Илле кунĕ

28 Утă, 2016

Православи тĕнне ĕненекенсем çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Илле /е Илия/ кунне паллă тăваççĕ. Вăл чи аслă пророксенчен пĕри пулнă, мĕн пĕчĕкрен пушхирте типĕ тытса, кĕлĕ вуласа пурăннă. Çумăр çутарма, йĕпе-сапа вăраха кайсан лайăх çанталăкпа савăнтарма уншăн кĕлĕ тăваççĕ. Çак кун ĕçлеме юраман, çапла туни Илле пророка хисеп тумасăр кÿрентерни шутланнă.

Чăваш мĕн ĕлĕкрен ку уява çĕнĕ çĕрулмипе кĕтсе илнĕ. Пирĕн асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаçисем çĕнĕ тухăçа Илле кунĕччен çиме хăйман.

  • Халăх сăнанă тăрăх – çак кунтан пуçласа кÿлĕри шыв çуллахи пек ăшă мар, сивĕнме тытăнать.
  • Çумăр çусан пуян тухăç кĕтнĕ, типĕ пулсан пушара тенĕ.
  • Илле кунĕнче пуçтарнă çумăр шывĕ сиплĕ.
  • Çак вăхăтран кун самаях кĕскелме пуçлать.
  • Илле кунĕнче мĕнле çанталăк тăрать, авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çăлаканăн чĕрĕ тăвакан Хĕресне çĕклесе кăтартнă кунра /Воздвижение Креста Господня\ та çапла пуласса кĕт.
  • Уявра çумăр айне пулакан çын çулталăк тăршшĕпех чирлемест.
  • Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнчен вăрăмтуна çыртма пăрахать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.