Хыпар 12 (28427) № 20.02.2026
«Темĕнле йывăр пулсан та ан парăн»
Арçын ача çуралсан чăвашсем «Салтака юрăхлă пултăр!» теççĕ. Патăрьел тăрăхĕнчи Вăтаел ялĕнчи Захаровсем те çак йăларан пăрăнман. Йăхра чи асли Матвей Тимофеевич пулнă. Унран тата виçĕ ăру ӳссе çитĕннĕ, вĕсем пурте Тăван çĕршыва хӳтĕлессине хăйсен тĕп тивĕçĕ вырăнне хурса йышăннă.
Ашшĕ ĕçне — малалла
Арçыннăн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла, ывăл çитĕнтермелле, кил-çурт çавăрмалла теççĕ. Захаровсем çаксене пурне те тунă. Çемье пуçĕ Матвей Тимофеевич 1905 çулта Вăтаел ялĕнче çуралнă. Мăшăрĕпе Анастасийăпа виçĕ хĕр ӳстернĕ. 1942 çулта Матви тетене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Тепĕр темиçе уйăхран пĕртен-пĕр ывăлĕ Николай çуралнă. Матви тете çĕршыва хӳтĕленĕ чухне йывăр аманнă. Чылай госпитальте выртса сипленнĕ вăл. Пурпĕрех пĕр урине çăлса хăварайман унăнне, татма тивнĕ. Çапла 1944 çулта тăван ялне хăрах урасăр таврăннă. Вара хăйĕн пурнăçне сад ĕрчетессипе çыхăнтарнă. Вăл çитĕнтернĕ сад пысăк тухăç панă. Вырăнти колхоз тахçанах саланнă пулсан та çав улмуççисем ял халăхне халĕ те çимĕçĕпе савăнтараççĕ. Матвей Тимофеевичăн ывăлĕ Николай та салтак ячĕ тухсан çар ретне тăнă. Вăл 1962-1964 çулсенче Якутире хĕсметре тăнă. Водитель пулнăран Амур облаçĕнчи çар чаçĕсенче те час-часах çитме тивни çинчен каласа панă вăл ывăлĕсене. Николай Матвеевич çулсем иртнĕçемĕн унăн ывăлĕ те, мăнукĕ те çак вырăнсенче салтак тивĕçне пурнăçлама пултарасси пирки шухăшлама та пултарайман ун чухне. Вăл та салтак аттине хывсан ашшĕ пекех сад ĕçне кӳлĕннĕ. Çырма-çатра пулнă вырăнсенче çĕнĕрен сад чĕртнĕ. Çемье çавăрнă. Çурт-йĕрне çĕнетнĕ. Мăшăрĕпе Аннăпа тăватă ывăл çуратса çитĕнтернĕ, çав вăхăтрах ашшĕн ĕçне малалла тăснă. Тăватă ывăлĕ те ашшĕ-амăшне савăнтармалăх çирĕп ӳссе çитĕннĕ. Пĕрремĕш çухату Аслă ывăлĕ Евгений 1983 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти СПТУра вĕреннĕ. Унтан çара кайнă. Вăл Германире хĕсметре тăнă вăхăтра ăна унтах юлма, прапорщиксен шкулĕнче вĕренме сĕннĕ. Итленĕ çамрăк, каярах ăна взвода ертсе пыма шаннă. Евгений спорта юратнă, стайер пулнă. Ăмăртусене хутшăнса темиçе хутчен те медаль çĕнсе илнĕ. 1989 çултанпа Латви Республикинчи Рига хулинче çар службине тăснă. 1993 çулта вĕсен чаçне Свердловск облаçне куçарнă. Çемье çавăрнă, ачасем çитĕнтернĕ. Паянхи кун та çар ĕçĕнчех. Евгенин аслă ывăлĕ Константин 2022 çулта ятарлă çар операцине кайнă, инженер полкне лекнĕ. Çапăçура хăюлăх кăтартнăшăн «Паттăрлăх» орденне тата медальсене илме тивĕçнĕ. Тăван тăрăха таврăнсан çамрăксен хушшинче çарпа патриотизм клубне уçма ĕмĕтленнĕ. Анчах 2024 çулхи çу уйăхĕнче Захаровсем «хура хут» илнĕ. Унта Евгенин аслă ывăлĕ Константин паттăрсен вилĕмĕпе пуç хуни çинчен пĕлтернĕ. Захаровсемшĕн ку калама çук пысăк çухату пулнă. Командира çăлнăшăн Николайпа Анна Захаровсен иккĕмĕш ывăлĕ Леонид 1968 çулта çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн салтака кайнă, сывлăш десант çарне лекнĕ. Вĕсен чаçне çур çул вĕрентнĕ хыççăнах Афганистана илсе кайнă. 