Чăваш хĕрарăмĕ 8 (1287) № 02.03.2023

2 Пуш, 2023

Сивĕ шыв тыткăнĕнче

Хĕвел пек йăл-йăл çиçсе кĕчĕ вăл пÿлĕме. Сарă çÿçлĕскер, кăвак куçлăскер темле асамлă та çутă хăват сапаларĕ. Ăшшăн йăл кулаканскер пурнăçа юратни, кашни самантпа киленни тÿрех палăрчĕ. Урăхла май та çук тейĕн. Хушамачĕ те çакнах систерет — Мудрая. Сивĕрен хăраман, хĕлле те ишме кăмăллакан Александра çак кунсенче Калининград облаçĕнчи Шенфлиз кÿлли хĕрринче иртнĕ Раççей чемпионатĕнчен сивĕ шывра 25, 50 тата 100 метр дистанцисене парăнтарса виçĕ «кĕмĕлпе» таврăннă. Çитĕнÿсем тавра калаçмашкăн, сывă пурнăç йĕрки çынна мĕн тери хавхалантарнине сÿтсе явмашкăн Республикăри хĕллехи ишевпе пиçĕхÿ АквАйСпорт федерацийĕн хастарне Александра Мудраяна «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Анлă Атăл хĕрринче

— Александра, сирĕн хушамат республикăра кăна мар, çĕршывра та сайра тĕл пулать ахăртнех.

— Хушамат — аттерен. Вăл Бахчисарайра çуралса ÿснĕ. Хăй вăхăтĕнче аннепе иккĕшĕ Шупашкара пурăнма килнĕ. Хушамат чăннипех те илемлĕ, çавăнпах качча кайсан та улăштарас килмерĕ ăна. Мăшăрăм Евгений те хирĕçлемерĕ. Тепĕр тесен, упăшка хушамачĕ те янăравлă — Бритвин.

— Ăмăртуран мĕнле кăмăлпа таврăнтăр? Кунашкал тупăшусене час-часах тухса çÿретĕр-и?

— Ăмăрту питĕ килĕшрĕ, çав тери хавхаланса таврăнтăм. Эпĕ «çамрăк» морж. Шыва кĕме пуçлани иккĕмĕш хĕл кăна-ха. Вырăнти ăмăртусене, кÿршĕлле регионсене тухса курнă. Кун пек пысăк ăмăртăва вара пуçласа хутшăнтăм. Хĕллехи ишев — спортăн çамрăк тĕсĕ темелле. Вăл аталанса кăна пырать-ха. Сивĕ шыва чăмма кăмăллакансем унччен те пулнă паллах. Анчах та спорт тĕсĕ пек палăрмашкăн хăйне май йĕркене пăхăнмалла. Сăмахран, сывлăха çирĕплетмелли клубсем мар, вырăнта та федерацисем кирлĕ тата ытти те. Çавăнпах Раççейри хĕллехи ишев федерацийĕ йĕркеленĕ кубока официаллă малтанхи ăмăртусен йышне те кĕртме пулать. Вăл сакăр тапхăртан тăрать. Эпĕ тăваттăмĕшне хутшăнтăм. Сивĕ шывра ишме вĕренесси вара хăйне май пулса тухрĕ. Республикăра Атăл урлă ишес енĕпе ăмăрту çуллен иртет. Шăпах унта хутшăнас ĕмĕтпе хавхалантăм. Шыва кĕме çÿренĕ май чăмпăлтатма атте ача чухнех хăнăхтарнă-ха. Анчах та Атăл урлă каçмашкăн кунашкал пĕлÿ кăна çителĕксĕррине каларĕç. Çапла тренер тупса ятарласа спортсмен пек ишме вĕренме тытăнтăм. Хăнăхнă май бассейнра кăна чăмпăлтатмалла мар, уçă шыва та тухмалла. Çапла уçă вырăнта ишни мана ытларах та ытларах илĕртме пуçларĕ. Çулла кăна мар, кĕркунне те Атăл хĕрне тухакан пултăм. Майĕпен хĕлле те шыва кĕме тытăнтăм. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Пĕри варалать, тепри тасатать…

