Чăваш хĕрарăмĕ 3 (1431) № 29.01.2026

29 Кăрлач, 2026

«Жигулипе» çÿрекен пикене каччăсем те ăмсанаççĕ

Пĕррехинче ăна çав тери кăсăклă тĕлĕк тĕлленнĕ: унăн çăмăл машина пур пек — «Жигули»! Сăнĕ туххăмрах хĕвел пек кулăпа çиçме пуçланă. Анчах… ыйхă татăлсан Лизăн кăмăлĕ хуçăлнă. Çав вăхăтрах тĕллев те çуралнă: «Жигули» туянмалла!

Хăйĕнпе çак чиперкке Лиза тесе паллаштарчĕ. «Хушаматăм вăрттăнлăхра юлтăр», — терĕ техникăна тепĕр яшран та ытларах кăмăллаканскер. Палăртнă тĕллеве пурнăçламашкăн — «Жигули» туянмашкăн ĕнтĕ — çăмăл килмен. Ара, Лиза студентка-çке-ха, аслă пĕлӳ илет. Шупашкарта пурăнаканскер укçа пухма пуçланă. Пус çумне пус… пĕчĕккĕн кирлĕ чухлĕ пуçтарăннă. Унта-кунта кăштах ĕçлесе илкеленĕ аптăраман хĕр. — Автомобильсем ачаранах кăсăклантаратчĕç, руль умне ларас туртăм пысăкчĕ. Пĕлтĕр кĕркунне тинех ĕмĕте пурнăçларăм — кивĕ «шестерка» туянтăм. Халĕ ăна юсатăп, пайĕсене улăштаратăп. Иккĕмĕш сыпăкри пичче те витĕм кӳчĕ-тĕр, ăна кура машинăсене куç хыврăм. Çавна май 16 çула çитсенех автошкула вĕренме кайрăм. Тĕрлĕ машинăпа çӳресе куртăм — чикĕ леш енче кăларнисемпе те, хамăр çĕршыврисемпе те. Çапах «Жигули» чуна çывăх», — каласа кăтартрĕ вăл. — Ăна туяниччен гаража йĕркене кĕртрĕм, тирпейлерĕм, ытлашши япаласене сутрăм. Кивĕ техника кивех паллах. Кĕтменлĕх чылай. Тĕрĕссипе, унпа çӳреме те хăнăхмалла пулчĕ. Ку модельте çăмăллăн руле пăркалама май паракан хатĕр тата хальхи автомобильсенчи пек электроника çук. Çапах ку чармарĕ. «Жигулие» илсе килсен социаллă тетелте хамăн блога пуçарса ятăм, унта çакнашкал техника хуçисем мана сĕнӳ- канашпа пулăшаççĕ. Юсамалли сахал мар, кирлĕ пайсене хамах туянатăп, май пур тăк хам тĕллĕнех улăштаратăп. «Жигулире» чи йӳнни — машинăна туянасси. Пысăк тăкаксем вара кайран пулаççĕ. Вăл кутăнлашакан хĕр пекех — пĕрмай тимлĕх кирлĕ, — шӳтлет автопике. Транспорта юсама тивнĕрен Лиза гаражрах пурăннă темелле. Уйрăмах — малтанхи икĕ уйăхра. Унăн чылай тус-пĕлĕшĕ тĕлĕнет: «Çав кивĕ тăрантаспа аппаланса вăхăта мĕн тесе ирттермелле-ха?» — Нумайăшĕ мана чаплăрах техника туянма сĕнет. Анчах эпĕ хамăн «жигăна» юрататăп, унран илемлĕ автомобиль тăватăпах. Ку хĕрарăм ĕçĕ маррине аса илтерекенсемпе вара эпĕ тӳрех хутшăнăва тататăп. Хăйĕн сенкер машинипе çула тухсан иртен-çӳрен тимлĕхĕсĕр юлмастех Лиза. Уйрăмах каччăсем тĕлĕнеççĕ, хутшăнас кăмăл çуралнине палăртаççĕ. — Çул-йĕр патруль службин инспекторĕсем те ман çине тĕлĕнсе пăхаççĕ, — йăл кулать пике. Хальхи вăхăтра вăл хăй пекех тăван çĕршывра туса кăларнă автомобиле хаклакансене шырать. Пурăна киле хăйĕн транспорчĕпе укçа-тенкĕ ĕçлесе илмешкĕн те усă курас шухăш пур. Вырăнта ларма хăнăхман-çке вăл — аслă шкулти общество ĕçĕсене, ыр кăмăллăх мероприятийĕсене хастар хутшăнать. «Хăçан та пулсан пуйсан» Японире туса кăларнă çăмăл машина туянас ĕмĕтлине те пĕлтерчĕ çамрăкскер. <...>

