Çамрăксен хаçачĕ 1 (6502) № 11.01.2024

11 Кăрлач, 2024

Ставропольтен диадемăпа таврăннă

ДИАНА ЯКОВЛЕВĂПА КАЛАÇНĂ МАЙ ĂНА ПАЛЛĂ КИНОФИЛЬМРИ ПЕК МУХТАС КĂМĂЛ ÇУРАЛЧĔ: СПОРТСМЕНКА, СТУДЕНТКА, ПĔР СĂМАХПА — ЧИПЕРУК! ВĂЛ 20 ÇУЛТА ÇЕÇ ПУЛИН ТЕ УНĂН ТĂРĂШУЛĂХĔНЧЕН ТĔЛĔНЕТĔН.

Пĕчченлĕх шиклентернĕ

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар пики Ставрополь хулинчен таврăннă. Шăпах унта «Раççейĕн çамрăк сăнĕсем» спорт, ăс-тăн тата пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Диана вара тупăшăва хутшăнса Чăваш Ен чысне тата хăй пĕлӳ илекен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чысне хӳтĕленĕ. Спортпа туслăскер ГТО нормативĕсене ылтăн медале тивĕçмелĕх пурнăçласа вăл «Илем мисĕ» /«Мисс Грация»/ номинацире мала тухнă. Тĕрĕссипе, спорт енĕпе кăна мар, пур енĕпе те ăмăртма тивнĕ çамрăксен. Эссе çырнă, дефиле утнă, ташланă… Модель индустрине икĕ çул каялла сукмак хывнă Дианăшăн ку çитĕнӳ — пĕрремĕш мар. Вăл шкул вăхăтĕнчех илем конкурсне хутшăнса палăрнă. — Мĕнпе илĕртрĕ-ха мана мода индустрийĕ? Чи малтанах эпĕ ландшафт дизайнерĕн профессине алла илме хатĕрленнине палăртмалла. Мода тытăмĕнче вара дизайнер пек аталанмашкăн çул уçăлас майсем пур, уйрăмах илем тыткăнлать мана. Анне çак профессире тăрăшни те пысăк витĕм кӳчĕ паллах. Вăл чаплă, хӳхĕмкĕпесем çĕлет. Шкулти илем конкурсне хутшăнас умĕн аннеçĕм ман валли илемлĕ тум ăсталаса панăччĕ. Шăпах ун хыççăн вăл — тумтир дизайнерĕ пек, эпĕ модель пек палăрма пуçларăмăр. Унпа пĕрле мода куравĕсене çӳреттĕм, вăл çĕленĕ кĕпесене подиумсем çине тухса кăтартаттăм. Хальччен эпĕ университетри, Шупашкарти, Санкт-Петербургри, Мускаври кăтартусене хутшăнтăм, — каласа кăтартрĕ илеме юратакан пике. Ача чухнех вăл, амăшне кура, хитре тумтирпе кăсăкланнă, вĕсен эскизне ӳкернĕ. Пулас профессие суйласси те çакăнпа çыхăннă. «Раççейĕн çамрăк сăнĕсем» конкурса хутшăнас умĕн Диана çĕршыври «Студентлăх мистерĕпе мисĕ» тупăшура пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Унта университет чысне хĕрпе каччăн хӳтĕлемелле. Ставрополе те Дианăн «мистерпа» тухса каймалла пулнă, анчах яш чирлесе ӳкнĕрен пикен пĕчченех инçе çула тухма тивнĕ. Çакă нимрен ытла шиклентернĕ ăна. Шупашкартан Мускава пуйăспа çитнĕ, тĕп хуларан Ставрополе — самолетпа. — Конкурс хыççăн каялла та çапла майпа таврăнтăм. Ун чухне шикленӳ сĕвĕрĕлнĕччĕ ĕнтĕ. Пысăк ăмăртура пĕчченех пулнăран хушăран тунсăх пусрĕ, кăмăл сӳрĕкленчĕ, йĕтĕм те. Нумай çамрăкпа пĕрле вĕсене хавхалантармашкăн ентешĕсем килнĕччĕ. Çакна курса кичемлентĕм. Сцена çине мăшăрсăр тухма тивнĕрен пултарулăх номерне ыран кăтартмалла тенĕ чухне улăштарма тиврĕ. Пĕчченех ташларăм. Конкурс темиçе тапхăрпа иртрĕ. Малтан спорт, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен тĕрĕслерĕç. ГТО нормисене те çăмăллăн парăнтартăм, эссе çырнă май та йывăрлăхсем тухмарĕç. Хама формăра тытма тăрăшатăп, кунсерен зарядка, тĕрлĕ хускану тăватăп — çакă та пулăшрĕ-тĕр. Тĕп тапхăр умĕн кашни кун репетици иртрĕ: наци тумĕпе, каçхи кĕпепе дефиле утмаллаччĕ, хореографи номерне те туптамаллаччĕ. Сăмах май, мĕн пур кĕпене манăн асамçă-аннеçĕм çĕлесе хатĕрлерĕ. Халĕ вĕсем унăн офисĕнче упранаççĕ. Сцена шиклентермест мана, çавăнпа хумхану пулмарĕ, — терĕ çамрăк модель. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Ăслăлăхра пысăк çитĕнӳсем тума ĕмĕтленнĕ

