Гиацинт

Çумăр чечекĕ. Çапла куçать гиацинт авалхи грек чĕлхинчен куçарсан. Гиацинт - суханран /луковичные/ ÿсекен чечек. Çавна май ытти суханлă чечексем пекех çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те чечеклентерме пулать ăна. Çак ĕçĕн йĕркине пĕлмелле çеç.

Пахчара çитĕнтерекен гиацинт пирки калаçăпăр. Хитре çеçкеллĕ гиацинт çитĕнтерес тесен ăна пăхассине тĕрĕс йĕркелемелле.

Пирĕн тăрăхра ÿсекен тĕрлĕ вăхăтра çеçке çуракан гиацинтсен виçĕ тĕсне палăртмалла. Пĕрремĕшĕсем - ир чечекленекеннисем - ака уйăхĕн вĕçнелле чечек кăлараççĕ. Иккĕмĕшсем - вăтам йышшисем - ир чечекленекеннисем хыççăн, çу уйăхĕнче çурăлаççĕ. Çу уйăхĕн вĕçĕнче вара виççĕмĕшсем - кая юлса çурăлаканнисем капăр тум тăхăнаççĕ.

Çумăр чечекĕн тĕсĕ тĕрлĕрен: кăвак, сенкер, кĕрен, фиолетăн тĕрлĕрен сĕмĕсем, сарă, хĕрхĕлтĕм /оранж/, хĕрлĕ, шупка хĕрлĕ, шурă т.ыт.те.

Гиацинт суханĕн форминчен, хуппинчен чечек мĕнлерех тĕслине тавçăрма пулать. Сарă, хĕрлĕрех сарă тĕслисен суханĕ çутăрах тĕслĕ, ансăртарах конус пек тăсмака. Шурă гиацинтăн суханĕ те çутăрах, формипе çăмарта евĕрлĕ.

Гиацинт пахчара чи малтан чечек çурать. Ун хыççăн нарцисс, тюльпан çĕкленсе тухса илемĕпе савăнтараççĕ.

Çумăр чечекне суханран ĕр­четеççĕ. Вăтам калăпăшлисем пахчана лартма, пысăкрах сухансем выгонка валли /пÿлĕме лартма/ аван.

Çеçке çурăлса тăкăннă хыççăн çĕртме уйăхĕн вĕçнелле гиацинт çулçисем сарăхса типме пуçлаççĕ. Ку - сухансене кăларма вăхăт çитнине пĕлтерекен паллă. Çав тĕлелле тутлăхлă япаласем тымара пуçтарăнаççĕ. Сухана кăларассине каярах хăварсан чечек суханне тăпрара тупма кансĕртерех, тепĕр çул вăйсăртарах чечекленет. Кăларнă хыççăн çулçăсене касмалла, тăпраран тасатмалла, сулхăнта 5-6 кун типĕтмелле. Унтан сухана тымарĕнчен, хуппинчен тасатмалла. Пĕчĕк сухансене «амăшĕпе» пĕрлех хăвармалла. Суйланă сухана ещĕке çÿхен хурса хĕвел лекмен ăшă çĕрте 2 уйăх упрамалла, лартас умĕнхи тепĕр уйăхне 17 градуса куçармалла. Сухансем типсе каясран вăхăт-вăхăт шывпа пĕрĕхмелле.

Тепĕр çул чечекленмешкĕн гиацинт суханне тăпрана авăн уйăхĕн вĕçĕнче лартмалла. Ăна валли хĕвеллĕ те уçă, кăштах çÿллĕрех вырăн пулсан аван. Шыв пухăнса тăракан вырăна гиацинт килĕштермест. Тĕм айĕнче те вăл япшаррăн чечекленеймĕ. Нейтраллă, кăпăшка тăпрана килĕштерет. Йăран пулмалли вырăнта тăпра тачка пулсан хăйăр, извеç, çĕрнĕ тислĕк хушса кăпкалатмалла.

Лартиччен сухана марганцовкăн вăйсăр шĕвекĕнче çур сехет дезинфекцилемелле. Клумбăра 20 см хушăллă 10 см тарăнăш йĕрсем тумалла. Унта 5 см хулăнăш хăйăр сапса тухса, сухансене хăйăра пуçса лартмалла та каллех хăйăр сапмалла, унтан - тăпра. Кĕркунне, çанталăк шăнтма пуçласан, гиацинт йăранне типĕ çулçăпа е чăрăш лăссипе витмелле.

Çуркунне юр ирĕлсе пĕтичченех йăрана уçмалла. Гиацинт çеçки питĕ ир ÿсме пуçлать. Çуллахи вăхăтра ăна 2-3 хут тутлăхлă япаласемпе шăвармалла. Пĕрремĕш хут - çуркунне, çеçке ÿснĕ чухне, унтан - чечекленнĕ вăхăтра, виççĕмĕш хутчен - çеçке тăкăнсан - хĕл каçма сухана вăй кĕртмешкĕн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.