1989 çулчченех унта пулма тивнĕ унăн. Вĕсен чаçĕ ыттисене Афганистанран илсе тухма пулăшаканни пулнă. Çав çулсенче тем те курнă паллах. Малтанхи çапăçура хăюлăх кăтартнăшăн «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. 1989 çулта полк командирне çăлса хăварнăшăн ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа наградăланă. Леонид Николаевича ытти медальпе те чысланă. 1989 çулта тăван тăрăха таврăнсан Шупашкарти медучилищĕре вĕреннĕ. Ăна пĕтерсен çамрăк Кӳкеçри милици участокĕнче инспекторта ĕçленĕ. 2000 çулта Шупашкарти санаторипе курорт комплексне куçнă. Каярахпа трактор заводĕнче, унтан агрофирмăра вăй хунă. 1990 çулта çемье çавăрнă. Виçĕ ача çитĕнтернĕ. 2024 çулта хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса кайнă. «Эпĕ унта кирлĕрех», — тенĕ вăл. Штурмлакан ушкăнра пулнă. 2024 çулхи чӳк уйăхĕнчен унран хурав килме пăрахнă. Малти рете хушăва пурнăçлама кайнă салтаксен йышĕнче пулнă вăл. 2025 çулта çеç Леонид Захаров паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунине тăванĕсене пĕлтернĕ. Раштав уйăхĕнче унăн ӳтне тăван ял масарне илсе килсе пытарчĕç. Çакна та асăнса хăварасах килет: Леонидăн икĕ ывăлĕ те Артурпа Николай çар тивĕçне пурнăçланă, ашшĕ пекех десантниксем пулнă. Леонида тăван ялне илсе килсе пытариччен кăшт маларах ăру пуçĕн, Матвей Тимофеевичăн, хĕрĕн Марийăн мăнукне Игоре, паттăррăн пуç хунăскерне, масара илсе килсе пытарнăччĕ. Мĕн каланă пулĕччĕ-ши ун чухне ăру пуçĕ Матви тете? Виçĕ ăру — пĕр вырăнта Захаровсен виççĕмĕш ывăлĕ Владимир та хăй вăхăтĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. «Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1989 çулта çара илсе кайрĕç. Икĕ çул Амур облаçĕнче СССР-Китай чиккисенче çар хĕсметĕнче тăтăм. Шăпах çак вырăнсенче пирĕн атте те хăй вăхăтĕнче салтакра пулни çинчен каласа паратчĕ. «Эсĕ çӳренĕ çулсемпе эпĕ те утса куртăм», — теттĕм аттене. Салтакран таврăнсан «Гвардеец» колхозра вăй хутăм. Малтан — строительсен бригадинче, унтан — комбайнер, тракторист пулăшуçинче. Ака-суха тунă, тырă вырнă, çапнă, пахча çимĕç туса илнĕ çĕрте вăй хутăм. «Гвардеец» колхоз саланса кайнă хыççăн «Родник» хуçалăхра вăл панкрута тухичченех тимĕрçĕре тăрăшрăм. Мăшăрпа иксĕмĕр ывăлпа хĕр çитĕнтертĕмĕр. Пирĕн ачасем те вăрçă вутне лекесси пирки эпĕ нихăçан та шухăшлама пултарайман», — куççульне çăтса пуплет Владимир. Çапла калама унăн сăлтавĕ те пур. Вĕсен