Хула Олимп çулăмĕн уявне хатĕрленет

24 Раштав, 2013

«Олимп çулăмĕн эстафети пирĕн республикăра пурăнакан кашни çын асĕнче юлмалла, çавăнпа яваплă ведомствăсемпе тытăмсен мероприятие тĕплĕн хатĕрленмелле», - пĕлтернĕччĕ йĕркелÿçĕсем çак кунсенче иртнĕ пресс-конференцире.

Çак кунсенче хулари Ленин районĕн администрацийĕнче предприяти-организаци ертÿçисемпе канашлу иртнĕ. Унта вĕсене эстафета маршручĕпе, Шупашкар хула администрацийĕн автомобильсене тата общество транспорчĕсене вăхăтлăха çÿреме чарасси çинчен калакан йышăнăвĕпе паллаштарнă. Çак ыйтупах вĕренÿпе культура, сывлăх сыхлавĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисенче, суту-илÿпе кану çурчĕсенче калаçусем йĕркеленĕ. Пассажирсене илсе çÿрекен предприятисен пуçлăхĕсемпе тата уйрăм предпринимательсемпе ирттернĕ канашлура та эстафета маршручĕн уйрăмлăхĕсене пăхса тухнă. Уява хатĕрленсе хула урамĕсене илемлетме тытăннă, эстафета çывхарнине пĕлтерекен ятарлă баннерсем вырнаçтарнă.

Раштавăн 27-мĕшĕнче хулари чылай предприяти-организаци ĕçченĕсене канма ирĕк панă. Çак тĕллевпех çул çине автомобильсĕр тухма ыйтаççĕ, çавăнпах Шупашкарта çуран çÿремелли кун тесе пĕлтернĕ. Чукун çул вокзалĕнче 12 сехетре старт илекен эстафета уявĕ 20 сехетре кăна вĕçленĕ, хулан çурçĕр-хĕвел анăç районне çитичченех тăсăлĕ. Унăн маршрутне тепĕр хут аса илтеретпĕр: Ленин проспекчĕ, Андриян Николаев, Калинин, Текстильщиксен, Зоя Яковлева, Иван Франко урамĕсем, Юхан шывçăсен лапамĕ, Константин Иванов урамĕ, Мускав, Максим Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Гузовский, Чул хула урамĕсем, Хĕрлĕ лапам, Президент тата Электроаппаратчиксен бульварĕсем, Карл Маркс, Гагарин, Чапаев, Çĕрпÿ урамĕсем /тĕплĕнрех хула администрацийĕн сайтĕнче паллашма пулать/. Эстафета виçĕ тапхăрпа иртĕ. Пĕрремĕшĕ - чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн спорт керменĕ патне çитиччен* иккĕмĕшĕ: ЧПУ - Хĕрлĕ лапам, унта уяв 17.30 сехетре пуçланать* виççĕмĕшĕ: Хĕрлĕ лапам - «Олимпийский» стадион, уяв 18 сехетре пуçланать.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.