Ева ЛИСИНА: Чухăн пурăнсан та мĕскĕн пулман

26 Çĕртме, 2020

Вăрçă вăхăтĕнче, чухăн çемьере çитĕннĕ Ева Лисинăшăн чи тутлă çимĕç çăкăр пулнă. Ача чухне ăна тăраниччен çиме ĕмĕтленнĕ, ырă шăршăллăскере тĕлĕкре курнă вăл. Çитĕнсе алла калем тытсан Ева Николаевна пурнăçĕнчи нушаллă самантсене хут çине куçарнă.

Ева Николаевна, эсир пĕрремĕш кĕнекĕре, «Сказки» ятлине, çур сехетре çырнă.
— Эпĕ çырасси пирки шухăшламан. Веçех ăнсăртран пулчĕ. Профессипе биолог пулнă май çак енпе ĕçленĕ. Сеченов ячĕллĕ мединститутăн бионика лабораторийĕнче тăрăшнă вăхăтра пĕр аспирантка валли парнелĕх кĕнеке туянтăм. Ăна уçкаласа вуласан шалт тĕлĕнтĕм: ав мĕнле çырмалла иккен ача-пăча валли! Чехи çыравçин Витезслав Незвалăн кĕнеки, паллах, вырăсла. Çак кăларăмпа хавхаланса хамăн кĕнекене те вырăсла шăрçаларăм. Ăна ĕçрен киле таврăннă чухне троллейбусра çыртăм. «Урăх нихăçан та çырмастăп тесе шутлатăн-и? Ку вулакансене улталани пулать, малалла мĕн çырасси пирки шухăшламалла санăн», — ăс пачĕ тете Геннадий Айхи. Çапла майпа пултарулăх тĕнчине пырса кĕтĕм.

Литература çынни пулнă май мĕнле хайлавсене вулама кăмăллатăр?
— Ялта пурăннă чухне пирĕн килте кĕнеке пулман, çавăнпа хама нумай вуланă çын теместĕп. 10-мĕш класс хыççăн Мускава пичче патне вĕренме кайрăм. Литинститутра пĕлÿ илекенскер мĕнле кĕнеке сĕнетчĕ, çавна вулаттăм. Эпĕ чаплă кĕнекесене çеç вуланă. Пĕрремĕш кĕнекене кун çути кăтартнă хыççăн калавсем пичетлерĕм. Шăпа мана паллă писательсемпе паллаштарчĕ, вĕсем хавхалантарчĕç. Илпек Микулайĕн «пысăк çыравçă пулатăн» сăмахĕсем асрах-ха. Хветĕр Уяр манăн «Çĕньял ачисем» хайлав пирки пысăк статья çырса кăларнăччĕ. Кăмăла кайнă кĕнекене темиçе хут та, тĕплĕн, тимлĕн вулатăп. Манăн чи юратнă кĕнеке — Ашмаринăн 17 томлă словарĕ. Ăна та ахальтен шĕкĕлчемен — шăпа çапла майпа мана Библие чăвашла куçарас ĕçе хатĕрленĕ. <=>

Çăмăл мар пурнăçăра кура сире питĕ чăтăмлă çын теме пулать.
— Тÿсĕмлĕ. Кама пулăшу кирлĕ, çав çынна тÿрех асăрхама вĕренсе çитрĕм. Урамра утнă чухне пĕррехинче мана хирĕç палламан çемье пулчĕ. Пĕр-пĕринчен иртсе кайсан вĕсем хыççăн чупрăм: çемьене пулăшмаллине туйрăм. «Сире пулăшу кирлĕ», — терĕм. Çемьен пуйăспа каймалла пулнă, анчах билет валли укçа çитеймен. Эпĕ ăс-тăн енчен хавшакрах аппана Луизăна ачаранпах пăхни çын нушине асăрхама вĕрентрĕ пулĕ. — Эсир Луизăпа пĕрле пурăнатăр-и? — Çак самантра вăл юнашар пÿлĕмре черетлĕ картинине ÿкерет. Ÿнер ĕçне килĕштерет. Ача евĕр, тĕлĕнмелле… Пирĕн тетене халалланă «Плач по брату» кĕнекене шăпах унăн ĕçĕсемпе илемлетнĕ.

