Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 4 (3093) № 04.02.2026
Йывăçран продукци хатĕрлеме тытăнчĕç
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Улатăрти «Анмар» обществăра производствăн пĕрремĕш линине ĕçе кĕртме хутшăнчĕ.
Кунта çавнашкал конвейер: пĕрене вăрмантан турттараççĕ, туса кăларнă продукци потребитель патне çитет. Иртнĕ çулсенче Улатăр районĕнчен те республика тулашне чĕр тавар ăсатнă — йывăçран продукци хатĕрлеменрен укçа нумай илсе çитереймен. Халĕ вара предприятире лăсăллă тата çулçăллă пĕренесене касса-çурса çурт тума пăрăс, саваланă хăма, сĕтел-пукан пуçтарма тĕрлĕ йышши щит, типĕтнĕ яка материал, погонаж япали туса кăлараççĕ. «Чăваш Енре çĕнĕ технологипе усă курса йывăçран продукци хатĕрлекен производствăн пĕрремĕш линине ĕçе кĕртрĕмĕр. Республикăн вăрман промышленноçĕшĕн ку — маларахринчен уйрăлса тăракан пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Юлашки çулсенче варăнтарнă хунавсене вăрман фондне тавăрас, çĕнĕ лаптăксенче йывăç лартас енĕпе ӳсĕм самай турăмăр, анчах пĕренерен продукци туса кăларасси чылай вăхăт начар пынă. Паян уçнă производство иртнĕ çулсенче пухăнса пынă тӳнтерле лару-тăрăва пĕтерме хăватлă вăй пачĕ. Цехсенче çĕршыври чи малти технологипе усă курни пушшех савăнтарать. Оборудование Раççейре туса кăларнă», — палăртрĕ Олег Николаев. Çакна каламалла: производство йĕркелесе ярассине маларах республикăн инвестици программине кĕртнĕ, çавăнпа предприяти строительство пынă вăхăтра тата оборудовани туянса курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма патшалăх пулăшăвĕ илет. Проект 162 çынна ĕçе вырнаçтарма, республикăн вăрман комплексне 2035 çулччен аталантармалли стратегийĕн тĕллевĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕрремĕш утăм тума май парать. Сăмах май, стратеги туллин пурнăçлансан отраслĕн экономикăри кăтартăвĕ 4 хут пысăкланĕ тата ĕçе илме 4,5 пин вырăн йĕркелĕç. Йывăçран юлакан каяша та производствăна явăçтараççĕ. Хăма пăрахĕпе пăчкă кĕрпине брикет, пеллет тата çуртйĕре хутса ăшăтмалли гранула хатĕрлеме яраççĕ, çак производствăран мĕн юлни предприяти котельнăйĕнче çунтарма каять. Улатăрта сĕтел-пукан фабрикисене кирлĕ продукци кăларма тытăнни «Хресчен сасси» вулаканĕсене те савăнтарчĕ. Вĕсем хаçатăн иртнĕ номерĕсенче çак производствăна иртнĕ ĕмĕрти пекех йĕркелесе ярас ыйтăва çĕклерĕç, чылай çул каяллахи паха опытпа усă курма сĕнчĕç. Паллах, ырă хыпар шанăç кӳрет. Предприятие уçнă хыççăнах кунтан цехра çурнă хăмапăрăс 25 кубла метр, турпаспа синтетика сăмалинчен пресласа тунă 320 плита тиенĕ машинăсене ятарлă çар операцине ăсатрĕç. Пирĕн хӳтĕлевçĕсем вĕсемпе оборона сооруженийĕ тăвĕç. «Паян СВОра çапăçакансем ыйтнă хыççăн йĕркелени çула тухрĕ, малти линире мĕн кирлине çитерĕпĕр. Стройматериалсем хăрушсăрлăха тивĕçтерме те, канмалли вырăнсем тума та кирлĕ. Вĕсем салтаксене командирсем хушнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлама май парĕç. Çак пулăшу — эпир çĕнтерĕве хывнă тӳпе те, ентешĕмĕрсене ăна кĕтсе иличченех пĕрле пулнине çирĕплетни те, çĕнтерӳ пирĕн пулассине аса илтерни те», — терĕ республика Пуçлăхĕ. Хальхинче гуманитари пулăшăвĕ яма ЧР Правительстви, Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви, «Пĕрле» фонд тата «Анмар» предприяти тăрăшнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Мĕн тунă, мĕн тумалла?
Ял пухăвĕсем шавлă иртеççĕ, пурнăçа лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене хĕрӳленсех сӳтсе яваççĕ.
