Çамрăксен хаçачĕ 26 (6476) № 06.07.2023

6 Утă, 2023

Çине тăракан каччă пулнипе чунне тыткăнланă

Улатăр хулинче пурăнакан Наталия виçĕ çул каялла хăй шурă пĕркенчĕк айне тăрасса тĕлленмен те. Анчах Евгений, пĕррехинче тусĕсен ушкăнĕнче паллашнă каччă, унăн кăмăлне çавăрнăçавăрнах. Юратнă çыншăн кĕрешме хатĕррине кашни утăмрах çирĕплетнĕ вăл. Яковлевсем Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче пĕрлешнĕ.

«Атте» тесе чĕнет

Çак телейлĕ пулăма пĕлтĕр паллă тунă вĕсем. Тĕлĕнмелле те, мăшăр утă уйăхĕн 8-мĕшĕ хăйне евĕр кун пулнине маларах пĕлмен те. ЗАГСа заявлени пама кайсан унти специалистсем ирĕклĕ кунсене хăçан юлнине каланă. Чи малтанхи пушă кун шăпах утă уйăхĕн 8-мĕшĕ пулнă. Вăл мĕнле уяв иккенне унти специалистсем ăнлантарса панă та çамрăксене. «Пирĕн хулара, Улатăрта, эрнере виçĕ кун кăна — эрнекун, шăматкун тата вырсарникун – мăшăрлантараççĕ. Çавăнпа черет те самаях тăсăлать. Женьăна кăштах шÿтлесе те, çав вăхăтрах чăнласа та вăл хăйĕн шухăшне улăштарма пултарни, çакăн валли çур çул пурри çинчен калаттăм. Анчах вăл хăйĕн кăмăлне улăштармарĕ», — палăртрĕ Наталия. Çамрăк хĕрарăм хăйĕн иккĕленÿ туйăмĕ пулнине пытармасть. Анчах ку йĕкĕт хăйне килĕшменнипе мар, пурнăçра çав «кĕрепле çинех» тепĕр хут пусасран шикленнипе çыхăннă. Темиçе çул маларах ăна качча илме хатĕрленнĕ яш туй умĕн урăххипе улталани чунĕнче тарăн суран хăварнă. Кун хыççăн Наталия туй пулмаллине пăхмасăрах хутшăнăва татнă. Кайран кăна хăй ача кĕтни çинчен пĕлнĕ вăл. Анчах пепке çуралассине пĕлсен те савнине каçарман. «Халĕ аслă ывăлăм Александр 5 çулта. Хăйĕн тăван ашшĕне «атте» тесе курман вăл. Женьăна вара çак ăшă сăмахпа чĕнет. Паллах, арçын ачашăн ашшĕ пурри çав тери пĕлтерĕшлĕ. Мăшăрăм та Сашăпа хăйĕн тăван ывăлĕ пекех çывăх хутшăнни шанăç кÿчĕ. Çавăнпа Женьăпа пĕрлешсен тепĕр ача çинчен ĕмĕтленме шикленмерĕм», — Наталия çемье телейне тупнишĕн чăннипех хавас. <...>

Ирина ИВАНОВА

♦   ♦   


«Чун лăплантăр тесен манăн юрламалла»

Пысăк хулари пурнăç

— Тин кăна пĕчĕк София пысăк сцена çине тухатчĕ. Халĕ ăçта çухалчĕ çав «çăлтăр»?

— Мускавра пурăнатăп. Шкул хыççăн унта медицина енĕпе вĕренме кĕтĕм. Кăçал 2-мĕш курс пĕтертĕм.

— Эсĕ мана халĕ тĕлĕнтертĕн. Ара, аçу Петр Николаевич — юрăç, шÿт ăсти, пурнăçне сценăпа çыхăнтарнă. Аннÿ Елена Юрьевна та культура тытăмĕпе çывăх. Хăв та юрлама юрататăн. Епле майпа медицинăна суйларăн?

— 9-мĕш класс хыççăн çемйипе лартăмăр та манăн хăш енĕпе вĕренме каймалли пирки шутларăмăр. Малтанах геодезист пулас килетчĕ. «Ку хĕрарăм профессийĕ мар», — терĕ атте. Шутласан-шутласан атте: «Тен, культурăпа искусствăсен институтне каймалла?» — тесе сĕнчĕ. «Ой, çук, çемьере культура çыннисем ахаль те çителĕклех», — терĕм. «Химипе биологи предмечĕсемпе экзамен тытса пăхас», — сĕнтĕм эпĕ юлашкинчен. Çине тăрса хатĕрленме пуçларăм. Экзаменсене йĕркеллех тытрăм. Çапла медицина енĕпе кайрăм.

