Çамрăксен хаçачĕ 13 (6612) № 09.04.2026

9 Ака, 2026

«Эпир — кураканăн ал тупанĕ çинче»

КОНСТАНТИН РЯЗАНОВ ТЕСЕНЕХ КУÇ УМНЕ ЯШТАКА ПӲЛЛĔ, ÇЫРĂ ÇӲÇЛĔ, СИМĔС КУÇЛĂ, ЙĂЛТĂР КУЛĂЛЛĂ КАЧЧĂ ТУХСА ТĂРАТЬ. ВĂЛ ЮРĂÇ ÇЕÇ МАР, КĔВĔ ĂСТИ, АРАНЖИРОВЩИК, СĂВĂÇ, ЮМАХÇĂ... ЮЛАШКИ ÇУЛСЕНЧЕ ХĂЙĔН ЧАПНЕ ÇĔКЛЕС ТЕСЕ ĔÇЛЕМЕСТ, ЯЧĔ ХĂЙ ĂНА МАЛАЛЛА УТМА ÇУЛ УÇСА ПЫРАТЬ.

Малтан кĕввине хайлать

— Санпа паллашнă чухне эсĕ паллăлăх пусми умĕнче тăраттăн. Халь вара пултарулăх çулĕпе çĕкленсе çӳле хăпартăн. Çăмăл пулчĕ-и е самаях тар тăкма тиврĕ-и?

— Умри хăть мĕнле çул та — пултарулăх çулĕ-и е чун суйланă ĕç çулĕ-и — пачах çăмăл мар. Эпĕ паллă пулас тесе ĕçлеместĕп. Хам тăвакан ĕçрен савăнăçпа киленӳ илетĕп. Çанă тавăрса вăй хунине юрăсене итлекен те, видеосене куракан та ăнланать.

— Костя, эсĕ — чылай юрă авторĕ. Юррусен шутне кура паллăлăх пусмин миçемĕш картлашки çине пусрăн-ха?

— Пултарулăхăн вĕçĕ-хĕрри çук, çавăнпа хăш картлашки çине хăпарнине калаймастăп.

— Апла тăк сан картлашкусене юрăсемпе шутлар. Пĕр юрă — пĕр картлашка…

— Пĕтĕмĕшле илсен, куракана 40 юрă яхăн парнелерĕм.

— Мĕнех, пултарулăх пусмипе хăпарса эсĕ 40-мĕш картлашка çинче тăрать тесе шутлăпăр. Кăçал миçе çул тултартăн-ха?

— 34 çулта эпĕ. Кур-ха, килес çул юбилей çулĕ иккен. Чунăм вара 25 çулта çеç. Чун çамрăк пулнăран ытларах яшсемпе хĕрсем валли юрă хайлассăм килет.

— Репертуарунти чылай юрă сăввине санпа пĕрле çырма тӳр килчĕ. Хатĕр темăпа, тепĕр чухне хăв çырнă çаврăмпа е хушса юрламаллипе ман пата килетĕн те сăвва пĕрле туса çитеретпĕр. Авторсенчен пĕри пулма вара килĕшместĕн… — Вырăсла сăвăсен авторĕ теме именместĕп, анчах эпĕ Çĕмĕрле хулинче вырăссен хушшинче ӳснĕрен-ши, ачаран килте çеç чăвашла калаçнăран-ши — чăвашла хайлавсен авторĕ теейместĕп. Сăвва стилистика, грамматика енчен илсен эсир хатĕрлесе паратăр. Мана пĕрлехи ĕç çырлахтарать.

— Ытти юрăçпа танлаштарсан сăвă кĕввине хăвах хайлатăн, унтан юрлатăн. Пурне те кунашкал пултарулăх паман.

— Аслă классенче вĕреннĕ чухнех юрлама, кĕвĕ хайлама пуçларăм. Çакна тума хĕтĕртекенĕ — хуравсăр юрату.

