Арсений ТАРАСОВ: Мухтав ултавлă — çыравçа та улăштарать

3 Утă, 2020

Театра пыракан валли чун апачĕ хатĕрлеме чи малтан драматург тытăнать. Вĕсенчен пĕри — хамăра чăваш пек туйма хистекен, пĕр-пĕрне упрама, хальхипе савăнма, пуласлăха тĕрĕс çул хывма пулăшакан Арсений Тарасов.

ПИРĔН СПРАВКА
Арсений Тарасов Патăрьел районĕнчи Пăлакассинче 1956 çулта çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш радио тата телевиденире редакторта, аслă редакторта, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕнче, «Чăваш Ен» ПТРКра литературăпа драма передачисен редакторĕ, комментаторĕ, музыкăпа илемлĕх пайĕн ертÿçи, ятарлă корреспондент пулнă. Халĕ — «Тăван Атăл» журнал редакторĕ. Вăл — ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çеçпĕл Мишши, Петр Осипов ячĕллĕ литература, журналистсен Çемен Элкер, Иван Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕ, ЧР Писательсен, Журналистсен союзĕсен членĕ.

Арсений Алексеевич, пьесăсенчи сăнарсене ăçтан илетĕр?
— Вĕсем пурте шухăшласа кăларнисем, анчах чăн пурнăçри пулăмсемпе çыхăннă. Тĕрĕссипе, пур сăнарта та — эпĕ хам. Чун витĕр кăларса çырни, шухăшлани, курни, туйни.
Çавăнпа сирĕн пьесăсене тĕпе хурса спектакльсем куракана тыткăнлаççĕ, куççуль кăларттараççĕ.
— «Инçет телей çути» пьесăра телейлĕ пурнăç пирки ĕмĕтленекен çамрăк геройсене хĕрхенетĕп. Вĕсене чăн пурнăçра курнă пекех, йĕретĕп. «Мунча кунĕ» — куççуль витĕр çырнă ĕç. «Хăвăр пурнăçăртан илнĕ-и?» — ыйтать нумай çын. Чăнах та, анне Серафима Алексеевна тăлăх ÿснĕ, хутла вĕренеймен. Аттерен те юлчĕ, пĕччен пурăнчĕ. Атте Алексей Николаевич вăрçă ветеранĕ пулнă, мана питĕ вĕрентесшĕн çунатчĕ. Районти библиотекăран вырăс классикĕсен кĕнекисене илсе вулаттаратчĕ. Вырăсла пĕлместĕм, куçарса паратчĕ. Эпĕ университета вĕренме кĕрсенех, 1-мĕш курсрах, радиора ĕçлеме тытăнсан питĕ савăнчĕ. Анчах нумай пурăнаймарĕ.
Çамрăк геройсене хĕрхенсе куççуль тухни пирки каларăр. Ку сирĕн пурнăçпа çыхăннă-и?
— 1-мĕш курсра общежитире пÿлĕм памарĕç. Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте 3 çемье пурăнатчĕ. Пĕр çемйи мана уйăхра 10 тенкĕпе хваттере ячĕ. Ăна та аннен тăванĕ тупса пачĕ. Мĕскĕн те именчĕкчĕ эпĕ. Пĕр çулталăк пурăнса пĕрре апат çисе куртăм-ши? Чей ĕçнине те астумастăп. Хваттер хуçин ывăлĕ манăн укçана ялан вăрлатчĕ. Çавна та калаймастăм. Ирхине 5 сехетре тăрса тухса каяттăм, килтисем çывăрма выртас умĕн кăна таврăнаттăм. Хваттер хуçи мана питĕ апат çитересшĕнччĕ. Вăтаннипе «тутă эпĕ» тесех пуçа минтер çине хураттăм. <=>
— Мăшăрăр Галина Николаевна сирĕн пултарулăха мĕнле хаклать?
— Пьеса пирки илес пулсан çак сферăна чухламан çынпа кун пирки калаçас килмест. Нихăçан та явăçтарма шухăшламан. Хăй те пĕр сăмах та шарламасть.
Хайлавăрсенчи сăнарсем çумне кĕвĕçмест-и? Чун витĕр çыратăр-çке.
— Эпĕ лайăх фантазер пулнине вăл аван пĕлет. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатпăр.
Эсир юрăсем те хайлатăр.
— Пурнăçăмра хама тĕлĕнтернĕ чи пысăк пулăм ку. Вăтанчăк пулнăран юрлама та, лупас айĕнче тем пек хăтланса пăхсан та ташлама вĕренеймерĕм. Çавăнпа кинорежиссер пулас ĕмĕте те пăчлантартăм. Анчах юрра-кĕвве çав тери юрататтăм. Вырăсла юрă кĕнеки пурччĕ манăн. Лаша кÿлсе утă турттарнă чухне те юрлаттăм. Аслăрах хĕрсем каçсерен юрланине итлесе куççульленеттĕм. Пахча хыçĕнчи çырмари тĕкĕрлĕк юррипе киленеттĕм, чуна тиветчĕ. Вĕренме кĕрсен пĕр ÿнерçĕ гитара парнелерĕ. Çавăнтан пуçланчĕ юрă çырасси. Телевиденире канмасăр ĕçленĕ май ывăнаттăм. Гитара тытса пăнтăртаттарни çакна сиретчĕ. Ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ пек пулчĕ-ши — юрăсем те çыртăм. Иван Христофоров, Елена Иовлева, Алексей Московский, Николайпа Любовь Гордеевсем шăрантарчĕç вĕсене.
Çыравçă алă усса ларма пултараймасть. Халĕ мĕнле ĕçе кÿлĕннĕ эсир?
— Хама писатель тесе туллин палăртмастăп. Çак професси çыннисен кунĕн-çĕрĕн ĕçлемелле. Эпĕ вара кун пек çырма пĕлместĕп. Виçĕ пьеса пуçласа хуни пур. Хайлавсем вунă çул та çырăнма пултараççĕ. Лакса ларсан хăшне-пĕрне пăрахăçлани те пулать.
Эсир Турра ĕненетĕр-и?
— Манăн ĕненес мар тесен те ĕненмелле, мĕншĕн тесен асанне Патăрьелти Петров хушаматлă пачăшкă хĕрĕ пулнă. Халĕ те тĕлĕнетĕп, çав саманара асатте пуп хĕрне мĕнле качча илме пултарнă-ха? Хамăн та кĕлĕсем пур, чиркĕве те кĕркелетĕп. Пурнăç çулĕпе тĕрĕс уттарнăшăн, сăвă-калав, пьеса, юрă çыртарнăшăн, тĕрлĕ çынпа тĕл пултарнăшăн, усал тăвасран асăрхаттарса тăнăшăн кĕлĕ вуласа Турра яланах тав тăватăп. Çавăнпа вăл мана пулăшать.
Тем тесен те, чаплă пьеса хавхаланусăр çырăнмасть...
— Халăх ырлани, мухтани мана аталантармасть. Мухтав улталать, çыравçа улăштарать, чапшăн ĕçлеместĕп. Кирек мĕнле хайлавăн та халăха шухăшлаттармалла. Манăн ĕçсем çынна усă паччăр, ырă ĕç тума хистеччĕр. Сăваплă ĕç кăна мухтавлă. Тулли верси...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.