— 11-мĕш класс хыççăн эсĕ Мускава кайнă. Пысăк хулана мĕнле хăнăхрăн?

— Паллах, тунсăхларăм. «Макăрма пуçлатăн тăк сана тÿрех каялла илсе килĕпĕр», — терĕç аттепе анне ăсатнă чухне. Хама çирĕп тытрăм, пĕр куççуль те кăлармарăм. Манăн Мускава вĕренме каяс килнĕ вĕт — апла чăтмалла. Макăрса ларнипе çавах нимĕн те тăваймастăн. Халĕ хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ, хваттер тара илсе пурăнатăп.

— Пысăк хулара аçу-аннÿсĕр пурăнма йывăр мар-и? Унччен эсĕ вĕсен ăшă çуначĕ айĕнче пулнă-çке-ха.

— Йывăр паллах. Хамăнах пĕçермелле, хамăнах япала çумалла… Килте те ахаль ларман-ха эпĕ. Çапах чылай ĕçе анне тунă, çав вăхăтрах пире те вĕрентнĕ. Яшка пĕрремĕш хут пĕçернине астăватăп. «Малтан какай яр, унтан — çĕр улми, сухан, ыттине», — телефонпа калаçса вĕрентсе пычĕ анне. Эпĕ яшкана çиелтен кăна патратнă. Шăршласа пăхатăп та çунăк шăрши кĕрет. Темĕн тĕрĕс мар тунă тесе шутларăм та: «Злата, тутанса пăх-ха, куншăн 50 тенкĕ парăп», — терĕм /кулать. — Авт./. Анне ĕçрен килчĕ. «Яшкана тĕпне çунтарса лартнă», — тесе эпĕ мĕн тĕрĕс мар тунине ăнлантарса пачĕ. Халĕ аванах тутлă пĕçеретĕп. Атте хатĕрленĕ борща питĕ юрататăп. Вăл йăлтах куçпа виçсе ярать, анчах яшки чĕлхе çăтса ямалла тутлă пулать. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА

♦   ♦   


«Шевле» ушкăн — Мускав шевли

Тăван кĕтесрен инçете телей шырама тухса кайнă чăваш хăть ăçта та чăвашах юлать. «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче Мускаври «Шевле» ушкăнăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас терĕм. Çавăнпа Мускаври Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртекен репетицие ятарласа çитрĕм. Ушкăн ертÿçи — Валентина ПОПОВА. Кашни юрăçăн — уйрăм шăпа. Кашнинпе паллашар-ха.

Валентина ПОПОВА:

— Эпĕ Элĕк районĕнчи Шаранчăк ялĕнчен. Пĕчĕкренех юрланă. Артист пулас килетчĕ. Ултă ачаллă çемьере ÿсрĕм. Укçа çитсе пыманнипе Шупашкарта ĕç тупрăм. Университетра химика вĕрентĕм, Пир-авăр комбинатне ĕçе кĕтĕм. Пĕррехинче виççĕмĕш сыпăкри пичче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне юрлама чĕнчĕ. Ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Юрий Васильев сасса тĕрĕслеме чĕнсен хумханнипе чĕре ура тупаннех çитрĕ. «Сан хăюлăх çукрах», — тесе Пир-авăр комбинатĕнчи хора çÿресе хастарланнă хыççăн ансамбле тепĕр хут килме сĕнчĕ. Ахаль лармарăм. Комбинат хорĕнче хастар юрларăм. Каярахпа «Уяв» ушкăна çитрĕм. Унăн ертÿçи Зинаида Козлова манăн сасса килĕштерчĕ. Фольклор ушкăнне çÿремешкĕн ятарласа хам валли çĕлеттернĕ тум пурччĕ. «Уявпа» чылай республикăра, ют çĕршывсенче, ялсемпе хуласенче пултăм. Каярахпа Диана Сусарина йĕркеленĕ «Шуçăм» ушкăнра темиçе çул юрларăм. Пир-авăр комбинатĕнче лару-тăру япăхлансан Шупашкарта пĕр-икĕ çĕрте ĕçлесе пăхрăм. Çавах укçа-тенкĕ çитсе пымарĕ. Вара Мускава çул тытас терĕм. Малтан клининг компанийĕнче ĕçлерĕм, унтан химчисткăра вăй хутăм. Юрлас килнипе хам тавра унта ĕçлекен хĕрарăмсемпе арçынсене пуçтартăм. Ерипен ушкăн пысăкланса пычĕ. Баянист хăех тупăнчĕ. «Шевле» юрă ушкăнĕ паян Мускаври чăвашсен культура обществи çумĕнче шутланса тăрать.