— Ачалăхăр йывăр тапхăрта иртнĕ, çапах телейлĕ самантсем те пулнах-тăр.
— Ниме пăхмасăр вăл питĕ телейлĕ тесе шухăшлатăп, ачалăх тĕлĕнмелле пуянлăх парса хăварчĕ. Çут çанталăк пурнăçра пысăк вырăн йышăннă. Хамăр пахчара çум çумланине, вăрмана аса илетĕп. Тата анне юратăвĕ, унăн çирĕп кăмăлĕ, вăл юнашар пулни пире иксĕлми телейлĕ тунă. Анне пулăшăвĕпе çеç аслă пĕлÿ илтĕмĕр. Эпир чухăн пурăнсан та мĕскĕн пулман. Эпĕ, Мускав ăçта вырнаçнине те пĕлменскер, пуйăса ларса вĕренме кайрăм. Вырăна çитсен кирлĕ адреса тупаймасăр хăшкăлтăм, çумăрпа йĕпентĕм. Ырă çынсем общежитие çитме пулăшрĕç.

Хайлавăрсенче пурнăçа кăтартатăр. Çав шутра — «Çăкăр чĕлли» калавра та…
— Хăш чухне ача-пăча валли çыратăп, унта шухăшласа кăларни те пулать. Анчах пĕрех унта чăн пурнăçран та пур. Шăпах вăл историе аталантарма тĕртекенни. «Çăкăр чĕллинчи» геройсем — эпĕ тата аппа. Унта çырса кăтартни чăн пурнăçра тата хăрушăрах курăннă. Луизăна Арапуçри больницăна тухтăрсене кăтартма илсе кайрăм, шурă халатлисем вырăсла калаçаççĕ… Атте учительте ĕçленĕрен эпĕ вырăсла кăштах ăнкаркаланă. Эпĕ Луизăна ĕмĕр тăршшĕпе пăхман тăк пач урăхла çын, усалрах пулаттăм. Вăл маншăн пирĕшти пекех. — «Çăкăр чĕллине» куççульленмесĕр вулама çук. Сире кĕнекесем йĕртме пултараççĕ-и? — Михаил Шолоховăн «Лăпкă Донне» макăрмасăр шĕкĕлчеймĕн. Генилле хайлав вăл. Юрий Скворцовăн пултарулăхне те яланах чĕре çывăхне илетĕп…

— Мĕн вăл сирĕншĕн — çырасси, талант?
— Вăл маншăн тĕп ĕç мар пулин те унсăр пурăнаймастăп. Çырмасан эпĕ пĕтетĕп. Шухăшсен тыткăнĕнче яланах çĕнĕ хайлавсем пирки пуç вататăп. — Хăвăр çинчен тĕрĕс пурăнатăп теме пултаратăр-и? Е çитменлĕхсем те асăрхатăр? — О-ой, çук, ниепле те апла калаймастăп. Ун пек калама май та çук. Темĕн чухлĕ çитменлĕх… Этем çылăхлă, ĕмĕрĕпе асапланать. Хирти çăла шыв ăсма кайнă чухне яланах çÿлти хăватсене асăнатăп, каçару ыйтатăп.

— Паянхи кун мĕнле пурăнатăр?
— Тетен кун кĕнекисене тишкеретĕп. Пĕлтĕр ăна халалласа икĕ кĕнеке кăлартăм. Тата икĕ калава хатĕрлесе çитересшĕн. Хальлĕхе Тверь облаçĕнчи Бологое районĕнчи вăрман варринчи 36 киллĕ пĕчĕк ялта аппапа кун кунлатăп. Хăй вăхăтĕнче унта Геннадий Айхи пурăннă. Ялти çурта хамăн кĕнекешĕн тÿленĕ укçапа туяннăччĕ. Вăл шыв хĕрринче вырнаçнă, таврара çырла-кăмпа нумай. Лăпкăн, вĕткеленмесĕр ĕçлеме май пур. Тулли верси...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.