Хыпар 146 (28174) № 26.12.2023
Çулталăк çитĕнÿсемпе палăрса юлать
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев раштавăн 22-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта республика халăхне хумхантаракан ыйтусене хуравларĕ.
«Тÿрĕ лини» çулталăка пĕтĕмлетес тĕллевлĕ пулнине шута илсе телекурав журналисчĕсем республика пурнăçĕнче кăçал пĕлтерĕшлĕ йĕр хăварнă пулăмсен ярăмне хатĕрленĕ: Чăваш Ен çыннисем пĕрлехи вăйпа ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне ăсатма хÿтĕлев тетелĕсем çыхаççĕ, автомобильсем юсаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ… Вĕрентÿ заведенийĕсене тĕпрен юсаççĕ, çĕннисене хута яраççĕ. Чи пысăк шкула — тĕп хулари Сад микрорайонти пĕлÿ çуртне — уçасса пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ… Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче Тĕрленĕ карттăсен фестивалĕ иртрĕ. Кĕçех тĕрленĕ карттăн музейне туса лартĕç. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çулсене юсама 1 миллиард ытла тенкĕ уйăрнă… Чăваш Ен хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе Мускаври ВДНХра ака уйăхĕччен паллаштарĕ… Олег Николаев пулăмсен çак ярăмне кăçал Мускаври «Сокольники» паркра иртнĕ Акатуя /«Чылай регион пирĕн уява асăрханă, ырланă», — терĕ вăл/, Çĕнĕ Шупашкарта «Звенигово» аш-какай комбиначĕн цехĕ уçăлнине, СПИК 2.0 контрактпа килĕшÿллĕн ĕç калăпăшĕ ÿссе пынине, эрнекун Улатăрта Вырăс провинцийĕн музейĕ ĕçлеме пуçланине кĕртрĕ. «Тÿрĕ лини» тĕлне Регион управленийĕн центрне шкулсене юсассипе çыхăннă ыйту ярса панă. Олег Николаев палăртнă тăрăх, кăçал республикăра 105 шкула тĕпрен юсанă. «Малашлăхра строительсем ытти вĕрентÿ заведенийĕ патне те çитĕç. Çĕмĕрле хулинчи шкулта строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ. Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн унта ачасем вĕренме пуçлĕç. Шупашкарти 7-мĕш шкул та çулталăк пĕтиччен хута кайĕ. Сад микрорайонти шкулта та çак кунсенче ĕçсем вĕçленеççĕ. Малалла лицензи илессипе çыхăннă ĕçĕхĕле туса ирттермелле. Ку çурт тавра шăвшав нумай пулчĕ. Айăплисене чиновниксен хушшинче тупма тăрăшрĕç. Анчах вĕсем — пачах урăх вырăнта. Следстви органĕсем пĕтĕмпех уçăмлатĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен шкула уçĕç», — терĕ вăл. Ача садĕнче ĕçлекенсем шалăвĕпе кăсăкланчĕç. Мĕншĕн вăл пĕчĕкленсе пырать? Ку ыйту Олег Николаевшăн кăшт тĕлĕнмеллерех те пулчĕ ахăртнех. «Мана пĕлтернĕ тăрăх, республикăра вăтам шалăва 100 проценчĕпех норматив шайне çитернĕ. Ку кăтартупа эпир Президент хушăвне пурнăçланă 12 регион йышĕнче. Хăш-пĕр учреждени ертÿçи ĕç укçине тĕрĕс мар шутласа парать тĕк — уççи-хуппине тупмалла. Пирĕн Президент хушнине вăхăтра тата туллин пурнăçламалла», — терĕ вăл. «Кувшинка» микрорайонти, Гагарин урамĕнчи çуртсенче хваттер тутарма пая кĕнисенчен нумай ыйту килчĕ. «Кун пирки эпир кăçалтан калаçма пăрахасшăнччĕ, — терĕ Олег Николаев. — Шел те, ыйту тепĕр çула куçрĕ. «Лидер» пирки калас тăк… Застройщикпа питĕ кăткăс хутшăнусем. Саккунри «шăйрăксемпе» усă курса ыйтăва татса парассине юриех тăсса пычĕç. Халĕ строительствăна вĕçлекен инвестора тупнă. Застройщик тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнăран та чăрмавсем пур. Çапах çуртсене çулла хута ярас