Хусахсем...

4 Нарăс, 2017

«Паспортне пăхмалла», — теççĕ-ха. Анчах мĕнле? Каччăпа паллашнă-паллашман: «Документусене кăтарт», — теме хăю çитерес çуках.

Виçĕ юлташпа пач кĕтмен çĕртрен паллашрăмăр. Тахçанах курнăçман хĕр тусăма кĕтеттĕм çав кун. Телефонпа калаçнă чухне тунсăхлă сассăма туйрĕ те килессе систерчĕ. Хăнасене кĕтмелли кăмăл марччĕ-ха та, анчах Танюкăма çулталăк ытла курман та «кĕтеп» теме кăна пултартăм. Шухăш кĕрсен нимĕн те чараймасть ăна — такси тытсах вĕçтерсе килет. Ку хутĕнче вара вăл пĕлĕшĕсемпе çитсе тăчĕ. Тахçанхи тусĕ çăмăл машина туяннă та катаччие тухнă иккен çак ушкăн – икĕ хĕрпе икĕ каччă. Шутсăр савăннăран машина хуçи пĕр черкке ÿпентерчĕ, кăштахран теприне те. Кун хыççăн руль умне ларайманни паллă. Виççĕмĕшне чĕнсе илчĕç.

Чи кăсăкли — 35 çула çывхаракан виçĕ юлташран кашниех авланманнине çирĕплетет. «Мĕн юрăхсăр вара сирĕн? — персе ятăм хайхи. — Лайăххисем тахçанах авланса пĕтнĕ вĕт». Чĕлхерен кам туртать тульккăш? Куçран пăхсах суяççĕ ха-та. Çук вĕт, çав-çавах ĕнентерчĕç хусах пулнине. «Хă, харăсах виçĕ авланман каччă. Кунта Танюк валли кăна мар, мана та суйламалăх пур-иç!» — чеен пăхса илтĕм вĕсем çине.

Танюкăм кунсерен тенĕ пек çĕнĕ хыпар пĕлтерет. Пĕр кун тахçанхи пĕлĕшĕ Сашук шăнкăравланă иккен, тĕл пулăва чĕннĕ. Тепĕр эрнерен Сашукăн пĕлĕшĕ кинона кайма сĕннĕ. Тусăмăн вара пĕрмай вăхăт çук. Ун пек хĕрсем пирки «ĕçлĕ» теççĕ. Йĕрке тăрăх пурăнать, апат вăхăчĕ те пушă мар мăнтарăнăн – бассейн. Ĕç хыççăнах – тренировка, канмалли кунсенче – ташă урокĕсем... Килĕнчи пĕр чун çеç йĕркене пăсма пултарать – ир-ирех тула тухма ыйтакан Француз. Урамра çулăхнă кушак çури вăл. Халĕ ĕнтĕ вăл аран-аран сасă паракан çура мар, мăнаçлăн каçăрăлса çÿрекен «каччă». Хавшакскере ура çине тăратрĕ Танюк. Хитрескере юратса Француз тет.

Тепĕртакран Сашукăн тепĕр юлташĕ Алюш уçăлса çÿреме йыхравлани пирки каласа пачĕ тусăм. «Мĕн пулнă вĕсене? Шăпа ярса лараççĕ-им? «Паян эпĕ шăнкăравлатăп, ыран – эсĕ», — теççĕ пуль? Е мана хăшĕ маларах çавăрма пултарать тесе тавлашнă-и?» — юлташăм янкашнипе ыйхă та вĕçсе кайрĕ. «Ара, кăн-кăвак куçусене ытараймаççĕ пуль?» — шÿтленçи пултăм та... Хама та чутах лекетчĕ.

Этемлĕхĕн черчен пайĕшĕн лавккасем тăрăх çÿрени питĕ усăллă тенине илтнĕччĕ. Тепĕр кунах «савнийĕсемпе» мĕн тумаллине пĕлмен тусăма йышлăн çÿрекен гипермаркета кайма ÿкĕте кĕртрĕм-кĕртрĕмех. Чăнах пулăшать ку меслет. Кĕпе хыççăн – кĕпе, хă, епле вылять Танюк куçĕ! Тĕкĕртен куçĕ каймасть хăйĕн. Ун çине ытараймасăр пăхатăп. Эпĕ кăна мар иккен. Айккинчен пире сăнанине туйрăм. Вăрт! кăна çаврăнтăм та – Алюш! Мĕн, çывăхарах пырса çын евĕр сăмах хушма йывăр-им ăна? Телефонпа тĕл пулăва чĕнсе ларать хăй. Танюк черетлĕ кĕпе тăхăнса пăхма ятарлă пÿлĕме кĕнĕччĕ. «Вăтанчăк» каччăпа калаçу пуçарма утăм тăвасшăнччĕ кăна: «Алюшăм, пăх-ха», — тенине илтех кайрăм. 5-6 çулти арçын ачапа илемлĕ хĕрарăм ман çула пÿлчĕç. Алюша икĕ енчен çавăтсах кайрĕç çаксем. «Чаплă» вĕт! Авланманнисен ачисем те питĕ хăвăрт ÿсеççĕ тата! Танюкăмпа «хусаха» мĕн курăнми пуличченех ăсатрăмăр.

Кулянни-мĕнĕ, бассейна васкамаллаччĕ те чарăнăва чупрăмăр. Шывра ачасемпе танах хаваслăн шăмпăлтатакан арçын çине куç выртрĕ. Ахальтен мар иккен — Сашукăн тепĕр тусĕ вĕт ку! «Атте! Пăх-ха, епле пултаратăп эпĕ!» — тимлĕх ыйтса кăшкăракан сасă еннелле ишсе кайрĕ пирĕн тепĕр «авланман» пĕлĕш.

Сашук-и? Вăл чăнах та хусах пулнине пĕлетпĕр-ха. Авланса уйрăлни çинчен аса илмĕпĕр ĕнтĕ.

Унччен авланнисенчен тараттăм, халĕ авланманнисем сехре хăпартаççĕ. Никама шанма çук вĕт. «Паспорта пăх эппин», — тесен те иккĕленÿ сирĕлес çук. Суя документ тутарасси йывăр-им халĕ?

Н.МАРИНОВА.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.