аслă ывăлĕ, 1995 çулта çуралнă Алексей, 2018 çулта çар ретне тăнă. Аслашшĕпе ашшĕ службăра пулнă вырăна — Амур облаçне — лекнĕ вăл, артиллерист. Тем пек тăрăшсан та çапла виçĕ ăру çынни пĕр вырăна хĕсмете лекме пултараймасть. Таçтан çӳлтен çырса хуни, çапла пулмаллах тени те пулĕ ку. Пĕрре Алексей отпуска килсен унпа тĕл пулса калаçни паянхи кун та асрах. Акă мĕн каласа панăччĕ çамрăк ун чухне. «2018 çулта çара лексенех ку ман валли пулнине ăнланса илтĕм. Маншăн пурте çĕнĕ, йăлтах интереслĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра винтовка сӳтсе пуçтарнисĕр пуçне урăх нимĕн те тытса курманскерсем кунта чăн-чăн автомат мĕнне ăнланатăн, персе пăхатăн. Пурне те тытса курас, хамăн туса пăхас килетчĕ. Арçын ачасем пурте çапларах пуль-ха вĕсем. Пĕр çулталăк — пурне те курса-вĕренсе пыма çителĕксĕр. Çавăнпа 2019 çулта хĕсмет вăхăчĕ вĕçлениччен икĕ уйăх малтан службăна тăсма контракт çыртăм», — тенĕччĕ вăл. 2022 çулхи пуш уйăхĕнче контракта малалла тăснă вăл, ятарлă çар операцине кайнă. «Арçынсем чăтмалла марри çук унта. Питĕ шăрăх çанталăкра çеç йывăртарах. Пере-пере тимĕр те хĕрет. Çапла пирĕн установка та шăрăха чăтаймасăр сирпĕнсе кайрĕ. Командирпа мана амантрĕ. Эпĕ кăштах пиçрĕм. Хамăрăн çар госпиталĕнче сиплентĕмĕр. Унтан строя тăтăмăр. Командирăн тата икĕ эрне выртмаллаччĕ. Вăл мансăр ачасене йывăр пулать тесе госпитальтен тухса тарчĕ. Батарейăна таврăнчĕ. Маншăн вăрçăра чи йывăрри пĕртен-пĕр хут пулнăччĕ. Манăн аннене Питĕр хулинче операци турĕç. Унпа юнашар хам пулайманни, ăна курса тăрайманни çав тери пăшăрхантаратчĕ. Çитменнине, шăнкăравласа ыйтса пĕлме май çукки те питĕ кăмăла хуçатчĕ. Чи çӳллĕ йывăç тăррине пĕр вăхăт вай-фай çакса хураттăмăр. Çапла майпа 5-6 салтакăн калаçса илме май пурччĕ, анчах яланах мар. Вăл та пирĕншĕн тем пек лайăх вăхăт пек туйăнатчĕ. Хăш-пĕр чухне спутник çыхăнăвĕ урлă шăнкăравлама ирĕк паратчĕç. Шăп 5 минут. Аннене операци тунă кун шăпах ун урлă шăнкăравларăм. Анчах трубка тытакан пулмарĕ. Мĕн тери пăшăрхантăм-ши? Палламан, ют номер пулнипе телефонне тытакан пулман иккен. Эпĕ пăшăрханнине командир та туйнă. Вăл эпĕ полигонра чухне ятарласа анне патне шăнкăравласа операци мĕнле иртнипе кăсăкланнă. Ăна часрах сывалма ăнăçу суннă. Анне йĕркеллĕ çӳреме пултарни çинчен пĕлни маншăн çарти чи пысăк савăнăç пулнăччĕ», – аса илнĕччĕ Алексей. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Арçынсем те куççульне шăлаççĕ
Пĕри амбразурăна хăйĕн кĕлеткипе хуплать, тепри чикĕре тăрать. Çавăн пекех чĕре паттăрлăхĕ те пур: санăн пултарулăху — шанăçсăрлăхпа кĕрешмелли хĕç- пăшал, сассу вара — чун хавалне çĕклекен ялав. Ку сăмахсем пирĕн ентешĕмĕр Танина Лодоре пирки. Унăн юррисем Раççей çыннисене хавхалантараççĕ.
