«Хресчен сасси» 23 (2861) № 23.06.2021

23 Çĕртме, 2021

Юратнă ĕçре вăхăт иртни сисĕнмест

Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» хуçалăхра хĕрсех утçи пырать. Предприятире нумай çул ӳсекен курăкран сенаж хываççĕ. Траншея куç умĕнчех ешĕл те сĕтеклĕ сенажпа тулса пырать.

— Вăхăтра çулнă курăкран сенаж хатĕрлеме аван. Кун пек апатпа ĕне выльăх çирĕпрех пулать, чирлемест, продуктивлăхĕ ӳсет, — палăртрĕ Дмитрий Паторов ветеринар.

Курăка хиртен 5-6 машина турттарса тăрать, ешĕл массăна икĕ пысăк техникăпа пусăрăнтараççĕ. Хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх сахал мар, 1050 пуç, çав шутра сăвăнаканни — 400 ĕне. Çĕнĕ фермăна пилĕк çул каялла хăпартнă. Мĕн пур ĕçе механизациленĕ. Ĕнесене витере кăкармасăр тăратаççĕ, анчах кĕтĕве кăлармаççĕ, куллен хиртен ешĕл курăк çулса çитереççĕ. Витесенче çутă, таса, типĕ. Пăрусем валли ферма территорийĕнче ял ӳссе ларнă тейĕн. Кашнийĕ уйрăм картара тăрать, унтах хĕвелтен, çумăртан пытанма хӳтлĕх — бокс — пур. Пĕчĕкрен уçă сывлăшра çитĕннĕ май вĕсене чир-чĕр ытлашши çакланмасть, тĕреклĕрех çитĕнеççĕ.

Предприяти пурнăçран юлманни, фермăри ĕç-хĕле çĕнĕ технологипе йĕркелени çамрăк специалиста килĕшнине пытармарĕ.

— Эпĕ Йĕпреç районĕнче çуралса ӳснĕ. Красноармейски тăрăхне Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен вĕренсе тухсан килтĕм. «Красное Сормово» хуçалăха выльăх тухтăрĕ кирлине пĕлсен тӳрех килĕшрĕм. Районта малта пыракан предприятире вăй хума, канма условисем лайăх, шалу енĕпе те кӳрентермеççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Ĕлĕкрен пĕр-пĕрне пулăшнă

— Ялта халăхпа пĕрле ĕçлемелли сахал мар. Урамсене, масарсене тасатса тирпейлемелле, пĕвесене йĕркене кĕртмелле тата ытти те. Çакна икĕ-виçĕ çынпа кăна пурнăçлаймăн. Тăван еншĕн хамăр тăрăшмасан çак ĕçсене никам та килсе туса памĕ. Иртнĕ çул акă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа Çĕнĕ Пăва, Курнавăш ялĕсенче халăхпа пĕрле Астăвăм садне хывса хăвартăмăр. Эпир лартнă чăрăшсемпе хырсем тарăн тымар яма та ĕлкĕрчĕç.

Кăçал 7 ялти масара тирпейлерĕмĕр: хăрнă йывăç-туратсене касрăмăр, çӳп-çапран тасатрăмăр, картасене çĕнетрĕмĕр. Чăн та, пур япалана хамăр вăйпа кăна тума кансĕр. Хăш-пĕр ĕçсене халăх пуçарăвĕпе тума тăрăшатпăр, укçа хыватпăр. Курăмлă ĕçсене тума патшалăх та пулăшни савăнтарать. Масарсем тавра картасене çĕнетмешкĕн стройматериалсем туянма укçа та самай кирлĕ.

Çак кунсенче Кĕçĕн Шăхальти кӳлле юшкăнран тасатма пуçланă. Çывăх вăхăтра Аслă Шăхальти пĕвене те йĕркене кĕртме тытăнмалла, — терĕ Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин.

