Голливудра вырăс каскадерне çитме пултаракан çук

Техникăпа тĕрлĕ трюк лартас енĕпе Голливудра Мартин Иванова çитекен никам та çук. Хушаматĕнчен те тĕлĕнме кирлĕ мар — çапла, вырăс каччи вăл. Мартин çав тери хăрушă кирек мĕнле трюка та пурнăçлассинчен пачах та шикленмест. Хăюлăх енĕпе Америкăри тата Европăри ĕçтешĕсем унăн çывăхне те пыраймаççĕ.

— Каскадер пулас тесен мĕн тумалла?

— Пĕлместĕп. Мана ăннă темелле, çавă кăна. Атте те каскадер. Вăл совет тата Раççей фильмĕсенче ÿкерĕннĕ. Çавăнпах-тăр эпĕ мĕн ачаран çак ĕç пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах та малтан мана автоспорт çавăрса кĕрсе кайрĕ-ха. Куçăм тапхăрĕнче раллистсемпе паллашрăм та — пуçланчĕ вара. Ăмăртусене хутшăнса çĕнтереттĕм. Анчах та автоспорт — çăмăл ĕç мар. Укçа-тенкĕ енчен. Чемпион та пулса тăма пултаратăн эсĕ, кĕсьере вара çаплах çил вĕрет, мĕншĕн тесен тăкак хыççăн тăкак тÿсетĕн спортăн ку тĕсĕнче. Çапла вара автоспортран майĕпенех уйрăлтăм. Атте кинона чĕнчĕ. Вăл “Белое золото” ÿкеретчĕ çак тапхăрта. Сюжетпа килĕшÿллĕн унта тĕрлĕ трюк нумайччĕ. Мана хама каскадер ролĕнче тĕрĕслесе пăхма сĕнчĕ. Икĕ трюка питĕ хăвăрт ÿкертĕмĕр. Ралли хыççăн кинора ÿкерĕнме пĕрре те кăткăс пек туйăнмарĕ. Кайранхине вара чăннипех те ăнăçупа кăна çыхăнтармалла. 2003 çулта Мускавра Голливуд блокбастерĕ “Превосходство Борна” ÿкерчĕç. Унта ман валли те ĕç тупăнчĕ.

— Кинори пĕрремĕш утăмсем хыççăнах Голливуда çаклантăр-и? Юмахри пекех!

— Ăнăçрĕ! Ун чухне каскадерсем ушкăнĕпех килнĕччĕ-ха, анчах та вĕсене татах та пулăшакансем кирлĕ пулчĕç. Страховка валли. Кашни машинăрах мĕн те пулин сиксе тухсан инкеке сирме хатĕр каскадер пурччĕ. Сюжетпа килĕшÿллĕн, Борн машинăпа çÿллĕ карлăк çинчен çул çине сикет, анчах та çĕре перĕниччен бамперпа самосвала çапать. Çакăн хыççăн çил пек малалла вĕçтерет. Акăлчан каскадерсем ÿкерĕнме килĕшмерĕç. Трюк вĕсене хăрушă пек туйăнчĕ — чăнласах грузовик айне çакланма пулать-çке. Репетици темиçе хут ирттернĕ пулин те акăлчансен хăюлăх çитмерĕ. Нимĕн тăвайманнипе ман енне çаврăнчĕç: тен, эсĕ? Эпĕ хирĕçлемерĕм. Эпĕ, тĕрĕссипе, шухăшласа та тăмарăм. Раллире темĕн тĕрлĕ те сиксе курнă хыççăн ку трюк маншăн пĕрре те хăрушă туйăнмарĕ. Ăнăçлах пулса тухрĕ. Çак эпизод хыççăн эпĕ, хам та сисмесĕр, фильмăн тĕп каскадерĕ пулса тăтăм. Ĕç вĕçленнĕ хыççăн та манпа сывпуллашма васкамарĕç. Каярахпа Голливудра “Ультиматум Борна” ÿкертĕмĕр. Унтан “Квант милосердия” ĕçе чĕнчĕç.

— Интернетра та чапа тухрăр эсир — грузовик айĕнче болидпа вирхĕнсе пыракан ролика пăлханмасăр курмалли çук. Эсир мĕн, пачах та нимрен те хăрамастăр-им?

