«Хастарлă, хыт утăмлă пулăр!»

15 Чÿк, 2014

Аслă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа ыран 115 çул çитет. Пурăнас кунĕ кĕске пулнă унăн, çамрăклах çĕре кĕнĕ. Апла пулин те унăн сулмаклă сăмахĕсем паянчченех чĕррĕн янăраççĕ. "Чăваш Улăпĕ!" - çапла хак пачĕ ăна уяв митингне уçнă май "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Валери Туркай.

Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне аслă поэтăмăрăн çуралнă кунне паллă тума унăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче халăх йышлă пухăнни те çирĕплетет. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотека ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçисем "Çĕнĕ кун аки" сăвва тĕрлĕ чĕлхепе - чăвашла, вырăсла, акăлчанла, таджикла... - пăхмасăр каларĕç.

- Паян Çеçпĕле юратакансемшĕн, унăн поэзине хаклакансемшĕн, пĕтĕм Чăваш Тĕнчишĕн - вăл вара питĕ анлă - чăннипех те пысăк уяв, - терĕ ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов. - Çĕршывăн мĕнпур кĕтесĕнче Çеçпĕле халалланă вуншар мероприяти иртет паян. Кăçал поэтăн çуралнă ялĕнчи бюста юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Канаш администрацийĕпе пĕрле тумалли ĕç нумай-ха пирĕн. Поэта хисеплесе 1969 çулта лартнă панулми садне те çĕнетмелле. Тата ытти ĕç те чылай. Çеçпĕл Мишши каланисене ялан асра тытасчĕ, "пурнăç уттинчен юлас марччĕ".

Лев Кураков академик "аслă поэтăмăр хушса каласа хăварнисене" пурнăçласа пыма шантарса тупа тума сĕнчĕ.

- Çеçпĕл Мишши - чăн-чăн чăваш, чăваш халăх поэчĕ. Кĕске пурнăçĕнче хура халăхшăн тăрăшса сахал мар ырă ĕç тунă вăл, ăна ирĕке кăларассишĕн, ăс-тăн парассишĕн нумай тăрăшнă. Çавна май унăн ертÿçĕсемпе те тÿррĕн калаçма тивнĕ. Ăна асаплантарнă, нушалантарнă... 22 çул çеç пурăннă пулин те вăл чăваш халăхне çÿле çĕклеме пултарнă, - терĕ Лев Пантелеймонович. - Халăхшăн тăрăшмалла. Ун пек çынна халăх ĕмĕрне те манас çук.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Игорь Кушев Çеçпĕл Мишшине С.Есенинпа, В.Маяковскипе танлаштарчĕ. "Вĕсем пĕр саманара пурăннă, ĕçленĕ çынсем. Час-часах вĕсене ăнланман, хаклама пĕлмен", - терĕ вăл. Митингра сăвă калакан ачасене курнă хыççăн "чăваш поэзийĕнче çĕнĕ çăлтăрсем çураласси иккĕлентерменнине" пĕлтерчĕ тата И.Кушев депутат. Чăваш Енри профессионал писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ Сергей Павлов вара Çеçпĕл Мишшин "хăй хÿттине туйса, унăн пултарулăхĕпе хавхаланса ÿснине" пĕлтерчĕ.

"Валери Туркай Çеçпĕл хăй патне туртать тенипе килĕшмесĕр тăма çук. Пĕчĕкрен Çеçпĕл хÿттине туйнă эпĕ. Кашни çул поэтăн çуралнă кунĕнче атте унăн тăван ялне илсе каятчĕ. Çеçпĕлĕн шăллĕ отпускне пирĕн ялта ирттеретчĕ. Пиччĕшĕ пирки питĕ нумай каласа кăтартатчĕ вăл. Поэтăн 70 çулхи юбилейне паллă туни нихăçан та асран тухмĕ. Питĕ нумай çыравçă пухăннăччĕ унта. Шăхасанта Çеçпĕл класĕнче вĕрентĕм, - аса илчĕ Сергей Лукиянович. - Поэт çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Унăн поэзийĕ вара ватăлмасть, паян та хăватлă янăрать".

Çеçпĕл Мишши пултарулăх çулне суйланă нумай-нумай çыншăн çутă тĕслĕх пулса тăни иккĕлентермест. Çак шухăша Раиса Сарпи сăвăç та палăртрĕ. "Çеçпĕл хăйĕн çутă ĕмĕтне, хуйхине сăвва хывнă. Пире халĕ те хавхалантарать вăл", - терĕ Раиса Васильевна. Уявра вăл хăйĕн çĕнĕ сăввине вуласа пачĕ. Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев та митинга пухăннисене "чун çимĕçне" парнелерĕ.

"Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем.

Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен..." - Валери Туркай вуланă сăвă йĕркисем хула урамне янратса инçете-инçете саланчĕç. Вĕсем Çеçпĕл Мишшин пултарулăхне хисеплесе уява пухăннисен чун-чĕрине çеç хумхатмарĕç. Палăк умĕнчен иртсе каякансене те хĕмлентерчĕçех вĕсем. Паян та, ыран та, яланах!

Валентина БАГАДЕРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.