Унăн пултарулăх çулĕ Чăваш Енре пуçланнă. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ Танина Питĕрте пурăнать. Бразили джазĕпе ĕçлекенскер хăйĕн концерчĕсенче чăваш культурипе те паллаштарать. Паянхи кун унăн тĕп сцени — фронтра. Пĕрисем патриотлăх пирки калаçнă вăхăтра Танина çакна ĕçпе çирĕплетет. Вăл плацкарт вакуна ларать те темиçе çухрăма парăнтарса Краснодон, Луганск, Донецк тата Шахтерск хулисене, Курск госпитальне çитет, пирĕн хӳтĕлевçĕсене таса та мăнаçлă, академире туптанă сассипе «сиплет». Пурăнма хавхалантарасси — çакна хăйĕн тĕп тĕллевĕ тесе палăртать Танина. Джаз юрăçи пулсан та ытти жанршăн та уçă вăл. Çак юрăсем — эмел те, кĕлĕ те. Вĕсене итленĕ май çапăçусенче пиçĕхнĕ çирĕп кăмăллă арçынсем те куççульне вăрттăн типĕтеççĕ. Килте кĕтекен юрату, снарядсенчен те вăйлăрах ĕненӳ, кулленех вăй паракан шанчăк çинчен юрлать Танина. Çавнашкал тĕл пулусене вăл хăйĕн ачисене те илсе çӳрет — ан тив, патриотлăх туйăмĕ вĕсенче мĕн пĕчĕкрен тĕвĕлентĕр. Танина Чăваш Енрен пулнине маларах палăртрăмăр ĕнтĕ. Унăн ачалăхĕ Канаш тăрăхĕнчи Янкăлч ялĕнче иртнĕ. Тăван килне килсех çӳрет. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вăл хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, Чăваш халăх артисчĕ Юрий Прокопьев патĕнче «академи юрри» специальноçа алла илнĕ. Унтанпа Шупашкара пĕрре мар концертпа килнĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртекен «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» фестивале те хутшăннă. Сăмах май, Питĕрте тĕпленнĕ чăвашсемпе тачă çыхăну тытать Танина. Вырăнти ентешлĕх ертӳçи Владимир Живов йыхравланипе мероприятисене хастар хутшăнать. Ун çине пăхсан тĕлĕнсе пĕтереймĕн — тем чухлĕ вăй-хал тапса тăрать унра. «Манăн кăмăл яланах çĕкленчĕк: ирхине те, кăнтăрла та, каçхине те. Куçа ерипентерех уçса хупма тытăнсан çеç çывăрса илетĕп», — шӳтлет вăл. Хастар юрăç вĕренӳ, социаллă тата ыр кăмăллăх проекчĕсене сахал мар хутшăнать. Сăмахран, «Россия» каналпа кăтартакан «Ну-ка, все вместе!» шоу эксперчĕ пулни те çакнах çирĕплетет. «Манăн концертсене хăшĕ-пĕри, тен, бразили джазĕ тени кăсăклă илтĕннĕрен çеç пырать. Зала кĕрсе ларсан, юрăсем янăрама тытăнсан вара чун ăшăлăхне туйса илнине калаççĕ. Паянхи кун пуриншĕн те ансат мар вăхăт. Çавăнпах манăн юрăсем те савăнса кулмалли мар, шухăша ямалли, ăс-хакăла аталантармалли тата сиплев тĕллевне пурнăçлаççĕ», — тет Танина. Ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕ çĕршыври нумай çынна пурнăçа юратма, малалла талпăнма шанăç пани чăннипех те савăнтарать.
Ксения ЛАРИНА.