Сĕнӳсем пур
Патăрьел округĕнчи Тутар Сăкăчĕ, Ыхраçырми, Ксыл-Чишма территори уйрăмĕсенче пурăнакансем ялсен инфратытăмне малашне те аталантарма, çынсен социаллă пурнăçри, обществăри прависене тивĕçтерме пулăшакан условисене лайăхлатма ыйтнă. Ялйышпа вырăнти хăй тытăмлăх, федераципе республикăн влаç органĕсен представителĕсем тĕл пулнă. Территори пайĕсен пуçлăхĕсем социаллă пурнăçпа экономикăн 2025 çулхи аталанăвĕ çинчен доклад тунă, вăл-ку обьекта тăвассипе çыхăннă ыйтусене хуравланă. Ыхраçырми уйрăмĕнче 1110-ăн, çав шутра 227 ача, 551 вăй питти çын тата 332 пенсионер, пурăнаççĕ. Кунта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 46 субьекчĕ, ку шутра агропромра — 11, ĕçлет. Мăйракаллă шултра выльăх 687 пуç — 2024 çулхинчен 2% ытларах. Тутар Сăкăчĕн уйрăмĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субь екчĕ 32 шутланать, 1250 çын пурăнать, çав шутра 126 ача, ĕçлеме пултаракансем 625-ĕн, тивĕçлĕ канăва кайнисем 274-ăн. 10 фермер ял хуçалăх продукцийĕ туса илет. Мăйракаллă шултра выльăх 672 пуç е çулталăк каяллахинчен 6% сахалрах. Ксыл-Чишма уйрăмĕнче 785 çынна регистрациленĕ. Çав шутра 65 ача, производствăра вăй хума пултаракансем 434-ăн, пенсионерсем 28-ăн. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субь екчĕ 27, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 2986 га, АПКра 7 хуçалăх продукци туса илет. Ытларах тырă, çĕр улми, выльăх апачĕлĕх культурăсем çитĕнтереççĕ. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх 250 пуç, çулталăк каяллахинчен 5 пуç ытларах. Çын шучĕ чакнă Йĕпреç округĕнчи Березовка территори уйрăмĕнче иртнĕ отчет пухăвне муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Маргарита Андреевăпа ĕçсен управляющийĕ Ольга Михайлова хутшăннă. Сергей Никифоров пуçлăх территори пайĕн 2025 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад тунă, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарнă. «Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне уйрăмри çын пурăнакан 7 пунктра 226-ăн, ку шутра 40 ача тата 90 пенсионер, пурăннă. Шел те, çын шучĕ çуллен пĕчĕкленет», — тенĕ вăл, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕсене пулăшнăшăн волонтерсене тав тунă. Пĕлтĕр республикăн «Ниме — Халăх бюджечĕ» программипе Орел поселокĕнчи 2 пĕверен юшкăн кăларнă — республикăпа муниципалитет бюджечĕсенчен тата ял-йышран пуçтарнă 1 млн ытла тенке тăкакланă. Вырăнти çынсем пуçару тунипе Березовкăри Çамрăксен тата Шкул урамĕсенчи çула юсанă, темиçе поселокрине йĕркене кĕртнĕ, культура çурчĕсене илемлетнĕ, мемориал таврашне хăтлăлатнă. Пушара сӳнтерекен транспорт деповне ятарлă стройматериалпа ăшăтнă, Тăван çĕршыва 1941-1945 çулсенче тата СВОра хӳтĕленисене сума суса пурăнма аллея тума тытăннă. Кăçал Красная Заря поселок пĕвине юшкăнран тасатма палăртнă. Çынсем «Йĕпреç-Березовка-Кудеиха» автоçул строительствине тăсасса кĕтеççĕ. Кунта тротуар тума, тĕттĕмре çутатмалли хатĕрсем вырнаçтарма палăртнă. <...>
Константин СЕМЕНОВ.
♦ ♦ ♦
Кунта комбинат пулать
Çĕрпӳ районĕнчи сĕт завочĕ хуçалăхсенчен чĕр тавар йышăннине астăватпăр-ха. Кăçал ăна реконструкцилеме, модернизацилеме палăртнă.
Вăл вырнаçнă çĕр лаптăкĕ 1 пин тăваткал метр. Ăна тата производство корпусне инвестор туяннă, çулталăк вĕçлениччен продукци туса кăларма пуçласшăн. Кашни талăкра тип çу малтанхи тапхăрта — 30, каярахпа 50 тонна таран хатĕрлеме, çитес çулсенче услам çу тата сыр тăвакансем валли сĕт тирпейлеме шухăшлаççĕ. Часах кунта комбинат хута кайĕ. Халĕ кивĕ цеха реконструкцилеççĕ, патшалăх органĕсенчен çĕнĕ продукци туса кăларма ирĕк илеççĕ. Монтаж ĕçĕсене пурнăçлама, çĕнĕ оборудовани туянма нумай млн тенкĕ кирлĕ. Обь екта республикăн инвестици программине кĕртнĕ, çавăнпа тăкакăн пĕр пайне Чăваш Ен бюджетĕнчен уйăрнă укçапа саплаштарĕç. ЧР Правительстви АПК предприятийĕсене тăкакăн 30% субсидилесе технологи оборудованийĕ туянма май туса парать. 2025 çулта патшалăх пулăшăвĕн çак мерипе ашран продукци хатĕрлекен 8 предприяти тата сĕте тирпейлекен 5 завод усă курнă. Кунсăр пуçне вĕсем кĕске вăхăтра тавăрса памалли çăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ. 2025 çулта 92,7 млн тенкĕ панă. Республика кашни литр сĕтшĕн ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене субсидипе тивĕçтерет. Пĕлтĕр вĕсем 453 млн тенкĕ илнĕ, кăçал ăна пама 442 млн тенкĕ палăртса хунă. Сĕтрен юр-вар хатĕрлекен предприятисене иртнĕ çул субсиди 43,8 млн тенкĕ тивнĕ, 2026 çулта та çавăн чухлех уйăрасшăн. Предприяти тип çу туса кăларма округран сахалтан та 20 çынна ĕçе илесшĕн. Паллах, ку — лайăх хыпар! Кунсăр пуçне инвестор республикăри хуçалăхсенчен çу юхтармалли культурăсене йышăнасси пирки те шухăшлать. Апла тăк пирĕн аграрисен чĕр тавара вырнаçтарма инçе каймалла пулмĕ. <...>
Анатолий ПЕТРОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментари хушас