— Епле-ха кĕвĕ ăстисем 7 нотăран пин-пин юрă хайлама пултараççĕ?

— Кам мĕнле-тĕр. Мана илес пулсан, эпĕ ытларах чухне малтан кĕввине çыратăп, унтан тин сăвă пирки шухăшлатăп. Кĕвĕ кашни самантра мана çупăрласа тăрать. Сăмахран, пуçа пĕрпĕр сăмах пырса кĕрет те, тӳрех кĕвви те пĕрле килет. Е урампа утнă чухне çурхи шыв тумламĕсем тимĕр тăрă çине ӳкнине илтетĕп те, чунра каллех çĕнĕ кĕвĕ тĕвĕленет. Тепĕр чухне алла гитара тытатăп. Сăвă çине пăхатăп та кĕвĕ ритмики хăех мана тыткăнлать. Кашни кĕввĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Тăван çĕршыв çинчен çырнă сăвă-и, юрату-и е туслăх-и – кĕвĕ çураласси чун тăрăмĕнчен килет. Кашни сăввăн кĕвви туйăмпа тата кăмăлпа пĕр килет. Тĕрĕссипе, кĕвĕ пуçра е чунра çуралнине эпĕ хам та туллин ăнлантараймастăп. Тата кирлех-ши? Асамлăх пулса юлтăрах. Çавах каласа хăварам: 3 минутра çуралнă кĕвĕ итлекене ытларах тыткăнлать.

— Эпĕ те çакна асăрханă. Залра ларакан та ансат кĕвĕллĕ юрра тӳрех ярса илет те пĕрле шăрантарать…

— Чăвашпа вырăс эстрадисене чуна кĕртиччен эпĕ аслă классенче ăс пухнă чухне ытларах ют çĕршыв юррисене итлеме кăмăллаттăм — «Битлз», «Квин»... Манăн малтанхи кĕвĕсем пуянрахчĕ, халĕ чылай ансатрах хайлатăп. Паянхи итлекен çавнашкаллине ыйтать. Халăх ыйтăвне вара тивĕçтерес пулать.

— Пĕр пулăма асăрхарăм. Кашни юрăçăн хăйĕн итлекенĕ.

— Ку тата кăмăл çаврăмĕпе çыхăннă. Сцена юрăçа туллин уçать. Тепĕр тесен, хăш-пĕр юрăç сцена çинче пĕр тĕрлĕ, пурнăçра вара пачах урăхла çын. Эпир — кураканăн ал тупанĕ çинче.

— Ял çынни чăваш эстрадин концерчĕсене юрă итлеме çеç мар, ташлама та килет. Ритмикăллă юрă янрама пуçласанах çур зал ирĕклĕ вырăна ташлама тухать.

— Юрăçсем кураканпа пĕр шухăшлă. Пĕр-пĕрне аван туяççĕ. Пирĕн куракансемпе пĕр хум çинче пулмаллах. Вĕсемшĕн тăрăшатпăр вĕт. Тепĕр самант. Юлашки çулсенче концертсене çамрăксем ачисемпех çӳреме пуçларĕç. Ку савăнтарать. Эпир те, юрăçсем, чăваш чĕлхине ку çĕр çинче ытларах пурăнтарăпăр-иç.

Виççĕмĕш концерт

— Тин çеç эсĕ хăвăн виççĕмĕш концертна Трактор тăвакансен культура керменĕнче йĕркелерĕн. Хăвна сцена çинче çирĕпрех, шанчăклăрах тытрăн. Эсĕ юмахçă та иккен.

— Ку концерт аванрах пулчĕ пек. Анчах ку хутĕнче ытларах хумхантăм. Ăçта мĕн калассине, хама еплерех тытассине пĕлтĕм пулсан та, программăна уйăх маларах хатĕрлесен те. Малтанхи вăхăтра эпĕ сцена çинче ача пек пулнă, халĕ çитĕннĕ яш…

— Юрăçсем пĕрле йĕркелекен концертсенче сцена çине пĕччен тухса юрлама чылай çăмăлрах-тăр?

