Ишек пасарĕнче ветеринарсем ĕçе пикеннĕ

24 Раштав, 2014

Аш-какай пахалăхне тĕрĕсленĕ

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисемпе муниципалитет органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура килти хуçалăхра туса илнĕ паха апат-çимĕçе ялхуçалăх пасарĕсенче сутма кансĕрлекен бюрократи чăрмавĕсене пĕтерме хушнă.

- Ял çыннисем продукци пахалăхне çирĕплетекен справкăпа ветеринар пĕтĕмлетĕвне илме райцентра çÿресе вăхăт çухатнăшăн ÿпкелеççĕ. Вĕсене пасарти лабораторирех е ял тăрăхĕнчи ветпунктрах пама пулать. Пирĕн пĕчĕк бизнеса чăрмавсăр аталанма май туса памалла, - тенĕ Михаил Игнатьев.

- Унăн хушăвне пурнăçласа Шупашкар районĕнчи Ишек ял тăрăхĕнчи «Ишек пасарĕ» обществăн канмалли кунсенче ĕçлекен ярмăрккинчи ветеринари-санитари экспертизин лабораторине ветспециалистсем çирĕплетрĕмĕр, - пĕлтерчĕ ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов. - Вĕсем декабрĕн 20-21-мĕшĕсенче ĕçе пикенчĕç. Кÿршĕ районсенчен илсе килнĕ выльăх, кайăк-кĕшĕк, апат-çимĕç докуменчĕсене, Шупашкар районĕнчи ялсенчен илсе килекен продукци пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Иртнĕ çулсенче кунта ветврач ĕçленĕ, юлашки вăхăтра пулман. Пасар администрацийĕ вăрăм павильон хута ячĕ - выльăхран илекен аш-какайпа юр-вара сутма лайăхланчĕ.

Продукцие ветеринар свидетельствипе /2-мĕш форма/ тата справкипе /4-мĕш форма/ çирĕплетсен çеç пасарсенче сутма ирĕк параççĕ. Çав документсене выльăх, кайăк-кĕшĕк, апат-çимĕç илсе килекен çын пурăнакан район-хулари ветслужба парать. Малтан вĕсене пасарсене ăçтан тиесе кайнине, ял тăрăхĕсенчи выльăх чирĕсен, ветеринари-санитари лару-тăрăвне тĕпчет.

- Пĕр чăхха сутма Ишек пасарне кайиччен те ветслужбăн вырăнти уйрăмĕнчен документ çырса пама ыйтмалла, - ăнлантарчĕ Сергей Иванович. - Раççей Ялхуçалăх министерствин 2006 çулхи «Ветеринарин пĕрле илсе каймалли докуменчĕсене çырса парас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕç йĕркине çирĕплетесси çинчен» 422-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн ветеринари свидетельствипе /2-мĕш форма/ справки /4-мĕш форма/ продукци, выльăх, кайăк-кĕшĕк, выльăх апатне турттарса кайнăранпа сутма, упрама вырăна илсе çитернĕ кунччен çеç вăйра тăраççĕ. Çĕнĕ справкăсăр, киввипе пасара ан кайăр. Ветврач сире каялла ярĕ.

- Сутлăх аша ССР Союзĕн 1983 çулта йышăннă ветеринари-санитари тĕрĕслевĕ ирттермелли йĕркипе килĕшÿллĕн экспертиза витĕр кăларатпăр, - пĕлтерчĕ Шупашкар районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи Сергей Ефремов. - Сăмахран, килти хуçалăхсенчен илсе килнĕ кайăк-кĕшĕк ашне пасарта сутма ирĕк париччен ветспециалист какай чăннипех те документ илсе пынă çыннăн пулнине çирĕплетме ял тăрăхĕн администрацийĕ çирĕплетнĕ справкăна тишкерет. Пасар ĕçленĕ кунсенче аша экспертиза витĕр кăларать, хăй çак ĕçе пурнăçланине çирĕплетме талон парать.

Ветврач продукци пахалăхĕ пирки иккĕленсен апат-çимĕç тĕслĕхне тĕрĕслеме аккредитациленĕ лабораторие çитерет. Унта бактериологи, биохими, микробиологи тĕрĕслевĕ ирттереççĕ. Ветеринари-санитари экспертизи йĕркелесе этем сывлăхне хăрушлăха кĕртекен чир тупса палăртмасан продукцие павильонсенче сутма ирĕк параççĕ.

Раççей Правительствин 2006 çулхи «Продукципе пĕрле ветеринари докуменчĕсем парса ярас ĕç йĕркине çирĕплетесси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн ветеринари докуменчĕсене алла илмесĕр апат-çимĕçе, выльăхпа унăн апатне, кайăк-кĕшĕке, аш-какая е сĕт юр-варне пĕр ял тăрăхĕпе район-хуларан тепĕрне турттарса кайма юрамасть.

Республика Пуçлăхĕ хушнипе ыйтăва çийĕнчех татса пачĕç. Ÿлĕм Шупашкар районĕнчи Янăш, Чăрăшкасси, Кăшавăш, Çĕньял-Покровски, Ишек, Ишлей, Атайкасси, Лапсар ял тăрăхĕсенчи çынсем справка илме продукцие, выльăха е кайăк-кĕшĕке Кÿкеçри ветстанцие илсе каймĕç, тÿрех Ишек пасарне çул тытĕç. Ветспециалист аша çийĕнчех тĕрĕслесе сутлăха кăларма ирĕк парĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.