♦ ♦ ♦
Сăвăма ÿстерме те, выльăха самăртма та пулăшаççĕ
«Эпир АПК предприятийĕсем валли комбикорм, хушма çимĕçсем сутатпăр. Завод дистрибьютерĕсенче ĕçлетпĕр. Çав вăхăтрах хамăр та выльăх апачĕ хатĕрлетпĕр. Хуçалăхсене тӳлевсĕрех тухса çӳретпĕр. Вырăна çитсе выльăха мĕн çитернине тĕрĕслетпĕр, анализ илетпĕр. Мĕнле кăтарту патне ăнтăлнине ыйтса пĕлетпĕр. Сăвăма ӳстерес е ӳт хушас тĕлĕшпе сĕнӳсем паратпăр. Апат рационне хатĕрлеме пулăшатпăр», — калаçăва пуçларĕ «Чăваш Ен АгроЛидерĕ» обществăн генеральнăй директорĕ Яна Михайлова. Шупашкар, Çĕрпӳ, Вăрмар, Тăвай, Вăрнар, Улатăр... тăрăхĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе, фермерсемпе çыхăну йĕркеленине палăртрĕ. Продукцие курттăммăн та, ваккăн та сутаççĕ. Ял хуçалăх тытăмне пĕрле аталантарма ăнтăлни, тĕрев панине туйни нимрен пĕлтерĕшлĕ уншăн.
Вăрмар мĕншĕн хаклă?
Яна Михайлова Вăрмарта çитĕннĕ, шкулта аграри класĕнче вĕреннĕ. Унтан Хусанти патшалăх аграри университетĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Ĕç биографине Мускавра пуçланă. Чи малтанах пĕр компанире им-çам сутнă вăл. «Ял хуçалăх куравĕсенче фермерсемпе хутшăнмашкăн май килчĕ. Шăпах çавăн чухне выльăх апачĕн ассортименчĕ кăсăклантарма пуçларĕ. Тĕрлĕ çимĕç чĕр чуна мĕнле витĕм кӳнине ăса хыврăм. Çакăн хыççăн выльăх апачĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлеме тытăнтăм», — ăнлантарать Яна Алексеевна. Вăл тăван тăрăха усă кӳрессишĕн тăрăшни нимрен паха. Çакна специалист Чăваш Ене таврăнниех çирĕплетет. «Тӳрĕ кăмăлпа ĕçленине çуралнă тăрăхра кăна мар, ытти регионра та пĕлччĕр тесе вăй хуратпăр», — сыпăнать калаçу. Яна Михайлова общество ĕçне те хастар хутшăнать. Вăл республикăри Хĕрарăмсен союзне кĕнĕ. Пушă вăхăтра шкулти тĕл пулусенче тухса калаçмашкăн ĕлкĕрет. Вăрмар тăрăхĕнчи ачасем уйрăмах лайăх пĕлеççĕ ăна. Ял хуçалăхĕнче ĕçлени тупăш кӳни, çуралнă тăрăх çĕр çинчи чи хаклă вырăн пулни тавра сăмах пуçарать. Унăн тĕслĕхĕ çамрăк ăрăва хавхалантарни иккĕлентермест. «Чăваш Ен АгроЛидерĕ» организацишĕн выльăх апатне хăй тĕллĕн хатĕрлесси те пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе Вăрмар округĕнчи Аслă Чакра 87 гектар çĕр тара илнĕ. Кăçал куккурус, тырă акасшăн. Кайран ăна комбикорма хушма палăртаççĕ. «Мана асатте Николай Федотов пĕчĕкренех çĕр ĕçне юратма вĕрентрĕ. Люцерна тавăрмашкăн, пуçтарса кĕртмешкĕн пулăшаттăм. Ăна çуллен виçшер хут çулатчĕç. Хуçалăхра çавнашкалах çĕр улми лартса çитĕнтернĕ, кролик усранă. Кĕркунне аслисемпе пĕрле çĕре çитес çул лартма-акма хатĕрлесе хăварнă», — аса илĕвĕнче ачалăха таврăнчĕ Яна Михайлова. «Пехете» кăмăллать Агрокласра вĕренекенсене Шупашкарти ял хуçалăх таварĕсен куравĕсене илсе килнĕ. Унта пахча çимĕç те, вăрлăх çĕр улми те сутнă. Çавăн чухнех харпăр хăйĕн продукцине сутаканăн аллине укçа кĕни тавра шухăшланă вăл. «Шкул çулĕсенчен пуçласах лавккари тавара ăçта туса кăларнине тишкеретĕп. Халĕ Чăваш Ен