«Хыпар» 145-146 (27878-27879) № 30.12.2021
Хĕл Мучи парнисене илсе çитерчĕç
Çĕнĕ çул умĕнхи кунсенче кашни ачан ĕмĕчĕ туласса ĕненес килет. Уйрăмах пурнăçра çăмăл мар лару-тăрăва кĕрсе ӳкнисене, йывăр чирпе кĕрешекенсене е ашшĕ-амăшĕсĕр ӳсекенсене парнепе хавхалантарни питĕ кирлĕ. Владимир Путин Президент пуçарнă «Ĕмĕтсен елки» акцие Чăваш Енри влаç ертӳлĕхĕ те хастар хутшăнчĕ.
Самолетри вĕçев, микроскоп...
Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал икĕ ачан ĕмĕтне пурнăçларĕ. Малтанах вăл Шупашкарта пурăнакан 4-ри Рома Кожевникова вылямалли тетте — чукун çул тăрăх çӳрекен пуйăс — парнеленĕ. Виçĕм кун вара Канашри 11-ти Даниил Яковлев валли вĕçев йĕркеленĕ. Арçын ачапа амăшне Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуба чĕннĕ. Олег Алексеевич вĕсене парне панă. Даниил самолетпа вĕçнĕ кăна мар, пилот кабининче те пулса курнă. Вăл хулари 6-мĕш шкулта адаптаци программипе шĕкĕр «5»-пе вĕренет. IT-кубра ăс пухать, пултарулăхăн тĕрлĕ конкурсĕпе проекчĕсене хутшăнать, çитĕнӳсем тăвать. Амăшĕпе пĕрле кружоксене, спорт секцийĕсене çӳрет, ал ĕçĕпе аппаланать, ăмăртусене, дистанци мелĕпе иртекен олимпиадăсене хутшăнать.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те акцирен пăрăнса юлман. Леонид Черкесов председатель Викăпа Артем патне Хĕл Мучи парнисене — нумай функциллĕ хатĕр тата компьютер — илсе çитернĕ. Ачасем — Улатăрти Лука ячĕпе хисепленекен центр вĕренекенĕсем. Тĕлĕнмелле çак учреждени Раççейри православи чиркĕвĕн Улатăрти Епархийĕ пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ. Унта сусăр ачасене çитĕнтерекен çемьесене пулăшаççĕ.
Ачасемпе специалистсем тăрăшнă хушăра ашшĕ-амăшĕ хăйсен васкавлă ĕçĕсемпе çӳреме пултараççĕ. Ку вĕсене кăштах канма, хăйсем пĕччен маррине туйма май парать. Кун хыççăн вĕсем тепĕр ача çуратма та килĕшеççĕ. Учреждени патшалăх пулăшăвĕсĕр ĕçлет. Леонид Ильич хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле центр валли компьютерсем, сывлăша тасатакан, ăшăтакан хатĕрсем, пылак çимĕç илсе кайнă. Сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăклă ачасем питĕ пултаруллă, таса туйăмлă пулаççĕ. Леонид Черкесова спорт ăмăртăвĕнчен çĕнтерӳпе таврăннă арçын ача çинчен каласа пани чуна пырса тивнĕ. Каялла таврăннă чухне вăл çул тăршшĕпех медале кăкăрĕ çумне пăчăртаса пынă.
Çĕнĕ Шупашкарти 5-ри Егор биологипе кăсăкланать. Вăл хурт-кăпшанкă çинчен çырнисене вулама кăмăллать. Унăн пӳлĕмĕнчи çӳлĕксем чĕр чунсен тĕнчипе çыхăннă кĕнекесемпе йăтăнаççĕ. Егор микробсене тĕпчессипе те интересленет. Кун валли арçын ачан микроскоп кăна пулман. Ун ĕмĕтне цифра министрĕ Кристина Майнина пурнăçа кĕртнĕ. Виçĕм кун вăл Ивановсем патне парнесемпе çитнĕ. Егор валли кейсри çĕнĕ йышши микроскоп, сăнавсем тумалли набор илсе кайнă. «Эсĕ çитĕнсен чăн-чăн ăсчах пуласса шанатăп», — тенĕ Кристина Андреевна. Вăл ашшĕ-амăшне ывăлне «Биокванториум» технопарка çырăнма сĕннĕ. Егорăн йăмăкне Евăна министр юмах кĕнеки парнеленĕ.
Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов 4-ри Ксения Качаловăна Хĕл Мучин илемлетнĕ кӳлепине парнеленĕ. Ку хĕрачан ĕмĕчĕ пулнă. Шупашкарти Качаловсем 3 хĕрпе 1 ывăл çитĕнтереççĕ. Вĕсем те министртан пылак кучченеçе тивĕçнĕ. Кĕçех çемьере йыш хушăнмалла. Владимир Геннадьевич ача кĕтекен хĕрарăма чăваш тĕрриллĕ кипке, пулас пепке валли алăпа ăсталанă хăнкăрма парнеленĕ.
Пĕчĕк Вика Хĕл Мучирен пысăк хĕрлĕ машина тетте ыйтнă. Унăн ĕмĕтне кăçал çут çанталăк министрĕ Эмир Бедертдинов пурнăçланă: пультпа ĕçлекен машина парнеленĕ. Çавăн пекех ăна çут çанталăк çинчен çырнă кĕнекесем те панă. Пылак çимĕçсĕр уяв епле пултăр-ха? Çитес çул палли, тигр çури, ӳкернĕ курупкари канфетсем хĕрачана савăнтарнă. Хавхаланнăскер сăвă каланă, хăйĕн кăсăкланăвĕпе паллаштарнă. Викăн çемйи министртан туя тата чăрăш тĕммисене хапăлласах йышăннă. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Çынна хаçат-журнал кирлĕ
Пурнăç питĕ хăвăрт çĕнелсе улшăнать. Паянхи кун енчĕке кăна мар, банк карттине те йăтса çӳреместпĕр, туяннă таваршăн, çул çӳренĕшĕн смартфонранах тӳлетпĕр. Шкул ачисемех тĕрлĕ программа шухăшласа кăлараççĕ, роботсем ăсталаççĕ. Виçĕ-тăватă çул каялла кăна эпир ТикТок мĕнне пĕлмен, паян унпа çул çитмен çамрăксем кăна мар, аслă ăрурисем те усă кураççĕ. Паспорт улăштармалла-и, пособи илмелле-и, справка саккас памалла-и — тĕрлĕ инстанци тăрăх çӳреместпĕр, телефона вырнаçтарнă «Госуслуги» порталтан килтен тухмасăрах вăхăта илекен ĕçсене хăвăрттăн тăватпăр. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни пирки тăтăшах сăмах хускатсан та ял çыннисем çурт-хуралта çĕнетме вăй çитереççĕ, килĕрен тенĕ пекех çăмăл машина туянаççĕ. Хулара халĕ эпир сарă-хĕрлĕ кутамккаллă çамрăксене куллен куратпăр — çынсем лавккана та тухмаççĕ, апат-çимĕçе кӳрсе пама саккас тăваççĕ.
Çапла, çынсем интернетпа та, социаллă сетьсемпе те питĕ туслă халĕ, пурнăçăн ытти ырлăхĕпе те хастаррăн усă кураççĕ. Апла пулин те ентешĕмĕрсем хăнăхнă йăлапа хаçат-журнал вулама пăрахмаççĕ. Çакна эпир редакцие килекен çырусенчи тав сăмахĕсенчен те, çĕнĕ номер интереслĕ пулнăшăн шăнкăравласа ырланинчен те, республика влаçĕ чăвашлăхшăн питĕ пысăк ĕçсем тунинчен те туятпăр. «Хыпар» маншăн — пĕтĕм пурнăç. Вăл çав тери пуян хаçат. Çакна ытти хаçатпа танлаштарса калатăп. Пур енĕпе те килĕшет, пурнăçа тĕрлĕ енлĕн те анлăн çутатать», — чĕре çумне çу сĕрнĕнех илтĕнеççĕ Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕн вĕрентекенĕн Валентина Малышевăн сăмахĕсем. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер те, СССР халăх учителĕ Петр Чернов та, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева та, сумлă ята çĕнсе илнĕ ытти ентеш те чăвашсен тĕп хаçачĕ саманапа тан утнине палăртаççĕ. Кашниех — фермерсем те, вырăнти влаç çыннисем те, культура ĕçченĕсем те, вĕрентекенсем те, писательсем те, художниксем те, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ те — пирĕн «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Хресчен сасси», «Тантăш», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатсемпе «Тăван Атăлпа» «Тетте» журналсенче хăйсене кирлине тупаççĕ. Мĕншĕн тесен кăларăмсенче вулакансене канăçсăрлантаракан ыйтусене хуравлатпăр, социаллă сетьсенчи çăхав-сене тишкерсе тивĕçлĕ органсене çитеретпĕр, хальхи çивĕч проблемăсене тарăннăн тĕпчетпĕр, специалистсемпе канашласа сĕнӳ-канаш паратпăр…