Иртнĕ ĕмĕрте пирĕн республикăра çуралса ӳснĕ ăсчахсенчен иккĕшĕ СССР ăслăлăх академийĕн членĕ пулса тăнă. Пĕри — Пăрачкав тăрăхĕнчи Висяга ялĕнче [1990 çултанпа Крылово] çуралса ӳснĕ, XX ĕмĕр пуçланнăранпа Санкт-Петербургра пурăннă Социализмла Ĕç Геройĕ Алексей Крылов, тепри — Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшик ялĕнче çуралнă, ачалăхне Елчĕк тăрăхĕнчи Çĕнĕ Пикшик ялĕнче ирттернĕ Хабиб Миначев.

Ĕлĕкрех Хабиб Миначев çинчен Чăваш Енре кăна мар, çĕршывра та пĕлсех кайман. Мĕншĕн тесен унăн хими ĕçĕсем вăрттăн темăсемпе çыхăннă. Паян вара Шупашкарта Миначев урамĕ те пур. Апла пулин те чылайăшĕ Хабиб Миначевич мĕнпе чапа тухнине пĕлсех каймасть. Эпĕ Çĕнĕ Пикшикри тутар ачисемпе Нурулла Ахметовпа тата Арибзян Багаутдиновпа пĕр класра вĕреннĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн вĕсем иккĕшĕ те Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне кайрĕç. 1970 çулсенче иккĕшĕ те паллă специалистсем тата пĕрлешӳллĕ хуçалăхсен ертӳçисем пулса тăчĕç. Çур ĕмĕр ытларах каялла «Авангард» колхоз республикăра кая юлса пыракан хуçалăх шутланнă. Кунта Арибзян Минуллович малтан — тĕп агрономра, кайран председательте вăй хунă. Вăл кунта киличчен хуçалăх ĕçченĕсем нихăçан та пĕр гектартан 10 центнертан ытларах тĕш тырă илеймен. Арибзян Багаутдинов председательте ĕçлеме пуçланă хыççăн «Авангард» тухăçлăха 25-28 центнер таран çитернĕ. Çавăн хыççăн Арибзян Минулловича Совет Союзĕн правительстви «Хисеп палли» орденпа чысланă. Кирек ăçта ĕçлесен те эпĕ Арибзян Багаутдиновпа туслă пулнă. Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ чухне вăл мана ашшĕн шăллĕ çинчен кăштах каласа панă. «Манăн атте Минулла Миначевичпа Хирти Пикшикри мăсăльмансен пуçламăш шкулне, унтан Аслă Арапуçри икĕ класлă шкула çӳренĕ. Кунта вăл чăвашсен паллă поэчĕпе Митта Ваçлейĕпе пĕр класра тăрăшса вĕреннĕ. Хăй çуралса ӳснĕ ялтан Çĕнĕ Пикшике куçса килсен вăл пултаруллă та хастар яшсемпе Александр Дмитриевпа тата Захар Маметовпа туслашнă. Ман атте вĕсемпе пĕрле комсомол ретне кĕнĕ, ликбез активисчĕ пулса тăнă. Паспорт илме Елчĕке кайсан манăн çывăх тете яланлăхах Хабиб Миначевич Миначев пулса тăнă», — çапла каласа панăччĕ мана çывăх юлташăм Елчĕкре ĕçлесе пурăннă чухне. 