Çамрăксен хаçачĕ 2 (6601) № 22.01.2026

22 Кăрлач, 2026

Патăрьелсем тухтăрпа пуян

ЗИФА ПУКАЧЕВА — ÇАМРĂК ТУХТĂР. ВĂЛ ПАТĂРЬЕЛ ОКРУГĔНЧИ ТĔП БОЛЬНИЦĂРА ĔÇЛЕТ. МĔН АЧАРАН ВРАЧ ПУЛМА ĔМĔТЛЕННĔСКЕР ДЕРМАТОЛОГ СПЕЦИАЛЬНОÇНЕ СУЙЛАНĂ. ПĔР КУНРА ВУН-ВУН ПАЦИЕНТА ЙЫШĂНАТЬ, КАШНИНЕХ ТИМЛĔХ УЙĂРМА ТĂРĂШАТЬ.

Пирĕн çĕршывра çамрăксене аталанма тĕрлĕ май пур. Вĕсемпе нумайăшĕ усă курать. Юлашки вунă çулта кăна яла таврăнакан специалистсем валли ятарлă программăсем хута кайнă. Акă «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ», «Земствăри культура ĕçченĕ», «Земство учителĕ» проектсем чылай çул ăнăçлă ĕçлеççĕ. Патăрьел округĕнче те ку программăсем пурнăçа кĕреççĕ.

