И.Яковлев проспекчĕ çĕнелет

Кÿкеç енчен Канаш урамĕпе Шупашкара пырса кĕрекенсем И.Яковлев проспектне çĕнетес тĕлĕшпе строительство пынине куллен кураççĕ. Вăл пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче пуçланчĕ. Тăхăр уйăхра пысăк ĕç турĕç: 1,9 çухрăма тăсăлакан çула сарлакалатрĕç, икĕ енчи юпасене, пралуксене çĕннипе улăштарчĕç, хулари тата çул çинче пухăнакан шыва юхтармалли, çурт-йĕре таса шывпа тивĕçтермелли пăрăх хучĕç тата ытти те.

Ĕнер строительствăпа республикăн транспорт тата çул-йĕр министрĕ Владимир Филиппов паллашрĕ.

- Çула кăçалхи çĕртме уйăхĕнче, Республика кунĕ умĕн, уçма палăртнă, - терĕ вăл. - Унччен проспект вĕçĕнчен пуçласа Лапсар поселокне тухса каймалли çул патне çитиччен асфальт сарĕç, Мир тата И.Яковлев проспекчĕсем юпленекен вырăнта çавра çыхăнтармăш тăвĕç, çулăн икĕ енне тăпра сарса курăк акĕç. Кĕркунне йывăç лартăпăр. МТВ-центр тĕлĕнче тăвакан çул ай каçă кĕркунне хатĕр пулĕ.

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне мĕн пур ĕçĕн 55,3 процентне пурнăçланă. Министр объекта палăртнă вăхăтра хута яма шантарчĕ. Ăна хăçан ĕçе кĕртессипе хулара пурăнакансем çеç мар, ял çыннисем те кăсăкланаççĕ. Строительствăна хутшăнакан техникăн вун-вун хатĕрĕ автотранспорта ирĕккĕн çÿреме чăрмантарать-çке. Пурте çула туса пĕтерессе кĕтеççĕ.

Юрий СЕРГЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.