— Тĕрĕсех. Тухнă та юрланă. Ĕç пĕтнĕ. Хăвăн концертунта пĕтĕм яваплăх сан çинче. Çав самантрах юнашар çемье, туссем, тăвансем, ташăçăсем, юрăçсем, пĕр шухăшлă çынсем пулни — пысăк вăй. Командăсăр эсĕ никам та мар. Концерт вĕçленсен хама критикленине кăмăллатăп. Эпĕ тĕрĕс пĕтĕмлетӳ тума пĕлетĕп. Вĕрентсе калакансене чунтан тав тăватăп. Мĕншĕн тесен вĕсем кăлтăксене асăрхани, куçран калани тепĕр концертра çав йăнăша тӳрлетме май парать.

— Эсĕ халăх кăмăлне тупас тесе ялан çĕнĕлĕх шыратăн. Хальхинче куракана юрăçсене мультфильмри евĕр сăнарласа экран çине кăларса тĕлĕнтертĕн. Ку енĕпе эсĕ чăваш эстрадинче çул уçакан пулса тăтăн.

— Тусăмсем, Илья Зайцевпа Максим Константинов, чăваш стендапне йĕркелекенсем, куракана еплерех савăнтарас килнине туяççĕ пулмалла. Пĕрле пухăнса сценари турăмăр. Пĕрремĕш концертра эпĕ куракана хампа паллаштартăм, иккĕмĕшĕнче эпĕ ачалăхра хутшăннă кăларăмсем пулчĕç. Çулталăк çурă иртсен тин виççĕмĕш концерт çинчен шухăшлама пуçларăмăр. Кунта Евгений Кузнецовăн тӳпи те пур. Вăл хавхалантарчĕ. Концерт-юмах лартасси патне туссемпе калаçса-шухăшласа çитрĕмĕр. Çапла тума маларах кăларнă юрă дискĕсен хуплашкисем те хĕтĕртрĕç. Мĕншĕн тесен эпĕ кашни хуплашкана мультфильмри сăнарсемпе хитрелетрĕм. Хама сăнран палличчен итлекенсем ман юрăсене кăмăлларĕç. Концертсем йĕркелеме пуçласан хампа çывăхрах паллашрĕç. Акă Максим Константинов Такмак Ваççине шухăшласа тупрĕ. Арçури çак маттур чăваш каччине «кĕнекене» çавăрать, Пĕчĕк Кĕçтук çав кĕнекене тупса чăн-чăн юрăçăн телейĕн хакне туйса илет. Студент чухне культорг пулни те, шкул театрĕнче выляни те пултарулăха аталантарма май туса пачĕç.

— Концертра экран çинчи кашни ролика пăхса ларнă чухне хĕрсе кайсах ташлакан зал шăпланчĕ.

— Пурĕ 13 ролик шухăшласа кăлартăмăр. Вĕсене куракан еплерех йышăнни питĕ кăсăклă пулчĕ. Кашни ролика сцена çине тухакан юрăçпа тата, паллах, ман юрăсемпе çыхăнтартăмăр.

— Концерт тăван çĕршыва мухтакан юрăпа вĕçленчĕ. «Сувар» ташă ушкăнĕпе пĕрле хăвăн паянхи кунчченхи пултарулăхна пĕтĕмлетрĕн. Куракана юрă урлă тăван халăхпа, унăн культурипе мăнаçланма хавхалантартăн.

