Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 2 (3091) № 21.01.2026
«Пурнăçа пĕрле лайăхлатрăмăр»
2026 çулта Чăваш Енре — Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ. Минегали Хафизов Патăрьел районĕнче чăвашсем, тутарсем, вырăссем килĕштерсе ĕçленине ырăпа аса илет.
Вăл Шăнкăртам ялĕнчи çу заводĕнче пенсие кайичченех ĕçленĕ ашшĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн, çулĕпе кайнă — Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Механизаци факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн, 1971-1986 çулсенче, хăй çуралса ӳснĕ Шăнкăртамри А.Жданов ячĕллĕ колхозăн тĕп инженерĕнче тата председателĕнче тăрăшнă. Вăл ертсе пынă 8 çулта продукци туса илес енĕпе пысăк çитĕнӳ тунăшăн хуçалăха партин Тĕп комитечĕн тата РСФСР Министрсен Канашĕн куçса çӳрекен Хĕрлĕ ялавĕпе 3 хут наградăланă. Çав хушăра производство калăпăшне 2 хут ӳстернĕ.
— Продукци ытларах сутса тунă укçапа çĕнĕ техника чылай туянтăмăр, çĕнĕ трактор, сарлака сеялка, çĕре сухалакан тата кăпкалатакан агрегатсем, автомашина шучĕ енĕпе районти хуçалăхсен йышĕнче малти вырăнсене йышăнтăмăр, — аса илчĕ АПК ветеранĕ. — Техникăна çур акине хатĕрлес ыйтупа хуçалăхра республика семинарĕ 3 хут ирттертĕмĕр. КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕсем, Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Председателĕсем, Мускав тата республика шайĕнчи ытти делегаци тĕрлĕ вăхăтра колхозăн паха опычĕпе паллашрĕ. Парка районта малтисен йышĕнче «Т-150К», «Т-4», «Т-4А» тракторсемпе, «СЗП-3.6» тата ытти сеялкăпа, унта вăрлăх тултармалли агрегатпа, ытти техникăпа тата оборудованипе пуянлатрăмăр. Хуçалăхăн 26 тракторччĕ, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 4200 га çĕр çинче культурăсем акса çитĕнтернĕ. Кашни га пуçне тивекен трактор шучĕ пирĕн чи пĕчĕккиччĕ, çавăнпа техникăна ĕç ытларах тиветчĕ. Производствăна механизациленĕшĕн 1979 çулта мана «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят пачĕç. М.Хафизов ертсе пынипе хуçалăхра нӳрĕ тырра типĕтме «КЗС-20» комплекс 2 пухса лартнă, «СЗ» сушилкăсемпе те усă курнă. Вăл рационализатор сĕнĕвĕ панăшăн — электродвигатель тунă чухне унта çĕнĕлĕх кĕртнĕшĕн, çĕр улмине çурмалла касса вăрлăх хатĕрлемелли машина, самолета минерал удобренийĕ тиемелли конвейер, тăпран çиелти сийне насуспа комплекслă шĕвĕ удобрени парса пымалли хатĕр ăсталанăшăн — 4 патента тивĕçнĕ. Минегали Ямалетдинович ĕçе механизацилессишĕн, автоматизацилессишĕн ытти чылай проекта пурнăçа кĕртнĕ. Колхозра пухăнса пынă паха çĕнĕлĕхпе каярахпа районти тата республикăри хуçалăхсенче усă курнă. Фермăсене 100% яхăн механизациленĕ. Вĕсенче РСФСР ял хуçалăх министрĕ Леонид Флорентьев пулса курнă. Фермăсенче 3 пин пуç сысна, ытти выльăх ĕрчетнĕ. Патшалăха çуллен продукци сутмалли плана ирттерсе тултарнăшăн М.Хафизова республикăн чи пысăк наградине — Аслă Канашăн Президиумĕн Хисеп хутне — парса чысланă. 1986 çултанпа вăл — Патăрьел райĕçтăвкомĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ — районăн производство пĕрлешĕвĕн председателĕ. РАПОна агропромышленноçри тата ял хуçалăхĕнчи 35 предприяти кĕнĕ. Кашни хуçалăхрах выльăх апачĕ хывма управ тутарнă, вĕсенче силос, кăшман, çĕр улми, утă, ытти продукци упранă. 1997 çулччен районти кашни яла асфальт çул çитернĕ, ытти нумай обь екта ĕçе кĕртнĕ. Производствăна тӳпе хывнăшăн халĕ те савăнать. Унпа çыхăннă ыйтусене татса панă самантсене тĕлĕкре курать, хăшпĕр чухне вăранать те аса илсе ларать. Ĕçе ирхи 5 сехетре тухса кайнă та килне 21 сехет тĕлне таврăннă. «Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — агропромышленноç комитечĕн председателĕ Валентин Агафонов телефонпа ирхи 6 сехетре шăнкăравласа кунĕпе мĕн туни çинчен ыйтса пĕлетчĕ, — терĕ ветеран. — Район çыннисемшĕн ырă ĕç нумай пурнăçларăмăр, çавăнпа ахаль пурăнмарăм тесе шухăшлатăп». <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сиен кÿмесĕр
Ял хуçалăх çулталăкне Канаш округĕнче мĕнле вĕçленĕ? ЧР АПК ветеранĕсен союзĕн кунти уйрăмĕн ертӳçи Валерий Долгов хуравлать.
