Халăх хаклавĕ

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхĕн хаклавĕ» сасăлава хута янă. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчи ир тĕлне интернет-сасăлава 60 ытла çын хутшăнма ĕлкĕрнĕ.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, республика тата муниципалитет шайĕсенче ĕçлекен унитари предприятийĕсемпе учрежденисен, акционерсен обществисен, акцисен тĕрĕслев акцийĕсем Чăваш Республикин патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнче тăраканнисен, муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи çынсене пулăшу кÿрекеннисен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне халăх хакласси çинчен» указа алă пуснă. Документпа килĕшÿллĕн 2014 çултан пуçласа çулталăкра пĕрре çынсенчен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата халăха транспорт, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсем кÿрекен, автомобиль çулĕсен пахалăхне тивĕçтерекен организацисен ертÿçисен ĕçĕ пирки ыйтса пĕлĕç.

И.НИКОЛАЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.