Çамрăксен хаçачĕ 50 (6500) № 21.12.2023

21 Раштав, 2023

Çĕнĕ çул парнинчен кайăк тухсан хĕрсем декрета кайнă

Арçынсен туслăхне футбол мечĕкĕпе танлаштараççĕ — тапсан та çурăлмасть, хĕрарăмсенне — хрусталь вазăпа. Ÿктĕр çеç — чăлпар саланать. Анчах вазăна та нумай çул упрама пулать. Ольга Фадеевăна, Любовь Башлыковăна, Вера Николаевăна, Екатерина Соловьевăна туслăх енĕпе ăннă.

Люба — «Мимоза», Катя шарлотка хатĕрлет

Шупашкарта пурăнакан тăватă пике туслăхĕ «Отчаянные домохозяйки» сериала аса илтерет. Паянхи хаçат хăнисем те унти тĕп сăнарсем пекех пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ, вĕсен хăйсем çеç ăнланакан шÿт-кулăш та пур. «Чăн-чăн хĕр тус вăл — психиатр, хыпарсен ярăмĕ, реклама менеджерĕ, çăлав служби тата талăкĕпе ĕçлекен шанăç телефонĕ пекех», — шÿтлеççĕ вĕсем. Çамрăк хĕрарăмсем çывăх туссем кăна мар, ĕçтешсем те. Тăваттăшĕ те — педагог. Хулари шкула вунă çул каялла вырнаçнă тăватă çамрăк вĕрентекене пĕр тытăмра вăй хуни те çывăхлатнă ахăртнех. Вĕсем яланах кăсăклине, çĕннине шухăшласа кăларма тăрăшаççĕ. Сăмахран, пĕр тĕслĕ тумпа ĕçе çÿренĕ вĕсем. Мĕн тĕрлине кăна тăхăнман-ши? Пĕр çулта — тĕттĕм хĕрлĕ, тепринче — кăвак. Виççĕмĕшĕнче симĕс тум суйланă. Хастар хĕрсене кура ытти педагог та çак хăйне евĕрлĕ флешмоба явăçнă. Вăл е ку уявра, çуралнă кунра тăваттăн пуçтарăнмалла чухне те пĕр евĕрлĕрех кĕпе-юбка тăхăнаççĕ туссем. Çитес çула пĕрле кĕтсе илме хатĕрленекенскерсем ку хутĕнче уява йăлтăркка тумпа килме калаçса татăлнă. «Тăтăшрах тĕл пулма тăрăшатпăр. Тунсăх пусать-и е чуна уçса калаçас килет-и — тÿрех пĕр-пĕрин патне шăнкăравлатпăр та пухăнатпăр. Кулленхи ыйтусене сÿтсе явнă май тутлă апат-çимĕçпе сăйланатпăр. Люба патне хăнана каяс умĕн ăна яланах «Мимоза» салат хатĕрлеме ыйтатпăр. Унăн вăл чĕлхе çăтса ямалла тутлă пулать- çке! Катя вара шарлотка пĕçерме ăста», — каласа кăтартрĕ Çĕрпÿ тăрăхĕн пики Ольга Фадеева. Чи асамлă уяв — Çĕнĕ çул — туслă йышшăн чи юратни. Ун умĕн хĕрсем мăшăрĕсемпе, ачисемпе çулсеренех пĕр сĕтел хушшине пуçтарăнаççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, духовкăра симĕс пан улмипе кăвакал пĕçереççĕ. Ачалăха аса илесси, сăн ÿкерчĕксемпе киленесси те ырă йăлана çаврăннă. Пилĕк сумка мандарин «Аттепе анне Хĕл Мучи парнисене пире систермесĕр минтер айне хума пултарнинчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Раштавăн 31-мĕшĕнче аппапа ир-ирех вăранаттăмăр та капăр чăрăш патне ыткăнаттăмăр — унта пире парне кĕтмелле-çке! Анчах унта нимĕн те çукчĕ. Кăмăлсăрланнăран каллех çемçе утиял ытамне «чăматтăмăр». Унта вара… парнесем! Эх, епле савăнаттăмăр. Çывăх çыннăмсем эпир шкултан вĕренсе тухичченех çапла савăнтаратчĕç. Халĕ вара мăнукĕсене минтер айĕнчи Çĕнĕ çул парнипе хавхалантараççĕ. Ачалăхри çак самантсем яланах сăн-питре йăл кулă çуратаççĕ, — аса илчĕ пуçламăш классене пĕлÿ паракан Ольга Ивановна. — Халĕ ĕнтĕ хам та амăшĕ, хĕрĕмпе ывăлăма савăнăç парнелеме тăрăшатăп. Çĕнĕ çул сĕтелĕ çине кашнинчех «Кĕрĕк айĕнчи сельдь» тата торт лартатпăр. Мăшăрпа ывăлăм çак салата питĕ кăмăллаççĕ, ăна хăйсемех хатĕрлеççĕ. Эпир вара хĕрĕмпе, вăл пылак çимĕçсем янтăлассипе кăсăкланнăран, торт пĕçеретпĕр. Паллах, вĕсене Хĕл Мучи парнесемсĕр хăвармасть». <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦   ♦   ♦


Тÿлевсĕр стройматериал ура айĕнчех йăваланать

Ăста алăллă арçынсем кĕленчерен çурт, теплица çĕкленĕ

Муркаш тăрăхĕнчи Опрыскьялти Павловсен çурчĕ яла килекенсемшĕн паллă вырăна çаврăннă темелле: ара, ăна кĕленчерен купаланă-ха та! Ăста алăллă кил хуçине çавнашкал пÿрт тума пĕр ĕмĕт хистенĕ.

Пуйăсри вакун пек

Владимир Павлов пĕрре те тинĕс хĕрринче канса курман, çĕршыври тĕрлĕ хулана кăна ĕçпе тухса çÿренĕ. Тен, хăшĕ-пĕри куншăн кулянать. Владимир Петрович вара ĕмĕтне пурнăçламалли меслет тупнă: кĕленчесенчен илемлĕ çурт çĕклесе лартнă! Унăн пĕр пÿлĕмĕ пуйăсри вакуна аса илтерет, выртса канмалли çÿлĕксем те унти пекех — тăватă яруслă. Иккĕшĕ çÿлте, иккĕшĕ — аялта. Пÿлĕмре каярахпа монитор пулĕ. Унта çут çанталăк ÿкерчĕкĕсем хăвăрт мĕлтлетсе иртекен видео вылĕ, пуйăс урапин сасси илтĕнĕ. Монитор çинче йывăçсем, çуртсем, уйсемпе вăрмансем мĕлтлетсе иртĕç. Ÿкерчĕксемпе киленнĕ май шухăшсемпе хĕвел хĕртсе пăхакан кăнтăра çитетĕн. Кил картишне тухсан вара бассейна чăмма пулать… Çапла-çапла. Картишĕнче Владимир Петрович бассейн ăсталанă. Унта фонтан та пур. Ăста алăллăскере хăйне евĕр хуçалăхĕ хавхалантарать. «Хăй вăхăтĕнче эпĕ Шупашкара сĕт турттараттăм, лавкка тытса тăраттăм. Хулара «Кино çуртĕнче» тăтăшах пулаттăм. Унта вара буфет пурччĕ. Пĕррехинче буфет ĕçченĕсем пушă кĕленчесене илсе кайма сĕнчĕç, куншăн кăштах укçа тÿлетпĕр терĕç. Килĕшрĕм. Яла пĕр çул кĕленче турттартăм, 14 пин таранах пухăнчĕ. Унпа мĕн тумаллаха? Пуçа ватрăм. Вите урайне сарнă чухне усă куртăм. Вĕсем ăшă ытларах тытаççĕ. Çавăн чухне çурт купалас шухăш çуралчĕ те. Кĕленчесене ниçта хума çукран хăйне евĕр пурăнмалли кĕтес пулса тăчĕ. Савăтсем йăлтах пĕтмерĕç, тепĕр пÿрт купаламăх та юлчĕç пулĕ. Çуртăн стени кăна мар, урайĕ те кĕленчерен. Стяжка тунă, линолеум сарнă. Хăмапа вуçех усă курман. Чÿречисем пластик. Веçех туса çитермен-ха. Хулара пурăннăран яла тăтăш çÿрейместĕп. Çурт çамки çинче ятарласа çаврака шăтăк хăвартăм. Унта сехет вырнаçтарасшăн. Шал енчен пÿрт ыттисенчен уйрăлса тăмасть — штукатурка тунă. Хăш-пĕр тĕлте кăна кĕленче çăварĕсене уçă хăварнă. Вĕсен ăшне гирлянда хуратпăр. Стена çинче тĕрлĕ тĕслĕ савăтран эрешсем тунă: чечексем, чăрăш… Шăпах вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа йăлтăртатаççĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ çулта е ытти уявра гирлянда çутатпăр та çав эрешсем асамлă курăнаççĕ», — каласа кăтартрĕ Владимир Петрович. Юмахри евĕр çурта вăл вунă çул каяллах çĕкленĕ. Кÿршисем те пулăшнă. Унăн лаптăкĕ — 54 тăваткал метр. Пурĕ тăватă пÿлĕм. Пĕтĕмпе 12 пин савăтпа усă курнă. Владимир Петрович каланă тăрăх, çулла унта пурăнма пулать. Газ кĕртсен — сивĕ çанталăкра та. Çутă, шыв кĕртессипе çыхăннă ĕçсене те пурнăçласшăн. «Пĕр кăлтăк пур. Шăрăх çанталăкра кĕленче ăшĕнчи сывлăш хĕрнĕрен унăн тĕпĕ тухса ÿкет. Пурин те мар паллах. Тĕпĕсем вара ятарласа касса кăларнă евĕр çап-çаврака хăйпăнса уйрăлаççĕ. Ытларах хĕвел çути лекнĕ вырăнтисем çапла сиенленеççĕ», — терĕ 68 çулти алă ăсти. Владимир Петрович профессипе — филолог, стройкăпа вуçех çыхăнман пулин те вăл кирек мĕнле ĕçе те пурнăçлама пултарассăн туйăнать. Пултарулăх ăна мĕн ачаранах илĕртнĕ. Пушă вăхăтра алла ручка тытса «Çĕнтерÿ ялавĕ» район хаçатне, «Пионер сассине» /«Тантăш»/ заметкăсем çырса янă. Куншăн кăштах гонорар тÿлени шкул ачишĕн пысăк хавхалану пулнă. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦   ♦   


Калав-повеçри пĕтĕм сюжета пурнăçран илнĕ

Вăл — Чăваш Енри паллă çыравçă мар, анчах унăн хайлавĕсене çынсем юратса вулаççĕ, унăн калавĕ-повеçĕнче интереслĕ сюжетсем куççуль кăларттараççĕ. Алевтина Дмитриевăн ячĕ «Çамрăксен хаçачĕн» тусĕсемшĕн ют мар. Унăн хайлавĕсем хаçатра темиçе çул каяллах пичетленме пуçланă. Нумаях пулмасть вулакансем унăн «Çылăх» калавĕпе паллашрĕç. Паян вулакансене Алевтина Дмитриевăпа çывăхрах паллаштарăпăр.

25 çул кĕтнĕ тĕлпулу

— Хайлавсем валли сюжетсем ăçтан тупатăр? «Çылăх» калавăн историйĕ мĕнлерех?

— Калав-повеçри пĕтĕм сюжета пурнăçран илнĕ. Пĕрре Патăрьел тăрăхне хăнана кайрăмăр. Тăван вилнĕччĕ те, масар çине те кĕрсе тухас терĕмĕр. Унта пĕр хĕрарăм кăшкăрса макăрни илтĕнчĕ. Сасси таврана ян! кайрĕ. Вăл урăхларах, чĕререн, йĕнине туйрăм. Чуна пырса тиврĕ. Мĕншĕн макăрать-ха вăл? «Тем тесен те, ку хĕрарăм ачине пытарнă. Унран пысăкрах хуйхă çук», — терĕм тăвана. «Таврăнтăм, анне» калаври сăнар пĕр çулта ашшĕне, упăшкине тата ывăлне пытарнă. Ăна çыриччен сăнар прототипĕнчен: «Хăшне пытарма йывăртарах пулчĕ?» — тесе ыйтнăччĕ. «Ывăла», — терĕ. Пурнăç саккунĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн, ачисен, атте-аннене пытармалла. Упăшка вара — хĕрарăмăн, арăмăн, ÿтĕнчен тухнă çын мар. Масар çинче татăлса йĕрекен хĕрарăмпа куçа-куçăн питĕ калаçас килчĕ. Тĕл пулсан чунне уçрĕ. Вăл упăшкипе юратсах пĕрлешнĕ, шкула пĕр учительница ĕçлеме килнĕ… Малалла йăлтах — «Çылăх» калаври пек. Эпир калаçнă чухне çав карчăк 70-тен иртнĕччĕ, çуртне упăшкине парса хăварса мăнастире каятăп терĕ. Ку — 10 ытла каялла пулнăскер. Кинемей халĕ пурăнать-и е çук-и — пĕлместĕп. Паллах, кирек мĕнле литература хайлавĕнче те шухăшласа кăларнă, хушнă самантсем пур.