продукцине «Пехет» агромаркетра туянатăп. Чи малтанах, çакă хамăрăннисемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Унсăр пуçне «Чăваш Ен АгроЛидерĕ» организаци çав предприятисене, фермер хуçалăхĕсене выльăх апачĕ кӳрсе парать-çке. Пуласлăхра эпир те хамăрăн продукцие «Пехет» агромаркета кăларасшăн. Сĕт суса илес, какайпа ĕçлес ĕмĕт пур. Çапах хальхи тĕп тĕллев — агропромышленноç организацийĕсене выльăх апачĕпе тивĕçтересси, çамрăксене яла юлма агитацилесси», — тет ертӳçĕ. Уншăн конкурссене хутшăнасси те — пурнăç йĕрки. Шупашкарта, тĕслĕхрен, «Çамрăк усламçă – 2024» конкурсра палăртнă. «Мал шухăшлă çамрăксем» номинацире мала тухнă. Нумаях пулмасть «Я в деле» федераци проектне хутшăннă. Çакă йăлтах тавра курăма анлăлатма пулăшать ăна. Çитĕнӳ çулĕпе утмашкăн пĕр шухăшлă çынсем кирлине никамран лайăх пĕлет вăл. Çакна шута илсе Яна Михайлова команда пуçтарма пуçланă. Акă суту-илӳ менеджерĕ Мария Канина кирек хăш хуçалăха туххăмрах вĕçтерсе çитет. ITспециалиста Евгений Платонова ĕçе илнĕ. Вăл — аслă шкул студенчĕ, Вăрмар тăрăхĕнчен. Организаци сайтне тытса пырать. Денис Тимофеев логистика енĕпе ĕçлет. Вăл та — Вăрмар округĕнчен. Мĕнех, Яна Михайлова 5 çул каялла пуçарнă ĕç аталанса пынине сăнамашкăн кăмăллă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Чăваш çынни ăçта пулсан та ятне ямасть
Çак уява 2000 çултанпа ЮНЕСКО сĕннипе паллă тăваççĕ. Чăваш Енри Вĕрентӳ институчĕ шкулсенче тăван чĕлхене упрас, аталантарас тĕллевпе еплерех ĕçсем пурнăçлани çинчен чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертӳçин ĕçĕсене пурнăçлаканĕпе Анна Егоровăпа курса калаçрăмăр.
Те çу тĕпĕ, те саламат…
— Анна Семеновна, Раççейре «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурс йĕркелесе яни пурне те савăнтарать. Ăна çулсеренех ирттереççĕ. Унта чăваш чĕлхи учителĕсем те хутшăнаççĕ. Кăçал ăна ăçта ирттерĕç-ши?
— Асăннă конкурса 2022 çултанпа йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш ăмăртура Чăваш Ен чысне Шупашкарти 40-мĕш вăтам шкулта вĕрентекен Александр Степанов хӳтĕлерĕ. Маларах вăл регионта иртнĕ конкурсра 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ. Ун чухне вĕрентекенсем Пятигорск хулине пуçтарăнчĕç. Тепĕр çул Раççей конкурсне Шупашкар тăрăхĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ĕçлекен Анжела Московцева кайрĕ. Мероприяти Карачай-Черкеси автономи облаçĕнчи Черкесск хулинче пулчĕ. 2024 çулхи конкурсра Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкулти вĕрентекен Людмила Николаева ăмăртрĕ. Ăна Хусанта йĕркелерĕç. 2025 çулхи ăмăрту Бурят Республикинче иртрĕ. Унта Шупашкарти хавшак сывлăхлă ачасене вĕрентекен 2-мĕш шкулти учитель Ираида Матьянова хутшăнчĕ. Çак конкурса кăçал Липецк хулинче йĕркелĕç. Республика чысне кам хӳтĕлесси регионта иртнĕ конкурсра çĕнтернинчен килет.
— Миçе халăх чĕлхине вĕрентекен хутшăнать унта? Учительсене мĕнле критерие кура хаклаççĕ?