1927 çулта, çур аки вĕçленсенех, ашшĕн аттине тата çĕнĕрех пиншакне тăхăнса вăл ир-ирех Канаш хулине тухса кайнă. Унтан пуйăспа — Совет Союзĕн тĕп хулине. Мускавра пулас академик вокзал çывăхĕнчех вырнаçнă ĕç биржине шыраса тупнă. Унта Хабиб мĕнле те пулин ĕçе вырнаçма кăмăл пурри çинчен пĕлтернĕ. «Кĕркуннеччен ăçта та пулин укçа ĕçлесе илесчĕ, вара манăн лайăх пиншак та, пальто та, çĕлĕк те пулĕç. Вырăсла чипер калаçма пуçласан рабфака вĕренме кĕресчĕ», — шухăшланă тĕреклĕ каччă строительсен общежитине вырнаçсан. Нимĕнле ĕçрен те хăраман вăйлă та хастар Хабиб. Малтан вăл — М.Горький урамĕнчи телеграфăн тĕп çуртне, унтан «Ударник» кинотеатрпа пир тĕртекен фабрикăна тунă çĕрте вăй хунă. Акă ăçта кирлĕ пулнă иккен ашшĕпе тата тетĕшĕпе Минуллапа пĕрле ялти хуçалăхра, хирте тата вăрманта пĕтĕм вăя парса тăрăшни. Мана, 1980 çулсенче республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ журналиста, Хабиб Миначевпа Мускавра та, Шупашкарта та тĕл пулма май килчĕ. Манпа пĕрле çав ăнăçлă та телейлĕ вăхăтра яланах унăн çывăх тăванĕсем пулнă. Шăп 40 çул каялла Миначевсен Мускаври виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерĕнче унăн виççĕмĕш сыпăкри шăллĕпе, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕпе, çăмăл атлетика енĕпе нумай хутчен малти вырăнсене йышăннă Рассых Камалетдиновпа пĕрле пултăмăр. Çав çулсенчех КПСС Чăваш обкомĕнче унăн тепĕр çывăх тăванĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Рамиль Незеев ĕçлетчĕ. «1930 çулсен пуçламăшĕнче, Мускаври стройкăра вăй хунă вăхăтра, эпĕ каçсерен Яков Свердлов ячĕллĕ рабфакра вĕрентĕм. Маншăн хими предмечĕ чи юратниччĕ. Ăна кăмăллă та питĕ ăслă çамрăк учительница вĕрентетчĕ. Хăш чухне çур çĕрчченех тĕрлĕ опыт тăваттăмăр. Вăл пилленипех рабфака лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Мускаври Михаил Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн хими факультетне вĕренме кĕтĕм. Кунтах пулас мăшăрпа Еленăпа паллашрăм», — çапларах аса илнĕччĕ Хабиб Миначев.

Петр СИДОРОВ.