— Тăван çĕр çинче çурални, ӳсни, ăс пухни, анлă тавра курăмлă çын пулса тăни, хăвăн чĕлхӳне хисеплени — çак туйăм çулсем иртсен чунра тата та ытларах вăйлăланать. Юрă сăмахĕсем малтан вырăсла çуралчĕç. Эсир пулăшнипе ăна чăвашла куçартăмăр. Малтанлăха ку юрра сценарие кĕртесси пирки иккĕлентĕм. Ялан юрату çинчен çеç юрланипе тăван çĕршыв çинчен çырнă хайлава халăх умне кăларассине вышкайсăр яваплăх пек йышăнтăм. Тăван çĕре епле юратнине пĕлтерсе куракан умĕнче чуна уçас килчĕ. Ăна лайăх йышăнчĕç. Куракан та манпа пĕрлех ӳсет. Юрра интернета кăларма ыйтса çыракансен шучĕ чылай. Ман сунăм çапларах: çак юрă кашни чăвашăн чунĕ пулса тăтăр.

— Юррусенчен чи юратни хăшĕ-ши?

— Эпĕ хамăн юрăсене темиçе хут итлеме юратмастăп. Сцена çинче юрланипе çырлахатăп. Вĕсене манăн пултарулăха кăмăллакансем итлеччĕр. Халăха парнелетĕп те, унтан тепĕр юрă çинчен шухăшлама пуçлатăп. Манăн тĕллев – çынсене çунатлантарасси.

— Кĕвĕ епле çуралнине аван тăнлантартăн. Аранжировка тăвасси йывăртарах пулĕ?

— Аранжировка тунă чухне пуçа тĕрлĕ инструментпа калакан специалистсене – трубачсене, гитаристсене, пианистсене — йыхравлатăп. Шӳтлемесен, хальхи вăхăтра ытларах электронлă кĕвĕпе усă куратпăр. Пĕр-пĕр профессионал мана эпĕ ĕнĕрлесе панă кĕвве гитарăпа выляса кăтартать те эпĕ ăна музыкăна илемлетме усă куратăп. Паллах, хам та гитара аван калатăп. Анчах профессионал ĕçĕ ман кăмăла ытларах çырлахтарать. Юлашки икĕ юрă аранжировкине тунă чухне Хусанти баяниста электронлă версие баян каласа диктофонпа çыртарса ярса пама ыйтрăм. Аранжировка тăвасси пĕрре те çăмăл ĕç мар. Чылай япалана çĕнĕрен вĕренме тивет.

Икĕ ача ашшĕ

— Юратусăр çумăр та çĕре йĕпетмест пулĕ. Пурнăçри юратăва ăçтан илетĕн?

— Атте-аннерен, çемьерен, çут çанталăкран, шăллăмсенчен, мăшăртан, ачасенчен, туссенчен, сăвăçсенчен… Тĕнче юратупа тулса тăрать. Хавхалантарать. Пурăнма хистет, пултарулăха аталантарать.

— Эсĕ юратса авланнă-и?

— Паллах. Юрату кĕтмен çĕртен пуçланчĕ. Вăл кун эпĕ лекцисем итлесе ывăннă хыççăн килте канаттăм. Тусăм шăнкăравларĕ. «Студентсен çуркунни» уява хатĕрленнĕ май пирĕн пата тепĕр факультетран ташлама вĕрентме çĕнĕ хĕрача килнĕ имĕш. «Питĕ илемлĕскер. Килсе кур», — терĕ. Клуба вăш-ваш çитрĕм. Кайран арăм аса илет: «Сана хĕрсем сырса илчĕç. Эсĕ вара мана куç хĕррипе сăнатăн». Эпĕ ун чухне сылтăм аллинчи ятсăр пӳрнинчи ылтăн çĕрре асăрхарăм та хамшăн пĕтĕмлетӳ турăм: «Качча тухнă. Ку хĕр ман валли мар». Эпир ун чухне 20-21 çулсенчеччĕ. Чуна выртнăран уяв вĕçĕчченех ун пирки шухăшларăм. Çак хĕр çинчен туссенчен тĕпчесе пĕлтĕм. Ылтăн çĕрре каччăсем ан çулăхчăр тесе тăхăнса çӳренине пĕлсен калама çук хĕпĕртерĕм. «Контактра» вăл ман сăн ӳкерчĕк айне лайк лартрĕ. Страницине кĕрсе пăхрăм. Çапах та тус пулма чĕнмерĕм-ха. Çывăхрах паллашма вăхăт çитмен пек туйăнчĕ. Уйăхран тĕлĕкре тĕлленчĕ. Вырăс драма театрне спектакль курма пĕрле кайрăмăр пек. Ирхине вăрансан унăн страницине кĕрсе сăн ӳкерчĕк айне лайк лартрăм, тĕлĕкре тĕлленнине çырса пĕлтертĕм. Çав кунран çывăхлантăмăр. Анчах ĕç ăшне пуçпах путнипе икĕ уйăхран тин тĕл пулса калаçрăмăр…