Светлана ИВАНОВА.

♦   ♦   


Мăшăрне хăйне хĕрхенменнишĕн хаклать

Пĕрремĕш хут 6 çулта хирург çĕççи айне выртма тивнĕ Анастасия Ивановăн. Тепре — 8 тултарсан... Тухтăрсен тимсĕрлĕхне пула тĕрĕс-тĕкел çуралайманскер ДЦПпа нушаланать. Ултă уйăхрах çут тĕнчене килнĕ Настя 850 грамм çеç тайнă. Икĕ уйăх ытла больницăра ӳт хушнă, анчах тухтăрсем пепке чирлине çулталăк иртсен çеç палăртнă.

«Эпĕ — пукане»

Хĕр пĕрчи — çемьери çав тери кĕтнĕ пĕрремĕш ача. Амăшĕ Настя пуçне тытайманран тухтăрсем патне тăтăш чупнă, шурă халатлисем лăплантарнă: «Палăртнă вăхăтран иртерех те вăйсăртарах çуралнăскертен мĕн кĕтетĕр? Вăхăт çитсен тантăшĕсене хăваласа çитĕ, аталанĕ. Йăлтах йĕркеллĕ пулĕ». Амăшĕ хĕрĕн чирĕ пирки çулталăк та сакăр уйăхран çеç пĕлнĕ. Пĕр вĕçĕм тухтăрсемпе курнăçнă, операцисем пуçланнă... «Иккĕмĕш операци хыççăн йĕркеллĕ ларма пуçларăм. Унччен пур енчен те минтерпе тĕкĕлемесен тӳнеттĕм. Йăмăк çуралсан, кăшт çитĕнсен урама пĕрле уçăлма тухаттăмăр. Эпĕ кил картинчех çитĕнтĕм темелле, çынсенчен ютшăнман, хĕр туссем ман тавра пухăнса вылятчĕç. Килтен тухас умĕн анне яланах йăмăка мана пăрахса хăвармалла мар тесе асăрхаттарса кăларса яратчĕ. Ара, эпĕ кӳмепе-çке-ха, утаймастăп. Хушăран чӳречерен пăхатчĕ хăй. Хама тантăшсенчен катăк туйман, мана яланах вăййа явăçтаратчĕç: сăмахран, резинкăпа сикнĕ чухне ăна урапа тытса лараттăм е куртка таврашĕпе сумкăсене сыхлаттăм. Сакăр çулта чухне аннепе атте уйрăлчĕç, йăмăкăмпа иксĕмĕре кукамайпа анне пăхса çитĕнтерчĕç. Анне ĕçре чухне кукамайпа урама тухаттăмăр, çывăхри çуртсенчи кинемейсемпе сак çинче калаçса лараттăмăр. Тăрук çумăр çума пуçласан вĕсем мана киле кĕртме пулăшатчĕç...» — каласа кăтартрĕ Шупашкарта çуралнăскер. Пĕчĕкрех чухне вăл сывалмалли асамлă мел пуррине шаннă. Çитĕнерехпе чăнлăха лăпкăн йышăнма, пурнăçа юратма вĕреннĕ. Çуллахи лагере, уяв-мероприятие ытларах чухне кукамăшĕ Елизавета Егорова илсе çӳренĕ. Ташă каçĕсене те кайнă. Настя çамрăксем ăнланмасăр тинкернине курмăш тунă. Ватăскер мĕн пурнăçран уйрăличченех мăнукне май килнĕ таран пулăшнă темелле. Çулталăк каялла Настьăн кукамăшĕ, 88 çултискер, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Урамра чухне амăшĕсемпе