шанăç пысăк. Гагарин урамĕнчи об±ектсенче ĕçсем тата маларах вĕçленĕç». Куславкка округĕнчи Тĕмшер тăрăхĕнче территори уйрăмĕн пуçлăхĕ те, управляющи компани те çукки, округ ертÿлĕхĕ ял çыннисемпе калаçасшăн пулманни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Олег Николаев ку ыйтăва çитес вăхăтра татса парассине, çавăн пекех шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатассине палăртрĕ. «Ку енĕпе опыт пысăк, республика округĕсенче çулсерен çакăн евĕрлĕ чăрмавсене сиреççĕ», — терĕ вăл. Шупашкарти «Университет» микрорайонта пурăнакансем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ общежити хăпартассине хирĕç. Саккунпа килĕшÿллĕн строительствăна чарма пулать-и? Олег Николаев çирĕплетсех каларĕ: «Пулмасть. Ку çĕр лаптăкĕ — федераци харпăрлăхĕ, университетăн шутланать. Строительство валли федераци укçа уйăрать. Об±ектсене совет саманинчех плана кĕртнĕ. Пирĕн микрорайон çыннисем мĕншĕн хирĕç пулнине ăнланмалла. Тен, ачасем валли вăйă лапамĕсем çитмеççĕ? Ку ыйтăва ытлашши хĕрсе каймасăр татса памалла». Республика ертÿçи пуçару ушкăнĕпе тĕл пулма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Кивĕ Советсен çурчĕпе мĕн пулса иртет тата? «Реконструкци, — терĕ Олег Николаев. — Çурт нумай вăхăт пушă тăнă. Эпир ăна çухатма та пултарнă. Туянас текен те, аслă шкулсенчен пĕрне парас шухăш та пулнă. Анчах эпир ăна ĕлĕкхи статусрах — Советсен çурчĕ — хăварма йышăнтăмăр. Кĕтмен самантсем сиксе тухмасан çурта килес çул Хула кунĕ тĕлне хута ярасшăн. Унта хальхи вăхăтра арендăна илнĕ çуртсенче вырнаçнă парламентарисем, влаç органĕсем куçĕç». <...>
Валентина БАГАДЕРОВА
♦ ♦ ♦
Чăваш кĕпине Японири коллекционер та туяннă
Чăваш тĕрри, чăн та, тĕрлеме пĕлсен кăна илемлĕ. Унра халăхăмăрăн кун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ упранать. Ăна ламран лама упраса хăварма тăрăшакан ăстана, «Паха тĕрĕ» фабрикăн ÿнерçине, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Анастасия Андреевăна «Хыпар» хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.
«Атте, пăх-ха, принцесса»
— Анастасия Васильевна, тĕрĕ тĕнчине кам илсе кĕнĕ сире? Ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ эсир?
— Шкулта вĕреннĕ чухне ÿссен кам пуласси пирки сочинени çыртаратчĕç. Эпĕ яланах е пир тĕртекен, е артистка, е ÿнерçĕ пуласси пирки çыраттăм. Халĕ шухăшлатăп та, пурте пурнăçланнăн туйăнать: сцена çинче пайтах юрлама-ташлама тÿр килчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне те, ĕçленĕ вăхăтра та. «Паха тĕрĕ» фабрикăра 1977 çултанпа ĕçлетĕп. Малтан пир тĕртрĕм. Кайран мана Мускаври М.И.Калинин ячĕллĕ ÿнерпе промысласен училищине вĕренме ячĕç. Çавăнтанпа кунта ÿнерçĕре тăрăшатăп. Эпĕ Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ. Анне Ольга Ершова тĕрлеме ăстаччĕ. Мана шкула кайичченех тĕрлеме вĕрентнĕ. Аппасем те юрла-юрла тĕрĕ тунине астăватăп. Вĕсемпе юнашар ларса йĕппе çипе пир çине чиксе туртнă. Малтанах хĕресле тĕрленĕ, кайран лап тĕрĕпе /майра тĕрри тетчĕç ăна/ кăсăкланнă. Ун чухне чăваш тĕрри пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. Çавăн пекех хамăн вĕрентекенсем пирки те асăнса хăварас килет: Александра Ильбекова, Валентина Минеева — кавир тĕртес, Татьяна Петрова тĕрĕ ÿкерес енĕпе нумай пулăшнă.
