Хăйне пытарнине курнă

27 Нарăс, 2016

1831 çулта Англире тиф алхаснă. Студентсем тăватă кун каялла пытарнă вилене чавса кăларма тĕв тунă - унăн кĕлеткине касса тĕпчемелле пулнă вĕсен. Анчах та профессор аллине скальпель тытса пĕр хут çеç касса ĕлкĕрнĕ, виле кăшкăрса ярса ăна аллинчен ярса илнĕ...

Арçын каярахпа каласа кăтартнинчен çакă паллă пулнă. Вăл тифпа чирленĕ, питĕ асапланнă, анчах та пĕрре те тăн çухатман. Хавшасах çитсен - вăл калаçаймиех пулса ларнă - ăна тухтăр пăхнă. Вилнине пĕлтерсен те хăй чĕрех пулни пирки паллă памашкăн та вăйĕ пулман арçыннăн. Кĕçех виле питне хупласа хунă, хурлăхлă хыпар илтсе пынă тăванĕ-пĕтенĕ макăрнине итлесе выртнă вăл. Акă ăна масар çине илсе çитернĕ, унпа сывпуллашса юлашки сăмахсем каланă. Тупăка шаккама тытăннă - унăн хуппине пăтапа çапса çирĕплетнине ăнланса илнĕ хайхи. Чĕрĕллех пытарнăскер пуçне, ури-аллине татнăнах туйнă. Тăвăр ещĕке хупса хунăскер татах та татах хăйĕн ячĕпе калакан сăмахсене итленĕ...

Тăватă кун иртнĕ унтанпа. Арçын алли-урине çак самантра яланах туйнă, хусканма кăна пултарайман - вăйĕ çитмен. Хăйне профессор касма пуçласан кăна темĕнле майпа кăшкăрса яма пултарнă вăл, çапла майпа вилĕм аллинчен çăлăнса чĕррисен тĕнчине таврăннă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.