Хыпар 23 (28438) № 07.04.2026

7 Ака, 2026

Каникул хаваслă та усăллă пултăр

Иртнĕ кану кунĕсенче автоçулсен сыпăкĕсене шыв илнĕ тĕслĕхсем пулнă та — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сыхă пулмалли çинчен черетлĕ хут асăрхаттарнинчен пуçларĕ.

Асăннă тĕслĕхсенче тивĕçлĕ тытăмсем вăхăтра мерăсем йышăннă — сиен пысăк мар. Чăн та, лăпланма иртерех-ха. «Юлашки кунсенче юр ирĕлнипе пĕрлех çумăр та çунине пула лару-тăру çивĕчленесси те часах — хатĕр пулма ыйтатăп», — терĕ Олег Николаев. Çапах хĕлле юр нумай пулнине кура кĕтнĕ «пысăк шыв-шур» хăрушлăхĕ сирĕлет пулас, Олег Алексеевич каланă тăрăх, «шыв шайĕ çĕкленни сисĕнмест, вăл чакни палăрать». Пуçаруллă бюджет проекчĕсене контрактлас ыйтупа вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев сăмах илчĕ. Вăл проектсен пĕтĕмĕшле шучĕ 1553-пе танлашнине аса илтерчĕ. Кашни муниципалитетра вун-вун проекта тӳрре кăлармалла. Пĕрисем вĕсене пурнăçламашкăн контрактсем тăвас енĕпе оперативлă ĕçлеççĕ. Етĕрне тата Тăвай округĕсенче, сăмахран, ку кăтарту 80% та иртнĕ. Çав вăхăтрах Канаш тата Вăрмар округĕсенче пĕр контракта та алă пусман-ха. Олег Николаев çакăн сăлтавĕсемпе кăсăкланчĕ. Муниципалитетсен ертӳçисем тивĕçлĕ документсене хатĕрлесе çитернине çирĕплетрĕç — вĕсене çак эрнере таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илес енĕпе ĕçлекен центра ярса парĕç. Çавна май контрактсене алă пусасси те — çывăх кунсенчи ĕç. Хуласенче пурнăçламалли 1,17 миллиард тенкĕлĕх 288 проектпа çыхăннă лару-тăрупа строительство министрĕ Владимир Максимов паллаштарчĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ тееймĕн: укçан пысăк пайне муниципалитетсене куçарса панă ĕнтĕ, анчах контрактсене алă пусасси уксахлать-ха. Çакна вырăнсенче, Владимир Михайлович каланă тăрăх, кирлĕ укçана пухса пĕтерейменнипе сăлтавлаççĕ. Çавна май министр ку ĕçе васкатмаллине палăртрĕ. Олег Николаев хуласемпе округсен ертӳçисенчен ĕç-пуçа уçăмлатма ыйтрĕ те — Çĕмĕрлесен хуравĕ калаçăва çивĕчлетрĕ. Олег Алексеевича унти ĕçсем «лимитсем куçассипе çыхăннă» тени тĕлĕнтерчĕ. Ытти хулана укçа çитнĕ-çке — мĕнле апла? Владимир Максимов Çĕмĕрлене те пуçару проекчĕсем валли пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче тата варринче вун-вун миллион тенкĕ куçарса панине çирĕплетрĕ. Çапла вара Çĕмĕрлесен Олег Алексеевич канашлăва кирлĕ пек хатĕрленменшĕн ятласа каланă сăмахсене итлемелли, пит хĕретмелли çеç юлчĕ. «Сире асăрхаттаратăп. Канашлусене тĕплĕ хатĕрленмелле. Халăх пуçарăвĕсемпе çыхăннă кашни проект пысăк пĕлтерĕшлĕ», — лару-тăрăва уçăмлатма, Правительство çуртне паянах каçчен тĕплĕ хурав çитерме хушса пăнчă лартрĕ регион ертӳçи. Ачасен çуркуннехи каникулĕ тата çуллахи лагерьсенче канма заявкăсем йышăнма тытăнни çинчен вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров каласа кăтартрĕ. Çуркуннехи каникул кунĕсенче республикăра шкулсен çумĕнчи 258 лагерь ĕçленĕ, çавăн пекех хула тулашĕнчи икĕ лагерь ачасене йышăннă. «Эткер» центрпа ачасен технопаркĕсем те пушă пулман — ĕçленĕ. «Росинка» кĕпĕрнаттăр лагерĕн программипе профиль сменисем йĕркеленĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вара ачасемпе 312 организаци ĕçлĕ. Çав шутра — хула тулашĕнчи 17 лагерь — вĕсенче çăвĕпе 15,4 пин ача канса сывлăхне çирĕплетĕ. 24 профиль смени йĕркелеме палăртнă. Йăлана кĕрсе пыракан йĕркепе кăçал та Запорожье облаçĕнчи Бердянск округĕнчен, Чăваш Ен шефа илнĕскертен, 300 ача канма килмелле. Лагерьте 21 кун канмалли путевка хакĕ 23555 тенкĕпе танлашать. Путевкăсене валеçессине тăватă тапхăрпа йĕркелеççĕ. Пĕрремĕшĕ иртнĕ ĕнтĕ — ăна пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем валли йĕркеленĕ. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар хулин тапхăрĕ пулнă — 3 лагерьте канмашкăн путевка ыйтса çырнă 4 пин ытла заявка йышăннă. Министр ачасен кану лагерĕсене аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Маларах та темиçе лагерьте хăвăрт çĕкленекен корпуссем хăпартнăччĕ, кăçал та «Волна» лагерьте тата икĕ корпус çĕклемелле — 68,7 миллион тенкĕлĕх. «Звездочка» лагерьте вара апат-çимĕç блокне тĕпрен юсаççĕ. Çакăн валли те 60 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Дмитрий Анатольевич ку енĕпе çитес çулсем валли те плансем пысăккине çирĕплетрĕ. Олег Николаев вара тивĕçлĕ проектсене хатĕр тытмалли çинчен каларĕ — укçа-тенкĕ енĕпе майсем çуралсанах вĕсемпе пĕр тăхтамасăр усă курмалла пултăр. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн «Професси енĕпе чи лайăххи» конкурсне йĕркелесе ирттересси çинчен сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ĕç вырăнĕсен кашни виçĕ вакансийĕнчен иккĕшĕ рабочисем кирлипе çыхăннă. Çавна май професси ăсталăхĕн конкурсĕн пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк — вăл рабочи сумне çĕклет. Çĕршыв шайĕнче икĕ теçетке професси енĕпе ирттерекен конкурсăн регионти тапхăрĕсене пĕлтĕр 18-шĕ енĕпе йĕркеленĕ. Икĕ професси енĕпе федераци шайĕнчи тапхăрсене те пирĕн патра ирттернĕ — Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ бульдозер машинисчĕсем тата экскаваторщиксем Шупашкарта тупăшнă. Алена Геннадьевна пирĕн специалистсем Пĕтĕм Раççейри конкурсра пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннине аса илтерчĕ — мăнаçланмалăх пур. Пĕлтĕр пахчаçăсен тупăшăвĕнче çĕнтернĕччĕ, поварсен, çĕвĕçсен тата слесарь инструментальщиксен ăмăртăвĕсенче палăрнăччĕ. Чăваш Ен кăçал та конкурса хастар хутшăнма палăртать: çакăн валли укçа çителĕклĕ уйăрнă, республика чысне хӳтĕлес кăмăл пысăк. Тĕрлĕ професси енĕпе ăмăртусем тĕрлĕ вăхăтра иртеççĕ пулин те Олег Николаев хатĕрленӳ ĕçне вăраха тăсса ямасăр пуçарма сĕнчĕ: хыпăнса ӳкмелле ан пултăр — кашни саманта шута илмелле.

