Хулара кăна мар, ялта та уява туйччăр

17 Çу, 2018

Пляжсене уçмасан та пултараççĕ

Тунтикун ирттернĕ канашлура çĕкленĕ ыйтусем анлă пулнă. Пассажирсене, дачăсен хуçисене, Атăл çыранĕнчи ĕçсене... сÿтсе явнă. <...>
ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса общество транспорчĕ çуллахи расписани çине куçнине пĕлтернĕ. Çавна май дачăсен хуçисене илсе çÿреме автобуссен хушма вунă маршрутне уçнă. Шыв транспорчĕ те ĕçлеме пуçланă. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Шупашкартан Сосновкăна каçакан маршрут уçăлать. 
Атăл çыранĕнче тирпейлес-реконструкцилес ĕçсем малалла пыраççĕ. Унта йывăр техника ĕçлĕ, çавăнпа Шупашкар администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова пляжсенче хăрушсăрлăха тивĕçтересси пăшăрхантарать. Уçмасан çавнашкал ыйтусем сирĕлĕç. Анчах хула çыннисем пляжа пурпĕр çитеççĕ. Шыва кĕмелли майсем кирлех. Тен, пляжсене кану кунĕсенче çеç уçмалла? Çакăн пирки те шухăшлаççĕ.

Республика кунне хатĕрленеççĕ

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи уява хатĕрленеççĕ. <...> Кăçал «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава çĕнĕлле ирттерме йышăннă. 25-мĕш курава Хĕрлĕ тÿремре йĕркелĕç.
ЧР культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, çулсерен иртекен «Руç ăстисем» конкурса кăçал Сĕнтĕрвăрри районĕнче уçма йышăннă. Пĕтĕмлетÿллĕ мероприяти çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тĕп хулари заливра иртĕ. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакансем те малтан хăйсен пултарулăхĕпе республика районĕсенче пурăнакансене паллаштарĕç, ăсталăх класĕсем ирттерĕç, халăхпа тĕл пулĕç. «Ку меслете ăнсăртран суйласа илмен, — терĕ Константин Яковлев. — Çапла майпа республикăри ял-хулара пурăнакансем те Чăваш Енре пысăк уяв иртнине туйса илме, унта хутшăнма пултарĕç».
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пулĕ. Унта регионсенчен килнĕ чăвашсен пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç. Тепĕр кунне Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Енри ачасен пĕрлештернĕ хорĕ, 1000 ытла çынран тăраканскер, юрлĕ.
<...> Кăçал Красноармейски хăнасене кĕтсе илĕ. Унта та хатĕрленÿ ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ. Уяв кунĕсенче Именкасси ялĕнче — ФАП, «Юмах» ача-пăча хули уçма, район энциклопедийĕн презентацине, «Акатуй» ирттерме йышăннă. Халĕ Красноармейскинче çулсене юсаççĕ, общество вырăнĕсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртеççĕ. Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.