— Çемьеленес шухăш патне хăçан çитрĕр?

— Виçĕ çултан савни пĕрлешесси пирки калаçма пуçларĕ. Туй хыççăн яваплăх туйăмĕ вăйланчĕ. Эпĕ — çемье хуçи: епле пурнăç тăвасси йăлтах манран килет иккен.

— Арăмĕпе упăшкине çӳпçипе хупăлчи теççĕ...

— Эпир пĕр-пĕрне ăнланатпăр. Енчен те хумханмалли пулсан, эпĕ хĕрӳленсе кайсан Юля хăйне лăпкă тытать. Туйăмлă лару-тăру сиксе тухсан эпĕ ăна лăпкатăп.

— Пĕрремĕш ачуна епле йышăнтăн?

— Эх, ачалăх вĕçленчĕ иккен тесе шухăшларăм. Чуна тунсăх пусса илчĕ, çав самантрах ача пысăк та çутă телей иккенне ăнкартăм. Ман тĕнче пин-пин тĕспе вылянса кайрĕ. Çемьешĕн ытларах вăй хума тытăнтăм. Ачана ура çине тăратмалли пирки шухăшлама пуçларăм. София 9 çула çитрĕ. Ашшĕпе хĕрĕ хушшинче урăхла хутшăну пуррине тӳрех туйса илтĕм. Ачана пĕрремĕш хут алла тыттарнă хыççăн машинăпа киле таврăнатпăр. Эпĕ — руль умĕнче, Юля юнашар. Аппа «телей чăмаккине» алра тытса пырать. Куçкĕскипе вĕсене сăнатăп. Ман чун сассăр кăшкăрать: «Мĕншĕн ача ман алра мар. Парăр мана хĕрĕме! Вăл — ман юн тумламĕ». Пĕчĕкскере урăх алла парас килменнине халĕ те манман.

— Мăшăрсем иккĕмĕш ачана яланах палăртса пурнăç парнелеççĕ…

— Тимура кĕтнĕ чухне эпир туссене, тăвансене, çывăх çынсене пухса «гендерпатти» уявне йĕркелерĕмĕр. Эпир ыйтнипе тухтăр ывăл е хĕр пулассине Алина Корнилова юрăçа çеç пĕлтернĕ. Аллинчи хăмпа шăп та лăп вăл çурчĕ. Пирĕн çине кăвак конфетти тăкăнчĕ. Пухăннисем тӳрех арçын ача çуралассине ăнланчĕç. Тĕрĕссипе, Юля ывăла кĕтнĕ чухне сăнран та, кĕлеткерен те улшăнмарĕ. Çавăнпа эпир арçын ача пуласса малтанах туйрăмăр. Софийăна йăтса çӳренĕ чухне Юля сăнран улшăннăччĕ. Ачасем валли ят шыранă чухне пĕлтерĕшне тишкертĕмĕр. Хĕрĕн ятне эпĕ сĕнтĕм, ывăла мăшăрăм ят хучĕ. Сăмах май, Юльăн ашшĕ — тутар, амăшĕ — вырăс.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.