— «Виççе пайланнă ĕмĕр» повеçри Аннăн шăпи питĕ йывăр килсе тухать. Этем çавăн чухлĕ хуйха чăтма пултарнинчен тĕлĕнетĕн. Ку сюжет киноран мар, пурнăçран илниех вĕт-ха…

— Пĕлместĕп мĕншĕн, анчах мана Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирне çÿреме питĕ килĕшет. Пĕррехинче, кĕлĕре тăнă чухне, иккĕн ватă манашкăна çавăтса тухрĕç. Хăй кукăрăлса ларнă, тăраймасть те темелле. Çак ватă çын мĕншĕн манашкăна тухнă? Е вăл кунта çамрăклах килнĕ-и? Питĕ пĕлес килчĕ. Игуменья унпа калаçма ирĕк пачĕ, ун патне илсе кĕчĕ. Тĕттĕм те пĕчĕк пÿлĕм. Манашка кивĕ, тĕссĕрленнĕ сăн ÿкерчĕке /унта упăшкипе хăй тата виçĕ ачи/ кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ. «Тĕрмере те ăна хамран çухатмарăм. Хăйсем манран аякра пулсан та вăл яланах ман çумраччĕ», — терĕ. «Эсир телейлĕ-и?» — ыйтрăм унран. «Манăн кама та пулин каласа хăвармаллах», — терĕ те хăйĕн пирки каласа пама пуçларĕ. Хам хăраса лартăм. Интервью илме пĕлекен çын мар, эпĕ — повар. Унччен манашкăсемпе калаçса курман, кирлĕ-кирлĕ мар сăмах персе ярасран шиклентĕм. Хăйĕн пурнăçĕ пирки йĕре-йĕре каласа кăтартрĕ. Унăн историйĕ чул чĕреллĕ çынна та хускатать. Вăл ывăлĕн туйне килни пирки каласа панă чухне макăрсах ятăм. Вĕсем упăшкипе ачисем мĕн чухлĕ ÿснине юман юпа çине паллă туса пынă. Туй кунхине килсен вăл ун çумне таянса тăнă, юпана ыталасан аллине çав картсем лекнĕ. Шăп çавăн чухне упăшкин çĕнĕ мăшăрĕ картишре сăра ĕçтерсе çÿренĕ. «Мăшăрăм, кĕр, ачасене пил памалла», — упăшки арăмне чĕннине вăл уçă чÿречерен илтнĕ. Упăшки те, ачи те унăн-çке. Çак самант халĕ те манăн чĕрере ларать. Амăшĕшĕн çакă мĕн тери кÿренмелле-çке-ха. Тăван амăшĕ пур çĕрте ывăлне ют хĕрарăмăн пил памалла. Анчах манашка ăна мĕн тери вăйлă тав тунине пĕлесчĕ сирĕн. Çав хĕрарăм унăн ачисене пăхса ÿстернĕ, йытта кăларман. «Эпĕ пĕрмай уншăн, вĕсемшĕн кĕлтăватăп, — терĕ. Кĕçĕн ачи унран çулталăк çурăра юлнă. Тĕнче нушине курнă вăл. Тĕрмере ăна конвоирсем арçынсем патне илсе çÿренĕ. Çак мăшкăла чăтса пурăннă. Вăрман каснă чухне йывăç турачĕ куç харшине лексе йăлтах çăлса кăларнă. 25 çултан тĕрмерен таврăнсан ăна ашшĕ-амăшĕ те палламан, кăларса янă. Сăнĕ хуйхăпа та улшăннă паллах. Повеçре Аннăн пурнăçне лайăхрах çутатса парас тесе тĕрмере ларса тухнă арçынпа тĕл пулса калаçрăм. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.