Алена КСЕНОФОНТОВА:

— Эпĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Кипеç ялĕнче кун çути курнă. Манăн кукаçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Мускавра тĕпленнĕ. Вăл вăрçă вĕçленсен, 1945 çулта, Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Мускаври Сокольники районĕнче ăна хваттер панă. Анне 1947 çулта çуралнă. Пирĕн çемье Чăваш Енре тĕпленнĕ. Паян аттепе анне ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Ĕмĕрĕсене колхозра ĕçлесе ирттерчĕç. Атте ăста купăсçăччĕ. Эпир Мускава кукаçи патне килсе çÿреттĕмĕр. Кукаçи куçне ĕмĕрлĕх хупсан килме пăрахрăмăр. Качча тухсанах ялта поварта ĕçлеме пуçларăм, кайран бухгалтер ĕçне шанчĕç. Икĕ ача амăшĕ эпĕ. Ывăлăм Мускавра бригадирта ĕçлет. Авланман-ха. Хĕрĕм качча тухрĕ. Хальлĕхе мăнуксем парнелемен. Пурнăçăмра пĕртен-пĕр юрату пулнă. Вăл — мăшăрăм. Шел, йывăр чир ăна пирĕнтен ир уйăрчĕ. Ачамсем 5 çул каялла Мускава пурăнма куçрĕç. Мана та хăйсем патне чĕнчĕç. Ачасене итлерĕм. Тĕлĕнмелле те, Мускава килĕштертĕм. Бухгалтера вырнаçрăм. Кунти чăвашсемпе туслашрăм. Валентина Попова мана «Шевлене» чĕнчĕ. Савăнсах килĕшрĕм. Çамрăк чухне анне пек хитре юрлас килетчĕ. Хĕлле каланккă хутсан атте купăс тăсса яратчĕ, анне халăх юррисене шăрантаратчĕ. Шупашкарта чухне «Золотые родники» ансамбльте юрлаттăм. Диана Сусарина ертсе пыракан «Шуçăм» ушкăнра чылай çул юрларăм. <...>

Альбина ЮРАТУ

♦   ♦   


«Тăвансем мана качча пама хамсăрах калаçса татăлнă»

«1939 çулта кун çути курнă эпĕ. Вăрçă пуçланнине, аттене фронта илсе кайнине астумастăп. Анчах вăл таврăннă чухне хĕреслĕ урама кĕтсе илме кайни асрах. Атте хĕсметре кавалерист пулнă. Лашасене çав тери юрататчĕ. Вăрçăран таврăнсан та ялти колхозра конюхра ĕçлерĕ. Мана хăйĕнпе пĕрле лаша пăхма илсе каятчĕ. Ун чухне каçсерен колхоз лашисене выртмана кăларатчĕç», — ачалăхне аса илчĕ Татьяна Иванова.

Йывăр пулсан та телейлĕ ачалăх

Вăрçă хыççăнхи çулсем, паллах, никамшăн та çăмăл пулман. Ашшĕ вăрçăран таврăннă хыççăн та çемье пысăккине кура алă-ура çавăрса яма йывăр килнĕ. Анчах Таня аппа ачалăх çулĕсене пĕрре те япăхпа аса илмест. Вăл Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче Викторпа Матрена Сергеевсен çемйинче çуралнă. Çиччĕн пĕртăван çитĕннĕ вĕсем.