— Аннĕр тĕрĕ ăсти пулнине каларăр. Сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе савăнма май килчĕ-и унăн?
— Вăл тĕрре-çĕвве питĕ килĕштеретчĕ. Тĕртнĕ пиртен кĕпе çĕлетчĕ, ун çине тĕрĕ лартатчĕ. Питĕ илемлĕ курăнатчĕ. Эпĕ «Паха тĕрĕре» ĕçленишĕн савăнатчĕ. Мускава вĕренме кайиччен унпа канашларăм. Ун чухне укçа-тенкĕ те çителĕксĕртерехчĕ. Çавна май вĕренсе тухасси те иккĕленÿллĕччĕ. «Хĕрĕм, май пур чухне — кай. Кайран кулянмалла ан пултăр», — терĕ мана ăс парса. Чăн та, вĕренсе тухрăм, специалист пулса Чăваш Ене таврăнтăм. Çакăншăн анне те савăнчĕ. «Маттур, хĕрĕм», — терĕ пил парса.
— Чăваш тĕррин историне пĕлмесĕр ÿнерçĕ пулаймăн. Ăна Мускавра вĕреннĕ чухне тĕпчеме пуçларăр-и?
— Мускавран вĕренсе килсен. Шупашкарти музейсене çÿрерĕм. Фондсенче кивĕ япала нумай, 17-18-мĕш ĕмĕртисем те пур. Питĕрти музейсенче чăваш тĕрри-çĕвви нумаййине пĕлетĕп, анчах хальлĕхе унта кайса килме май пулмарĕ. Ĕçтешĕм Татьяна Петрова унта çитсе курнă. Вăл каланă тăрăх, унта чăваш кĕпи те чылай. Манăн та кайса курасчĕ.
— Тĕрлĕ курава, конкурса хутшăннă май ытти халăх çыннисем чăваш тĕррин илемĕпе киленнĕ самантсене астăватăр-и?
— Паллах. Акă Мускавра кашни çулах «Ладья» курав иртет. Эпир унта яланах хутшăнатпăр. Тĕрлĕ халăх çынни пирĕн япаласене тыта-тыта пăхать. «Мĕн тери хитре тĕрĕ!» — теççĕ. Эпĕ вара тÿнтер енне çавăрса кăтартатăп. Вăл та пиччĕн енчи пекех илемлĕ, тирпейлĕ пулни тĕлĕнтерет вĕсене. Чăваш тĕррине ют çĕршывсенчи куравсенче те кăтартнă. 2008 çулта Санта-Фе хулинче /АПШри Нью-Мексико штатĕнче вырнаçнă/ иртнĕ куравра та чăваш тĕррин илемĕпе киленекенсем тупăнчĕç. «Ман валли çак япалана хăварăр-ха», — терĕ пĕри. Чăн та, каярах чăваш тĕрриллĕ япалана туянчĕ вăл. Астăватăп-ха: эпĕ ун чухне тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннăччĕ, масмак çыхнăччĕ. Çывăхра ашшĕпе хĕрĕ иртсе пыратчĕç. «Атте, пăх-ха, принцесса», — терĕ пĕчĕк хĕрача ман çине тĕллесе. Ача пирĕн çи-пуçа çапла хак пани савăнтарчĕ мана. Эппин, чăваш кĕпи чăннипех илемлĕ. 2009 çулта ĕçтешпе Татьяна Петровăпа пĕрле Японин тĕп хулинче Токиора Раççей культурин фестивальне хутшăнма тÿр килчĕ. Унта та пирĕн тĕрре хисеплесе, тĕлĕнсе пăхрĕç. Пĕр коллекционер арçын тутрисем, арçын тата хĕрарăм кĕписем туянчĕ. Ывăлĕ те тĕрлет
— Хăвăр тата çемйĕр валли кĕпесем хатĕрленех ĕнтĕ эсир. Ачăрсем сирĕн ĕçе хаклаççĕ-и?