Кăçал пирĕн йыш тата хушăнчĕ — медиахолдинга Сĕнтĕрвăрри районĕн «Пирĕн сăмах» тата Красноармейскисен «Ял пурнăçĕ» хаçатсем пĕрлешрĕç. Вĕсем те содержани тĕлĕшĕнчен пуянланнине, дизайн енчен илемленнине палăртаççĕ вулакансем. Çакна çырăнтару кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ: икĕ районăн хаçатне те çитес çур çулта илекенсен йышĕ, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан, самай ӳсрĕ. «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем, «Тăван Атăлпа» «Тетте» журналсем республика тулашĕнче те саланаççĕ. Диаспорăри чăвашсем пирĕнпе туслă пулни те пире питĕ савăнтарать. Вăл кăна та мар, «Теттене» чунран кĕтекенсен йышĕ çитес çур çулта тата ӳсĕ — ăна илсе тăма 3000 яхăн çын çырăннă. Пĕтĕмпе вара Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 50 пин ытла çемье илсе тăрать, кашни номере вăтамран 3-4 çын алла тытсан та ву-лакансен йышĕ пысăккине куратпăр. Социаллă сетьсенчи пирĕн хаçатсен ушкăнĕсемпе те çынсем питĕ туслă, унти хыпарсемпе 30 пин ытла çын куллен паллашса тăрать. <...>
Татьяна ВАШУРКИНА.
♦ ♦ ♦
Григорий ДАНИЛОВ: Ют çĕршывсемпе ĕçлеме ансат.
Экспорта пулăшакан центр тĕревлесен
«Эпир пĕчĕк тата вăтам бизнес субČекчĕсене пулăшатпăр, вĕçленекен çулталăкра вĕсем çак пулăшăва тата хăватлăрах туйрĕç», — терĕ массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене Экспорта пулăшакан центр ертӳçи Григорий Данилов ЦЭПăн 2021 çулхи ĕçне пĕтĕмлетессине халалланă пресс-конференцире. «Çӳллĕ сикрĕмĕр» тени — пуш сăмах мар, çакна вăл чылай кăтартупа, чăваш предпринимателĕсем хăйсен продукцийĕн экспорчĕн калăпăшне ӳстернине куçкĕрет кăтартаканскерсене, асăнса çирĕплетрĕ.
7,5 хут пысăкланнă!
ЦЭП пулăшнипе Чăваш Енри МСП субъекчĕсем кăçал хăйсен продукцине экспорта АПШн 20 миллион ытла долларĕлĕх ăсатнă, çакă пĕлтĕрхинчен 7,5 хут пысăкрах. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Экспорта пулăшакан центр экспортпа ĕçлекен 305 предпринимателе тĕрлĕ пулăшу кӳнĕ, çакă та планран чылай пысăкрах. Танлаштарма: иртнĕ çул Центртан 196 МСП субъекчĕ пулăшу ыйтнă.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă компанисем хăйсен продукцине НППП йышĕнчи 8 çĕршыва тата инçе чикĕ леш енчи 19 çĕршыва ăсатнă. Экспорт калăпăшĕпе лидер шутланакансен йышĕнче Григорий Данилов чи малтан Канашри технопарк резидентне, пĕчĕк температурăллă холодильниксем туса кăларакан «Аркто» компание асăнчĕ. Сăмах май, нумаях пулмасть кăна, пуш уйăхĕнче, çак йĕркесен авторĕ те ЦЭП ертӳçипе пĕрле çав предприятие, çулталăк каялла çеç уçăлнăскере, çитсе курнăччĕ. Ун чухне, аса илтерчĕ Григорий Вячеславович, завод холодильниксен экспортне йĕркелеме хатĕрленетчĕ кăна-ха. «Эпир ăна продукцие Евросоюз валли сертификацилеме пулăшрăмăр, экспорт контракчĕ енĕпе тĕревлерĕмĕр», халĕ вара Канашсем чикĕ леш енчи рыноксене тухнин ăнăçлă тĕслĕхне кăтартаççĕ.