«Манăн анне Кокель художникĕн питĕ тачă тăванĕ. Вăл – Герасим Кокель пуянăн хĕрĕ. Ачи йышлă пулнă, кукаçи 30 вĕлле тытнă. Колхозсем йĕркеленсен унта кĕмен, хуçалăхне хăех тытса пынă. 1930 çулсенче ялти пуянсене кил-çуртĕнчен кăларса яма тытăннă. Вăл вăхăтра анне çеç, асли пулнăран, ялти Виктор Сергеевпа çемье çавăрса ĕлкĕрнĕ. Герасим Кокель çемйине, 12 çынна, пĕр каçра килтен кăларса янă. Çуртне туртса илнĕ, пурлăхне валеçнĕ. Çемье пуçне ссылкăна янă, ыттисем тĕрлĕ çĕре саланнă. Герасимăн арăмне, манăн кукамая, кĕрÿшĕ /манăн атте/ хăйсем патне илсе килнĕ. Ун хыççăн — арăмĕн тепĕр йăмăкне. Вăл мĕн ватăлса виличченех пирĕн патра пурăнчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ытларах аннене йывăра килнĕ. Вăл çемьери пур çыншăн та вăрман каснă, окоп чавма кайнă. Шăннă та пуль, тăхăнмалли пулман тетчĕ. Йăлтах çăпан ăшĕнчеччĕ хăй. Виличчен те çав йĕрсем пĕтмерĕç», — каласа кăтартрĕ амăшĕ çинчен ыйтсан Таня аппа. Вăрçă пуçлансан унăн ашшĕне ялти ытти арçынпа пĕрле вăрçа илсе кайнă. Чĕрĕсывах таврăннă вăл унтан. Вăрçă çинчен ыйтсан хăй курнă йывăрлăхсем пирки питех калаçма юратман вăл. Çапах: «Вăрçăра манăн вырăс майри пурччĕ. Вăрçă пĕтсен сирĕн пата питĕ ярасшăн марччĕ. Сире шелленипе таврăнтăм», — тенĕ те шÿтлесе, те чăнласа. Çапах хăй вырăс халăхĕн «Ой, при лужке!» юррине час-часах юрланă. «Салтакран вĕренсе килтĕм», — тенĕ. Ачисене те çав юрра вĕрентнĕ. Халĕ те кĕрекене çав вăхăтри çынсем пĕрле пуçтарăнсан ăна шăрантараççĕ. Ашшĕ ачисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Чылай ĕçе унран вĕреннĕ вĕсем. Çав шутра — Таня та. Вăл ытларах ашшĕ çумĕнче ÿснĕ.

«Аттепе Упамса ялĕн леш айккинчи Хăйăрлăна курăс касма яланах эпĕ çÿренĕ. Ăна пуçтараттăмăр, хутса сĕветтĕмĕр те сутаттăмăр. Укçа тунă ĕнтĕ. Атте мана çав укçапа алла çыхмалли сехет илсе пачĕ. Ун чухне вăл çав тери пысăк япала шутланнă. Çулла кантăр сыхлаттаратчĕç. Чăпта çапма та пĕлетĕп эпĕ. Хĕлле аттепе пĕрле вăрмана лашапа вутта каяттăмăр. Халĕ тĕлĕнетĕп: вуттине мĕншĕн çуллах хатĕрлесе хуманши? Атте вырăнне выртмана кайнисем асран тухмаççĕ. Хĕрача пулсан та мана хăйсемпе пĕрле илсе кайма хăрамастчĕç. Лаша тăварма çав тери лайăх пĕлеттĕм, кÿлме вара час вĕренеймерĕм. Çуркунне ака-сухара вăрлăха лашапа турттаратчĕç. Мана лав тиесе паратчĕç те, эпĕ ăна хире илсе çитереттĕм. Хăш чухне уйра чылай тăма тиветчĕ. Çав вăхăтра лашасене тăварса çитереттĕмĕр. Кайран кÿлейместĕм. Ыттисем пулăшатчĕç. Пĕрре пулăшрĕç, иккĕ… Кайран хамах йĕре-йĕре вĕрентĕм. Пĕррехинче йĕркеллех кÿлеймен пулĕ. Сăртран аннă чухне лаша ĕрĕхсе кайрĕ. Малти михĕсем турта пуçне ÿксе юлчĕç. Хам та чутах унта вĕçсе каяттăм. Сасартăк лаша тăп! чарăнчĕ. Кайран урхалăхне тĕрĕс мар çыхнине ăнлантăм. Вилĕмрен хăтăлса юлтăм. Килте манран кĕçĕннисем пулнă та, вĕсене пăхма тиветчĕ. Пĕрре пĕчĕккине сăпкара çывăратрăм та урама ачасемпе выляма тухрăм. Пирĕн умра çырма юхса выртатчĕ. Çав çырма тăрăх чупнă пулĕ ĕнтĕ. Тахăш вăхăтра ача çинчен аса илтĕм. Чупса кĕтĕм те — манăн ача сăпкаран урипе тапкалана-тапкалана çакăнса тăрать. Юрать, инкек курмарăм. Анне çакна сисеймерĕ. Пĕлнĕ пулсан патак лекетчех», — калаçăва тăсрĕ Таня аппа. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.