— Ачасем манăн ĕçе юратаççĕ, хаклаççĕ. Екатерина та, Александр та тĕрлеме пĕлеççĕ. Халĕ вĕсем хăйсем çемьеллĕ. Аслă мăнук та тĕрĕпе кăсăкланать. Эпĕ тĕрленине курса аллине йĕппе çип тытать. Хамăн çеç мар, ачасен те, мăнуксен те чăваш кĕписем пур. — Халĕ çамрăксем те чăваш тĕррипе кăсăкланма, чăваш кĕписем тăхăнма пуçларĕç. Çакă сире хавхалантарать-и? — Унта-кунта ятарлă кружоксем ĕçлеççĕ, республикăра чăваш тĕррин шкулĕ уçăлчĕ. 2020 çултанпа Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн халăх пултарулăхĕн кафедринче «Чăваш тĕрри» ятарлă предмет кĕртрĕç. Тĕрре-çĕвве тĕпчесе халăхра сарассишĕн Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем, халăх пултарулăхĕн кафедрин пуçлăхĕ Раиса Васильева тата Зинаида Воронова ăста тăрăшса ĕçлеççĕ. Çамрăксем ку енĕпе диплом ĕçĕ те çыраççĕ. Эппин, чăваш тĕррине хисеплеççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
Патшалăх тĕревĕпе – çĕнĕ витесем
2023 çулта Чăваш Енри АПКра 124 инвестици проектне пурнăçа кĕртеççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 3,5 миллиард тенкĕ. Тырă, пахча çимĕç управĕсем, сĕт-çу, мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли фермăсем, сĕт сумалли залсем... — хуçалăхсенче çĕнĕрен çĕнĕ обČектсем çĕкленеççĕ.
Инвестици проекчĕсем производствăна аталантараççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ объектсенчен С.Илларионов фермер хуçалăхĕнчи сĕт-çу фермипе сĕт залне /Тăвай округĕ/, «ЧебоМилк» пĕрлешÿри ĕне выльăх самăртмалли витене /Шупашкар округĕ/, «Куснар» агрофирмăри тата «ВДС» пĕрлешÿри сĕт-çу фермисене /Çĕрпÿ округĕ/, «Коминтерн» ЯХПКри пăру витине /Хĕрлĕ Чутай округĕ/, Л.Кузнецов фермер хуçалăхĕнчи çĕр улмине тарăн тирпейлекен цеха /Патăрьел округĕ/ тата ыттисене палăртмалла. Чăваш Енре те çĕр улми тарăн тирпейлеме, чипс кăларма тытăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Республикăра чĕр тавара çителĕклех туса илеççĕ. Анчах ăна вырнаçтарма чăрмавлăран йÿнĕпе сутăнать, тăкаксене саплаштарма йывăр. Хирсенче «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкĕ чакса пыни çакăнпа та çыхăннă. Патăрьел округĕнчи «Лук-Агро» ял хуçалăх кооперативĕнче чĕр тавара тирпейлеме тытăнни тухăçлăха ÿстерет. — Сехетре 100 кг продукци хатĕрлесе кăлармалла. Уйăхра — 40 тонна. Иртнĕ çул малтанхи хутчен чипс валли çĕр улми лартса пăхрăмăр, опыт пухрăмăр, — пĕлтерчĕ «Лук-Агро» ял хуçалăх кооперативĕн членĕ, пайтаçă Леонид Кузнецов. Инвестици проекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ — 30 миллион тенкĕ. Проектпа килĕшÿллĕн икĕ сменăпа 20 çын ĕçлемелле. Продукци калăпăшне ÿстерме çĕр улми самай кирлĕ. Пĕр килограмм чипс валли 4 кг чĕр тавар каять. Кăçал Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнче «Варяг» сортăн лаптăкне палăрмаллах пысăклатнă, 1 пин тонна çĕр улми хывмалăх управ тунă. Тепĕр паллă обћект — Хĕрлĕ Чутай округĕнчи «Коминтерн» хуçалăхри пăру вити. Ĕçченсем инвестици проектне 2017 çулта пурнăçа кĕртме тытăннă. Çак тăпхăрта çĕнĕ технологипе комплекс çĕкленĕ. Унта сĕт сумалли зал, лаборатори, тислĕк управĕ, ĕçе йĕркелесе тăма компьютер пÿлĕмĕ... — тухăçлăха ÿстерме мĕн кирли йăлтах пур. Пурĕ 1200 ĕне кăкарăнмасăр тăмалла. Пĕлтĕр 500 пăру валли вите тунă. Кăçал инвестици проекчĕн виççĕмĕш тапхăрĕ хута кайнă. Хальхинче — 650 тына вырнаçмалăх корпус. Ăна тума 103,7 млн тенкĕ тăкакланă. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ — 435 миллион тенкĕ. Çĕнĕ обћектсем çĕклени выльăх йышне палăрмаллах ÿстерме пулăшнă. Хальхи вăхăтра кунта 2520 ĕне. Кооператив ертÿçи Альбина Новикова палăртнă тăрăх, пысăк тухăçлă выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме лайăх условисем кирлĕ. Патшалăх пулăшăвĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме май парать. Кунта ĕнесен шучĕ кăна мар, сăвăм та пилĕк хутчен ÿснĕ. Паллах, çынсен шалăвĕ те пысăкланнă. Комплексра вăй хуракансен ĕç, кану условийĕсем те палăрмаллах лайăхланнă. Шупашкар округĕнчи «Чурачикский» пĕрлешÿре те кăçал ферма хута кайнă. Унта 750 пуç вырнаçмалла. Ăна тума 160 миллион тенкĕ тăкакланă. Хальхи вăхăтра хуçалăхра 2,5 пин ĕне. Предприятие нумай çул ĕнтĕ Евгений Шалеев ертсе пырать. Производство обћекчĕсене çĕ¬нетсе пыни пĕрлешĕве курăмлă утăмсем тума пулăшать. Ăратлăхпа ĕçленĕ май республикăри ытти хуçалăха та çамрăк выльăхпа тивĕçтерет. Етĕрне тăрăхĕнчи «Родина» пĕрлешÿре патшалăх пулăшăвĕпе тата хăйсен укçипе 500 ĕне вырнаçмалăх ферма тăваççĕ. Унăн хакĕ — 49,4 млн тенкĕ. Хуçалăхăн усă куракан çĕр — 2 пин гектар ытларах. Çав хушăрах выльăхчĕрлĕх отрасльне те аталантараççĕ. Проектăн пĕрремĕш тапхăрне, 250 ĕне вырнаçмалăх витене, пурнăçа кĕртнĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, «Родина» пĕрлешĕве федераци бюджетĕнчен тăкаксене саплаштарма 8,9 млн уйăрма йышăннă. Унсăр пуçне республика хыснинчен 5,5 миллион тенке тивĕçĕ. Пулăшу производство хăватне ÿстерме, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать. Хуçалăх АПК аталанăвне курăмлă тÿпе хывать, округра выльăх йышĕпе тата сăвăм кăтартăвĕпе пĕрремĕш вырăнта. <...>
Лариса НИКИТИНА
♦ ♦ ♦
Сергей АРШИНОВ: Майдановăн юрринче манăн сасă та янăрĕ
Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çыннăн пурнăçне çăлассипе, хăрушсăрлăхран сыхлассипе, асăрхаттарассипе çыхăннă. Çак ĕçе вăл сăвă çырассипе ăнăçлă шайлаштарса пырать. Нумаях пулмасть вара Сергей Аршиновăн пултарулăхĕпе пĕтĕм çĕршыв паллашма пултарчĕ. Çакă йăлтах — Пĕтĕм Раççейри «Знание.Авторы» артлабораторие хутшăнса çĕнтернине пула. Тепĕр тесен, ку çĕнтерÿ уншăн Çăлавçă кунĕ умĕн пысăк парне пулнă теме те юрать. Кун пирки Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пĕчĕк кимĕсемпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн центрĕн аслă инспекторĕнчен Сергей Аршиновран хăйĕнчен ыйтса пĕлер-ха.
Влад Маленко асăрханă
— Сергей Вячеславович, «Знание.Авторы» платформа ирттерекен литература конкурсне хутшăнас шухăш мĕнле çуралчĕ?