Çавăн пекех продукцие ют çĕршывсене электротехника кластерĕн /«Каскад» НПО, «Бреслер» НПП, «Приборэнерго» НТК, «Проектэлектротехника», «Энергосистемăсем»/, йывăç тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем /«Евросервис», «Эстет», «Шупашкарти алăк фабрики»/, вĕрие тӳсекен сăрăсемпе эмальсен производителĕсем /«Спектр» НПП, «Элкон»/, çăмăл промышленноç /«Пике», «Энергия», «Яхтинг»/, ял хуçалăх /«Деревенский дворик», «Чувашхмельпром»/ предприятийĕсем çине тăрсах ăсатнă.
Выртан каска мăкланать
Центрăн МСП субъекчĕсемшĕн чи интереслĕ пулăшу ĕçĕсенчен пĕри, Григорий Данилов шучĕпе, пĕтĕм тĕнчери куравсене хутшăнассине йĕркелесси. Павильон арендинчен пуçласа куçаруçă пулăшăвĕ таран — «пĕтĕм тăкака хамăр çине илетпĕр. Вĕсен курава çитсе унта туллин ĕçлемелли çеç юлать». Чылай чухне çак тăкаксем пĕчĕк мар. Калăпăр, Чăваш Енре туса кăларакан, темиçе тонна таякан трансформатора курава илсе çитересси… Кăçал пирĕн 24 предприяти тĕнче шайĕнчи пысăк 12 курава, Раççейре, Азербайджанра, Казахстанра, Узбекистанра, Германире тата Италире иртнĕскерсене, хутшăннă. Усси пысăк. Çак куравсем — чикĕ леш енчи ĕçтешсемпе çыхăну йĕркелемелли чи лайăх мел. Пĕтĕм тĕнчери форумсене каймассерен Чăваш Ен предприятийĕсем продукци тиесе ăсатмалли пысăк контрактсемпе таврăнаççĕ. Çак çул çӳревсен усси тепĕр енĕпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
ЦЭП ертӳçи Германири курава кайнă делегаципе пĕрле çула тухнă та — хăй курса ĕненнĕ: «Раççей производителĕсем тĕлĕшпе интерес питĕ пысăк». Анчах — уйрăм самантсем пур. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Апат-çимĕç фончĕпе ĕçлеме питĕ меллĕ»
Çапла палăртаççĕ фондпа çыхăну тытакан предприятисем
Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ хăй чăнласах та шанчăклă партнер пулнине кăçал Раççей шайĕнче те çирĕплетме пултарчĕ. Мускав хулинчи Аналитика тĕпчевĕсен центрĕн хаклавĕпе килĕшӳллĕн фонда Шанчăклă предприятисен рейтингне кĕртнĕ. Ку — ЧР Апат-çимĕç фончĕн Раççей шайĕнчи пĕрремĕш çитĕнĕвĕ çеç мар.
Пахалăх тытăмĕнчи çитĕнӳсемшĕн
Çĕнĕ çул умĕн кирек мĕнле предприятире те çулталăка пĕтĕмлетеççĕ, çитес çулхи тĕллевсене палăртаççĕ. Плансем пирки сăмах хускатиччен ЧР Апат-çимĕç фончĕн кăçалхи çĕнтерĕвĕсем пирки кĕскен аса илер-ха. Маларах асăннă рейтинг пирки калас тăк — Аналитика тĕпчевĕсен центрĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче предприятин финанс тăнăçлăхне, тӳлеме пултараслăхне, ĕç хастарлăхне, организаци ресурсĕсемпе усă курас тухăçлăхне хакланă. Асăннă рейтинг ĕçтешлĕх йĕркелеме, килĕшӳсем тума тата инвестицисем хывма сĕнекен предприятисен никĕсне йĕркелет. ЧР Апат-çимĕç фончĕ Шанчăклă предприятисен рейтингне кĕнине чăнласах та пысăк çитĕнӳ тесе хаклас килет. Çавăн пекех фонда регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн «Отраслĕн чи лайăх предприятийĕ – 2020» лауреат сертификатне панă.
Унсăр пуçне кăçалхи юпа уйăхĕнче ЧР Апат-çимĕç фондне тӳрĕ кăмăллă поставщиксен реестрне кĕртнĕ. Социаллă аталанупа предпринимательлĕхĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ предприятин туянусен тытăмĕнчи ĕç-хĕлне тишкерсе хакланă, сертификат панă. Çак сертификатра Чăваш Енри предприяти хăй çине илнĕ обязательствăсене пахалăхлă, вăхăтра тата туллин пурнăçлама пултарнине — пахалăх кăтартăвĕсене тата пурнăçламалли тапхăра шута илсе — палăртнă. Организаци патшалăх тата уйрăм туянусене тӳрĕ кăмăлпа хутшăннине, вăл коммерци, патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме пултарнине асăннă. «Пирĕн предприяти бюджет тытăмĕн учрежденийĕсене кунсеренех апат-çимĕçпе, çĕр улмипе, пахча çимĕçпе тивĕçтерет. Çавăнпа фонда туянусен сферинчи тӳрĕ кăмăллă поставщиксен реестрне кĕртни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ», — тенĕ ЧР Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Александр Богданов.
Кăçалхи юпа уйăхĕнче Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ çĕнĕ рекордпа савăнтарнă: Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» куравра 7 ылтăн медаль çĕнсе илнĕ! Ку конкурса предприяти хăй кăларакан 7 тĕрлĕ продукцие — якатнă тата вĕтетнĕ пăри, тулă, якатнă тата вĕтетнĕ урпа кĕрписене, якатнă тата вĕтетнĕ пăрçана — тăратнă. Жюри вĕсене пурне те пысăк хак панă. Çапла майпа 7-шĕ те «Пысăк пахалăхлă апат-çимĕç продукцине туса илнĕшĕн» номинацире çĕнтернĕ, чи пысăк пробăллă наградăна тивĕçнĕ. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
2021 çулта юлакан пулăмсем
Çырав, суйлав
Вĕçленсе пыракан çулталăкри паллă тата хăйне евĕрлĕ пулăмсене аса илтерессине Пĕтĕм Раççейри çырав кăтартăвĕсенчен тем пек пуçлас килетчĕ те — май çук: вĕсене Росстат çитес çул çеç пĕлтерме шантарать. Хальлĕхе вара 2021 çул çыравпа та асра юлĕ теме кăна пулать. Тата — çырав хăйне евĕрлĕхĕпе: халăха шута илмелли мелсен шутĕнче пуçласа Патшалăхăн пулăшăвĕсен порталĕ те пулчĕ — Чăваш Енре те пин-пин çын çырава ун урлă хутшăнчĕ.
Темиçе çулта пĕрре килекен пулăм — суйлав. Авăн уйăхĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ сасăлав иртрĕ — Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр. Çĕршыв парламенчĕн аялти палатин депутачĕсен суйлавĕн пĕр мандатлă округĕсенчи сасăлав кăтартăвĕсем кĕтменлĕх кӳмерĕç: Канаш округĕнчен «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» представителĕ, Думăн ун умĕнхи йышĕнче те комитет председателĕ пулнă Анатолий Аксаков çĕнтерчĕ, Шупашкар округĕнче вара Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» ялавĕ айĕнче кĕрешĕве хутшăннăскер, мала тухрĕ.
Партисен списокĕсем тăрăх «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» регионти лидерĕ Алăна Аршинова мандат илчĕ. Çав вăхăтрах коммунистсем вăй илни сисĕнет, çакă унăн представительне Ирина Филатовăна депутат пулса тăма май пачĕ. Апла пулин те Чăваш Енĕн Думăри «ентешлĕхĕ» хавшанине те куратпăр. Унчченхи суйлаври йышра Аксаковпа Аршиновăсăр пуçне тата тăваттăнччĕ /Малов, Черкесов, Моляков, Шурчанов/, халĕ унта регион представителĕсем сахалрах. Сăмах май, РФ Федераци Пухăвĕн çӳлти палатинче те пирĕн представительсенчен пĕри улшăнчĕ — Вадим Николаев сенатора тĕп хула пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ Николай Владимиров улăштарчĕ, Федераци Канашĕн членĕ пулса тăчĕ.
