Икĕ чĕлхепе тухнисене кăмăллаççĕ

Шкул библиотеки — çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани паракан, ачасен шухăшлавне, культура шайне аталантаракан пысăк çăл куç. Çавăнпа библиотекарьпе вĕренекенĕн тачă çыхăнура пулмалла. Шăмăршă районĕнчи Палтиел шкулĕнче пулнă май кунти вулавăша кĕрсе куртăм.
— Вĕренекенсенчен ытларах кĕçĕн классенчисем çÿреççĕбиблиотекăна. Вĕсене пĕтĕмпех интереслĕ. Кĕнекенеилсенех ÿкерчĕкĕсене уçса пăхма тытăнаççĕ. Çакăншăн та чун савăнать. Мĕншĕн тесен кĕнекене хăв çумна тытни те чуна ырă витĕм кÿрет, унпа паллашни вара ăс-тăна пуянлатать. Аслă класа çитнĕ тĕле ачасем библиотекăна сайра çÿреме тытăнни пăшăрхантарать паллах. Вĕсем информаципе ытларах чухне интернетра паллашаççĕ. Çавăнпа учитель киле панă ĕç вулавăшпа çыхăнсан кăна ирĕксĕр кĕнеке тĕнчине çул тытаççĕ пуль тесе шухăшлатăп, — пăшăрханса калаçрĕ шкулти хушма литературăпа паллаштарма тăрăшакан Гузель Валиева.
Палтиел шкулĕнче тĕрлĕ наци ачи — вырăс, чăваш, тутар — ăс пухать. Гузель Касимовна палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче ача-пăча валли çырнă кĕнекесем икĕ-виçĕ чĕлхепе, ÿкерчĕксемпе пуян пичетленни пĕлтерĕшлĕ. Чăвашла-акăлчанла, чăвашла-вырăсла тухнисене ачасем ытларах кăмăллаççĕ тет вăл.
Библиотекарь шкул ачисем валли тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Çыравçăсен юбилейĕсене халалласа, ача-пăча кĕнекисен эрни, Ырă тăвакансен çулталăкĕпе çыхăнтарса тата ытти те.
Халĕ шăпах ача-пăча кĕнекисен эрни пулнă май библиотекăна кĕçĕн класри вĕренекенсем кĕчĕç-тухрĕç. Пĕр- пĕринпе пăшăлтатсах кĕнеке алла тытрĕç вĕсем.
— Эпĕ тĕрлĕ чĕр чун çинчен вулама юрататăп. Тата çĕршыв культури пирки çырнă кĕнекесемпе интересленетĕп. Паян та Вера Чаплинăн «Мои питомцы» ятлине илтĕм, — паллашрăмăр 4-мĕш класра вĕренекен Женя Локтинпа.
2-мĕшĕнче пĕлÿ пухакан Влада Герасимова та библиотекăна час-часах çÿрет. Ăна çут çанталăка сăнарлакан хайлавсем килĕшеççĕ.
— Тĕрлĕ истори çинчен каласа кăтартакан кĕнекене уçсан кăсăклансах вулама тытăнатăп. Унта ÿкерчĕкĕсем те хăйне евĕрлĕ. Çĕнни нумай пĕлме пулать. Халĕ Ганс Христиан Андерсенăн «Снежная королева» юмахне илтĕм. Киле çитсе часрах ăна вулас килет, — тет Влада.
Радиля Идрисова та 4-мĕш класа çÿрет. Кĕнекепе туслă вăл. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан маттур хĕр ачан аллинче — Аркадий Шерăн «Пять минут до счастья» кĕнеки.
— Тăван çĕршыв çинчен çырнисем килĕшеççĕ. Чĕр чунсем пирки те вулама юрататăп. Кĕнеке вулакан ача яланах лайăх вĕренет. Юлташсем, библиотекăна çÿрĕр. Кĕнекепе туслă пулăр, — шăнкăртатса тухакан сассипе калаçрĕ Радиля.
Вулавăша ытларах кĕçĕн классем çÿрени, ÿснĕçемĕн кĕнекерен чылайăшĕ писни — паянхи самана ÿкерчĕкĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.