- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 50 (1329) № 21.12.2023
Регионăн хăйне евĕрлĕхне кăтартасшăн
Мускаври ВДНХра иртекен «Раççей» куравра ЧР Вĕрентÿ министерстви хăйĕн экспозицийĕпе паллаштарнă. Ведомствăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланма пыракансене чăваш наци тата елка тумне тăхăннă педагогсем кĕтсе илеççĕ.
Экспозиципе ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров паллаштарнă. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаевăпа Анатолий Аксаков тĕрлĕ регионтан килнĕ студентсемпе тата шкул ачисемпе тĕлпулу ирттернĕ. «Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕ умĕн Вĕрентÿ министерстви пысăк программа хатĕрленĕ, тĕрлĕ ăсталăх класĕ ирттерме палăртнă. Унсăр пуçне эпир хамăр регионăн хăйне евĕрлĕхне кăтартасшăн. Мĕншĕн тесен Чăваш Ен — нумай нациллĕ, конфессиллĕ республика. Эпир пирĕн культура тата чĕлхе мĕнле аталаннине, хамăр туслă пурăннине кăтартасшăн», — палăртнă Дмитрий Захаров. Вăл Алла Салаевăпа пĕрле колледж-техникумра ăс пухакан, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракан студентсемпе тĕл пулса професси суйласси, çĕршыври вĕрентĕвĕн пуласлăхĕ тата паянхи лидерăн мĕнле пулмалли пирки калаçнă. Алла Салаева чăн-чăн лидерăн яваплăха туймаллине каланă: «Депутат, министр е пысăк предприяти пуçлăхĕ пулас килсен хăвăрта çак ене аталантармалла. Ун пек кăна хăвăр тавра çынсене пухма пултаратăр». Студентсем унăн политикăри çул-йĕрĕпе кăсăкланнă. Анатолий Аксаков депутат Чăваш Ен стенчĕ патĕнче «Пĕлтерĕшли çинчен калаçни» тĕлпулу йĕркеленĕ. Унта Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски округĕсенчи кăна мар, Сахалинти шкул ачисем те хутшăннă. <...>
Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ
♦ ♦ ♦
Чун ăшшине кашни вĕренекенне парнелерĕ
«Учитель» сăмаха илтсенех чунра темĕнле пăлхану туйăмĕ палăрать. Тепĕр тесен, ку сăмахра нимех те çук темелле. Çапах та куç умне пĕр-пĕр çын сăнарĕ тухса тăрать. Çыннăн пурнăçĕнче учитель нумай пулать. Манăн наставник — анне Нина Замятина. Çук, ашшĕ-амăшне юратнăран каланă сăмах мар ку. Анне чăннипех те пултаруллă та тăрăшуллă педагог, вăл пурнăçне вĕрентÿ тытăмне халалланă. Çывăх çыннăм 1960 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче Муркашра çуралнă.
Анне мĕншĕн учитель пулма шухăшланă-ха? Вăл каланă тăрăх, ача чухне тухтăр тата вĕрентекен профессийĕсем пирки кăна пĕлнĕ. Çавăнпах-тăр, професси çинчен ыйтсан вăл пĕр шухăшламасăр учитель пуласси пирки каланă. Ун чухне вăл 4-мĕш класра вĕреннĕ. Пĕррехинче, çуллахи каникул вăхăтĕнче, тăванĕ патне кайсан акăлчанла çырнă кĕнеке тупнă. Кивĕ сунтăхăн çивиттине илнĕ те унта акăлчанла пĕрремĕш сас паллисем çырма хăтланнă вăл. Çакăнтан пуçланнă та аннен учитель пуласси. Пиллĕкмĕш класра вăл шкулта акăлчан предметне вĕренме тытăннă. Анна Николаевна учитель çак урока вăйă мелĕпе ирттернĕ. Часах çамрăк педагог хулана