Чăваш Ен парламенчĕн суйлавĕн кăтартăвĕсем вара нумайăшĕшĕн кĕтменнисем пулчĕç-тĕр. Чи малтанах — Патшалăх Канашĕн йышне пуçласа 6 парти представителĕсем кĕнипе /хальччен виçĕ парти кăначчĕ/. Çапла, унчченхи пекех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» членĕсем йышлă — 30 депутат, анчах ку хутĕнче мандатсен самай пысăк пайне ытти парти илме пултарчĕ. Коммунистсен — 7, «Тĕрĕс Раççейĕн» — 4, РЛДПн, Пенсионерсен партийĕн тата «Çĕнĕ çынсен» — пĕрер мандат. Депутатсен йышĕ çĕнелнине, çав шутра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» те парламента çĕнĕ нумай çынна илсе килнине кура ПК ертӳлĕхĕ те улшăнчĕ. Спикер пуканĕ çинче паян — влаçăн саккун кăларакан юппин Мускаври шайĕнчен регион шайне килнĕ Леонид Черкесов. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Аслă Устюг пĕчĕк çеç,
е Хĕл Мучи пуррине ĕненни çинчен
Çĕнĕ çул çывхарнă май ачасем çеç мар, аслисем те асамлăха ĕненме тытăнаççĕ. Хĕл Мучи пур-и? Çакнашкал ыйтăва вĕтĕр-шакăр сахал мар парать. Çулталăкри чи илемлĕ уяв çывхарнă май капăр чăрăш айĕнче парне тупсан Хĕл Мучи пуррине пушшех ĕненме тытăнать.
Кукăр-макăр çулпала…
Шупашкарта пурăнакан Анастасия Смиренская ача çулĕнчен тахçанах тухнă пулин те тĕлĕнтермĕшсене асăрхама, юмах тĕнчипе киленме пăрахман-ха. Хулари 163-мĕш ача садĕнче ĕçлекенскер тĕнче курса çӳреме юратать. Психолог пулнă май çакă этемĕн кăмăл-туйăмĕшĕн çав тери усăллине никамран лайăх ăнланать. Вологда облаçĕнчи Аслă Устюг пирки вăл сахал мар илтнĕ. Ара, ачасем Хĕл Мучи патне çыру шăрçаланă чухне конверт çине «Аслă Устюга» тесе палăртаççĕ-çке. Ку хула хăех пысăк асамлăхпа тулнăн туйăннă Анастасийăна.
— Пандеми вăхăчĕ килсе çапичченех пулчĕ ку, нимĕнле чару та çукчĕ-ха ун чухне, — аса илӳ çăмхине кăмăллăн сӳтме тытăнчĕ вăл.
— Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕччĕ. Малтанах тĕрлĕрен информаци шырарăм, туроператорсене тишкертĕм те пĕрин тĕлĕнче чарăнтăм. Вĕсен пулăшăвĕпе усă курса эпĕ унччен Абхазие кайнăччĕ. Пирĕн ушкăн тĕрлĕ регионти çынсенчен пуçтарăнчĕ: Чăваш Енрен çеç мар, Тутарстанран та, Мари Республикинчен те пурччĕ… Икĕ автобуспа кайрăмăр — çулран аташасран çапла çӳреме аванрах иккен. Кайма çăмăлах марччĕ, кукăр-макăр çулпа пынă май автобус сиктере-сиктере илетчĕ. Анчах Аслă Устюга çитсен çакă йăлтах манăçрĕ. Пĕчĕк хула çеç вăл. Ахаль çынсемех пурăнаççĕ унта. Пирĕн патра тĕл пулакан лавккасенех асăрхама пулать. Кафесем, чиркӳ… Чи кăсăкли, хĕллесерен унта шартлама сивĕ пулать. Анчах эпир пынă чухне Аслă Устюгра хĕлĕн ăшă кунĕсемччĕ, пире ăнчĕ. Урамра уçăлса çӳреме те аванччĕ. Çул çӳревçĕсем асăрхаттарнă тăрăх, Аслă Устюга кайма пуçтарăнсан темиçе тĕрлĕ ăшă тум чикмелле. Унта туристсем таçтан та пыраççĕ, Мускавпа Питĕртен, Раççейри ытти регионтан çеç мар, чикĕ леш енчен те. Ют çĕртен килекенсем питĕ шăнатчĕç. Çавăнпа çула тухас умĕн çанталăк мĕнле пулассине маларах пăхса хумалла. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Теттесенче кун-çул упранать»
Чăрăш капăрлатмалли илĕртӳллĕ тетте... Чи килĕшнисене кашниех упраса хăварма тăрăшать. Хăшĕ-пĕри вара сайра тĕл пулакан, елкăран çакмалли ĕлĕкхи теттесене пуçтарса пырать. Вĕсемшĕн вăл хăйне евĕр чун киленĕçĕ.