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Гран-прие иккĕмĕш хут тивĕçнĕ

Республикăри «Эревет» ачапăча ансамблĕ Раççейри Василий Андреев ячĕллĕ конкурсра гранприе тивĕçнĕ. Вăл Иваново хулинче иртнĕ. Мероприятие кĕвĕ-çемĕ ăстине Василий Андреева халалланă. Василий Васильевич пĕрремĕш оркестр йĕркелӳçи пулнă.

Конкурса Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕпе çыхăнтарнă. Унта 500 ытла çын хутшăннă. Вырăс халăх инструменчĕсен 10 оркестрĕ, халăх инструменчĕсен ансамблĕсем... Çав шутра — «Эревет» те. Вăл конкурсăн «Чи лайăх ансамблĕ» ятне тивĕçнĕ. Çамрăк артистсем çĕршыври тĕрлĕ регионтан пухăннă. Мускавран — халăх инструменчĕсен ансамблĕсен пысăк виçĕ пысăк ушкăнĕ. «Калинушка» ушкăн — Иваново облаçĕнчи Пучеж хулинчен. Балалайка, тăмра, купăс, кĕсле, гитара, ксилафон калакан 100 ытла солист, юрăç Чулхуларан, Костромаран, Волгореченскран, Мускавран, Владимиртан, Ивановăран тата Иваново тăрăхĕнчи Палех, Фурманов, Приволжск, Кохма, Вичуга хулисенчен пуçтарăннă. Мероприятие Ивановăри Ача-пăча пултарулăх керменĕн директорĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Ирина Кузьмина уçнă, çамрăк музыкантсене ăнăçу суннă. Йăла-йĕркене упраса хăварма халăх музыка искусствин кирлĕлĕхне палăртнă. «Эревет» ушкăн гран-прие тивĕçнисĕр пуçне Алексей Ильин купăс каласа хăйĕн ӳсĕмĕнчи ачасен хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă. «Алексей — питĕ тăрăшуллă ача. Иртнĕ çул вăл çак конкурсра пĕрремĕш степень лауреачĕ пулнăччĕ. «Эревете» тăваттăмĕш çул çӳрет. Унăн çитĕнĕвĕсенче ашшĕ-амăшĕн тӳпи пысăк. Вĕсем ывăлне купăс, баян, балалайка туянса панă. Вăл хăй тĕллĕн нумай вĕренет. Конкурса хутшăнмалли пьесăсене те хăех пăхса тухнă, алла илнĕ. Мана унпа ĕçлеме çăмăл», — терĕ «Эревет» ертӳçи Сергей Федотов. Çакна та палăртма кăмăллă: пирĕн ансамбль иртнĕ çулхи конкурсран та Шупашкара гран-припе таврăннăччĕ. Жюри пайташĕсем ачасен пултарулăхĕнчен çеç мар, вĕсен çи-пуçĕнчен те тĕлĕннĕ. Чăваш тĕрриллĕ кĕпе тӳрех куçа илĕртет-çке. «Эревет» сăмах вырăсла мĕнле куçнипе те кăсăкланнă. «Чудо краса», — тенĕ Сергей Васильевич. «Чăнах та, эсир хăвăр та илемлĕ, сирĕн кĕвĕ- çемĕ те чуна тыткăнлать», — хуравланă вĕсем.

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.