Пĕр çемьери пек

Округри больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков 24 çул çак должноçра тăрăшать. Николай Антонович ĕçлеме тытăннăранпа сыватмăш тул енчен те, шалтан та тĕпрен улшăнчĕ. Вăл хулари пĕр-пĕр медцентра аса илтерет. «Чăнах та, пирĕн больницăна çеç мар, Патăрьел салине те провинци тесе калаймăн. Лайăх çĕрте вырнаçнă эпир. Пĕр енче — Шупашкар, кăнтăр енче — Ульяновск, хĕвел тухăç енче — Хусан. Эпир — варринче. Çавăнпа пирĕншĕн пурте çывăх. Пирĕн тăрăхри халăх та хастар. Мĕн шухăшланă, çавна пурнăçа кĕртет. Патăрьел халăхĕ сăрт-тăва та çавăрса хураять. Округра 34 пине яхăн çын пурăнать. Çак йышăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрасси — пирĕн больница ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕ. Кадрсем тĕлĕшĕнчен эпир аптăрамастпăр. Пĕлтĕр кăна «Земство тухтăрĕ» программа пулăшнипе 6 çамрăк врач килчĕ. Пурте хамăр районтах ӳссе çитĕннĕ. Медицина пĕлĕвĕ илнĕ хыççăнах тăван тăрăха таврăнчĕç. Вĕсен шутĕнче: рентгенолог, анестезиолог-реаниматолог, кардиолог, эпидемиолог, дерматолог. Пирĕн вĕсене кунтах хăварас тĕллевпе лайăх услови туса памалла. 2011 çултах «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшӳллĕн виçĕ тухтăра ĕçе илнĕччĕ. Телее, виççĕшĕ те паянхи кун та хастарлăх кăтартать. Унтанпа 82 специалиста ĕçпе тивĕçтертĕмĕр, вĕсенчен 45- шĕ пирĕн больницăрах вăй хураççĕ. «Земство фельдшерĕ» программа хута кайсан 10 фельдшера илтĕмĕр. Вĕсем пурте пирĕн районтах тăрăшаççĕ. Урăхла каласан, ятарлă программа тĕрев панипе килнĕ çынсен 67% хамăр патрах юлать. Тĕрĕссипе, вĕсен 5 çултан ĕç вырăнне улăштарма ирĕк пур. Нумайăшĕ округрах тĕпленсе пурăнать. Малтан килнĕ виçĕ тухтăр кунтах çемьеллĕ пулчĕ. Халĕ вĕсен пурĕ 11 ача çитĕнет. Апла аптăрамастпăр-ха. Пĕлетĕр-и? Больницăра вăй хуракан кашни çынна çывăх тăван пек хаклатăп. Вĕсен савăнăçĕ — манăн савăнăç, хуйхи-суйхине те пĕрлех пайлатпăр. Эпĕ те Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. 1986 çулта Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухсан тăван тăрăха таврăнтăм. 2001 çултанпа — тĕп тухтăр. Пур ыйтăва та коллективпа пĕрле татса пама тăрăшатпăр. Оборудовани çĕнĕ. Вĕсемпе ĕçлеме шăпах çамрăксене явăçтаратпăр. Пĕлтĕр çĕнĕ уйрăм уçрăмăр. Инсульт е инфаркт пулнă çынсене Канаша е Шупашкара çити илсе каймастпăр, хамăр патрах сиплетпĕр. Унта та çамрăк специалистсене ĕçе илтĕмĕр. Килес текен те чылай. Конкурс витĕр тухаççĕ. Хамăр тăрăхрисене çеç мар, ыттисене те илме хирĕç мар