Чăвашла верси
Русская версия
«Кашни инкек асра юлать»
Ăна талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те шăнкăравласа йыхравлама пултараççĕ. Ĕçĕ çавнашкал Наталия Лебедевăн: хăрушă. Унран ытла — яваплă. Атăлта е кӳлĕ-пĕвере кимĕ çаврăнса ӳкнĕ-и, этем путнă-и е тата ахаль çыннăн чунне çӳçентерекен ытти инкек пулнă-и — çийĕнчех Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн Пĕчĕк шыв транспорчĕсен патшалăх инспекцине шăнкăрав çитет. Наталия шăпах çак ведомствăн аслă инспекторĕнче тăрăшать.
— Аннен аппăшĕн мăшăрĕ пушар хуралĕнче вăй хуратчĕ те унăн форми килĕшетчĕ. Анчах анне сĕннипе шкултан вĕренсе тухсан çыхăну техникумĕнче пĕлӳ пухрăм. Диплом илсен пушар чаçне вырнаçрăм, кадрсемпе ĕçлекен инспекторта тăрăшрăм. Унтан чрезвычайлă лару-тăру тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче çăлавçăсене вĕрентрĕм, вĕсене удостоверени те валеçеттĕм. Хыççăн 01 пĕрлехи диспетчер службинче ĕçлерĕм. Икĕ çул иртрĕ-тĕр — ĕç вырăнне улăштарма шухăшларăм та почта уйрăмне кайрăм. Унта нумай тытăнса тăмарăм — Пĕчĕк шыв транспорчĕсен патшалăх инспекцийĕнче тĕп специалист эксперт тивĕçĕсене пурнăçлама пуçларăм. Ултă çултан Шупашкар уйрăмĕн инспекцин ертӳçин должноçне шанчĕç. Паянхи кунччен те унтах эпĕ, — хăйĕнпе паллаштарчĕ Шупашкар округĕнчи Мăн Кипулăх ялĕнче çуралса ӳснĕ Наталия Александровна.
Шыв çинче инкек пулнă вырăна тухнисĕр, кунсерен дежурствăра тăнисĕр пуçне вăл кимĕ-катерсене регистрацилет, тĕрĕслет, шута илет тата ытти те. Ĕç çителĕклех, чылай чухне пуç çĕклемесĕрех тăрăшма тивет.
— Ĕçтешсенчен ытларахăшĕ — арçын. Çапах та йывăрлăхсем тухман, вĕсем яланах пулăшаççĕ. Вĕрентекенсем те лайăх çынсемччĕ. Хамăн ĕçе юрататăп. Çулла кашни ĕç кунĕ Атăл çинче иртет, канасси пирки шухăшламастпăр та. Ун чухне инкек сахал мар пулать. Кашни шăнкăрав — стресс, пăшăрхану, куляну. Кашни инкек астăвăмра ĕмĕрлĕхе юлать. Уйрăмах, ачасем путса вилнине курсан… — пăшăрханса калаçрĕ инспектор.
Хăй уçăмлатнă пĕрремĕш инкеке те паянхи пек астăвать Наталия:
— Муркаш тăрăхĕнчи Ильинка салине çула тухма тиврĕ ун чухне. Юхан шывра катер евĕр кимĕ çаврăнса ӳкнĕ. Ĕнер мăшăрланнă çамрăксем тусĕсемпе унпа ярăнма кайнă та... инкеке лекнĕ. Каччисем пурте ишсе тухнă, тин çеç пӳрнине венчет çĕрри тăхăннă пике вара çăлăнайман. Каютăра пулнăскер алăк питĕркĕчне уçайман… Унăн кĕлеткине çăлавçăсем кăларчĕç. Тепрехинче вăл Сергей Аршинов ĕçтешĕпе Атăлта патрульте пулнă. Каçхи 8 сехет те çитнĕ, киле кайма пуçтарăнмалла ĕнтĕ. «Тем чун вырăнта мар, ăш вăркать», — хăрушлăха сиснĕн сăмах хушнă арçын. «Йăлтах йĕркеллĕ пулать», — çапла калама ĕлкĕрнĕ çеç Наталия Александровна, шăнкăрав çитнĕ. Санкт-Петербургран Аçтăрхана çити каякан кимĕ Атăлта йывăр ларутăрăва лекнĕ-мĕн. Çав каç çанталăк лăпкă тăман, тăвăл алхаснă, шыв та пăтраннă. Хайхи кимĕ «Çĕнĕ сала» микрорайон патĕнче чарăнса ларнă, унăн пĕр двигателĕ юрăхсăра тухнă. Шыв çинче аран, халь-халь ӳпĕнессĕн, тытăнса тăнă вăл. Унта вара 5 çитĕннĕ çын, 2 ача…
— Çанталăк ая-яй тискерччĕ, кимĕ патне çитнĕ тĕле йĕп-йĕпе пултăмăр, пирĕн катера кĕрекен шыва насус та сăвăрса ĕлкĕрейместчĕ. Хайхи кимĕ эпир шухăшланинчен пысăкрах иккен. Ăна хамăрăн катер çумне кăкарса сĕтĕрме тăрăшрăмăр, анчах ĕç тухмарĕ. Пулăшмашкăн ĕçтешĕмĕрсене чĕнсе илтĕмĕр. Çапла икĕ катерпа кимме çыран патне илсе çитертĕмĕр. Таврара сĕм тĕттĕм ĕнтĕ, çил арăш-пирĕш тустарать. Ĕçе вĕçленĕ тĕле çур çĕр çитрĕ. Сехĕрленнĕрен чĕтреме ернĕ капитан пирĕн алăсене чăмăртаса чунран тав турĕ, — калаçрĕ хĕрарăм.
Тепĕр хăрушă инкеке те аса илчĕ Наталия Александровна. Икĕ çул каялла утă уйăхĕнче пулнă ку. Амăшĕ икĕ пĕчĕк ачипе, тата темиçе çынпа утрав çинчен «пысăк çыран» хĕррине çитме тухнă. Ун чухне те тăвăллă çанталăкчĕ. Кимĕри ушкăн та унăн тыткăнне лекнĕ. Хĕрарăмăн кĕçĕн пепкин, кăкăр ачин пурнăçĕ татăлнă ун чухне. Наталия Александровнăн куçĕ умĕнчен халĕ те чуна çӳçентерекен ӳкерчĕк каймасть: хура шывра пукане евĕр ача кĕлетки выртать... Çийĕнче подгузник пулнăран кăна вăл аяла анса кайман.
Шыв мĕн тери хăрушă пулнине пĕлнĕренех Наталия Александровна кӳлĕ-пĕвере чӳхенмест. Ывăлне Егора та кашнинчех хăрушсăрлăх пирки аса илтерет, ăна 3 çултах бассейна ишме вĕрентме çӳренĕ. Вăл шыв хĕррине кайрĕ тĕк амăшĕ канăçне çухатать. Стреса тата пăшăрханăва сирме ăна ĕçтешĕсем, мăшăрĕпе ывăлĕ пулăшаççĕ. «Хăрушлăх туйăмне хăнăхрăм темелле-ши?» — калаçрĕ лăпкăн вăл.
Профессири ăсталăх Наталия Александровнăна пĕлтĕр çĕршыври «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» конкурсра «Пĕчĕк кимĕсемпе ĕçлекен чи лайăх инспектор» ята тивĕçме май панă, кăçал вăл çак тупăшурах 3-мĕш вырăна тухнă. Раççей МЧСĕн ятарлă кăкăр паллине тивĕçни те унăн тăрăшулăхне çирĕплетет.











Комментари хушас