Фермер ĕçĕ – чун туртăмĕ

3 Нарăс, 2020

Хăй вăхăтĕнче вăл Мускавра ĕçлесе пурăннă. Тăван тăрăха сайра хутра çеç килсе çÿренĕ. Уй-хир çум курăкпа хупланнине курсан çамрăкăн чун-чĕри ыратнă. Вăл çуралнă тăрăха таврăнма тĕв тунă. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче тĕпленнĕ Ферид Чабатов фермер çинчен пырать.
«Эпĕ — чăн-чăн хресчен»
— Ферид Кияметдинович, çĕршывăн тĕп хулинчен таврăннăшăн ÿкĕнместĕр-и? Халиччен хула çынни пулаттăр.
— Çук, пĕрре те ÿкĕнместĕп. Эпĕ — чăн-чăн хресчен. Тăван уй-хирте хыт хура ÿсни чуна ыраттаратчĕ. 90-мĕш çулсем манăн пурнăçа тĕпрен улăштарчĕç. «Яла таврăнса хир сухалăп, тыр-пул çитĕнтерсе çăкăр çийĕп. Çав вăхăтрах лăпкă та ирĕклĕ пурăнăп», — теттĕм хама лăплантарса. Çавна май 2003 çулхи кĕркунне хирсене сухалама пуçларăм: малтан – пĕрне, кайран — теприне. Çĕрсене арендăна илтĕм. Ун чухне колхоз председателĕнче Ренат Сыраев ĕçлетчĕ. Чăннипе каласан, çĕр илнишĕн атте-аннерен сăмах та тиврĕ. Ренат абы вара мана 233 гектар лаптăк уйăрса пачĕ. Çакăншăн паянхи кунччен тав тăватăп ăна. Вăл мана шанчĕ. Каярахпа ял çыннин хăйĕн çĕр пайне сутма ирĕк пурри çинчен калакан саккун тухрĕ. Ĕçлесе илнĕ укçапа майĕпен лаптăксем туянтăм. Халĕ манăн ытларах пайĕ — туянни. Çав вăхăтрах арендăна илнисем те пур. Вĕсемшĕн ял халăхне çулсерен 200 килограмм тырă паратăп. Паянхи кун тĕлне йĕркепе çирĕплетнĕ лаптăк пирĕн — 520 гектар ытларах. Унта тĕшĕллĕ культурăсем тата çĕр улми лартса çитĕнтеретпĕр.
— Çĕре юратасси мĕнрен пуçланнă-ха сирĕн? Ахăртнех, аçăр-аннĕр те çĕр ĕçченĕсем пулнă пулĕ.
— Çапла, атте хăйĕн ĕмĕрне водительте ĕçлесе ирттерчĕ. Чăн та, вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Анне вара колхозра вăй хунă. Вĕсем 4 ача çуратса çитĕнтернĕ: 3 ывăл та 1 хĕр. Пире ачаранах çĕр ĕçне хăнăхтарнă. Çавăнпа та фермер ĕçĕ маншăн пĕрре те ют мар. Эпĕ хамах тракторист, комбайнер, ветеринар…
Фермер ĕçне 2006 çулта йĕркелесе ятăмăр. Ĕçре мана мăшăр, ачасем пулăшаççĕ. Урăхла каласан, çемье бизнесĕ темелле ĕнтĕ. Сезон вăхăтĕнче ял çыннисене ĕçлеме илетпĕр.
Çĕрсене пурне те сухаласа акатпăр. Унсăрăн епле? Маларах Шăнкăртамсем çĕрсене кÿршĕ ялсене арендăна панăччĕ. Халĕ хамăрах сухаласа акма тăрăшатпăр. Хуçалăхсăр лаптăксене çитес вăхăтрах пĕтересшĕн. Хамăр çĕрпе хамăрăн хуçа пулмалла. Ют çын килсе вырнаçсан çĕрсĕр юлатпăр. Ачасене, мăнуксене мĕн калăпăр ун чухне?
— Эсир тĕш тырă, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернисĕр пуçне пулă ĕрчетессипе те ĕçлетĕр. Ку çул-йĕре епле суйласа илтĕр?