— Эпĕ профилактика енĕпе çине тăрса ĕçлетĕп, шыв-шур çинчи хăрушсăрлăха асăрхаттарма ачасемпе, студентсемпе кала-çусем ирттеретĕп. Эпĕ хăрушсăрлăх çинчен сăвă çырнине чылайăшĕ пĕлет, мĕншĕн тесен профилактика калаçăвĕсене витĕмлĕх кÿме вĕсемпе час-часах усă куратăп. Пĕр кунхине Вĕрентÿ институтĕнчен шăнкăравларĕç те: «Сергей Вячеславович, сирĕн Раççей проектне хутшăнма кăмăл пур-и? Чăваш Ен чысне хÿтĕлемелле», — терĕç. Эпĕ хăтланса пăхас терĕм. Конкурса хутшăнма виçĕ сăвă хатĕрлерĕм, Вĕрентÿ институтĕнче эпĕ сăвă каланине çыртарса илчĕç, Мускава ярса пачĕç. Вăхăт иртсен электрон почтăна çыру килчĕ, «Эсир Раççейри чи лайăх 100 автор шутне кĕнĕ», — тенĕ унта. Ку маншăн хăех çĕнтерÿччĕ. Çак артлабораторие çĕршыври 89 регионтан 700 яхăн автор хутшăннă-çке! Тата кăштах вăхăт иртсен ман пата тепĕр çыру çитрĕ, эпĕ çĕршыври чи лайăх 30 автор шутне кĕнине пĕлтерчĕç. Ку тата пысăкрах савăнăç пулчĕ. Чи лайăх 60 авторăн сăввисене пухса уйрăм кĕнекен кăларасшăн иккен. Тахăш вăхăтран тата тепĕр çыру илтĕм: «Сирĕн наставниксене палăртнă», — тенĕ унта. Апла пулсан эпĕ финала лекнĕ. Çакăн хыççăн паллă çынсем /артистсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Федераци Канашĕн çыннисем, Пĕрремĕш канал ертÿçисем/ пирĕнпе онлайн мелпе ĕçлеме тытăнчĕç. Пĕрремĕш заняти РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕпе Владислав Маленко поэтпа иртрĕ. «Чăваш Республикине уйрăмах палăртас килет. Мана Сергей Аршиновăн çăлавçăсене халалласа çырнă сăвви килĕшрĕ», — терĕ вăл. Пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. «Мана çапла асăрхаççĕ пулсан, эппин, çĕнтереетĕп те вĕт-ха», — шухăшларăм çав самантра. Унччен эпĕ хутшăнса пăхас тенĕччĕ кăна-çке.
— Мускава мĕнле çитрĕр? Паллă чылай çынна тĕл пултăр ĕнтĕ.
— Гала-концерта хутшăнма 12 автора суй¬ласа илчĕç, çав шутра эпĕ те пултăм. Раç¬çейĕн тĕп хулине çитсенех пире Федераци Канашĕнче кĕтсе илчĕç. Унта патриотлăх темипе калаçрăмăр. Кайран экскурси пулчĕ. Тепĕр кунхине Патшалăх Думине йыхравларĕç, ют çĕршыв делегацине кĕтсе илмелли зала чĕнчĕç — унта кашниех кĕрсе кураймасть. Мускавра пĕр эрне пурăнтăм, паллă çынсем пирĕнпе ăсталăх класĕсем ирттерчĕç, политиксемпе тĕл пултăмăр. Федераци телеканалĕсем валли тĕрлĕ проект /«Фабрика звезд», «Танцы со звездами»…/ хатĕрлекен Лина Арифуллинăпа, Мускаври С.Есенин ячĕллĕ драма театрĕн илемлĕх ертÿçипе, Пĕрремĕш каналăн паллă ертÿçипе Влад Маленкăпа курса калаçрăмăр. Патшалăх Думин депутачĕ, «Куклы наследника Тутти» ертÿçи Мария Бутина та пирĕнпе сăмах вакларĕ. Тата ыттисем те пулчĕç. Унтан паллă çынсем сасă çыртаракан студие кайрăмăр, Денис Майданов паллă юрăç та çитрĕ. Калаçрăмăр. Мăн кăмăллă мар вăл, Тăван çĕршыва питĕ юратать. Пирĕн калаçу та, тĕпрен илсен, патриотлăх тата пултарулăх пирки пулчĕ. Унта пурте пирĕнпе лайăх калаçрĕç. Пÿлĕме пĕр-пĕр «çăлтăр» кĕрсе тăрать те пирĕн çине пăхса: «Сала-а-ам!» — тет. Денис Майдановпа пĕрле юрă та çыртартăмăр. Урăхла каласан, унăн çĕнĕ юрринче манăн сасă та янăрĕ. Тĕрĕссипе, паллă çынсемпе юрлама тивессине пĕлсенех иккĕлентĕмĕр, «Эпир юрăçсем мар вĕт-ха», — терĕмĕр. «Çук, — терĕç пире. Эсир çак проекта лекнĕ, эппин, юрламаллах». <...>
Лариса ПЕТРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас