĕрĕ тухас шанчăк та сахалччĕ. Çывăх юлташăм ишĕлчĕк айне пулса вилчĕ. Вăл манран чылай çул аслăччĕ, «Дед» позывнойпа çÿретчĕ, виçĕ хутчен «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕччĕ. Иксĕмĕр унпа Сирире те пĕрле пулнăччĕ. Тепĕр юлташ та йывăр аманчĕ. Ăна хам çинче йăтса путвала илсе кайса пулăшу патăм. Каçхине те тăшман лăпланмарĕ, çĕрĕпех «Баба-ягапа» тата фипи-дронсемпе сыхларĕç. Кашни 10 метрта пĕрре сирпĕтеççĕ. «Эй, Турă, мана тата юлташсене чĕрĕ тухма пар», — тесе мĕн чухлĕ кĕлĕ турăм-ши? Тепĕр кунне аманнă салтаксене хам çинче сĕтĕрсе тухрăм. Пăшалсене те хăварма юрамасть, вĕсене те кĕрсе илтĕм. 4-5 хут та хутларăм, питĕ ывăнтăм. Анчах вилнĕ юлташăма мĕнле пăрахса хăварас? Командир пире илмешкĕн машина килме тухнине пĕлтерсен те тепĕр хут шала кĕтĕм. Чулсен ишĕлчĕкĕ айĕнчи юлташа чавса кăлартăм, — терĕ Юрий Мешков прапорщик хăйĕн пирки каласа панă май. Юрий çак çапăçу хыççăн «Лука Крымский» медале тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна I степень «Çарти хастарлăхшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăннăшăн» медальсене панă. Çывăх вăхăтра вĕсен çумне «Хăюлăхшăн» медаль хушăнмалла. <...>

Ольга ПАВЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.