— Ку çул-йĕр еннелле Турă çавăрса пычĕ пулас. Кăмăл-туйăм çук пулсан ĕçе пуçăнаймастăн. Хупă бассейнра осетр йышши пулăсем ĕрчететĕп. Унсăр пуçне уçă вырăнта 2 гектар çинче пĕве пур, унта — кĕркке /форель/. 15 гектар йышăнакан пĕвере вара — тĕрлĕ йышши пулă. Çынсем унта çулталăкĕпех пулă тытаççĕ, тÿлевсĕрех.
Малашне хура вăлча туса илес ĕмĕтсемпе пурăнатăп. Анчах тĕллеве пурнăçличчен чылай тăрăшмалла. Калама çеç çăмăл, вăлча сутса укçа тăвасси часах пулмасть. Çитменнине, пулă ĕрчетесси йÿнĕ те мар.
Ку ĕçе 3 çул каялла пуçăнтăмăр. 2-3 çулсенчи пулăсене Пушкăртстанран илсе килтĕмĕр. Халĕ вĕсем 5-6 çулсенче. Иртнĕ çул Аçтăрхантан ятарлă специалистсене чĕнсе илсе вĕсене УЗИ турăмăр. Кăçал тепĕр хутчен чĕнсе илесшĕн, пулăсем мĕнле аталаннине тишкеретпĕр. Çак процедура пĕрре те йÿнĕ мар.
Пире Мускав та çулсеренех тĕрĕслесе тăрать. Ятарлă специалистсем килсе кĕрккене, осетра шăнтса тĕп хулана анализ валли илсе каяççĕ. Сăмах май, осетр йышши пулла ĕрчетекен çын çеç сутма пултарать. Унсăрăн вăл браконьер шутланать.
— Пулла мĕн çитеретĕр?
— Осетр йышши пулăсем /вĕсем çăткăн чĕр чун шутланаççĕ/ тĕш тырă çимеççĕ. Вĕсене выльăх-чĕрлĕхĕн ăш- чиккипе /чĕрепе, пĕверпе/ апатлантаратпăр. Пасартан туянас пулсан çакă хака ларать. Юрать, хамăрăн выльăх-чĕрлĕх пур. Унсăр пуçне хутăштарса памашкăн ятарлă апат-çимĕç туянатпăр. Ăна Саратовран кÿрсе килеççĕ.
— Ферид Кияметдинович, пулă ĕрчетекенсене патшалăх субсиди парса пулăшнине илтнĕччĕ. Эсир çак пулăшупа усă куратăр-и?
— Çакнашкал программа пулнине эпĕ пĕлетĕп, анчах унпа усă курма васкамастăп. Патшалăх укçи-тенкипе аталанма иккĕленсе тăратăп хальлĕхе. Хамăн укçа-тенкĕпех ерипен ĕçлесе пыратăп. Тен, малашне илме те тÿр килĕ, пурăнăпăр — курăпăр. Мана тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшса пынăшăн ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонова тав тăватăп.
— Хуçалăх самай пысăк. Выльăх-чĕрлĕх те пур терĕр…
— Мăйракаллă шултра выльăх тытатпăр, 18 пуç. 2017 çулхи декабрьте хамăр укçа-тенкĕпе усă курса биокаяш тирпейлекен цех уçрăмăр. Çавна май ĕç вырăнĕсем те йĕркелерĕмĕр. Чи кирли — тасалăха çирĕп пăхăнни. Таврара нимĕнле шăршă-маршă та кĕмест. Малашне ăна аталантарас ĕмĕтсем пур.
Çуракине хатĕр
— Умра — çураки. Ăна хатĕрленме пуçларăр-и?
— Эпир çуракине хатĕр: удобрени туяннă, вăрлăх пур, тракторсем пурте юсавлă. Вăрлăха тăтăшах улăштарса тăратпăр, элита, суперэлита лартма тăрăшатпăр. Кăçал валли те укçа тÿлесе хутăмăр, çитес вăхăтрах илсе килĕпĕр. Пĕлтĕрхи тухăç савăнтарчĕ: тĕшĕллĕ культурăсене гектартан вăтамран — 42 центнер, çĕр улмине 220 центнер пухса кĕртрĕмĕр.