çавăтăнса утакан ачасем Настьăна тимлĕн сăнанă, çитĕннĕскер мĕншĕн халĕ те кӳмепе ярăнни пирки хыттăн калаçнă. Хăш-пĕр самантра хĕрача кӳреннĕ те. Халĕ, паллах, пурнăç çине урăх куçпа пăхать вăл, философилле йышăнать. Хăй пирки Настя çапла калать: «Эпĕ — пукане, мĕншĕн тесен мана ун пекех тимлемелле». Пĕррехинче реабилитаци тухнă вăхăтра 17 çултискерпе инкек пулса иртнĕ — хĕр хытă аманнă. Пĕрле сипленекен яш ăна кӳмепе ярăнтарма тăнă та тĕксе картлашка патнех çитнĕ, анчах каялла вăхăтра чакса ĕлкĕреймен: Настя кӳмерен тухса ӳкнĕ... Пуçĕпе хытах çапăннăскер тăнлавĕ тĕлĕнче шăмă шатăртатса хуçăлнă сасса паян та лайăх ас тăвать. Тăнне çухатманран тĕлĕнет. Унăн пуçĕ аманнă, сăмси хуçăлнă. Инкек хыççăн чылай çул Настьăн ӳт температури 37 ытла тытăнса тăнă. Тухтăрсем сăлтавне палăртайман. «Пурнăçăм çавнашкал — ирĕксĕрех Турра ĕненме пуçлатăн. Манăнни пек шăпаллă кирек мĕнле çын та çавăн патне çитĕ тесе шухăшлатăп. Аманнă хыççăн çӳлти хăватсене кĕлĕ турăм, çветтуйсем пирки кĕнекесем вуларăм. Пурнăçа тата хама, сывăмар алă-уранамĕнле пур, çапла йышăнма тата юратма вĕрентĕм». «Пурăнма пулăш» Çынпа хутшăнма кăмăллакан Настя килне интернет кĕртсен виртуаллă сетьре чылай тус-юлташ тупнă. Пĕррехинче палламан каччă çырса янă. «Çырах, çырах. Наччасрах сана хĕр тупса парăп ак», — шухăшласа илнĕ пике. Вăл хĕр тусĕсене хăйпе хутшăнма тăнă яшсемпе пĕрре мар паллаштарнă. Унашкаллисем халĕ — ултă çемье, ача-пăча çитĕнтереççĕ. Настя çумне туххăмрах «евчĕ» хушма ят çыпăçнă, хĕр тусĕсем йĕкĕтсемпе ун урлă паллашасшăн тăрăшаççĕ. Мĕншĕн хăйĕнпе хутшăнас кăмăллă каччăсене тусĕсемпе явăçтарнин сăлтавне Настя ăнлантарчĕ. Вăл сусăр пулнине, кӳмепе çӳренине пĕлсен яшсем çухалнă, çыхăну татăлнă. Куляннăскерсене лăплантарма тăрăшса хĕр вĕсене сывă тусĕсемпе паллаштарнă. Хайхи каччăпа, Евгенипе, Настя икĕ çул ытла интернетра, телефонпа калаçнă. «Эпĕ кӳмеллĕ хĕр», — пĕлтернĕ. «Ку темех мар», — хуравланă Евгений. Настя çапах ăна тусĕсемпе паллаштарма хăтланнă-ха, анчах лешсем тиркенĕ. Çав тапхăрта Женьăн ĕç вырăнĕ те пулман... «Никама та качча илмесен хамах пыратăп», — шӳтленĕ Настя. Вĕсен туслăхĕ çирĕпленнĕ. Çуллахи пĕр кун Йĕпреç районĕн каччи Шупашкара кăнтăрлачченех