Хĕрÿ тапхăра хатĕр

17 Пуш, 2016

Ака-сухана тухиччен вăхăт пур-ха. Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăх паркĕнче механизаторсем техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, уй-хире тухма хатĕрлеççĕ.

- Ака-сухара техника чăхăмлани алă-урана çыхать. Çураки мĕнле иртесси йăлтах хамăртан, яваплăха туйса вăй хунинчен килет,- терĕ Петр Николаевич Тунгулов.

Колхоза ертсе пыриччен вăл чылай çул агрономра вăй хунă. Çĕр ĕçне ялан вăхăтра, тĕплĕ тума тăрăшать. Кăçал хуçалăхра 998 гектар çурхи культурăсем акмалла.

- Вăрлăх çителĕклĕ, йăлтах кондицие лартнă. Курăк вăрлăхĕсем сутлăх та пур. Çывăх вăхăтра тулă, урпа, сĕлĕ туянасшăн. Унччен куккуруса силослăх кăна çитĕнтернĕ. Халĕ 7-8 гектар фуражлăх та акасшăн. Тутлăхлă апат выльăх-чĕрлĕхшĕн уйрăмах усăллă, тухăçĕ пысăк, гектар пуçне 120 центнера яхăн. Пĕлтĕр тĕш тырă гектартан 25,6 центнер тухнă. Хуçалăхра ăна ытларах выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма янине шута илсен куккурус уйрăмах меллĕ. Пĕчĕк лаптăкрах пысăк тухăç илме май пур.

- Куккурус вăррине типĕтмесĕр упраймăн, кăвакăшать.

- Пĕлтĕр тырă сортласа типĕтекен «СЗТ» оборудовани туянтăмăр. Хамăрăн укçа çитменнипе Раççей ял хуçалăх банкĕнчен кредит илме тиврĕ. Агрегат 14 млн тенке кайса ларчĕ. Тырă 1446 гектар йышăнать. Иртнĕ çул 3437 тонна «сарă ылтăн» пуçтарса кĕртнĕ. Ăна ăçта типĕтмелле? Киввисемпе тăкак та пысăк. Кăçал газ кĕртсе хута яратпăрах. Вăл пĕр сехетре 25 тонна тырă типĕтет. Куккурус вăррине те унпа типĕтесшĕн.

- Апла эсир çурхи ака-сухана кăна мар, вырмана та хатĕрленме пуçланă.

- Çураки, вырма сисĕнмесĕрех çитеççĕ вĕсем. Паянхи кунпа кăна пурăнаймăн, малашлăх пирки те шутламалла. Çурхи ĕçсем валли минерал удобренийĕсем, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем унчченех хатĕрленĕ. ГСМ саппаслăх 6-7 тонна пур. Банкран кĕске вăхăтлăх кредит илесшĕн. Çак тапхăрта тăкаксем палăрмаллах ÿсеççĕ. Саппас пайĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем татах туянма тивĕ.

Уй-хире 11 трактор, 4 сеялка, 4 культиватор, ытти техника тухмалла. Тăватă машина вăрлăх турттарĕ. Механизаторсемпе водительсене палăртнă ĕнтĕ. Вĕсене кунне икĕ хут вĕри апат çитерĕç. Çанталăк йĕркеллĕ пулсан çур акине икĕ эрнере вĕçлемелле.

- Пушаннă уй-хире кĕркунне йăлтах сухаласа хăварнине пĕлетĕп. Хальхи вăхăтра чылай çĕрте тăкака чакарма лаптăка сÿрелесе кăна акма тăрăшаççĕ.

- Пĕлтĕр 1199 гектар çинче çĕртме тунă. Пушаннă пĕр лаптăка та сиктерсе хăварман. Чăн та, тăкаклă. Çав вăхăтрах уй-хирте çумкурăк, чир-чĕр, сăтăрçăсем вăй илмеççĕ, тухăç ÿсет. Капла çуркунне çăмăлрах, хими хутăшĕсемпе сахалрах усă куратпăр.

Уй-хирте çитĕнтернине ытларах выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма яратпăр, халăха йÿнĕпе паратпăр. Пĕр енчен тырра аякка сутманнипе паха вăрлăх илсе тăкакланмалла мар пек. Анчах лаптăка пĕрре çÿп-çапăпа вараласан кайран тасатма йывăр. Çавăнпа çулсерен супер элита, элита туянса вăрлăх фондне çĕнететпĕр.

- Сирĕн кĕрхи культурăсем те самай пысăк лаптăк йышăнаççĕ.

- Кĕркунне 448 гектар акса хăварнă. Çанталăк ăшăтнă май сăртсем юртан тасалма тытăнчĕç ĕнтĕ. Ун пек вырăнсенче калча вăй илсе симĕсленет. Апла йĕркеллех хĕл каçнă. Сасартăк сивĕтесрен кăна хăратпăр. Япăх шăтнипе çуллен 5-6 гектар тепĕр хут сухаласа акма тивет.

- Хула çывăхĕнчи хуçалăхсенче ĕçлекенсем çителĕксĕррине пăшăр-ханса пĕлтереççĕ. Сирĕн ку енĕпе мĕнлерех?

- Хуçалăх ĕçне куллен çĕр çын хутшăнать. Çу кунĕсенче ытларах та. Вăтам ÿсĕм - 45-50 çул. Унччен хуçалăхра ĕçченсем çитменни сисĕннĕ. Халĕ лару-тăру улшăнчĕ. Çамрăксем те килеççĕ. Кăçал акă Артем Николаев, Алексей Николаев механизаторсем ĕçе вырнаçрĕç.

Хуçалăхра ăста механизатор-водительсем сахал мар: Виктор Викторов, Михаил Николаев, Василий Николаев, Борис Улюкин, Михаил Григорьев, Алексей Ильин, Владимир Егоров Николай Крылов тата ыттисем те. Хуçалăхăн тĕп шăнăр пур-ха. Шел, хĕл кунĕсенче вĕсене ĕçпе туллин тивĕçтерейместпĕр. Хаклă кадрсене вырăнтах хăварас килет.

- Патшалăх пулăшăвĕ сисĕнет-и?

- Тĕрлĕ пулăшу, субсиди илсех тăнă: сухаласа акса хăварнă çĕршĕн, ăратлă выльăх ĕрчетнĕшĕн, сĕт туса илсе сутнăшăн, ÿсен-тăран отрасльне аталантарнăшăн тата ытти те. 2014 çулхипе танлаштарсан пулăшу хисепĕ чакрĕ. Кунта хамăр та ĕçлесе çитереймерĕмĕр-ши? Çапах патшалăх пулăшăвĕсĕр ял хуçалăхне аталанма йывăр. Пушă кĕсьепе ларас мар тесен çанă тавăрса ĕçлемелле, тупăш çăлкуçне анлăлатмалла. Выртан чул айĕнче шыв юхмасть.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.