— Пирĕн аграрисем 2025 çулта 62 пин тонна ытла (бункер виçипе шутланă) тырă пухса кĕртрĕç. Ку Канаш тăрăхĕн историйĕнче рекорд мар, вăл 2022 çулта пулчĕ — 80942 тонна пуçтарса илтĕмĕр, республикăри округсен хушшинче иккĕмĕш вырăна йышăнтăмăр. Иртнĕ ĕмĕрте çулталăкра çавăн чухлех хальхинчен икĕ хут пысăкрах лаптăкра туса илнĕ. Унтанпа ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем усă куракан çĕр çуллен пĕчĕкленчĕ. Тата çакна палăртас килет: совет тапхăрĕнче районта ял хуçалăх культурисен тĕсĕсен шучĕ хальхинчен пĕчĕкрехчĕ. Вĕсенче техника культурисен лаптăкне пысăклатрĕç.
— Валерий Васильевич, сăлтавĕ мĕнре?
— Сутлăх хакĕ тыррăннипе танлаштарсан темиçе хут пысăкрах. Пĕлтĕр 5,6 пин га çинче çитĕнтерчĕç, вăл округсен хушшинче чи пысăкки. Çав шутра рапс — 3129, тĕшĕлĕх куккурус — 250, тип çу юхтармалли йĕтĕн — 196, илепер курăкĕ (донник), кантăр, тип çу юхтармалли çарăк 2030 га.
— Ертӳçĕсем вĕсене ытларах акма тытăннине тата мĕнпе ăнлантараççĕ?
— Юлашки çулсенче пысăк хуçалăхсенче выльăх шучĕ чакрĕ те — тепĕр тухăçчен тырра çитерсе пĕтереймеççĕ, сутмалăх чылай, анчах кĕлетре выртать. Сутса ярсан та тыррăн хăй хаклăхне питех пĕчĕклетеймеççĕ — элеваторсем тивĕçтерекен хакпа туянмаççĕ. Çавăнпа хуçалăхсем укçа ытларах кӳрекен культурăсене туса илме тăрăшаççĕ.
— Техника культурисене нумайрах акнипе пĕрлех пыл хурчĕ ĕрчетекенсем тăкак курмаççĕ-и?
— Кураççĕ, хуçалăхсене суда параççĕ. Паллă ĕнтĕ: вегетаци тапхăрĕнче ӳсен-тăрана çиекен сăтăрçăсем тапăнаççĕ. Çĕр харпăрлăхçисем вĕсене хими препарачĕпе пĕтереççĕ, анчах уйра нектар пухакан вĕлле хурчĕсем те вилеççĕ. Тăкак мĕн пысăкăш тӳснине калаймастăп, ăна утар хуçисем инкек хыççăнах саккунпа килĕшӳллĕн шутласан, акт çырсан çеç çирĕплетееççĕ. Чăн та, ертӳçĕсем каçхине сапатпăр теççĕ, хуртсем ирхи 5 сехет тĕлне уя çитеççĕ те наркăмăша пула вилеççĕ. Темиçе утар харăсах пĕтнĕ тĕслĕхсем пур.
— Ан сиенлеччĕр тесен хими препарачĕпе мĕнле усă курмалла?
— «Рапса сăтăрлакан нăрăсене пăчлантарма культура çине химикатсем çийĕнчех сапмалла, çавăнпа çеçкене ларнă лаптăка цистерна кăкарнă техникăна пĕрĕхтерме кĕртсе яратпăр», — теççĕ ертӳçĕсем. Хам агрономра нумай çул ĕçленĕрен вĕсене ăнланатăп. Анчах пыл хурчĕсене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен специалистсемпе экологсем «вĕсем вĕçнĕ чухне çĕрле, вĕçмен кун кăнтăрла трактора лаптăк хĕррипе пыртарса йĕри-тавра сапса тухмалла» тесе ахальтен каламаççĕ. Техника культурисене утартан 5 çухрăмран çывăхра акмалла мар тенине илтетĕп. Çак йĕркене нумай хуçалăхра пăхăнаймаççĕ, вĕсене çывăхри уйра çитĕнтернĕрен хуртсене сиенлес хăрушлăх пур. <...>
Михаил ИВАНОВ.
♦ ♦ ♦
Ял хуçалăхне те кĕнĕ çĕнĕлĕх
1976 çул тĕлне, 50 çул каялла, çĕршыври мĕн пур совхозра хуçалăх расчечĕпе усă курма пуçланă. Унпа çыхăннă ыйтусене АПК ветеранĕ, Елчĕк районĕнчи Пикшик ялĕнче çуралнă Арибзян Багаутдинов хуравлать.
