Хыт хурана тĕп тăватăн - тухăçа ÿстеретĕн

23 Ака, 2014

Çапла калани «Ваттисен сăмахĕсем» ярăмра пур. Анчах манăн çакна пачах та ваттисен сăмахĕсен йышне кĕртес килмест. Ку пахчара кунсерен пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри тенĕ пулăттăм. Пурнăçламалли паллă-ха вăл, анчах пурин те алă çитмест.

Тепĕр тесен çум курăка пĕтерменни Çĕр саккунĕсене пăсни шутланать. Кунашкаллишĕн штрафланине республика çыннисем туйса та илчĕç. Сăмах май, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курманшăн административлă яваплăха ÿстересси çинчен калакан саккун нумаях пулмасть вăя кĕчĕ. Тÿрех калам: унпа килĕшÿллĕн штраф виçи палăрмаллах ÿсет. 3 çул таранах усă курмасан лаптăка туртса илме те пултараççĕ.

Çум курăк пусса илнĕ çĕрĕн пахалăхĕ çулсерен чакса пырать. Кунсăр пуçне юнашар лаптăкшăн хăрушлăх тухса тăрать. «Усал» вăрлăх йĕри тавралла ярса илнине сиссе те юлаймăн.

Патшалăх çĕр надзорĕн инспекторĕсен ĕçĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ май та çапла каламалла: Чăваш Республикинче Çĕр саккунĕсене пăхăнман тĕслĕхсен ытларах пайĕ çынсен лаптăкĕсенче хыт хура çитĕннипе çыхăннă. Административлă ĕçсен 43 проценчĕ шăпах çакна çирĕплетет. Пĕлтĕр ку енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе 100 ытла административлă ĕç пуçарнă. Инспекторсем çум курăк пуснă 5,3 пин гектар асăрханă. Уйрăмах - Улатăр, Элĕк, Шупашкар районĕсенче. Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри районĕсем вĕсен хыççăнах тăраççĕ. Куславкка, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Канаш районĕсен те ку списока лекес «шанăç пысăк». Паллах, кăçал та çĕр çинче пилĕк авмасан.

Çав шутра хуçалăхсен çĕрĕ кăна мар, ял çыннисен лаптăкĕсем те пайтах - 234. Хресчен чунĕллĕ чăваша çакăншăнах асăрхаттарни кÿрентернине иккĕленместĕп. Тĕрĕслев хыççăн нумайăшĕ лаптăкĕсене йĕркене кĕртнĕ – 185 лаптăка хыт-хураран тасатнă, сÿрелесе е сухаласа хăварма май тупнă.

Вăй çитерейменнисем лаптăк кирлĕ маррине йышăнма хăюлăх çитереççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Акă Муркаш районĕнчи пĕр харпăрçă хăй ирĕкĕпе 2,46 гектартан хăтăлма йышăннă. Ку лаптăк ял тăрăхĕн администрацине куçнă.

Сăмах май, йĕркене пăснă граждансем çÿп-çап пăрахнă 4 лаптăка /1,33 га/ пусă çаврăнăшне кĕртнине палăртма кăмăллă. Çĕрĕн çиелти сийĕн пулăхлăхне тавăрас тĕллевпе 0,07 гектар çинче рекультиваци ирттернĕ.

Шел те, предписание вăхăтра пурнăçламаннисем те пур. Çавна май Улатăр, Шăмăршă, Шупашкар, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпÿ, Етĕрне тата Красноармейски районĕсен миравай судйисем 14 çынна административлă майпа явап тыттарнă.

Республикăра управлени ĕçченĕсем каланă хыççăн пушă выртакан 1170 гектарпа усă курма пуçланă. Çакă, 2012 çулхипе танлаштарсан, 116 процент. Эппин, çынсем çĕре çĕнĕрен тивĕçлипе хисеплеме тытăнаççĕ.

Халăхра калашле, тислĕкре те ылтăн курма пĕлмелле. Лайăххине те палăртса хăвармасăр чун чăтмасть. Акă Патăрьел тăрăхĕнчи çынсене сахал мар хивре сăмах лекрĕ пулĕ инспекторсенчен. Ас тăватăр ĕнтĕ: Шăнкăртамри тата Турханри çÿп-çап куписем çине-çинех калаçтарчĕç. Тирпейсĕр лаптăксем пĕлтĕр те куç тĕлне пулнă-ха районта. Анчах та управлени специалисчĕсем çак тăрăхра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре усă курман пĕр лаптăк та тупайман! Унта вара 41,36 пин гектара /ку районти çак категорие кĕрекен çĕрсен 76 проценчĕ пулать/ тĕпченĕ. Мĕн-ма тĕслĕхлĕ район мар?

Управлени ĕçченĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.