эпир. Тĕслĕхрен, Малик Фасан тухтăр Пакистанра çуралса ӳснĕ. Пациентсемпе пĕр чĕлхе тупрĕ. Ăна хисеплеççĕ, юратаççĕ. Туркменистан çыннисем те пур пирĕн. Çамрăк врачсем те больницăри условипе кăмăллă», — тет Николай Антонович. Аслисен çулĕпе Çамрăк специалистсемпе те паллаштарар-ха. Акă Ярослав Шадриков Патăрьел салинче çуралса ӳснĕ. Ялти пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă. «Эпĕ урăх професси пирки шухăшламан та. Кукамай та, куккасемпе аппасем те хăйсен пурнăçне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. Çавăнпа пирĕн çемьере медицина çинчен ялан калаçнă. Малтанхи вăхăтра кăна специальноçа палăртманччĕ. 4-мĕш курсра рентгенолог чуна çывăхраххине ăнлантăм. Пирĕн пациентсем — кăкăр ачинчен пуçласа ватă çынсем таранах. Кашнин хăйĕн кун-çулĕ. Рентгенографи ӳкерчĕкĕ те мĕн çинчен кăна каласа памасть. Çавăнпа интереслĕ пирĕн професси. Аслă шкул хыççăн ординатурăра вĕрентĕм. 2024 çулта тăван тăрăхри больницăрах стажер тухтăрта ĕçлерĕм. Пĕлтĕр врач ĕçне кӳлĕнтĕм», — каласа кăтартрĕ Ярослав Эдисонович. Хăйсен профессине юратакан çамрăксем пурри уйрăмах савăнтарчĕ. Тепĕр çамрăк тухтăрпа калаçсан пуçа çак шухăш килчĕ: «Пур-ха ĕçшĕн çунакансем. Апла пĕтместпĕр, малаллах талпăнатпăр». Зуфар Куряков Патăрьелте 2000 çулта çуралнă. Тутар ачи вăтам шкул хыççăн Ульяновск патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 6 çул вĕреннĕ. Вăл чăвашла таса та яка калаçать. «Эпĕ мĕн пĕчĕкрен чăваш ачисемпе выляса ӳснĕ, — терĕ вăл. — Шкул çулĕсенчех врач профессийĕ çинчен ĕмĕтленеттĕм. Пирĕн çемьере нумайăшĕ медицина тытăмĕнче тăрăшать. Тăваттăмĕш курс хыççăн васкавлă медпулăшу паракан станцире ĕçлеме тытăнтăм. Заняти хыççăн чирлисем патне киле каяттăмăр. Канмалли кунсенче те «хуралта» тăраттăм. Çавăн чухне реаниматологсен бригадипе çӳреттĕм. Вĕсен ĕçĕ çăмăл мар пулин те питĕ кирлĕ специальноç пулнине ăнланса илтĕм. Çавăнпа анестезиолог-ревматолог профессине суйласа илтĕм. Ординатурăра пĕлĕве тарăнлатнă хыççăн 2025 çулта тăван тăрăха таврăнтăм. Мана хула пурнăçĕ килĕшмест. Килте те эпĕ чи кĕçĕнни. Тутарсен кĕçĕн ывăл ваттисене пăхас йăла манăçа тухман-ха. Кунта килнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп», — каласа пачĕ Зуфар Фердинантович. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


«Талăкра 24 сехет те çитмест»

Студент çулĕсем çутă самантсемпе, савăнăçлă пулăмсемпе, илемлĕхпе тулнă. Вăл çамрăксен умĕнче çĕнĕ çулсем уçать, пурăнма вĕрентет, шанчăклă туссем тупма пулăшать.

Дарья Машинова Чăваш патшалăх университетĕнче информатикăпа шутлав техникин факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Конференцисемпе конкурссене хастар хутшăнать. Вăл — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Правительствин, ЧПУн Попечительсен канашĕн тата банкăн ятарлă стипендийĕсен лауреачĕ, программăсем хатĕрлес енпе 30 ытла ăслăлăх статйин авторĕ. «Ыттисемпе пĕрле искусствăлла интеллект, хальхи технологисем, тĕрлĕ проект çинчен статьясем çыратпăр. Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери конференцисене хутшăнма тӳр килет. Университет тата студентсене пулăшакан компанисем ирттернĕ конкурссенче те темиçе хут палăртăм», — пĕлтерчĕ хĕр. Шупашкарта çуралса ӳснĕскер пĕчĕкренех пултарулăхĕпе палăрнă. Ал ĕçĕ тума, ӳкерме юратнă. Технологи урокĕсенче тĕрлеме, çĕлеме вĕреннĕ. Пĕтĕм Раççейри ача-пăча дизайнерсен конкурсĕнче çĕнтерсен Мускаври мода эрнине кайса курнă. Аслă классенче хальхи технологисемпе тата информатикăпа кăсăкланма пуçланă, «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнчи «IT-квантума» çӳренĕ, çавăн пекех Яндекс лицейĕнче пĕлӳ илнĕ. Çак енпе аталанас туртăм кашни çулах ӳссе пынă. «Университетри олимпиадăра çĕнтерсе пысăк стипендие тивĕçрĕм. Малтан дизайна çывăх специальноç суйларăм, каярах ку кăмăла кайманнине ăнланса илтĕм, пулас программистсене хатĕрлекен çула суйларăм. Пĕрле вĕренекенсемпе çыхăну йĕркелеме лаборатори ĕçĕсем пулăшрĕç. Çак тапхăрта пысăк çемье пек пулса тăтăмăр. Преподавательсемпе те çывăхлантăмăр, вĕсем май пур таран пулăшса пыраççĕ, сĕнӳ-канаш параççĕ. Вĕренме интереслĕ, кашни занятие хавхаланса çӳретĕп. Чи илĕртӳлли — об˜екта программăласси. Ку курс материала уçăмлă кăтартать, концепцисене ăнлантарать», — пуçларĕ калаçăва студентка. Вĕреннĕ вăхăтрах Дарья IT-компанире тăрăшать. Кун пуçламăшĕнче малтан ĕçе утать, унтан университета васкать. Вĕренӳ хыççăн проект аталантарас енĕпе тăрăшать, спортзала çӳрет. Студентăн пурнăçĕ ансат мар — лаборатори ĕçĕсене, наука проекчĕсене пурнăçламалла. «Пушă вăхăт сахал, пур çĕре ĕлкĕрме те çăмăл мар, хăш чухне талăкра 24 сехет те çитмест. Кун кĕнеки çырса пыни ĕçсене вăхăтра пурнăçлама май парать. Кашни сехете хаклатăп, уçăлса çӳреме те, спортзалта хул-çурăма тĕреклетме те вăхăт тупатăп. Кашни кун тренировка туни шухăшсене йĕркелеме, ĕçлеме вăй-хал хушать. Вĕренӳ вăхăтĕнчи кăсăклă самантсем те хавхалантараççĕ. Пĕррехинче преподаватель кабинета кĕчĕ те: «Тетраде аяк пĕрчи çине тăратсассăн экзаменра çур балл хушса паратăп», — терĕ. Пурте çапла хăтланса пăхрĕç. Шел те, манăн пулмарĕ. Акăлчан чĕлхине ăса хыватăп, ку енĕпе мобильлĕ приложени питĕ пулăшать», — малалла сăмах çăмхине сӳтрĕ Дарья. Дарья командăпа пĕрле «Юрату кĕперĕ» инноваци проектне аталантарма хастаррăн хутшăнать. Ку — мăшăрсен хутшăнăвĕсене çирĕплетмелли приложени. Команда социаллă сетьре ушкăн йĕркеленĕ, унта вăхăта пĕрле ирттермелли шухăшсене сĕнеççĕ, хавхалантаракан текстсем çыраççĕ, вылявсем ирттереççĕ, проектпа çыхăннă хыпарсене пĕлтереççĕ. «Проект «Эпĕ ĕçре» конкурсăн регионти тапхăрĕнче çĕнтерчĕ, университет стартапĕсен «Топ-1000» йышне кĕчĕ. Пирĕн шухăш интереслĕ, кирлĕ пулнине пĕлтерет. Паянхи кун мобильлĕ приложени валли вăхăт сахал юлать. Семинарсене хутшăнмалла, килти ĕçсене пурнăçламалла, экзаменсене хатĕрленмелле... Çĕрĕпе çывăрманни те пулкалать. Нумай вăй хурса тивĕçнĕ стипендие çухатас килмест, кашни занятие тĕплĕн хатĕрленме тăрăшатăп, материала тишкеретĕп, преподавательсемпе тата пĕр курсра вĕренекенсемпе канашлатăп, хушма занятисене çӳретĕп. Çине тăрса ĕçлесессĕн кирек мĕнле чăрмава та парăнтарма, вĕренĕве ăнăçлă вĕçлеме пулать», — терĕ хĕр. Дарья пысăк ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Вăл программăлассипе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне илме, професси енĕпе аталанма, уйрăм блог хута яма ăнтăлать. «Пирĕн университетра лайăх йăла пур: тин вĕренме тытăннисен çумне аслă курсра ăс пухакансене çирĕплетеççĕ. Манăн вĕрентекен — питĕ пултаруллă çын. Шăпах вăл ĕнтĕ тĕпчевсем тата проектсем тума хавхалантарчĕ. Унăн канашĕсем вĕренӳре лайăх витĕм кӳреççĕ. Вăл «Манăн стипенди» проект аталантарать. Пултаруллă студентсене пулăшас енĕпе ĕçлекен сервисăн малашлăхĕ пысăк», — каласа кăтартрĕ Дарья. Хĕр конкурссемпе фестивальсенчен юлма тăрăшмасть. Вăл «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» ăс-тăн вăййисене, «Иволга», «Метеор» форумсене хутшăннă, Пĕтĕм тĕнчери «ИТ-планета» конкурсра çĕнтернĕ, «Твой Ход» проектăн çурма финалне тухнă, «Çулталăк студенчĕ» конкурсăн регионти тапхăрĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивалĕ асра юлни пирки пĕлтерчĕ. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Сессирен сессиччен...

Студентсем хастарлăхпа, пултарулăхпа тата пĕлӳ патне туртăннипе яланах уйрăлса тăнă. Халĕ те çаплах. Вĕсем ыр кăмăллăха хутшăнаççĕ, тĕрлĕ проект шухăшласа кăлараççĕ, тĕпчев ĕçĕсенче палăраççĕ. Çак йышрах — Чăваш патшалăх аграри университечĕн инженери факультетĕнче ăс пухакан Илья Антипов та. Йĕкĕт пур çĕрте те маттур. Вăл Студентсен наука канашне ертсе пырать, Пĕтĕм Раççейри «Санăн утăм» проектра çĕнтернĕ, «Студентсен стартапĕ» конкурсăн грантне çĕнсе илнĕ, çавăн пекех РФ Президенчĕн стипендине илсе тăрать.

Пысăк заводсенче ĕçленĕ

— Студент пурнăçĕ чи лайăх вăхăт. Пултарулăх вăй-хăватне уçмалли, юратăва, чуна килĕшекен ĕç тупмалли тапхăр. Пулас профессие ăнсăртран суйласа илтĕм. Çарти инженер-радиотехник пулма ĕмĕтленеттĕм. Шкул хыççăн Пензăри И.Н.Воронов ячĕллĕ инженер институтне вĕренме кĕме шухăшлаттăм. Атте энергетик пулма сĕнетчĕ. Пурнăç çулĕ мана аграри университетне илсе çитерчĕ. Çапла пулса тухнăшăн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Тăватă çулта интереслĕ чылай самант асра юлчĕ. Эпĕ икĕ пысăк заводра: «Алабуга» ятарлă экономика хутлăхĕнче тата «КАМАЗ» шăратакан заводра ĕçлесе куртăм. Ирина Кручина, Евгений Белов преподавательсем пулăшнипе хамăн проектпа «Студент стартапĕ» конкурсра çĕнтертĕм. Халĕ ăна пурнăçа кĕртессипе тăрăшатпăр. Иртнĕ çуркунне юлташсемпе пысăк лаптăкра урпа, тулă, вир, пăрçа тата ытти тырă культурине акрăмăр. Унсăр пуçне уй-хир ĕçĕсен вăхăтĕнче хăмла пуçтартăмăр, тирпейлерĕмĕр, типĕтрĕмĕр. Регионти студентсен отрячĕн мероприятийĕсене, интерактивлă тĕл пулусене хутшăнтăм. Кăçалхи вĕренӳ çулталăкĕ «Çĕнĕ хум» слета кайнипе асра юлĕ. Вăл пĕлтĕр «Солнышко» ача-пăча лагерĕнче иртрĕ. Кашни çулах Студентсен наука канашĕн хастарĕсем кăрлачăн 25-мĕшĕ валли ятарлă мероприяти хатĕрлеççĕ. Уяв хăйне евĕрлĕ иртет. Çак вăхăт тĕлне экзаменсем вĕçленеççĕ. Вăл кун стипенди те килет. Уява юлташсемпе паллă тăватпăр. Студент вăхăчĕ интереслĕ çыхăнусемпе паллашусем йĕркелет, кирлĕ пĕлӳпе пуянлатать. Паллах, çитĕнӳсене ыттисен пулăшăвĕсĕр тăваймастăн. Çумра пĕр шухăшлă, шанчăклă юлташсем пулсан темĕнле пуçарăва та пурнăçа кĕртетĕн. Чи кирли — ырă ĕçсемшĕн вăхăт шеллемелле мар, ун хыççăн сан пата çынсем «туртăнма» пуçлĕç. Икĕ хут уяв Кăрлачăн 25-мĕшĕ Татьяна ятлисемшĕн уйрăмах кĕтнĕ кун. Вĕсем икĕ хут ытларах саламсем йышăнаççĕ: пĕрре — Студент кунĕ, тепре — менелник. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультечĕн 4-мĕш курсĕнче ăс пухакан Татьяна Яркина та ăна чăтăмсăррăн кĕтет. Вăл — патшалăхăн е муниципалитетăн пулас ĕçченĕ. Тăрăшуллăскер вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлет: 1-мĕш курсранпах Шупашкар хулин администрацийĕн çамрăксен аталанăвĕн пайĕнче вăй хурать, волонтерсен центрне ертсе пырать.

— Кăрлачăн 25-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, Татьяна тата Раççей студенчĕсен кунĕсене паллă тăватпăр. Çак кун шкулта юлташсене, пĕрле вĕренекенсене яланах пылак çимĕçпе хăналаттăм. Çав вăхăтсене паян ырăпа аса илетĕп. Халĕ уява çемьепе пĕрле ирттерме кăмăллатăп. Студент пурнăçĕнчи тĕп самант вăл — вĕренӳре малтанхи утăмсем туни. Пĕрремĕш лекци, сесси, семинар, доклад… Вĕсем мана студент пурнăçне, çак тапхăр шкултан мĕнпе уйрăлса тăнине туйма май пачĕç. Студент вăхăчĕ ирĕклĕхпе, çĕнĕ майсемпе тата паллашусемпе илĕртет. Кунта общество пурнăçне хутшăнни те, спорт тата пултарулăх секцийĕсене явăçни те кĕрет. Хăшĕ-пĕриншĕн вăл пĕрремĕш ĕçе вырнаçнипе те асра юлать. Çĕннине ăса хывма, тавра курăма анлăлатма тăрăшатăп. Мĕншĕн экономика факультетне суйласа илтĕм-ха? Шкулта мана математикăпа общество пĕлĕвĕ килĕшетчĕç. Ку енĕпе специальноç шырарăм. Çавăн чухне хамăр çĕршывăн административлă тытăмне тарăн тĕпчеме пулăшакан, халăх пурнăçне лайăхлатассинче патшалăх тата муниципалитет ĕçченĕсем мĕн тунине ăнланма май паракан хыпар куç тĕлне лекрĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.