Çĕр ĕçченне тухăçа ăçта вырнаç¬тарасси канăç памасть паллах. Сăмахран, виçĕм çул та, пĕлтĕр те çĕр улми хакĕ пĕчĕк пулчĕ. Тар тăкса çитĕнтерни харама кайрĕ тейĕн. Астăватăп: пĕр çулхине çеç, ытти регионта шăрăх çанталăк пулнăран, çĕр улмине хаклăрах сутма пултартăмăр эпир. Тыр-пула пĕлтĕр тупăшлă вырнаçтараймарăмăр.
Çĕр улмине те, тырра та хĕл каçарма тăрăшатпăр, управсем пур. Тĕшĕллĕ культурăсене упрама çăмăлрах. Лайăх çанталăкра пухса кĕртни çуркуннеччен складра аван тăрать. Çĕр улми вара апла мар. «Иккĕмĕш çăкăра» та удобренисĕр çитĕнтерейместĕн. Ăна сапсан упрама хĕнрех, çĕрĕшме пăхать.
Кĕркунне 300 гектар çине тулă акса хăвартăмăр, çуркунне 210 гектар урпа акасшăн. «Иккĕмĕш çăкăра» та лартатпăр.
Ман шутпа, çĕре таса çĕртме /черный пар/ валли хăвармалла. Çавăн чухне тин вăл пире тухăçпа савăнтарĕ. Эпĕ хам виçĕ çул çапла ĕçлеме тăрăшатăп. Паллах, кун пек чухне ĕç нумай: çум курăка пĕтермешкĕн лаптăка 4-5 хут сухаламалла. Анчах çĕр канать, çакă паха. Мăн асаттесем ахальтен мар çакăн пек йĕркепе вăй хунă. Чи кирли — çĕр канни, ăна тĕрлĕ удобренипе апатлантарманни. Каннă лаптăкра икĕ хут нумайрах тухăç илме пулать.
— Паллах, пурнăç урапи тикĕс куç¬масть. «Ырă ут та такăнать», — теççĕ халăхра. Мĕн пăшăрхантарать сире паян?
— Икĕ çул ĕнтĕ шанчăксăр çынсемпе судлашатпăр. Пĕрле ĕçлетпĕр тесе калаçса татăлтăмăр та вĕсем мана «шăнман пăр çине» лартса хăварчĕç. Çитменнине, суя документсем тупса хăйсен айăпне сиресшĕн, манран укçа шыраса илесшĕн. Юрать-ха, суд ĕçе тĕрĕс хаклать, пуринче те эпир çĕнтертĕмĕр. Юлашки суд февраль уйăхĕнче пулмалла.
Ултавлă çынсемпе ытти ентеш те тĕл пулма пултарать. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Вĕсен серепине çаклансан часах хăтăлаймăн.
– Ĕçсĕр пуçне эсир мĕнпе кăсăкланатăр?
— Эпĕ — регионти «Корэш» федераци ертÿçи тата тренерĕ. Тренер карьерине эпĕ Шăнкăртамри спорт залĕн никĕсĕ çинче пуçăннă. Манăн вĕренекенсем Раççей, республика шайĕнчи ăмăртусенче тивĕçлĕ вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Эпĕ çавăн пекех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ. Хамăн вĕренекенсемпе чăннипех мăнаçланатăп. Сăмахран, Марат Купкенов 2015 çулта тĕнче чемпионĕ пулса тăчĕ. \
— Эсир, аçăр-аннĕр пекех, ачăрсене çĕре юратма вĕрентнĕ ĕнтĕ. Ахальтен мар пĕрле ĕçлетĕр. Эппин, малашлăх — вĕсенче.
— Çапла, ачасемпе пĕрле ĕçлетпĕр, мăнук та пур. Малашлăх пурри шанăç кÿрет. Вĕсем фермер хуçалăхне аталантарасса шанатăп.
Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.