Итлеттереймерĕм…

26 Чÿк, 2018

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра пичетленнĕ «Пурнăçпа вилĕм хушшинче» статья чĕрене хускатрĕ. Йывăр самантра çывăх çын юнашар пулни, реанимацие кĕрейменни, шывпа пĕрле чун таврăнни – ку самантсем вулакан чĕрине
пăлхантараççех тесе шухăшлатăп. Эпĕ те пăлханса кайрăм…
Куççуль шапăртатса юхать. Пÿрт
тăрăх утатăп та утатăп, сăн ÿкерчĕ-
кри арçын ман çине: «Мĕншĕн ма-
кăратăн, эпĕ юнашарах-çке» , —
тенĕн куларах пăхать. 37 çул килĕ-
штерсе пурăнни куç умне тухать.
«Эпĕ Вера Кузьминапа пĕр кун
çуралнă. Унăн кăçал юбилей, ма-
нăн та, — тетчĕ. — Пенси укçи санран
ытларах илме кирлĕ, пĕрремĕшĕ-
нчен асăнмалăх парне туянса па-
ратăп», — йăпататчĕ.
Мăшăр 60 çул тултарнине пал-
лă тума ятарласа така та усрарă-
мăр. Хура пысăк мăйракаллăскер
хăраткалатчĕ те. Ачасем ашшĕне
уявччен Санкт-Петербурга экскур-
сие илсе кайма шухăшланăччĕ…
Унăн мар, манăн каймаллаччĕ
маларах. Пурнăç шăпи урăхла-
рах çырăннă-мĕн. Чирленĕрен çут
тĕнчерен уйрăлчĕ.
Чиперех пурăнаттăмăр-çке, чи-
перех. Ир тăраттăмăр та мăшăрăм
выльăхсене апат паратчĕ, шăва-
ратчĕ, эпĕ ĕне сăваттăм. Черет çит-
сен касу пăхма каятчĕ. Çĕр улми
лартмалла: вăл мотоблокпа йĕр
туса паратчĕ, эпир вăрлăхне пăра-
хаттăмăр. Кĕркунне вăл йăрансене
сухалатчĕ — эпир пуçтараттăмăр…
Мĕн çĕмĕрĕлет — Славик юсаса па-
ратчĕ, ялĕпех пулăшу ыйтатчĕç.
Арçын хÿттинче пурăнтăм. Утă
пуçтармалла: вăл — сенĕкпе, ман
алăра — кĕрепле. Ăçта та пулин çит-
мелле чухне те пĕр шухăшсăр тухса
каяттăм: ĕне сăвакан та, кил-çурта
пăхакан та пурччĕ. Халĕ акă кил-
тен пĕр утăм та тăваймастăп. Ма-
лашне мĕнле пурăнмаллине пачах
та чухламастăп. Касу пăхаймастăп
— чупаймастăп. Ĕне усрас мар —
сĕтсĕр пурăнаймастăп, ачасене те
мĕн пĕчĕкрен юр-вара хăнăхтарнă.
… Мĕншĕн итлемерĕ-ши ?
Мĕншĕн итлеттереймерĕм-ши?
Темиçе çул каяллах больницăна
кайса тĕрĕсленме ыйтрăм — ÿкĕте
кĕртеймерĕм.
«Эпĕ сывах, 120 çул пурăнатăп»,
— тетчĕ, 60 çула та çитеймерĕ…
Шупашкарта сиплерĕç ăна, ан-
чах маларах каймалла пулнă ик-
кен. Шăнкăравласах тăчĕ, уçăласса
шаннине пĕлтерчĕ. Сывлăхĕ япăх-
лансах пынă-мĕн, анчах кăна мана
систермен, кулянтарас темен пулĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Галина ЗОТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.