— Ун чухне мана трюксем лартакан Майк Райан каскадер шыраса тупрĕ. Майк шăпах грузовиксемпе çыхăннă трюксем ÿкерет. Малтанах вăл нимĕн те йĕркеллĕ ăнлантармарĕ. Вырăна çитсен кăна эпĕ ăссăрлăх шайне туйса илтĕм. Прицеп кăкарнă тем пысăкăш грузовикпа болид ăмăртмалла тенĕ пек юнашар пыраççĕ. Унтан йывăр машина сывлăша çĕкленет. Çакна валли трамплинран сикет. Сывлăшра вăл 25 метр вĕçет. Çак самантра манăн унăн айĕнчен тухма ĕлкĕрмелле. Кăткăслăхĕ вара репетици ирттерме май çуккипе çыхăннă. Пĕртен-пĕр дубль...

Эпĕ кун йышши болид рулĕ умне ларса та курманччĕ. Унăн механикĕсем сюжета пĕлсен тĕлĕнчĕç. Анчах та эпĕ каялла чакма хăнăхман. Маларах манăн машинăпа Кими Райкконен чупнă. Эпĕ унăн комбинезонне тăхăнса машинăна лартăм, хăнăхрăм. Пĕр вăхăтран хам хатĕррине пĕлтертĕм. Чи йывăрри — грузовик хăвăртлăхĕпе пырасси. Манăн болид йăрăрах чупать. Сехетре 120 километра çитсен грузовик сывлăша çĕкленчĕ. Эпĕ унăн айĕнчен вĕçтерсе те тухрăм. Тĕрĕссипе, çак самантра хăрама та ĕлкĕреймерĕм.

— Карьерăри тата хăш ĕç пысăк хăрушлăхпа çыхăннă?

— “Спектр” фильма ÿкернĕ чухне пĕр уйăха яхăн Рим урамĕсемпе çĕрĕ-çĕрĕпе чупрăмăр. Хальхинче мана гибрид суперкар Iaguar CX-75 çакланчĕ. Урамсене хупса хуратчĕç, çапах та ĕçлеме питĕ йывăрччĕ.

Шалти биологи сехечĕ пăхăнасшăн марччĕ. Организм çывăрасшăнччĕ, çавăнпа пĕр вĕçĕм хампа кĕрешме тиветчĕ. Çĕрлехи смена тесе никам та çăмăллăх памастчĕ — çавăн пекех 12 сехет ĕçлеме тиветчĕ. Çапла уйăхĕпех тăмана пек пурăнатăн — çĕрĕпе ĕçлетĕн, кунĕпе çывăратăн, хĕвеле пачах курмастăн. Çак проектра каскадерсем пурте ывăнса çитрĕç. Манăн тата унсăр пуçне машина та улăштарма тиврĕ. Сценарипе килĕшÿллĕн, самолет “Range Rover Sport” машинăна тата икĕ “Дефендрăна” хăвалать. Малтанах манăн “тĕп бандита” евĕрлемеллеччĕ, çавăнпа эпĕ “Рейнджпа” тренировкăсем ирттертĕм. Анчах та патне çитсен мана урăх машина пачĕç. Режиссер шухăшĕпе, эпĕ бандит пек курăнмастăп имĕш. Эпир серпантин тăрăх сехетре 160 километр хăвăртлăхпа вĕçтеретпĕр, “Рейндж” хыççăн “Дефепе” ĕлкĕрсе пыма çăмăл мар.

— Пĕр трюк ÿкерме миçе дубль хатĕрлетĕр?

— Трюк кăткăслăхĕнчен мар, режиссер кăмăлĕнчен килет ку. “Превосходство Борна” фильмăн юлашки сценине нумай хут ÿкертĕмĕр. Çичĕ “Гелендваген” аркатрăмăр. Çапах та трюк лартаканĕ кашнинчех кăмăлсăрччĕ. Сценăна Берлинра ÿкереттĕмĕр. Пире продюсерсем вырăнти автопасара вĕçĕмсĕр хăвалатчĕç, унта юлнă мĕнпур “Гелика” туянса пĕтертĕмĕр ахăр.

— “Бондианăра” автомобиль кăткăс трюкĕсене ÿкерме тăрăшаççĕ. Халĕ компьютер графики те вăйлă аталаннă вĕт-ха. ..

— Чăн та, экстремаллă сценăсене пурнăçа çывăх ÿкерме тăрăшаççĕ. Çавăнпах ĕçлеме те кăсăклă унта. “Кванта милосердия” фильмăн темиçе сценине Италири мрамор карьеринче ÿкертĕмĕр — унта юлашки темиçе пин çул хушшинче пĕр чарăнми вĕрет ĕç. Унта кăларнă материалтан авалах статуйăсем калăпланă.

Пирĕн ĕçре каллех кăткăслăхсем сиксе тухрĕç — мрамор ванчăкĕ тăрăх машинăпа вĕçтерсе пынă чухне тусан мăкăрланать кăна. Операторсем мăкăртатма пуçларĕç — нимĕн те курăнмасть. Çавăнпа ванчăка малтан шывпа сапса тусанне пусарма пуçларĕç. Юлашкинчен йăлт яп-яка пылчăка çаврăнчĕ. Манăн вара 500 лаша вăйĕллĕ Aston Martin машинăпа пысăк хăвăртлăхпа пымалла, çул пăрăнăвĕсенче те чакармалла мар ăна. Машинăн вара — хыçалти привод. Çул хăш-пĕр пайĕнче нимĕнле карта та çукчĕ. Пĕр пĕчĕк йăнăш инкек патне илсе çитерме пултаратчĕ.

— Голливуд актерĕсемпе пĕрле ирттерсе курнă-и трюксене?

— Актерсем трюксене каскадерсен шайĕнче пурнăçлаймаççĕ. Хăрушă сценăсене пачах иккĕмĕш ушкăн ÿкерет. Çавăнпа та эпир тĕрлĕ графикпа ĕçлетпĕр. Çапах тепĕр чухне актерсемпе çулсем хĕресленесси те пулать. Пĕррехинче “Неудержимые-3” фильмра Джейсон Стейтемпа пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ. Сюжетпа килĕшÿллĕн, грузовик тинĕс хĕррине пырать те шыв хĕррине çитме темиçе метр юлсан питĕ хăвăрт чарăнать. Темиçе хутчен те репетици ирттертĕмĕр. Кĕтмен çĕртен Джейсон, темĕнле майпа ÿкерÿ лапамне çитсе тухнăскер, трюка хăйне хутшăнтармашкăн йăлăнма пуçларĕ. Темшĕн ирĕк пачĕç ăна.

Хайхискер руль умне ларчĕ, эпĕ — юнашар. Вăл хăвăртлăха чиперех тытса пыратчĕ, анчах та тормоза пусмалли вырăна çитсен тем пулчĕ, ĕлкĕреймерĕ. Актер çухалса кайрĕ, машина шыв айне пулчĕ. Машина чÿречисем шăтăкчĕ — сценарипе килĕшÿллĕн вĕсене пульăсем лекнĕ. Çавăнпа шыв кабинăна шарласах тулма пуçларĕ. Мана хум кабина варрине çĕклесе ывăтрĕ. Хускалма та йывăр, урари атă чăрмантарать. Çав самантра эпĕ пурнăçшăн кĕрешрĕм, Джейсоншăн мар. Ун çинчен мансах кайнă эпĕ. Туйăм шайĕнче алăка шыраса тупса аран-аран уçрăм. Актера вара урăххисем çăлнă. Каярахпа вăл инкеке грузовикăн тормозĕ начаррипе çыхăнтарчĕ. Анчах та ун умĕн эпĕ чиперех чупнăччĕ-çке. Çавăн чухне эпĕ кĕсьери икĕ айфона путартăм. Чăн та, вĕсен хакне саплаштарчĕç.

“Спектр” фильмăн юлашки кадрне ÿкернĕ чухне те хăрушлăх шывпа çыхăннăччĕ. Римра çыран хĕрринче пулса иртет ĕç-пуç. Спорткарсем шыва ÿкме пултарассине пĕлсе унта дайверсем икĕ гидроциклпа дежурствăна тухнăччĕ. Маларах вара эпир вĕсемпе бассейнра çутта сÿнтерсе çăлав операцийĕсен репетицине ирттернĕччĕ. Сăмах май, ун чухне тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр — машинăсенче маскăсем те, сывлăш тултарнă баллонсем те вырнаçтарнăччĕ. Çавăнпа лăпкăнах ĕçлерĕмĕр.

/Автодром.ру/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.