пурăнма куçнă, ун вырăнне Тамара Анатольевна вĕрентме тытăннă. Ырă кăмăллă, опытлă учитель аннешĕн чăн-чăн педагог эталонĕ пулса тăнă. 10 класс пĕтерсен анне И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют çĕршыв чĕлхисен факультетне вĕренме кĕнĕ. Пилĕк çул ăнăçлă вĕреннĕ хыççăн, 1982 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче, ăна Якаткасси шкулне ĕçлемешкĕн кайма направлени панă. Унта тÿрех 5-мĕш класс ачисене ертсе пыма тата аслă вожатăй пулма шаннă. Ачасем аннене Нина Николаевнăна тÿрех кăмăлласа йышăннă. Вăл акăлчан чĕлхипе класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркеленĕ, сăвăсемпе юрăсем, каларăшсем вĕреннĕ, çывăхри ялсене концертпа тухса çÿренĕ. Çамрăк педагог çакăнтах аттепе паллашнă, 1985 çулта вĕсем çемье çавăрнă. 1989-2000 çулсенче çав шкулта анне вĕрентÿпе воспитани енĕпе директор çумĕ пулса ĕçлерĕ. Хыççăн ăна Чуманкасси шкулне куçарчĕç. Учительте вăл 41 çул ытла вăй хучĕ. Анне хăйĕн пĕлĕвне, вăй-халне, чун ăшшине кашни ачана парассишĕн чунран тăрăшрĕ. Ачасемпе анне хушшинче яланах килĕшÿ пулнă. Вăл ĕçченлĕхĕпе, ăсталăхĕ пысăк пулнипе, ачасене юратнипе палăрса тăратчĕ, кашни ача шăпишĕн пăшăрханатчĕ. Анне ачасен çитĕнĕвĕсемшĕн халĕ те савăнать. Унăн вĕренекенĕсем те ăна ăшă туйăмпа тав тăваççĕ. Ахальтен мар шкултан вĕренсе тухнисем ун патне пĕлÿ çуртне пырса çÿренĕ. Вĕсем киле хăнана пыраççĕ, хăйсен савăнăçĕпе йывăрлăхĕ пирки каласа кăтартаççĕ. Анне шкултан вĕренсе тухнă ачасен пурнăçĕпе кăсăкланса тăрать. Нина Замятина Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин, Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин тата районти вĕренÿ пайĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕ, пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Унăн ĕçне чăннипех те çÿллĕ шая хурса хакларĕç. 2007 çулта вăл класс ертÿçисен районти конкурсĕнче «Опытпа ăсталăх» номинацире çĕнтерчĕ.
Маргарита АЛЕКСАНДРОВА
♦ ♦ ♦
«Мана, юрлас тесен, ÿкĕтлеме кирлĕ мар»
Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать… Ача чухне алă ăстисен ĕçĕ пирки юптармашкăн çапларах тупмалли юмах калаттăмăр. Çип тирнĕ йĕп çак хĕрарăмăн аллинче те выляса кăна тăрать. Питĕ илемлĕ тĕрлет вăл, çыпăçуллă, такам та ăмсанмалла, хитре япаласем çĕлет. Çавăн пекех чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçне капăр янтăлать: «Уяв» халăх ансамблĕн хастарĕсем валли хушпу-тухья мĕн чухлĕ хатĕрлемен-тĕр вăл! Паян редакци тĕпелне хитре те уçă саслă, хăех сăвăлакан-кĕвĕлекен юрăçа, алă ăстине Светлана Орешкинăна /хĕр чухнехи хушамачĕ — Терентьева/ чĕнтĕмĕр.
Сăвă çырасси — амăшĕнчен
— Эсĕ пысăк сцена çине тухнăранпа вăхăт чылай иртрĕ. Малтанах «Уяв» ансамбльте пултарулăхупа савăнтараттăн. Унтан хăв тĕллĕн юрлама пуçларăн. Халăх чылай юрруна кăмăлларĕ, вĕсене радиопа та тăтăшах илтме пулать. Çакна ятарласа вĕренмен эсĕ. Пĕлес килет: пултарулăх ăçтан, камран куçнă сана?