♦   ♦   ♦


«Тухтăрсемпе çар çыннисем — Турра ĕненекенсем»

Мĕншĕн тесен вĕсем пурнăçпа вилĕме ытларах кураççĕ

Чăваш митрополийĕнчен тăватă епископ тухни çинчен хаçатра маларах çырнăччĕ. Чăваш тата Шупашкар митрополине ертсе пыракан Савватий [Сергей Антонов] тата Череповецпа Белозерск епископĕ Игнатий [Сергей Суранов] владыкăсем çинчен иртнĕ номерсенче çырса кăтартнăччĕ. Хамăр тăрăхран тухнă епископсемпе малалла паллаштарасшăн. Хальхинче — Улатăрпа Пăрачкав епархине ертсе пыракан Феодор [Александр Белков] епископпа. Çак епархи 5 округри чиркӳсене пĕрлештерет: Улатăр, Пăрачкав, Патăрьел, Шăмăршă, Йĕпреç тăрăхĕсенчисене. Ăна 2012 çултанпа Феодор владыка ертсе пырать.

«Пурпĕрех священник пулăн»

Александр Белков Чăваш Енре çуралса ӳсмен, аякри çĕршывра, Германири Дрезден хулинче, 1960 çулта кун çути курнă. Вăл çар çыннисен çемйинче ӳснĕ. Ашшĕ — вырăс офицерĕ, амăшĕ физика учителĕ пулнă. 1968 çулта Чехословакире влаçа улăштарас хăрушлăх сиксе тухсан пирĕн çĕршыв та çак пăлхава путарас çĕре хутшăннă. Ытти çар çыннипе пĕрле Михаил Белкова та унта янă, вăл çемйипех куçса кайнă. Феодор владыка «Вера» радиори кăларăмра çав вăхăта аса илсе çапла каласа кăтартнă: «Совет çарĕн полигонĕ сăрт-ту çинче вырнаçнăччĕ. Çавăнпа пире шкула çӳреме йывăртарахчĕ. Ирхине шкул автобусĕ килсе илетчĕ, каялла иртерех леçсе яратчĕ. Çавăнпа эпĕ шкулта иртнĕ мероприятисене хутшăнса курман. Ун вырăнне кĕнеке вулама юрататтăм. Совет Союзĕнче православи литературипе паллашма май çукчĕ, унта вара, социализмла çĕршыв пулсан та, тупса вулама пулатчĕ. Хушăран чиркĕве кĕме май пурччĕ. Аттепе анне вĕреннĕ çынсем пулсан та тĕнрен ютшăнман. Вĕсем çемье çавăрсанах чиркӳре венчете тăнă. Ку ун чухне совет çыннисемшĕн япăхпа вĕçленме пултарнă. Вĕсем вара шикленмен. Çывăх çыннăмсен ашшĕ-амăшĕ те Турра ĕненекенсем пулнă. Несĕлĕмсем Турра ĕненни тата аттепе анне тĕслĕхĕ мана ачаранах тĕн çине урăхла пăхма хистенĕ». 1977 çулта вăл Украинăри Хмельницкий хулинче вăтам шкула пĕтернĕ. Çав çулах Ленинградри С.