Курнавăш çу кунĕсенче илемлĕ чечек ăшне путать. Çакă йăлтах культура, социаллă сферăра вăй хуракансем тăрăшнипе пулнă. <...>

Лариса АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Ачисемпе мăнаçланать

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуркасси-Шуртан ялĕнче çуралса ÿснĕ Августа Осокина (Васильева) та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче окоп чавма хутшăннă. Вăл унта аппăшĕпе пĕрле кайнă. 

Василипе Татьяна Павловсен аслă хĕрĕ Лидия 10 класран вĕренсе тухнă хыççăн ашшĕпе пĕрлешӳллĕ хуçалăхра ĕçлеме тытăннă. 1941 çулта 17-ри хĕре хăйсен ялĕнчен инçех мар вырăна окоп чавма илсе кайнă. Ун чухне кашни ял канашне лаптăк уйăрса панă. Ĕçе вăхăтра пурнăçламалла пулнă. Нумаях та вăхăт иртмен 16 çулти Августа та аппăшĕпе пĕрле окоп чавма хутшăннă.

Хăйсене уйăрса панă участока чавса пĕтернĕ хыççăн пĕртăвансем тăван ялне таврăннă, шкула кайнă. Шуркасси-Шуртан вăтам шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Августа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлĕвне малалла аталантарнă. Ачаран çĕрпе туслă пулнăран хĕр химипе биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 1943 çулта аслă шкула Сĕнтĕрвăррине куçарнă. Çамрăк студентсене хĕллехи тата çуллахи кану вăхăтĕнче вăрман касма илсе кайнă. Кунта мĕн тĕрлĕ йывăрлăх тивмен-ши вĕсене? Сивĕре ал-ура шăнса кӳтнисене паянхи кун та аса илет вăл.

1947 çулта алла диплом илнĕ хыççăн хĕр Калинино районĕнчи /хальхи Вăрнар районĕ/ çичĕ класлă Аçăмçырми шкулне направленипе ĕçлеме кайнă. Унта Августа Васильевнăн ачасене тĕрлĕ предмета вĕрентме тивнĕ: астрономи, физкультура, математика тата ыт.те. Пултаруллă хĕр асăннă шкулта икĕ çул тăрăшнă хыççăн директорăн вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хума тытăннă. Вăрçăран аманса таврăннă Александр Осокинпа паллашса çемье чăмăртанă. Сăмах май каласан, каччă хĕре тӳрех куç хывнă. Çакăн пирки хăйĕн юлташĕсене те пĕлтернĕ. «Ку хĕр манăн мăшăр пулать», — тенĕ вăл çирĕплетсех. Çав вăхăтра Александр Герасимович пуçламăш класри ачасене вĕрентнĕ. Унсăр пуçне ют чĕлхе, рисовани, НВП предмечĕсене те.

Осокинсем виçĕ ывăлпа икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. 1965 çулхи сентябрь уйăхĕнче çемьене йывăр хуйхă килсе çапнă: вăрçă суранĕсене пула кил хуçи пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Августа Васильевна, 39 çулти хĕрарăм, тăватă ачипе тата çие юлнă тĕпренчĕкĕпе тăлăха юлнă. Хунямăшĕ Анастасия Петровна кинне питĕ юратнă, хисепленĕ. Пĕчĕк мăнукĕсене çитĕнтерес тесе тăрăшнă. Анчах вăл та йывăр хуйха пула ывăлĕ хыççăн тепĕр çулах çĕре кĕнĕ. <...>

Роза ДАВЫДОВА-ПАВЛОВА, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

♦   ♦   


Чиркĕве çÿренĕшĕн колхозран кăларнă

1930-мĕш çулсенче колхозсем йĕркеленме пуçланă. Пĕлтерĕшлĕ пулăмран Исетерккĕсем те юлман.