— Пилĕк ачаллă çемьере иккĕмĕш пулса çут тĕнчене килтĕм. Асли пурнăç тăршшĕпех почтăра ĕçлерĕ, халĕ — тивĕçлĕ канура. Манран кĕçĕннисенчен пĕри — фельдшерччĕ, тепри выльăх тухтăрĕнче вăй хучĕ. Шел те, колхоз саланнă хыççăн ĕçне улăштарма тиврĕ. Шăллăмăн алли ылтăнччĕ. Пурнăç тăршшĕпе миçе трактор пухмарĕ-тĕр. «Кулибин» ята та тивĕçрĕ. Сцена мана ачаранах илĕртетчĕ. Артистка пулас ĕмĕтпе хавхаланаттăм. Тепĕр ĕмĕт те пурччĕ — артист мар тăк, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлес килетчĕ. Шел те, вăл та, ку та пурнăçланмарĕ, пурнăçăма пачах урăх профессипе çыхăнтартăм. Элĕк районĕнчи Крымсарайкă шкулĕнче 10 класс вĕреннĕ хыççăн документсене Канашри медицина училищине панăччĕ. Те хурлăха, те телее — студентсен йышне лекеймерĕм. Артист пулас ĕмĕт те пăчланчĕ — унта 5 çулта пĕрре кăна пуçтаратчĕç. Вĕренме кайнă пулсан та лекейместĕм, ахăртнех. Эпĕ вăтанчăкчĕ. Çу та вĕçленет, авăн уйăхĕ çитет. Мĕн тумалла? Ăçта та пулин вĕренме кĕресех килет. Пĕчĕкрен алă ĕçне кăмăлланăран аттене çапла каларăм: «Атя, документсене Çĕрпÿри училищĕне паратпăр — çĕвĕç пулатăп». Студентсене унта та илсе пĕтернĕ, тек йышăнмаççĕ. Атте Çĕрпÿрен киле таврăннă май Кострома облаçĕнче бухгалтера вĕренсе тухнă хĕрсемпе паллашрĕ. Çапла мана унти бухгалтерсен училищине кайса ячĕ. Чиперех вĕренсе тухрăм. Каярахпа ку енĕпе Ярославльте техникумра ятарлă вăтам пĕлÿ илтĕм. Шурă хута йĕрлеме студент çулĕсенчех пуçланăччĕ. Тĕрĕсрех, тата маларах йăл илнĕ-ха ку. Шкулта вĕреннĕ чухне манăн кашни сочинени сăвă йĕркисемпе вĕçленнĕ. Тантăшăмсем çакна пĕлнĕ те мана савнийĕсем валли шăрçаласа пама ыйтма тытăнчĕç. Бухгалтер дипломне алла илсен тăван яла таврăнтăм, пĕр вăхăт колхозра ĕçлерĕм. Мана ял канашĕн депутатне суйларĕç. Аппа Алина çав вăхăтра хулараччĕ. Манăн та ялтан тухса тарас килнĕ-тĕр. Шупашкарти пĕр предприятие оборудовани пайĕн инженерне вырнаçрăм. Общежитире пурăнаттăмăр. Унта хаçат килсе тăратчĕ. «Нарспи» /халĕ — «Уяв»/ ансамбле хĕрсемпе каччăсене йышăнни пирки пĕлтерĕве çавăнта асăрхарăм. Кайрăм. Юрлас килетчĕ-ха та манăн. Хытă тĕрĕслерĕç. Юрлаттарчĕç, ташлаттарчĕç… Илчĕç! Унта çулталăка яхăн çÿрерĕм. Унтан пăрахрăм. Пĕрре каймарăм, тепре… Каярахпа çĕнĕрен кайма тытăнмашкăн аванмарлантăм. Калатăп-çке, питĕ именчĕк пулнă. Хам «Нарспи» юрланине радиопа илтеттĕм те макăраттăм. Анчах кайма пур пĕр вăтанаттăм. Вăхăт иртрĕ. Кĕтмен çĕртен Зинаида Алексеевнăна /вăл вăхăтра «Нарспи» ушкăн ертÿçи/ троллейбусра тĕл пултăм. Палласа илчĕ мана, мĕнле сăлтавпа çÿреме пăрахнипе кăсăкланчĕ, каялла чĕнчĕ. Мана, юрлас тесен, ÿкĕтлеме кирлĕ мар. Нумай шухăшласа тăмарăм, каллех çÿреме пуçларăм. 1998 çулта пулчĕ ку. Пултарулăха 25 çул çак ушкăнра туптатăп. Хам тĕллĕн те юрлас килчĕ. Тĕрĕсрех, сăввăмсене юрра хывса халăх патне çитерес шухăш çуралчĕ. Кĕввисем — тĕрлĕ авторăн. Чи малтан Сурăмпуç Шĕмшешри Анатолий Терентьевпа /хăех çыратчĕ, хăех кĕвĕлетчĕ вăл/ ĕçлеме пуçларăмăр. Пирĕн яла хĕрсем патне пырса юрлатчĕç. <...>
Рита АРТИ калаçнă
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас