«Гражданин пулма эс тивĕç!»

26 Юпа, 2018

Вăл 30 çул Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретĕнче тăнă. Паян саппасри офицер çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе тăрăшать.

«Поэт пулмасан та гражданин пулма тивĕç!» — тесе çырнă Николай Некрасов. Олег Рыбаков вырăс литературин классикĕ икĕ ĕмĕр каялла каланă сăмахсем паянхи куншăн та пысăк пĕлтерĕшлине палăртать: «Кашнин мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва тивĕçлĕ çын пулса ÿсессишĕн тăрăшмалла!»
Саппасри офицер хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти технологи тата управлени академийĕнче ОБЖ вĕрентет. Çавăн пекех вăл студентсене патриотизм воспитанийĕ парас ĕç-хĕлшĕн те яваплă.
— Пăшал салатса пуçтарма хăнăхтарнипе е стройпа утма вĕрентнипе кăна çитĕнекен ăру чун-чĕринче патриотизм туйăмне вăратаймăн, — тет Олег Германович. — Çĕршыв хăватне çĕкленĕ, унăн чысне хÿтĕленĕ çынсем, патшалăх историйĕнче тарăн йĕр хăварнă пулăмсем çинчен те пĕлмелле. Тепĕр чухне ачасенчен Кули-ково уйĕнчи çапăçу, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ, ытти паллă кун пирки ыйтатăп та — шăпăрт тăраççĕ. Романовсем влаçа епле килнĕ? Полтава патĕнчи çапăçу хăçан пулнă? Каллех чĕнмеççĕ. Çаксене те пĕлмесен Тăван çĕршыва юратасси пирки мĕнле калаçайăн?
Олег Германович вĕрентÿ ĕç-хĕлне те хăйне евĕрлĕ йĕркеленĕ. Темăпа çыхăннă ыйтăва студент хуравлаймасан вăл Тăван çĕршыв историйĕнчи пĕр-пĕр пулăм çинчен каласа кăтартма хушма ĕç парать. Унăн кабинетĕнче стенасем çинче Раççейри паллă çар пуçĕсен — Александр Невскирен пуçласа Георгий Жуков та-ранах — портречĕсем, тĕрлĕ истори пулăмĕпе паллаштаракан плакатсем çакăнса тăраççĕ.
— Мана хама та пĕчĕкрен Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентсе ÿстернĕ. Çавăнпа студентсен чун-чĕринче те ырă вăрлăх акса хăварассăм килет, — терĕ Олег Германович хальхи вăхăтра вăл туса пыракан ĕçĕн тĕшши мĕнре пулни пирки сăмах пуçарсан.

Пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарасси те, ахăртнех, çав вĕрентĕвĕн пахалăхĕпе çыхăннă. Олег Рыбаков Киров облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл ултă çулта чухне çемье Чăваш Ене куçса килнĕ, Çĕнĕ Шупашкар строительствине кÿлĕннĕ. Химиксен хулинче вунă класс пĕтернĕ хыççăн Сара-товри летчиксене хатĕрлекен авиаци училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Хĕвел анăç Украинăна, тата çур çултан — Инçет Хĕвел тухăçне лекнĕ. Китай Вьетнама тапăнсан совет салтакĕсен авиаци полкне Хабаровск çывăхне куçарнă. Çав тăрăхра çулталăк çурă вĕçекен техник пулса служба тивĕçĕсене пурнăçланă.
— Манăн пуçра яланах аслă пĕлÿ илес шухăш пулнă. Киеври граждан авиацийĕн Хабаровскри филиалне кайма хатĕрленнĕччĕ — полк командирĕ ямарĕ. Спас Дальний хулине куçсан тин ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме пултартăм. Вăл вăхăт тĕлне Саратоври авиаци училищинчен аслă çар училищи туса хунăччĕ. Унта вĕренме кĕтĕм, — аса илчĕ Олег Рыбаков.
Ăнăçлă вĕренсе пынă вăл. Виçĕ çул çар ретĕнче тăрса пухнă опыт та чылай пулăшнă ĕнтĕ: вĕренÿ заведенине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Çавна май черетлĕ служба вырăнне хăй суйлама пултарнă. Çав çулсенче Совет Союзĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ ют çĕршыва кайса курма ĕмĕтленнĕ, анчах ун чухне СССР çыннисене чикĕ урлă каçма питĕ йывăр пулнăран шухăшĕсене пурнăçа кĕртеймен. Олег Рыбакова та ют патшалăхра пулса курас килни Чехословакие илсе çитернĕ. Унти служба кунĕсем Зволен хулинче пуçланнă. Кунта вăл вăрçă вăхăтĕнче полксене çыхăнупа тивĕçтерекен вертолет экипажĕн йышĕнче çар тивĕçĕсене пурнăçланă.
…90-мĕш çулсем çывхарса пынă. Çак тапхăра Олег Рыбаков пăшăрханса аса илет: «Европăри революцисем, Германи стени арканни тата ытти те — йăлтах пирĕн куç умĕнче пулса иртрĕ. Раççейре те лăпкă марччĕ. Пирĕн полка Чехословакирен Польша, Хĕвел анăç Украина урлă Сара-тов облаçне куçарса килчĕç. Шел, вăл часах арканчĕ, пысăк опытлă летчиксем пăрахса кайрĕç. Çав шайри специалистсене хатĕрлесси вара питĕ тăкаклă. Пирĕн полк чăннипех те тĕслĕх шайĕнче пулнă: кирек епле çанталăкра та, сĕм çĕрле те, туллă-сăртлă вырăнсенче те заданисене тивĕçлĕ пурнăçланă». Ку гарнизонта Олег Германович тăхăр çул службăра тăнă, сывлăш карапĕн командирĕ пулнă.
2002 çул Олег Рыбаков пурнăçне каллех улшăнусем кĕртнĕ. Хальхинче ăна полк командирĕ чаç командирĕн заместителĕ пулса Таджикистана кайма сĕннĕ, шухăшламалăх пĕр талăк вăхăт панă. Салтакăн хушăва хирĕçлеме ирĕк пур-и вара? Таджикистанра çав çулсенче граждан вăрçи пынă. Çавна май çар çыннисен сывлăхшăн, пурнăçшăн хăрушă заданисем пурнăçлама тивнĕ.
2006 çулта Олег Рыбаков отставкăна кайнă. «Службăра тăмалли чи пысăк ÿсĕмрен те иртнĕччĕ эпĕ ун чухне. 47 çултаччĕ. Манпа пĕрлех мăшăрăм та служба ĕç-хĕлне пăрахрĕ. Вăл чи пысăк категориллĕ секретчица пулнă», — каласа кăтартрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.