Çитес çул мĕн илсе килĕ?

15 Раштав, 2023

ОМС тата вăл кăна мар...

Юлашки çулсенче ОМС программинче амбулатори условийĕсенчи медицина пулăшăвне аталантарасси çине пусăм туни палăрать. Çак туртăм 2024 çулта та упранса юлĕ. Амбулатори сыпăкне аталантарас, çĕнетес тĕлĕшпе пысăк тимлĕх пулĕ, ресурссен пысăк пайне çак тĕллеве пурнăçлама ярĕç. Çакă халăха стационара каймасăрах паха медицина пулăшăвĕпе усă курма май памалла.

Çавна май тӳлевсĕр медпулăшăвăн патшалăх гарантийĕсен 2024 çулхи тата планпа пăхнă 2024, 2025 çулсенчи тапхăрти программинче мĕн пур шайри бюджетсен, çавăн пекех ОМС шучĕпе медпулăшу валли уйăракан укçа виçине пысăклатма палăртнă.

Сывлăх сыхлавне аталантарасси, инфекципе çыхăнман чирсемпе кĕрешмелли мерăсене пурнăçласси, чирсене май пур таран маларах тупса палăртасси Раççейĕн граждансен пурнăç пахалăхне тата тăршшĕне пысăклатмалли стратегие пурнăçлассине тивĕçтерме кирлĕ.

Республикăн патшалăх гарантийĕсен программинче «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроекта пурнăçлас тĕллевпе регионта пурăнакансен 70% профилактика медицина тĕрĕслевĕнче пулассине е диспансеризаци тухассине палăртнă. 2024 çултанпа граждансем хăйсене çирĕплетнинче кăна мар, патшалăх гарантийĕсен программине хутшăнакан урăх медорганизацире те профилактика мероприятийĕнче пулма пултараççĕ. Çак майпа ĕçлекен тата вĕренекен граждансем усă курĕç. Ĕç е вĕренӳ вырăнне çывăх медорганизацире сывлăха тĕрĕслеттерме май пултăр тесе çапла тунă. Çакнашкал тĕслĕхсенче ĕç параканăн е вĕренӳ заведенийĕн кун пирки çывăхри медучрежденипе калаçса татăлмалла.

Ятарлă çар операцине хутшăннисене диспансеризацире тата профилактика тĕрĕслевĕнче черетсĕр пулма ирĕк памашкăн палăртнă. ОМСăн тĕп программине кĕртнĕ чирсемпе çыхăннă ыйтусемпе сывлăха хакламашкăн пуçласа ОМС шучĕпе медицина психологĕнчен консультаци илессине çирĕплетнĕ. Врач направлени панипе çак майпа çар ĕçĕсен ветеранĕсем, диспансер сăнавĕнчи çынсем, ача çуратма хатĕрленнĕ, çуратнă тата ун хыççăнхи тапхăрти хĕрарăмсем усă курĕç.

Медпулăшу халăхшăн меллĕрех пултăр тесе цифра технологийĕсене ĕçе кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Искусствăлла интеллектпа усă курасси вăй илсе пырать, вăл пациентсемпе çыхăннă нумай кăтартăва тишкерме май панине кура врачсене сиплев енĕпе прогноз, диагностика, тĕрĕс йышăнусем тума пулăшать. Пайăрка диагностикинче — флюорографире, рентгенографире, компьютер томографийĕнче, маммографире — компьютер курăмĕн сервисне йĕркелес ĕç пырать. Çĕнĕ сервис пир¬вайхи пĕтĕмлетӳ парать, ун çине таянса врач иккĕмĕшне, унтан юлашки пĕтĕмлетӳ тăвать. Ку анализ валли кирлĕ вăхăта икĕ хутран кая мар кĕскетет, диагностика тĕрĕслĕхне ӳстерет. Паян телемедицина консультацийĕсен пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать. Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкĕнче те, ытти шайра та. Çав шутра çĕршыври тĕп наука центрĕсем те консультаци параççĕ.

Тата тепĕр çĕнĕлĕх ОМС мелĕпе страхланă граждансен тивĕçĕсене пырса тивет: 2024 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса граждансене хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, çын кам пулнине ĕнентерекен документсен кăтартăвĕсем, пурăнакан вырăн улшăннине пĕр уйăхран кая юлмасăр пĕлтермелли тивĕçрен хăтараççĕ. Кăтартусене памалли йĕркене ведомствăсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытнин шучĕпе палăртĕç. Çавăн пекех пурăнакан вырăна улăштарсан страхлакан медицина организацине пĕр уйăхра улăштарасси те обязательнăй требовани пулма пăрахĕ.

Паян çĕршывăн ОМС тытăмĕ финанс тĕлĕшпе çирĕп. Обязательствăсен калăпăшĕ яланах ресурссен виçипе шайлашуллă, вĕсене йĕркелесси вара регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогноз параметрĕсенчен нумай килет. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата ОМС территори фончĕ медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатас, унпа усă курмалли майсене анлăлатас тĕллевпе уйăракан укçа виçине пысăклатас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнать.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.