— Арибзян Минуллович, хуçалăх расчетне СССРта хăçан ĕçе кĕртме тытăннă?
— 1965 çулта. Çĕнĕлĕхе «Косыгин реформи» тетчĕç. Ăна партин Тĕп комитечĕн пленумĕн «Промышленноçа тытса тăрассине лайăхрах йĕркелесси, промышленноç производствине ӳстерме экономикăра майсем ытларах тăвасси тата ăна планлассине çĕнетесси çинчен» йышăнăвĕпе никĕсленĕ. Малтан хуçалăх расчетне хăйсен ĕçне йĕркелес енĕпе тивĕçĕсене сарма ирĕк панă патшалăх предприятийĕсемпе производство пĕрлешĕвĕсем ярса илнĕ. Асăннă йышăнупа килĕшӳллĕн вĕсен продукци номенклатурипе ассортиментне палăртса çирĕплетме, хăйсем тунă усламран производствăна инвестици хывма, тавар парса тăракансемпе тата потребительсемпе нумай вăхăтлăх çыхăну йĕркелеме, коллектив йышне тата ăна хавхалантармалли фонда çирĕплетме право пулнă. Колхозсене вара вăл 1965 çултан тытăнса тапхăрăн-тапхăрăн çитнĕ. 60 çул каялла патшалăх вĕсенче кашни уйăхра ĕç укçи тӳлемелли çирĕп йĕркене, уй-хир бригадисемпе фермăсенче хăйсен хуçалăх расчетне ĕçе кĕртме тытăннă. Вăл производство тухăçне ӳстерме, продукци ытларах туса кăларма хистессе шаннă.
— Реформăна кам пуçарса янă?
— СССР Министрсен Канашĕн Председателĕ Алексей Косыгин. Реформа тĕллевĕсем — предприятисем хăйсен мĕн пур тăкакне туса кăларнă продукцие сутса илнĕ тупăшран саплаштарасси, хуçалăх тилхепине центр çирĕплетнĕ хаксен картинче тытса пырасси.
— Пĕтĕм тăкака коллектив ĕçлесе тунă тупăшран саплаштарма 60 çул каяллах тĕллев лартнă. Халĕ, рынок тапхăрĕнче, предприятисен ĕçĕ-хĕлĕнче вăл тĕп вырăн йышăнать. Тĕрĕс-и?
— Çапла. 1950-1960 çулсенче пурнăçлама вĕсене 20-30 тĕрлĕ план çирĕплетсе панă — хăш тавар лайăхрах сутăннине палăртса туса кăларма пултарайман. Реформа 9 тĕрлĕ план çеç хăварнă, производствăна аталантарма, тухăçлă ĕçлекенсене хавхалантарма, социаллă пурнăçпа культура ыйтăвĕсене татса пама, пурăнмалли вырăн тутарас тĕллевпе хăйсен фондне йĕркелеме, продукцин пĕр пайĕн хакне потребительпе килĕштерсе сутма ирĕк панă. 1979 çулта «Хуçалăхсен ĕçне йĕркелемелли саккунсене малалла çĕнетмелли мерăсем çинчен» йышăну тухрĕ. Документра хуçалăх расчечĕ пысăк вырăн йышăнать, ăна нумай вăхăтлăх валли çирĕплетнĕ экономика нормативĕсемпе килĕшӳллĕн аталантармаллине палăртнă.
— Хуçалăх расчетне пурнăçа кĕртессине хирĕçлекенсем пулнă-и?
— Пулнă. Тĕслĕхрен, партин Тĕп комитечĕн политбюровĕн членĕ Николай Подгорный, 1965-1977 çулсенче — СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ. Вăл 1965 çулта экономика реформине хирĕçлесе пĕрре çеç мар сăмах каланă, ăна çĕршывра пурнăçа кĕртме аталанăва майлă вăхăт çитмен, реформăна пуçласа яма малтан экономикăна çине тăрсах хатĕрлемелле, хуçалăх расчетне сарса халăх хуçалăхĕн тытăмне хăрушлăха кĕртсе ӳкерме пултаратпăр, вăл çынсен пĕр пайне ĕçсĕр хăварма, рынок механизмĕсене вăйлатма пултарать тесе шухăшланă. Алексей Косыгина унăн çумĕ Николай Тихонов та хирĕç пулнă. Сăмах май, вăл 15 çул Косыгин заместителĕнче ĕçленĕ. Çĕнĕлĕхе хирĕç тăракансем идеологи аргуменчĕсемпе усă курса реформаторсене пăчлантарма тăрăшнă, вĕсене «Хĕвел анăçпа вылянăшăн», «социализма сутнăшăн», «Совет Союзĕшĕн ют идейăсене çĕршыва кĕртнĕшĕн» айăплама тăрăшнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментари хушас