Колхоз йĕркелесси пирки малтан ял ĕçтăвкомĕнче пăхса тухнă. Исетерккĕ ун чухне Элĕк районĕнчи Янасал ĕçтăвкомне кĕнĕ. 1930-мĕш çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче çивĕч ыйтупа черетлĕ пуху иртнĕ. Унта 6 ял ĕçтăвком членĕпе, 34 чухăн пуçтарăннă. Архивра упранса юлнă документсем тăрăх унта пысăк колхоз тăвас ыйтăва хускатнă. Колхозăн кантурне Купăрля ялĕнче вырнаçтарма йышăннă. Çапла вара влаçсем 7 яла пĕрлештерекен Янасалтан пĕр колхоз тума палăртнă. Анчах пурнăç урăхларах çаврăнса тухнă.

Янасал ĕçтăвкомĕн ларăвĕ хыççăн кашни ялтах пухусем ирттерме тытăннă. Февралĕн 26-мĕшĕнче Исетерккĕ, Тукас, Тишкасси ялĕсенчи /халĕ вĕсем Исетерккĕ ялне кĕреççĕ/ 75 çын пуçтарăннă, çав шутра 16 хĕрарăм, 10 ĕçтăвком членĕ. Пухăва В.Фадеев ертсе пынă, çыруçи — П. Артемьев. Халăх колхоз йĕркелессине пăхса тухнă. Районтан пынă Трушкин тухса калаçнă. Паллах, вăл тапхăрта пухусем шавлă иртнĕ. Çĕнĕлĕх пурне те хумхантарнă, хăратнă. Çавăнпа халăх пĕр шухăш патне ниепле те çитеймен. Çакă архиври документра та палăрса юлнă. Пухăвăн протоколĕнче çапла çырса хуни пур /ăна улăштармасăр пичетлетпĕр/: «Колхоза кĕрес тесе лартнă вопрос пирки голосовать тунă чух колхоз тăвас тесе те алă йăтмарĕç, тăвас мар тесе те голосовать тумарĕç пурте».

Тепĕр куннех, февралĕн 27-мĕшĕнче, ял çыннисем каллех пухăва пуçтарăнаççĕ. Унта ял ĕçтăвком отчетне итленĕ, çĕнĕ йыша, ытти ыйтăва пăхса тухнă. Çав шутра колхоз йĕркелессине те пăрахса хăварман. Документра çакăн пек йĕркесем сыхланса юлнă: «Колхозра тăман çынсене тата партипе Совет влаçĕ кăтартнă çулпа тăманнисене ял ĕçтăвком членне кĕртмелле мар. Талккишпех колхоза куçнă, кулаксене класĕпех пĕтернĕ вăхăтра советăн кулаксен туприне колхоза парса усă курма йĕркелесси тата куштан кулаксене кăларса ярасси, вĕсен туприсене йăлтах страховать тăвасси, батрак, бедняк активсене çирĕплетме вăтамсемпе çирĕп союз тытасси кашнин кулленхи ĕç пулса пымалла. Апрелĕн 1-мĕшĕччен 100% коллектива кĕртмелле ял советсенче, особенно Исетерккĕ, Ватраскино /Тукас. — Авт./, Сюнелькино /Тишкасси. — Авт./ ялĕсенче».

Янасал ĕçтăвкомĕн Исетерккĕ ялĕнчи черетлĕ пухăвĕ 1930 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче иртнĕ. Унта 46 çын хутшăннă /вăл тапхăрта ялсенче пухусем çине- çинех иртнĕ. Уйăхра 5-6-ран кая мар. Мĕн пур ыйтăва унта сӳтсе явнă. Пухăва Савин Макаров ертсе пынă, çыруçи — Терентий Журавлев. Хальхинче пĕр ыйтăва — чухăнсене кооператива кĕртессине — пăхса тухнă. Элĕкрен пынă Иван Васильев курсант тĕплĕ ăнлантарса панă, чухăнсене кооператива кĕртмеллине палăртнă. <...>

Александр МАКАРОВ. Муркаш районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.