Çăлтăрĕ те — совет тапхăрĕнчиех
Акă, сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча искусствăсен шкулĕн вулавăшĕнче ĕçлекен аслă библиотекарĕн Людмила Александровăн Çĕнĕ çул елки ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ун çинче пластмасса тетте çук, пĕтĕмпех ĕлĕкхисем: чĕр чунсем, кайăк-кĕшĕк, хăмпăсем, шăнкăравсем, пăр таткисем, чăрăш йĕкелĕсем… Елка тăрринчи çăлтăр та — совет тапхăрĕнчен. Унта çулленех кантăкран ăсталанă шăрçасем, картонтан, папье-машерен, пенопластран тунă теттесем, юмахсенчи сăнарсем вырăн тупаççĕ. Ку чăрăш выльăх-чĕрлĕхпе, чĕр чунпа та пуян. Вĕсен йышĕнче упана, ашака, пакшана, чăхха, автана, йытта, пулла, çĕлене курма пулать. Чăрăш çинче пахча çимĕçпе улма-çырла та «ӳсеççĕ»: помидор, хăяр, пан улми, груша тата ытти те куçа илĕртеççĕ. Унсăр пуçне — темĕн тĕслĕ катка-пичке те. Вĕсене елкăран çакнине хальччен курманччĕ…
«Пухмачра иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчи теттесем те пур. Манăн ачалăхрисем, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчисем, уйрăмах нумай. Вĕсен йышĕнче пластмассăран ăсталанă пĕчĕк чăрăш нумай. Ачасем пĕчĕк чухне туяннă Хĕл Мучипе Юр пике темиçе те. Уйрăмах кăмăла килнисене, сайра тĕл пулакансене пуçтаратăп. Ача-пăча искусствăсен шкулĕнче çулсеренех «Çĕнĕ çул открыткисем тата елка илемлетмелли ĕлĕкхи теттесем» курав йĕркелетпĕр. Ачасемпе çамрăксене ĕлĕкхи теттесемпе паллаштарасчĕ, çемьери ырă йăласене чĕртсе тăратасчĕ тетпĕр», — паллаштарчĕ Людмила Геннадьевна.
Вун икĕ чĕр чун кӳлепи
Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Шаркова та чылай çул ĕнтĕ Çĕнĕ çул открыткисене, елка теттисене пухать. Кунсăр пуçне унăн хĕвел тухăç календарĕпе палăртакан 12 чĕр чун /тĕрлĕ йышши/ кӳлепи те пур. «Хам ача чухнехи теттесене пăрахма шеллеттĕм. Пиччен, шăллăмăн ачисем çитĕнчĕç те чăрăш капăрлатмалли теттесене пире пачĕç. Ачалăхра чи малтанхи тетте — чăрăш тăррине лартмалли хĕрлĕ çăлтăр. Ăна аттепе анне пĕрлешсенех, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, туяннă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Çĕнĕ çул тăкакĕсем хушăннă
«Шурă юрĕ çурĕ-çурĕ, Таврана шап-шурă турĕ, Çунасем юр çийĕн шурĕç, Килсе çитрĕ Хĕл Мучи», — Çĕнĕ çул уявĕ тесенех çак юрă сăмахĕсем аса килеççĕ. Тин кăна кĕркуннеччĕ, ăшша юратакан культурăсен тухăçĕ ăнса пулнăшăн хĕпĕртеттĕмĕр. Сисмерĕмĕр те — юр çуса лартрĕ, раштав вĕçне çитсе тăтăмăр...
Садри çимĕç — парне вырăнне
Чылайăшĕшĕн раштав чи хăвăрт иртекен уйăх пек туйăнать. Çĕнĕ çула хатĕрленсе, парне шыраса кун хыççăн кун ылмашăннине сисместпĕр те… Çĕнĕ çул тенĕрен, Чăваш Енре пурăнакансем кăçал ăна кĕтсе илме, сĕтел хатĕрлеме миçе тенкĕ тăкакланă-ши? Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсенче парне параççĕ-и? Çак тĕллевпе мĕн чухлĕ расхутланаççĕ? Çак ыйтусен хуравне паян пĕрле шырăпăр.
Çулталăк вĕçĕнче тата пуçламăшĕнче пĕр-пĕрне парне парасси ăçтан пуçланнă-ха? Авалхи Римра Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче пĕр-пĕрне парнепе савăнтарасси йăлара пулнă. Ун чухне асăнмалăх пĕчĕк парне кăна панă. Калăпăр, кăмăлланă йывăçăн туратне е сад çимĕçне тыттарнă. Паянхи кун Çĕнĕ çул парнисене виçĕ ушкăна уйăрма пулать. Пĕрремĕшне капăрчăксемпе сувенирсем кĕреççĕ: юрă-кĕвĕллĕ теттесем, сăн ӳкерчĕк рамисем, çуртасемпе вĕсене лартмаллисем, Çĕнĕ çул сĕмĕллĕ тĕрлĕ композици тата ытти те. Иккĕмĕш ушкăна пурнăçра куллен кирлĕ япаласем — карас телефонсем, ноутбуксем, брелоксем, енчĕксем, савăт-сапа, уйрăмах — куркасем, сехетсем, пĕчĕк арчасем — кĕреççĕ. Кунсăр пуçне çывăх çынсемпе тăванĕсен чун киленĕçĕпе çыхăннă япаласене парнелеççĕ. Кирек епле пулсан та парне пани тимлĕхе палăртать. Парне, пĕчĕк пулсан та, кирек хăçан та лайăх кăмăл-туйăм çуратать. Ахальтен-им виçĕ пин çул каяллах Египетра пурăнакансем Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче пĕр-пĕрне тутлă, тĕрлĕ çимĕçпе тултарнă ваза тыттарнă. Унта: «Çула лайăх пуçламалла пултăр!» — тесе çырнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче чăваш ялĕсенче Çĕнĕ çулта аслисен хушшинче пĕр-пĕрне парне парас йăла пулман, ачасене çеç канфетпа савăнтарнă. Хăш-пĕр çемьере ывăлĕ-хĕрĕ ыйтнă япаласене туянса панă. Ун чухне пĕр-пĕрин патне почта урлă Çĕнĕ çул открытки ярасси модăра пулнă — кашни çемье 15-20-шер открытка вĕçтернĕ. Шкулта ăлка йĕркеленĕ, юлашкинчен Хĕл Мучи пурне те парне валеçнĕ. Хутран тунă, ӳкерчĕксĕр пĕр тĕслĕ хутаçа шăккалатлă тата ĕммелли канфет хунă. Халĕ канфет-печение, шăккалата темĕн тĕрлĕ илемлĕ курупкасене тултараççĕ. Вĕсем куçа илĕртеççĕ, кăчăк туртаççĕ. Çавăнпа раштав-кăрлач уйăхĕсенче лавккасене çӳреме питех те кăмăллă. Ачасем валли ятарласа хатĕрленĕ мĕнле кăна парне çук тата! Енчĕк хулăнăшне кура 150 тенкĕрен пуçласа 600 тенкĕ таран тăраканнисене туянма пулать. Паянхи кун аслисем хăйсен ачисем валли кăна мар, тăванĕсен, юлташĕсен тĕпренчĕкĕсене те, хресна ывăлĕ-хĕрне те савăнтарма тăрăшаççĕ. Апла тăк çакнашкал пылак парнене кашни çемьерех вуннăран кая мар туянаççĕ. Вăтамран 3000 тенкĕ каять. Хăшĕсем чаплăрах канфетсем туянса хутаçсене хăйсем пайласа хураççĕ. Кун пек чухне кĕмĕлĕ ытларах «тăкăнать»: 5 пин тенкĕрен кая мар. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас