Çĕнĕ çул алăкран шаккать

5 Раштав, 2025

Хĕлĕн пĕрремĕш кунĕнчех Шупашкар хулин администрацийĕнче Çĕнĕ çула хатĕрленес тĕлĕшпе йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Администрацин культурăпа туризм аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Маркова уяв концепцийĕ тата çак сезонти çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ.

Чăваш Республикин тĕп хулинче общество вырăнĕсене — урамсене, парксемпе скверсене — илемлетес ĕçсем пыраççĕ. Кăçал хула пĕрлехи фестиваль уçлăхне çаврăнĕ, унта кашниех хăйне килĕшекеннине тупма пултарĕ. «Шупашкар — юмах хули» — Çĕнĕ çул фестивалĕн слоганĕ, вăл 100 ытла мероприятие пĕрлештерет. Хулан пур лапамĕнче те снегоходпа, йĕлтĕрпе ярăнмалли трассăсем, катоксем, тăвайккисем пулĕç. Ача-пăча утренникĕсем, фестивальсем тата ытти мероприяти йĕркелĕç. Культура учрежденийĕсенче Çĕнĕ çул уявĕсем раштавăн 20-мĕшĕнченех пуçланĕç, хĕллехи каникул вăхăтĕнче те иртĕç. Юмах тĕнчине илсе каякан маршрута буклет евĕр йĕркелĕç. Ăна виçĕ вырăнта — «Хĕл Мучи резиденцийĕнче», «Пехет» агромаркетра тата «Атăл çинчи телей» арт-галерейăра — раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен илме май пулĕ. Çавăн пекех хула çыннисемпе туристсем валли Çĕнĕ çул порталĕ ĕçлесе кайĕ, унта уявпа çыхăннă мĕн пур пулăмпа паллаштарĕç.

Ларура ку сезонти хăшпĕр çĕнĕлĕхпе çывăхрах паллашар-ха:

• Ехрем купса бульварĕнчи çутă мачча — 320 пин диодлă çăлтăрлă тӳпе — çынсене илĕртме пуçласси иккĕлентермест, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 1600 тăваткал метр.

• Хулан тĕп чăрăшĕ улшăнĕ — ăна наци эрешĕсемпе капăрлатĕç, çĕнĕ тумĕ 500 капăрлăхран тăрĕ, çав шутран 70-ĕшĕ — тĕспе çутăлаканни.

• Хăнасене те хитре кĕтсе илсе ăсатса ярасшăн: кăçал Скворцов лапамне пĕрремĕш хут илемлетĕç, аэропорт çурчĕ умне Çĕнĕ çул инсталляцийĕ вырнаçтарĕç. Чукун çул вокзалĕ умĕнчи лаптăкра вара вырăс юмахĕсенчи евĕрлĕ асамлă кайăксемпе капăрлатнă 14 метрлă чăрăш куçа илĕртĕ.

• Шупашкарти хурал карапĕ Çĕнĕ çул умĕн юмахри пек вĕçекен «голландец» пулса тăрĕ.

• Хулари парксемпе скверсем те уяв тумне çĕнетеççĕ, унта прожекторсем, Çĕнĕ çул арт-объекчĕсем вырнаçтараççĕ, йывăçсене илемлетеççĕ. Хĕрлĕ тӳремре Хĕл Мучи резиденцийĕ ĕçлеме пуçлĕ, унта тӳлевсĕрех çитсе курма май пулĕ. Çавăн пекех кунта Шупашкар çыннисемпе хăнасене Çĕнĕ çул хули кĕтĕ, унта спектакльсем, музыка каçĕсем, ярмăрккăсем иртĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.