— 100-е яхăн çын пуçтарăнать. Хăш-пĕр чĕлхепе тĕрлĕ регионтан 2-3-шер вĕрентекен те пулать. Сăмахран, 2023 çулта чăваш чĕлхипе Чăваш Енрен тата Чĕмпĕр облаçĕнчен пулнăччĕ. Вырăс чĕлхи вĕрентекенĕсем кашни çулах ытларах хутшăнаççĕ. Учительсен пултарулăхне тăватă енпе хаклаççĕ. Пĕрремĕшĕ, меслетлĕх лаççи /методическое мастерствоӲ. Пĕр-пĕр мелпе ĕçлени çинчен каласа ăнлантармалла. Малтанах ăна тимлĕх уйăрмастчĕç. Юлашки вăхăтра ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке тытса пыраççĕ. Иккĕмĕшĕ — уçă урок ирттерни. Ют халăх ачисене хăйсен чĕлхипе паллаштармалла. Вăл урок-паллашу евĕр иртет е чĕлхесенчи пĕр пеклĕхе сăнама пултараççĕ. Икĕ çак тĕрĕслев витĕр тухсан 15 çынна суйласа илеççĕ. Вĕсем вара класс сехечĕ ирттереççĕ. Унта каллех тăван чĕлхепе культура, йăла-йĕрке çинчен калаçмалла. Ку тапхăр 15-рен 5 çын суйланипе вĕçленет. Вĕсем ăсталăх лаççи ирттереççĕ, каярахпа вара çĕнтерӳçĕсене палăртаççĕ. Шел те, пирĕн вĕрентекенсем 5 çĕнтерӳçĕ шайне лекме пултараймарĕç. Çапах та конкурсри чи лайăх 15 вĕрентекен йышне кĕрсе пурте лауреат ятне тивĕçрĕç.
— Эсир кашни çулах вĕрентекенсемпе пĕрле çак конкурса хутшăнатăр. Кăсăклă самантсене ас тăватăр-и?
— Паллах, вĕсем питĕ нумай. Мана ытларах Бурят Республикинче кăмăла кайрĕ. Пирĕн мăн асаттесем тахçан-тахçан Байкал кӳлли таврашĕнче пурăннăран чунчĕре вăраннăн туйăнчĕ. Конкурсăн юлашки кунĕнче жюри пайташĕсене, вĕрентекенсене уяв туса хăналарĕç. Унта республика Пуçлăхĕ те пычĕ, ырă сăмах каларĕ. Уяв пысăк юртăра иртрĕ. Бурятсем пире наци апат-çимĕçĕпе, саламатпа, сăйларĕç. Эпĕ çисе пăхрăм та — шăратнă çу тĕпĕ пулчĕ кайрĕ. Ачаранах çисе ӳснĕ çу тĕпĕн тути… Те çу тĕпĕ /услам çăва шăратсан тĕпне юлакан уйранĕ çине çăнăх ярса пĕçернĕ нимĕрӲ, те саламат… Мари Республикинчен пынă ĕçтешĕмрен Елизавета Ивановнăран: «Çак апат сире ниме те аса илтермест-и?» — тесе ыйтрăм. «Çук», — хуравларĕ вăл. Ыттисем те пĕлмерĕç. Ачалăха аса илтернĕрен эпĕ юратсах çирĕм ăна. Çав вăхăтра ертӳçĕ наци апачĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Саламата хăймапа çăнăхран хатĕрлеççĕ иккен. Киле таврăнсан хамăрăн çу тĕпне тата саламат янтăлама шухăш тытрăм. Чăн та, вĕсен тутисем пĕр евĕрлĕрех пулса тухрĕç. Апла пулсан миçе ĕмĕр каяллахи апата упратпăр эпир. Вĕсен юрри-кĕвви те чуна пырса тиврĕ, çывăх туйăнчĕ. Бурят чĕлхинчи пĕр пек илтĕнекен сăмахсемпе те кăсăклантăм.
— Пирĕн вĕрентекенсен пултарулăхĕ ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнине асăрхарăр-и?
— Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем хальлĕхе çĕнтерӳçĕ пулаймарĕç пулсан та пурте маттур. Эпĕ асăннă конкурсра икĕ çул жюри пайташĕнче ĕçлерĕм. Паллах, хамăрăн учительсен пултарулăхне хаклама май килмерĕ, мĕншĕн тесен ун пек тума ирĕк памаççĕ. Пирĕн вĕрентекенсем чĕлхене ыттисемпе танлаштарса вĕрентни савăнтарать. Сăмахран, тĕрĕк чĕлхипе час-часах танлаштараççĕ.