çитнĕ. Паркри тĕл пулăва Настя амăшĕпе Любовь Анатольевнăпа килнĕ. Çамрăксем калаçнă вăхăтра вăл çывăхри сак çинче нуски çыхса ларнă. Каярахпа Евгений Шупашкара куçса ĕçе вырнаçнă, Настьăпа тăтăш тĕл пулма пуçланă, ăна уçăлма илсе тухнă. Аманнă хыççăн шикленекен хĕре Женя кӳмене пĕлсе тыткалани тĕлĕнтернĕ. Туслăх майĕпен романтика хутшăнăвĕсене куçнă. Анчах Настя çемье çавăрасси пирки шухăшламан, иккĕленнĕ. Йăмăкĕ Мускава кайнă чухне Настя ăна пĕчĕк çыру тыттарнă та Матрона турăшĕ умне хума ыйтнă. Хут листи çине вара икĕ сăмах çеç çырнă: «Пурăнма пулăш». Темиçе кунран тĕлĕкре Матронăна курнă хĕр. «Ăна качча тух, вăл сан аллу-уру пулса тăрĕ», — тенĕ çветтуй. Женьăпа Настя 2016 çулта мăшăрланнă. Хĕр туя ахаль шурă кĕпе çеç тăхăннă. Перекетлĕскер кафере уявлама та кăмăл туман, килте çывăх тăванĕсемпе пухăннă. Сăмахмай, Евгенипе пуçласа тĕл пулас умĕн чечек те илсе килме хушман. Çамрăк мăшăр ача пирки нумай калаçнă, йывăрлăхсене сӳтсе явнă. 2017 çулта Настя çие юлнине пĕлнĕ, тӳрех гинеколог патне шута тăма кайнă. «Пăрахатăн-и е хăваратăн-и?» — ыйтнă унран. «Çурататăп», — çирĕппĕн хуравланă амăшĕ пулма хатĕрленекен Анастасия. Вăл йывăрлăх, чăрмав сахал мар, яваплăх капашсăр пысăк пулассаăнланса çак утăма пурнăçлама йышăннă. «Хавшак сывлăха пăхмасăр ача çуратса хама каппайчăк пек кăтартас тĕллев пулман манăн. Хăть пĕр ачана пурнăç парнелесшĕнччĕ. Вăл сывă, тĕрĕс-тĕкел çураласси пирки эпĕ иккĕленмерĕм. Токсикозпитĕаптăратрĕ, апатйĕркеллĕ çиеймерĕм, шыв та ĕçеймерĕм. Пĕтĕмкĕлетке шыçăнчĕ. Ура виçи — 35-мĕш, ача çуратма вара кукамайăн 38-мĕш виçеллĕ аттипе кайрăм. Çăмăлланиччен аннепе республикăри перинаталь центрĕнче нумай выртрăмăр. Тухтăрсем питĕ тимлерĕç, вĕсем пулăшнипех раштавăн 4-мĕшĕнче çут тĕнчене пирĕн пăхаттир Артем килчĕ. Сакăр уйăхрах çуралчĕ. Пирĕн чи телейлĕ кун. Аннепемăшăра, кукамая тав туса пĕтерейместĕп, йăлтахвĕсемтăрăшнипе çапла пурăнатăп. Упăшка ĕçрен кайса ывăл а çулталăк çурă тултариччен пăхрĕ. Ача çуратакан çуртран киле çитсен пепкене алла йĕркеллĕ тытайманран хурланса йĕтĕм. Çавăн чухне хам сусăррине витĕмлĕ туйрăм», — калаçу çăмхине сӳтрĕ 39 çулти Анастасия. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.