Хыпар 23 (28418) № 20.01.2026
Çулсем таса, картишсем кĕрт айĕнче
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ку хутĕнче регион Кăшарнине мĕнле паллă тунине пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр шыва кĕрекен нумай пулнă, инкеклĕ тĕслĕхсене шута илмен — куншăн Олег Алексеевич çак ĕçе йĕркелеме хутшăннă тытăмсене тав турĕ.
Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçин çумĕ — пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова çак эрнери мероприятисемпе паллаштарчĕ. Кун йĕркинче Пĕрлехи информаци кунĕ те пур. Хальхинче халăхпа ирттерекен тĕл пулусенче интернетпа çыхăнас енĕпе йышăннă чарусен, терроризмран сыхланассин, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессин ыйтăвĕсене, ытти темăна сӳтсе явасшăн. Çулсене, ял-хула урамĕсене, картишсене юртан тасатас ыйту — вăхăтлă та вырăнлă. Транспорт министрĕ Максим Петров палăртнă тăрăх, кăрлачăн пĕрремĕш çурринче республикăра пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен виçĕ хут нумайрах юр çунă. Çапах çулсене пăхса тăрассишĕн яваплă компанисем тĕпрен илсен шанăçа тӳрре кăларнă темелле — регионта юр хӳнипе трассăсене пӳлме тивнĕ тĕслĕхсем пулман. Кӳршĕсенех çавнашкал мерăсем йышăнма тивнĕ: Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче транспорт çула тухайман... Министр юр хупланă, пăрланнă çулсене хăйăрпа тăвар хутăшĕпе усă курса тасатни çинчен каланă май тăвар концентрацине пысăкрах туни ăнăçлине палăртрĕ. Çавнамай вырăнсенчи çулсемшĕн яваплă предприятисене те çак мелпе усă курма сĕнесшĕн. Сăмах май, вырăнсенчи автоçулсене пăхса тăмашкăн кăçал чылай ытларах укçа уйăрнă. Пĕтĕмĕшле виçе вара 725 миллион тенкĕпе танлашать. Хăйăрпа тăвар хутăшĕ тенĕрен, хăшĕ-пĕри ку енĕпе чееленме те именмест-мĕн. Предприятисемпе тунă килĕшӳсенче тăвар концентрацийĕ 20% пулмаллине çирĕплетнĕ, кусен вара асăннă виçе пĕчĕкрех иккен. Çакна шута илсе Максим Петров çывăх вăхăтра вырăна тухса тĕрĕслевсем йĕркелесси çинчен асăрхаттарчĕ. Предприятисен çулсене кирлĕ пек пăхса тăмашкăн техника пуррине, унăн юсавлăхне те тĕрĕслĕç. Темиçе муниципалитет ертӳçи хăйсен хулисемпе округĕсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Тĕп хулара юра ирĕлтерекен станцие турттарасси пирки сăмах пулчĕ. Чăн та, БОСа турттарма инçе — тăкаклă, çавăнпа ĕнтĕ Шупашкар хуларах юр ирĕлтерекен станци тăвать. Чăн та, вăл халех хута каяймасть. Ĕçсен 65% пурнăçланă, вĕсене кăçалхи юпа уйăхĕнче вĕçлĕç. Вырăнсенчи пуçлăхсем «пĕтĕмпех йĕркеллĕ» теме пăхни Олег Николаева тивĕçтермерĕ — вăл юр тасатассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене çĕклерĕ. Чи малтанах — пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи лару-тăру япăх.
УКсем Дом.РФ корпораци урлă лизинг мелĕпе усă курма пултарнине палăртнипе пĕрлех Олег Алексеевич икĕ уйăхра вĕсене хамăр çĕршывра туса кăларнă техника туянмашкăн пулăшмалли уйрăм программа хатĕрлеме хушрĕ. Калаçăва ĕçлевминистрĕАленаЕлизарова тăсрĕ — «Мирлĕ пурнăçа – утăм» проект мĕнле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăки куçкĕрет. Вĕсене тата вĕсен çемйисене республика бюджечĕн шучĕпе тивĕçтерекен пулăшу-çăмăллăх мерисем — виçĕ теçетке ытла. Пĕлтĕр вĕсен списокĕ татах анлăланнă — инвалидсене тӳлевпе тивĕçтернинчен тытăнса СВОри ентешсен ачисене — студентсене — тӳлевлĕ апатлантарма пуçлани таран. Регион бюджетĕнчен çак мерăсем валли уйăрнă тăкаксен пĕтĕмĕшле виçи 12 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Алена Геннадьевна СВОран таврăнакансене ĕçпе тивĕçтерес ыйту пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ. Ку енĕпе предприятисемпе, организацисемпе ятарласа килĕшӳсем тунă, тăваççĕ — вĕсене инженерсем, педагогсем, водительсем, ытти специалист кирлĕ. Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннă 840 çынран 556-шĕ ĕçлет ĕнтĕ. Тата 274 çын ĕçе вырнаçман. Сăлтавĕсен шутĕнче — вĕсем хăйсем ĕçе вырнаçас теменни те. Çав вăхăтрах тивĕçлĕ вакансисем çук текенсем те пур-мĕн. Министр пĕлтĕр йĕркеленĕ «Пулăшу десанчĕ» акци ăнăçлă пулнине аса илтерчĕ. Тĕрлĕ специалист 25 хут муниципалитетсене çитнĕ, СВО паттăрĕсен, вĕсен çывăх çыннисен 1,5 пине яхăн ыйтăвне йышăннă. Тĕп пайне хурав панă, ытти — ĕçре. Алена Елизарова пытармарĕ: хыпарсăр çухалнисемпе, вĕсене шырассипе çыхăннă ыйту нумай-мĕн — йышăннă мĕн пур ыйтăвăн 33% хурлăхлă çак темăна пырса тивет. Акци тухăçлăхне кура ăна кăçал та йĕркелеме йышăннă. Министр специалистсем хуласемпе округсенче пулмалли графика çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ. Чи малтан, нарăсăн 26-мĕшĕнче, Çĕмĕрлене çитĕç. Алена Геннадьевна ĕнерхи салтаксемпе вĕсен çывăх çыннисене пулăшнин ăнăçлă тĕслĕхĕсене те илсе кăтартрĕ. Олег Николаев шучĕпе, салтаксене хăйсене кăна мар, вĕсен çывăх çыннисене тĕревлени те хаклă: «Тăванĕсене пулăшнине туйса тăни салтаксене тăшмана хирĕç тăракан малти позицире хăйсене шанчăклă туйма хавхалантарать». <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Улатăр больници çамрăк специалистсемпе вăйланать
Направленипе тĕллевлĕн вĕренни республикăри медицина учрежденийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерме май парать. Ку Чăваш Енре «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçлакан ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăрать.
Хальхи вăхăтра Улатăр районĕн тĕп больници панă направленисемпе 30 ытла çамрăк тĕллевлĕн вĕренет. Больницăн тĕп врачĕ Юрий Боголюбов çак мелпе пĕлӳ илекенсенчен пĕринпе, пулас анестезиологреаниматолог врачпа Александр Яруковпа тĕл пулнă. Александр Николаевич аслă классенче вĕреннĕ чухнех хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма тĕв тунă, ЧПУн медицина факультетне кĕме тĕллевлĕн хатĕрленнĕ. Анчах унăн врач-терапевт пуласах килмен, вара вăл ординатурăна анестезиолог-реаниматолог пек вĕренме кĕнĕ. «Çапла, ку çăмăл мар специальноç. Анчах шăпах çакăнта санăн ĕçĕн кăтартăвĕсем тӳрех курăнаççĕ», — шухăшне палăртнă Александр Яруков. Халĕ вăл ординатурăра 1-мĕш курсра вĕренет. «Эпĕ Улатăр районĕн тĕп больницинче практикăра пултăм ĕнтĕ. Професси шайне ӳстерес тĕллевпе пĕлӳ илнĕ вăхăтра ытти больницăра та ĕçлесе пăхас килет», — пытарман пулас тухтăр. Тĕп врач унăн шухăшĕпе килĕшет, ăна хавхалантарса пырать. «Пирĕн пата çамрăк специалистсем килнишĕн эпир хĕпĕртетпĕр, тĕрлĕ енĕпе пултараканнисем пулсан — уйрăмах. Ытти больницăра опыт пухнине, ăсталăха ӳстернине нимĕн чухлĕ те сивлеместпĕр», — тенĕ Юрий Боголюбов. Александр Яруков практикăра ытларах пулни ĕçре пулăшасса шанать. Унăн шухăшĕпе, тухтăрăн çакăн пек тĕп пахалăхсем пулмалла: яваплăха туйни, хăвăрт йышăну тума пултарни тата çынлăх туйăмĕ пысăкки. «Республикăра пурнăçа кĕрекен нацпроекта пула пирĕн больница штачĕ ерипен пулсан та çĕнелсе, çамрăкланса пырать. Пĕлтĕр кăна пирĕн патра çамрăк 5 врач ĕçлеме тытăнчĕ! Паллах, ансăр специалистсем çитмеççĕ, апла пулин те ку ыйтăва пĕчĕккĕн татса паратпăр. Хамăр тухтăрсене çĕнĕ специальноçсем илме пулăшатпăр, çамрăксене вĕренме тĕллевлĕн яратпăр. Апла тăк малашлăхра халăх кирлĕ специалистсем патне çăмăллăнах лекĕ», — тенĕ больница ертӳçи. <...>
Роза АНАТОЛЬЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментари хушас