М.Киров ячĕллĕ çар-медицина академине вĕренме кĕнĕ. Çавăнта вĕреннĕ тапхăр унăн пуласлăхне çул хывнă. Вăл латынь чĕлхине вĕрентнĕ преподавателе уйрăмах ырăпа аса илчĕ: «Пире совет саманинче çырнă кĕнекесемпе мар, революциччен гимназисенче вĕрентнĕ кĕнекесем тăрăх пĕлӳ паратчĕ вăл. Вĕренме çăмăлччĕ. Икĕ сехете тăсăлакан урокăн пĕр пайĕнче материалсене тишкереттĕмĕр, тепĕр пайĕнче /çакна эпĕ халĕ кăна ăнланатăп/ Турă саккунĕсене пăхса тухаттăмăр. Вăл искусствовед та пулнă. Классицизм вăхăтĕнчи картинăсене илсе килетчĕ. Художниксемпе те, çав вăхăтрах картинăсемпе те паллаштаратчĕ. Унта яланах Библи сюжечĕ йĕрленетчĕ. Паллах, унăн ĕçĕнче никам та тĕн пропагандине курман. Эпĕ унран паянхи кун та тĕлĕнетĕп. Пĕлӳ парас текен чăн-чăн çын пулнă вăл. Пушă вăхăтне те шеллеместчĕ. Канмалли кунсенче пирĕн ушкăна Ленинградри пропусксăр кĕртмен вырăнсене илсе каятчĕ. Эрмитажăн ампарĕсене /кĕлечĕсене, кладовойĕсене/, атеизмпа тĕн музейĕсене çитсе курни чылайăшĕн пурнăçне витĕм кӳчĕ. 1981 çулта Ленинградри Хусан соборĕнче вырнаçнă музейăн хупă уйрăмĕнче Серафим Саровскин çĕрмен ӳтне пĕрремĕш хут куртăмăр. Çавăн чухне çветтуйăн сăваплăхне чăннипех те чунпа туйрăм. Тĕрĕссипе, эпĕ вĕреннĕ вăхăтра çветтуйсен çĕрмен ӳтне сахал мар курнă. Пирĕн академин анатоми кафедринче Александр Свирскин çĕрмен ӳчĕ упранатчĕ. XV ĕмĕрте пурăннă çветтуйăн ӳчĕн температури паянхи кун та чĕрĕ çыннăнни пекех. Ăна çветтуйсен çĕрмен ӳчĕсене пĕтернĕ чухне академири Тонков профессор студентсене вĕрентме тесе кафедрăна илсе килнĕ, çапла упраса хăварнă. Пирĕн вăхăтра вăл академирех упранатчĕ. 1998 çулта кăна вăл хăйĕн вырăнне таврăнчĕ. Çавăнта вĕреннĕ вăхăтра манăн тĕн семинарине каяс шухăш та пурччĕ. Анчах çав преподавателех мана: «Ан васка, эсĕ пурпĕрех священник пулăн», — терĕ. Çапах академире вĕренме питĕ килĕшетчĕ. Унта православи литературипе те тĕплĕн паллашрăм». <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