Шупашкар таса хула пулнине килен-каян та асăрхать, хамăр та сăнатпăр çакна. Шел те, çакă кунта пурăнакансем е хăнасем питĕ тирпейлĕ пулнипе çыхăнман. Тасатса тăракансен ĕçне пула кăна çуркунне çитсен чечек-курăк ешерет, çÿп-çап купи айне пулмасть. Çак шухăш пуçра çирĕп вырнаçнă. Урăхла пулма та пултараймасть. Ара, кашни çул юр каяссинчен шикленсе тăрать чун. Çанталăкĕ ăшăтни лайăх-ха, хĕвел йăлтăртарах кулма пуçлани чуна та ăшăтать. Анчах та хĕлĕпе пухăннă вараланчăк купи ытла хăрушшăн тухса пырать кунсерен ирĕлекен юр айĕнчен. Мĕн кăна çук! Йăлана кĕнĕ субботник ирттермесен хула урамĕсем мĕне çаврăнĕччĕç-ши?

Çак кунсенче курни çапах та тĕвĕленсе çирĕпленнĕ çак шухăша улăштарма пултарчĕ. Хулан Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи урамĕпе утнă май хирĕç килекен çамрăк арçын хăйне ăнланмалла мар тыткаланине асăрхасан тинкерсех сăнамасăр чăтаймарăм. Пĕр пĕшкĕнет хайхи, пĕр тăрать… Мĕн хăтланать? Çывăхарах çитсен асăрхарăм — утнă майăнах çул çинчи çÿп-çапа пуçтарса пырать… Пĕр вырăнта канфет хитре хучĕ выртать, тепĕр çĕрте — пирус тĕпĕ, троллейбусăн пĕрре ярăнмалли билетне те çил вĕçтерсе çитернĕ авă. Хайхискер йăлт пуçтарса аллинчи пĕчĕк хутаçа пухать. Тулнине общество транспорчĕн чарăнăвĕнчи çÿп-çап савăтне пăрахса хăварать…

Кун пекки те пулать-и? Такам хистенипе е шалу тÿленипе мар, хăйĕн ирĕкĕпех утма çула тасатса пырать арçын. Пĕри варалать, тепри вара тасатать… Иккĕшĕ те пĕр обществăрах пурăнаççĕ вĕт… ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак тема çине уйрăмах пусăм тунă. Паян экологи общество тата кашни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Пандеми те, экономика тата политика кризисĕ те унăн пĕлтерĕшне чакармаççĕ. Çут çанталăка упрасси, унăн пуянлăхĕпе пĕлсе усă курасси пирĕн регионăн приоритетлă аталанăвĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Экологипе, çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе республика тимлесе ĕçлет. «Экологи» наци проектне пурнăçлас тĕллевпе пысăк калăпăшлă ĕçсем пулса иртеççĕ. Ахальтен мар республика Раççейри экологи рейтингĕсенче малти вырăнсене йышăнать. Общество тенĕрен вара, тавралăха хăйсен ирĕкĕпе упракансем чăнласах пур пирĕн хушăра. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çумĕнче тавралăха сыхлакан общество инспекторĕсен тытăмне йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть çак ведомствăра ятарлă комисси ларăвĕ иртнĕ, унта шăпах асăннă инспекторсен ĕç-хĕлне йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Ырă усала çĕнтеретех

Александр Островский çуралнăранпа кăçал 200 çул çитет. Эпир сумлă çак пулăмран айккинче тăрса юлма пултараймастпăр паллах — Чăваш театрĕ пĕрремĕш спектакльне шăпах Александр Николаевичăн «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» ĕçĕ тăрăх хатĕрлесе сцена çине кăларнă вĕт.

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çул тултарнине халалланă мероприятисен хушшинче те унăн ĕçнех суйласа репертуара кĕртнĕччĕ эпĕ. Халĕ те, юбилей тĕлне, куракана Александр Островский ĕçĕпех — «Юлашки парăм» спектакльпе — савăнтарасшăн. Премьера пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртмелле. Театр тĕп тĕллевĕ — тăван халăх культурине, йăлийĕркине, чĕлхине упраса хăварасси. Репертуара çак ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпе йĕркелетпĕр. Çамрăксене ытларах явăçтарас килет — шăпах вĕсем чăваш чĕлхинчен писсе пыраççĕ вĕт. Шкулта та, çемьере те анне пилленĕ чĕлхе манăçа тухса пырать. Çакăншăн чун питĕ ыратать. <...>

Наталия СЕРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.