Уйсенче — «хир карапĕсем»
Çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех çĕр ĕçченĕн ларса канма вăхăт çук. Тин кăна-ха ака-суха вĕçлерĕмĕр, сисмесĕрех хирсем саралма та тытăнчĕç: кĕрхи культурăсем пиçсе çитрĕç. Чылай хуçалăхра вырмана тухма хатĕрленеççĕ, техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Елчĕк районĕнче вара вырма хĕрсех пырать.
Унта иртнĕ эрнеренпех уй-хирте «хир карапĕсем» хуçаланаççĕ. Ĕçченсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырма тытăннă. Пушаннă лаптăксем куллен пысăкланаççĕ.