«Çăнăх шӳрпи çисе ӳсрĕмĕр»

«Пирĕн ачалăх питĕ йывăр иртрĕ. Выçăпа аптăранипе ачасем шыçăнса кайса вилетчĕç. Ун пеккине мĕн чухлĕ курнă-ши эпĕ? Вăрçă хыççăн та нуша пĕтмерĕ», — çапла аса илме пуçларĕ ачалăхне Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Мучикасси ялĕнче пурăнакан Зинаида Чернова.

Йывăр ачалăх

Зинаида Михайловна вăрçă пуçлансан икĕ кунран, 1941 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькасси ялĕнче Железновсен çемйинче çуралнă. Анчах хут çинче «утă уйăхĕ» тесе йăнăш çырнă. Çакна вăл ӳссе çитсен çеç пĕлнĕ. Ашшĕ Михаил Железнов ял канашĕнче, шкулта физика учителĕнче ĕçленĕ. 1942 çулта вăрçа кайнă, çав çулах çапăçура пуç хунă. «Атте енчи тăвансем вĕреннĕ çынсем пулнă. Асатте ачисене пурне те пĕлӳ пама тăрăшнă. Çын ретлĕ вĕренме çӳреччĕр тесе ачисем валли сукна пальто çĕлеттерме шутланă, пусмине Хусана илме кайсан холера чирне ертсе килнĕ. Унтан килсен вăл пĕр эрнерен çĕре кĕнĕ. Асанне икĕ ачипе тăрса юлнă. Кӳршĕре пурăннă çемьере те арăмĕ çак чирпех вилнĕ. Вĕсен виçĕ ачи тăлăха юлнă. Çапла икĕ çемье пĕрлешнĕ. Вĕсем тепĕр тăватă ача çуратнă. Анне каласа панă тăрăх, аттепе пĕртăванĕсем виçĕ çемьери ачасем пулнине ӳссе çитмесĕр те пĕлмен. Тен, пĕлсе те юлаймастчĕç. Репресси çулĕсенче Железновсене Çĕпĕре ăсатма йышăннă. Çавăн чухне пĕлнĕ. Атте Çĕпĕре ăсатасран хăраса Шупашкара рабфака вĕренме кайнă. Çапла учителе вĕренсе тухнă. Яла таврăнсан авланнă. Анне ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Репресси вĕсен çемйине те аванах лăсканă. Аттепе пĕрлешни çеç аннене çемйипе Çĕпĕре ярасран хăтарса хăварнă. Атте вăрçа кайнă чухне эпир тăватă ача юлнă. Эпĕ — чи кĕçĕнни, сакăр уйăхра çеç пулнă. Ман умĕн çуралнă пичче вăрçă вăхăтĕнче чирлесе вилнĕ. Апи /анне - Авт./ виçĕ ачине йывăрпа ӳстернĕ. Апин пĕртăван йăмăкĕ пурччĕ. Унăн та упăшки вăрçăра вилнĕччĕ, икĕ ачи тăлăха юлнăччĕ. Вăрçă хыççăн аки тепре качча тухрĕ те, икĕ ачи пирĕн патра ӳсрĕç. Пурнăç питĕ йывăрччĕ. Çăнăх шӳрпи çисе ӳсрĕмĕр. Атте вăрçа кайиччен кил умне тĕрлĕ йывăç лартнăччĕ. Шĕшкĕ те пурччĕ. Вăл çимĕç пама тытăннăччĕ. Питĕ çиес килнипе мăйăрне тин тухма пуçласанах тататтăмăр. Анчах апи ăна пĕçермесĕр çитерместчĕ, вар-хырăм пăсăласран хăратчĕ. «Кĕсел туса парăп, чăтăр кăштах», — тетчĕ. Çĕр улмине теркăпа хырса шыва ярса лартатчĕ. Тĕпне ларнă крахмалĕнчен кĕсел пĕçеретчĕ. Çавна вĕрилле çисен хырăм ăшăнсах каятчĕ. Кукамайсем инçех пурăнмастчĕç. Апи ĕçе кайсан вăл пире пăхма килетчĕ. Лаçри вут айне сӳнтерместчĕç. Шăрпăк çукчĕ. Тăватă класс ялтах вĕрентĕм, 5-мĕш класа 5-6 çухрăмри Уйпуçне çӳреме тытăнтăмăр. Ирех тăрса кайма тиветчĕ. Ачасемпатак çумне çĕтĕк чĕркетчĕç те краççынпа йĕпетсе тивертетчĕç. Çапла çула çутатса пыраттăмăр. Паянхи пек астăватăп: апи ирех тăрса кăмака хутатчĕ, терка пашалăвĕ пĕçеретчĕ. Çăнăх сахал пулнăран çĕр улмине теркăпа хырса яратчĕ. Ачасем пирĕн умра: «Çинкка, хăвăртрах урама тух!» — тесе кăшкăрса тăратчĕç. Пашалу çимесĕр епле кайăн? Пиçнĕ-пиçменскере хĕве чиксе тухса каяттăм. Пĕр класра вĕренекен арçын ачаманăн пашалăва яланах хăйĕн çăкăрĕпе улăштаратчĕ. Вĕсен ашшĕ вăрçăран таврăннăччĕ, килĕнче çăкăр пурччĕ, пирĕн пек терка пашалăвĕ çисе пурăнмастчĕç. Киле çитсен апие шкулта çăкăр çини çинчен каласа параттăм. Вăл эпĕ такамăнне вăрланă тесе пăшăрханатчĕ. Хĕлле тантăш хĕрачасемпе çывăхри вăрмана хăрăк турат пуçтарма каяттăмăр. Кăмака хутма кирлĕ-çке. Пĕррехинче çунашка сĕтĕрсе вăрмана çитрĕмĕр. Хăрăк-харăк пуçтарса çыхса хутăмăр кăна — таçтан лесник тухрĕ. Çыхнă кантрасене йăлт вакларĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.