— Тăван чĕлхене аталантарас тĕллевпе мĕнле мероприятисем йĕркелетĕр? Ют регионсем хутшăнаççĕ-и вĕсене?
— Эпир ытларах Тутарстанри чăваш чĕлхи учителĕсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Хусана çулталăкра 3-4 хутчен каятпăр, семинар, конференци, олимпиада йĕркелетпĕр. Тутарстанри тăван чĕлхесен /чăваш, мари, мордва, удмуртӲ хушшинче иртеççĕ мероприятисем. Çавăн пекех асăннă тăрăхри Çĕпрел районĕ те çулсеренех чĕнет пире. Унта чăвашсем ытларах пурăнаççĕ. Вĕсем тăван чĕлхепе экзамен тытас енĕпе кăсăкланаççĕ. Ыйтусене Вĕрентӳ институчĕ хатĕрлет. Пушкăртстан аяккарах вырнаçнăран унти учительсемпе онлайн мелĕпе çыхăнатпăр. Тăван чĕлхене аталантарас тĕллевпе чылай мероприяти йĕркелетпĕр. Вĕсенчен хăшне-пĕрне асăнса хăварас килет. Сăмахран, «Чăваш чĕлхи — чĕкеç чĕлхи» акци. Ăна эпир çулталăкра темиçе те ирттеретпĕр. Ачасем кашни акцие хутшăнса пĕрер сăвă вĕренсен те çулталăкра 7-8 пулать. Ăна чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем тата тăван чĕлхене юратакансем валли интернет уçлăхĕнче хатĕрленĕ. Ушкăнра — 10 пин ытла çын. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутайра иртекен «Аваллăхсăр малашлăх çук» регионсен хушшинчи, Муркаш округĕнчи Калайкасси шкулĕнче йĕркелекен «Чăваш ачи чăвашах» фестивальсене асăнас килет. Унсăр пуçне «Эпĕ тăван чĕлхепе калаçатăп» акци те хăй хыççăн ырă йĕр хăварать. Унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Чăваш чĕлхи çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео ӳкермелле çеç. Çак акцие шăпах Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă. «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль кăçал нарăсăн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче иртет. Яланхи пекех кăсăклă та илемлĕ уяв пуласса шансах тăратпăр.
Кружоксем ĕçлеççĕ, уявсем ирттереççĕ
— Шкул программинче чăваш чĕлхипе литература урокĕсем сахалланни, паллах, пурне те пăшăрхантарать. Çапах та 9-мĕш класран вĕренсе тухакан ачасем тăван чĕлхепе экзамен суйласа илни савăнтарать.
— Çапла, ял шкулĕсенче те 1 сехет чăваш чĕлхи, 1 сехет литература вĕренеççĕ. Çапах та ачасем тăван чĕлхепе экзамен суйласа илеççĕ. Вĕсене вĕрентекенсем хатĕрлеççĕ. Чăваш Енре вĕренекенсем изложени çыраççĕ, тест ыйтăвĕсене хуравлаççĕ. Виççĕмĕш ĕç — ăслав сочиненийĕ. Экзамена ытларах ял ачисем тытаççĕ. Ку енĕпе Патăрьел, Вăрнар, Елчĕк округĕсенчи вĕренекенсем хастар. Экзамена кашни регион урăх мелпе тытать. Тутарстанри чăваш ачисем изложени çыраççĕ. Пушкăртстанри чăваш чĕлхине вĕренекенсем тест ыйтăвĕсемпе ĕçлеççĕ. Аса илтеретĕп: ыйтусене эпир хатĕрлетпĕр. Çавна май маларах ятарлă семинарсем ирттеретпĕр. Сочинени, изложени темисене ятарлă çулталăксене халаллатпăр. Сăмахран, Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче тĕрлĕ наци хушшинчи тачă çыхăнăва сăнламалла. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментари хушас